Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb21 январь 5 с.
  • Хӑвӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫна упра

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑвӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫна упра
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
  • Ҫавнашкал материал
  • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Ҫемье арканасси патнех ҫитсен
    Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Библи мӗн калать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулсан та, ан парӑнӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
mwb21 январь 5 с.
Упӑшкипе арӑмӗ ҫӗр ҫине ларса пӗрле япала ҫӑваҫҫӗ тата шӑкӑл-шӑкӑл калаҫаҫҫӗ.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Хӑвӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫна упра

Иегова мӑшӑрсен пӗр-пӗрне тупа туни ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар тет, ҫавӑн пекех вӗсен мӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпех пӗрле пулмалла тет (Мф 19:5, 6). Турӑ халӑхӗ хушшинче ҫирӗп ҫемьесем нумай. Анчах ҫынсен пурин те ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та ҫемьере йывӑрлӑхсем пулаҫҫех. Вӗсене татса парас тесе ҫак тӗнчери ҫынсем уйрӑм пурӑнма е уйрӑлма йышӑну тӑваҫҫӗ. Анчах та пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине вӗсем пек пӑхмалла мар. Христиансене ҫемьене упраса хӑварма мӗн пулӑшма пултарать?

Айтӑр пилӗк усӑллӑ канаша пӑхса тухар.

  1. Хӑвӑн чӗрене упра. Ҫемьене аркатма пултаракан ӗҫсенчен сыхлан. Сӑмахран, якӑлтатса ан ҫӳре тата аскӑн ӗҫпе ҫыхӑннӑ вӑйӑ-кулӑран пӑрӑн (Мф 5:28; 2Пт 2:14).

  2. Иеговӑпа ҫывӑхлан тата санӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫу ӑна савӑнтартӑр тесе тӑрӑш (Пс 96:10).

  3. Ҫӗнӗ этем пулса пыр. Пӗчӗк ырӑ ӗҫсем туса та мӑшӑра савӑнтарма тӑрӑш (Кл 3:8—10, 12—14).

  4. Мӑшӑрупа хисеплӗн калаҫ. Хӑвӑн шухӑшсемпе туйӑмсем ҫинчен каласа пама вӑхӑт уйӑр (Кл 4:6).

  5. Ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ чухне мӑшӑра юратнине кӑтарт тата унпа ҫепӗҫ пул (1Кр 7:3, 4; 10:24).

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепленипе христианин Иеговӑна, ҫемьене пуҫарса яракана, хисепленине кӑтартать.

«ПИРӖН „ЧӐТӐМЛӐ ПУЛСА“ ЧУПМАЛЛА. ПРАВИЛӐСЕНЕ ТЫТСА ТӐРӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • «Пирӗн „чӑтӑмлӑ пулса“ чупмалла. Правилӑсене тытса тӑрӑр» видеороликри кадр: тин ҫеҫ мӑшӑрланнӑ Калусен ҫемйи мӑшӑрланнӑ ятпа тунӑ доклада Патшалӑх залӗнче итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн йӑл кулса тӑрать.

    Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн веҫех лайӑх пулнӑ пулсан та, вӑхӑт иртсен мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ?

  • «Пирӗн „чӑтӑмлӑ пулса“ чупмалла. Правилӑсене тытса тӑрӑр» видеороликри кадр: Калусен ҫемйи йывӑрлӑха лӑпкӑн сӳтсе явать. Сӗтел ҫинче уҫса хунӑ Библи выртать.

    Мӑшӑрсене вӗсем пӗр-пӗрне юратма пӑрахнӑ пек туйӑнать пулсан, Библири принципсем вӗсене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • «Пирӗн „чӑтӑмлӑ пулса“ чупмалла. Правилӑсене тытса тӑрӑр» видеороликри кадр: Калу тӑван «Библи калавӗсен кӗнекинчен» арӑмӗпе хӑйӗн икӗ хӗрне вуласа парать.

    Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен Библири принципсене тытса тӑмалла

    Иегова мӑшӑрсене мӗнле правилӑсене пӑхӑнма хушнӑ?

  • Ҫемьеллӗ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тесен упӑшкипе арӑмӗн мӗн тумалла?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр