Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 23 калав
  • Фараон тӗлӗкӗсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Фараон тӗлӗкӗсем
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • «Ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара?»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Иегова Иосиф ҫинчен манса кайман
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иосифа тӗрмене хупаҫҫӗ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • «Эпӗ Турӑран хӑратӑп»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
Ытларах пӗлӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 23 калав
Фараон ҫывӑрать

23-МӖШ КАЛАВ

Фарао́н тӗлӗкӗсем

ИКӖ ҫул иртет — Ио́сиф тӗрмерех-ха. Эрех парса тӑракан ун ҫинчен аса та илмен. Акӑ пӗррехинче ҫӗрле фарао́н икӗ хӑйне евӗрлӗ тӗлӗк курать, вара вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланасшӑн пулать. Вӑл ҫывӑрнине куратӑн-и? Тепӗр ирхине фарао́н хӑйӗн ӑслӑ ҫыннисене чӗнсе илет те вӗсене тӗлӗк курни ҫинчен каласа парать. Анчах вӗсем унӑн тӗлӗкӗсем мӗне пӗлтернине ӑнлантарса пама пултараймаҫҫӗ.

Халӗ вара эрех парса тӑракан тинех Ио́сиф ҫинчен аса илет. Вӑл фараона́ калать: «Эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне унта тӗлӗксен пӗлтерӗшне ӑнлантарса пама пултаракан ҫын пурччӗ». Фарао́н тӗрмерен Иосифа́ хӑвӑртрах илсе килме хушать.

Ҫичӗ мӑнтӑр ӗне, ҫичӗ начар ӗне

Фарао́н Иосифа́ хӑйӗн тӗлӗкӗсене каласа парать: «Эпӗ илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне куртӑм. Кайран — питӗ ырхан тата шӑммисем палӑрса тӑракан ҫичӗ ӗне. Ырханнисем вара мӑнтӑр ӳтлисене ҫисе ячӗҫ.

Иккӗмӗш тӗлӗкре эпӗ пӗр хӑмӑл ҫинче ӳсекен пиҫсе ҫитнӗ тырӑ пӗрчисемпе тулнӑ ҫичӗ пучах куртӑм. Унтан эпӗ пӗрчисем типсе ларнӑ ҫичӗ выҫӑ пучах куртӑм. Вара выҫӑ пучахсем ҫичӗ лайӑх пучаха ҫӑтма пуҫларӗҫ».

Тырӑ пӗрчисемпе тулнӑ ҫичӗ пучах, типсе ларнӑ пучах

Ио́сиф фараона́ калать: «Икӗ тӗлӗкӗ те пӗр япалана пӗлтереҫҫӗ. Мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тата тырӑ пӗрчисемпе тулнӑ ҫичӗ пучах ҫичӗ ҫула пӗлтереҫҫӗ, ҫичӗ ырхан ӗнепе ҫичӗ выҫӑ пучах вара тата тепӗр ҫичӗ ҫула пӗлтереҫҫӗ. Египетра́ ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул пулӗ. Вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ ҫул выҫлӑх пулӗ».

Ҫавӑнпа Ио́сиф фараона́ калать: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна суйласа ил те ӑна ҫав ҫичӗ тулӑхлӑ ҫул хушшинче апат-ҫимӗҫ пуҫтарма пуҫлӑха ларт. Вара ун хыҫҫӑнхи ҫичӗ ҫул хушшинче, апат-ҫимӗҫ питӗ сахал пулнӑ чухне, ҫынсем выҫӑпа аптрамӗҫ».

Фараона́ ҫак шухӑш килӗшет. Вара вӑл Иосифа́ апат-ҫимӗҫ пуҫтарса упрама суйласа лартать. Ио́сиф Египетра́ фарао́н хыҫҫӑнхи чи паллӑ ҫын пулса тӑрать.

Сакӑр ҫул иртсен, выҫлӑх пуҫлансан, Ио́сиф хӑйӗн патне темиҫе ҫын пынине курать. Вӗсем камсем пулнине пӗлетӗн-и? Ара вӗсем унӑн 10 аслӑ пиччӗшӗ вӗт! Вӗсен килӗнче, Ханаанра́, апат-ҫимӗҫ пачах юлман пирки Иа́ков вӗсене Египета́ янӑ. Ио́сиф хӑйӗн пиччӗшӗсене палласа илет, анчах вӗсем ӑна палласа илеймеҫҫӗ. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫулсем иртнине пула Ио́сиф сӑнӗ улшӑннӑ ӗнтӗ, тата ун ҫинче урӑх тумтир пулнӑ.

Ио́сиф ача чухне тӗлӗкре унӑн пиччӗшӗсем пырса ӑна пуҫ тайнине аса илет. Эпир ун ҫинчен вуланине астӑватӑн-и? Ҫавӑнпа та Турӑ ӑна Египета́ ырӑ тӗллевпе янине Ио́сиф ӑнланса илет. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Ио́сиф халӗ мӗн тӑвӗ-ши? Айта пӑхса тухар.

Пултарни 41:1—57; 42:1—8; 50:20.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр