Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
2013-мӗш сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнче пуху ҫумне ҫирӗплетмен территорисенче ырӑ хыпар сарма чӗннине Раҫҫейри 992 пухури 8 568 хыпарҫӑ йышӑнни ҫинчен пӗлтерме питӗ хавас. Вӗсене 464 административлӑ район панӑ. 2014-мӗш сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнче ҫакӑн пек чӗнӗве 948 пуху йышӑннӑ, вӗсене 446 административлӑ район панӑ. Ҫак хастарлӑ хыпарҫӑсем лайӑх кӑмӑл-туйӑм кӑтартнине эпир питӗ хаклатпӑр (Рим 10:14, 15).