Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 52 калав
  • Гедеонпа унӑн 300 ҫар ҫынни

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Гедеонпа унӑн 300 ҫар ҫынни
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Гедеон мадиансене ҫӗнтерет
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Старейшинӑсем, Гедеонран вӗренӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Иегова пирӗн чи лайӑх Тус
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • «Кай та ҫак вӑй-халупа Израиле... хӑтар»
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
Библи калавӗсен кӗнеки
my 52 калав
Гедеон хӑйӗн ҫар ҫыннисене ушкӑнсем ҫине пайлать

52-МӖШ КАЛАВ

Гедеонпа́ унӑн 300 ҫар ҫынни

ҪАКӐНТА мӗн пулса иртнине куратӑн-и? Ҫаксем Изра́илӗн ҫар ҫыннисем. Вӗсем шыв ӗҫме пӗшкӗннӗ. Вӗсен ҫумӗнче Гедео́н судья тӑрать. Вӑл вӗсем мӗнле шыв ӗҫнине сӑнаса тӑрать.

Тимлӗрех пӑх-ха, арҫынсем тӗрлӗ майпа шыв ӗҫеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем шыв патне ҫитиех пӗшкӗннӗ. Тепри шыва алӑран ӗҫет, ҫавӑнпа та вӑл тавралла пӑхса сӑнаса тӑма пултарать. Ҫакӑ питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Иегова Гедеона́ ӗҫнӗ чухне сыхӑ тӑракан ҫынсене кӑна суйласа илме хушать. Ыттисене вара, Турӑ каланӑ тӑрӑх, килӗсене ямалла. Мӗншӗн ҫапла тунине айта пӑхса тухар.

Изра́иль халӑхӗ каллех инкеке лекет. Ҫакӑ Иеговӑна итлеменшӗн пулса тухать. Вӗсене Мадиан ҫыннисем пӑхӑнтарнӑ. Ҫавӑнпа та Изра́иль халӑхӗ Иеговӑна пулӑшма йӑлӑнать, вара Иегова вӗсене илтет.

Иегова Гедеона́ ҫар пухма хушать, вара Гедео́н 32 000 ҫын пухать. Анчах Израиле́ хирӗҫ 135 000 ҫынран тӑракан ҫар тӑрать. Ҫапах та Иегова Гедеона́ калать: «Санпа ытла та нумай халӑх». Мӗншӗн Иегова ҫавӑн пек каланӑ?

Мӗншӗн тесен Изра́иль ҫыннисем вӑрҫӑра ҫӗнтерсен, вӗсем хӑйсем ҫӗнтертӗмӗр тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ҫӗнтермешкӗн Иегова пулӑшни кирлӗ мар тесе шутлама пултарнӑ вӗсем. Ҫавӑнпа та Иегова Гедеона́ хушать: «Хӑраканнисем пурте килӗсене таврӑнччӑр тесе кала». Гедео́н ҫакна тусан, 22 000 ҫар ҫынни килӗсене таврӑнать. Ҫапла вара, тӑшманӑн 135 000 ҫар ҫыннине хирӗҫ ҫапӑҫма 10 000 ҫын кӑна тӑрса юлать.

Анчах мӗн ку! Иегова калать: «Санпа халӑх халӗ те нумай-ха». Вӑл Гедеона́ ҫар ҫыннисене пӗчӗк юханшыв патне илсе пыма хушать те ӗҫмешкӗн шыв патне ҫитиех пӗшкӗннисене пурне те килӗсене яма хушать. Иегова сӑмах парать: «Эпӗ сана шыв ӗҫнӗ чухне сыхӑ тӑракан 300 ҫынпа ҫӗнтерме пулӑшӑп».

Гедеонӑн тимлӗ ҫар ҫыннисем шыв ӗҫнӗ чухне сыхӑ тӑраҫҫӗ

Ҫапӑҫу вӑхӑчӗ ҫитет. Гедео́н 300 ҫар ҫыннине виҫӗ ушкӑна уйӑрать. Вӑл кашнине трубапа кӑкшӑм парать, кашни кӑкшӑм ӑшӗнче ҫутаткӑч пулнӑ. Ҫурҫӗр ҫитсен, вӗсем тӑшман лагерьне хупӑрласа илеҫҫӗ. Кайран пӗр вӑхӑтра трубасемпе кӑшкӑртаҫҫӗ, кӑкшӑмсене ҫапса ҫӗмӗреҫҫӗ те: «Иеговӑпа Гедео́н хӗҫӗ!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ. Вӑраннӑ тӑшмансем ним тума аптӑраса тӑраҫҫӗ тата хӑраса ӳкеҫҫӗ. Вӗсем пурте тарма пуҫлаҫҫӗ, вара Изра́иль ҫыннисем ҫапӑҫура ҫӗнтереҫҫӗ.

Тӳресен кӗнеки, 6—8 сыпӑксем.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр