Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 13 калав
  • Авраам — Туррӑн тусӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Авраам — Туррӑн тусӗ
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Авраампа Сарра Турра итленӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иегова ӑна «манӑн тусӑм» тенӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Эсир «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана» кӗтсе пурӑнатӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Турӑ Авраамӑн ӗненӗвне тӗрӗслет
    Библи калавӗсен кӗнеки
Ытларах пӗлӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 13 калав
Авраам ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ҫине пӑхать

13-МӖШ КАЛАВ

Авраа́м — Туррӑн тусӗ

ПӖТӖМ ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн ҫынсем куҫса кайнӑ вырӑнсенчен пӗри Ур хули пулнӑ. Вӑл хитре ҫуртсемлӗ пуян хула пулса тӑнӑ. Анчах Ур ҫыннисем суя турӑсене пуҫҫапнӑ. Вӗсем Вавило́н ҫыннисем пекех пулнӑ. Ур тата Вавило́н ҫыннисем Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракан Нойпа унӑн Сим ывӑлӗ пек пулман.

Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн 350 ҫул иртсен, шанчӑклӑ Ной вилнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн шӑп икӗ ҫул иртсен, эсӗ ҫак ӳкерчӗк ҫинче куракан ҫын ҫуралнӑ. Турӑ ӑна питӗ юратнӑ. Вӑл Авраа́м ятлӑ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫемйипе Ур хулинче пурӑннӑ.

Пӗррехинче Иегова Авраама́ каланӑ: «Ур хулине тата хӑвӑн хурӑнташусене хӑвар та эпӗ кӑтартакан ҫӗршыва кай». Авраа́м Турра итленӗ-ши тата Ур хулинчи канӑҫлӑ пурнӑҫа хӑварнӑ-ши? Вӑл ҫапла тунӑ та. Авраа́м яланах Турра итленӗ, ҫавӑнпа ӑна Туррӑн тусӗ тесе пӗлеҫҫӗ.

Авраампа́ пӗрле Урта́н унӑн хӑш-пӗр хурӑнташӗсем тухнӑ. Унӑн ашшӗ Фа́рра. Ҫавӑн пекех шӑллӗн ывӑлӗ Лот. Паллах ӗнтӗ, Авраампа́ пӗрле унӑн арӑмӗ Са́рра тухнӑ. Вӑхӑт иртсен, вӗсем Харра́н ятлӑ вырӑна ҫитнӗ, унта Фа́рра вилнӗ. Вӗсем Урта́н аякра пулнӑ.

Кӗҫех Авраампа́ унӑн кил-йышӗ Харрана́ хӑварнӑ та Ханаа́н ятлӑ ҫӗре кайнӑ. Унта Иегова каланӑ: «Ҫак ҫӗре санӑн ачусене парӑп». Авраа́м Ханаа́н ҫӗрӗнче юлнӑ та чатӑрсенче пурӑннӑ.

Турӑ Авраама́ пулӑшса тӑнӑ, ҫавӑнпа та унӑн сурӑх кӗтӗвӗсен тата ытти чӗрчунӗсен шучӗ йышлӑланса пынӑ, ҫавӑн пекех унӑн ҫӗршер тарҫӑ пулнӑ. Анчах та Саррӑпа́ иккӗшӗн хӑйсен ачасем пулман.

Авраа́м 99 ҫулта чухне Иегова ӑна каланӑ: «Эсӗ нумай халӑхсен ашшӗ пулӑн тесе эпӗ сӑмах паратӑп». Авраампа́ Са́рра ача ҫуратма ытла ватӑ пулнӑран ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ши?

Пултарни 11:27—32; 12:1—7; 17:1—8, 15—17; 18:9—19.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр