Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w21 февраль 25 с.
  • Йӑл кулни нумай тума пултарать!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Йӑл кулни нумай тума пултарать!
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Ҫавнашкал материал
  • Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Пухури пӗрлӗхе упрӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • Мӗншӗн Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусене ҫӳремелле?
    Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
w21 февраль 25 с.

Йӑл кулни нумай тума пултарать!

Хелен ырӑ хыпар сармалли стенд ҫумӗнче йӑл кулса тӑрать. Ун патӗнчен икӗ ҫамрӑк хӗр иртсе пырать.

ҪАКӐ Филиппинӑри Багио хулинче пулса иртнӗ. Икӗ ҫамрӑк хӗр урампа утса пынӑ чухне ырӑ хыпар сармалли стенд курнӑ. Стендпа юнашар тӑракан Хелен тӑван вӗсем ҫине пӑхса ӑшшӑн йӑл кулса илнӗ. Ҫав хӗрсем стенд патне пыман, анчах та Хелен ӑшшӑн йӑл кулни вӗсен чӗрине пырса тивнӗ.

Каярахпа автобуспа киле таврӑннӑ чухне ҫав хӗрсем пӗр ҫурт ҫинче jw.org сайтӑн пысӑк логотипне курнӑ. Вӗсем ҫак логотипах ырӑ хыпар сармалли стенд ҫинче пулнине аса илнӗ. Хӗрсем автобусран тухнӑ та ҫав ҫурт патне — Турӑ Патшалӑхӗн залӗ патне — пынӑ. Унта вара вӗсем тӗлпулусен расписанине курнӑ.

Ҫав хӗрсемех Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче Хелена курсан йӑл кулма пуҫлаҫҫӗ.

Нумай та вӑхӑт иртмен, хӗрсем тӗлпулӑва килнӗ. Патшалӑх залӗнче вӗсем кама курнине пӗлетӗр-и? Хелен тӑвана. Унччен хӑйсем ҫине пӑхса йӑл кулнӑ хӗрарӑма вӗсем тӳрех палласа илнӗ. «Вӗсем ман пата пынине курсан эпӗ кӑшт хӑраса ӳкрӗм,— каласа парать Хелен.— Нивушлӗ тем туса хутӑм тесе шутласа илтӗм». Анчах та хӗрсем ӑна веҫех ӑнлантарса панӑ.

Ҫав ҫамрӑк хӗрсене тӗлпулу та, хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илни те питӗ килӗшнӗ. Тӗлпулу хыҫҫӑн тӑвансем зала тирпейлеме пуҫланине курсан вӗсем тӑвансене пулӑшасшӑн та пулнӑ. Каярахпа ҫав хӗрсенчен пӗри урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ, тепри вара тӗлпулусене ҫӳреме тата Библи вӗренме пуҫланӑ. Чӑнах та, йӑл кулни нумай тума пултарать!

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр