Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 75 калав
  • Тӑватӑ ҫамрӑк Вавилонра

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӑватӑ ҫамрӑк Вавилонра
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Иеговӑна итленӗ тӑватӑ яш ача
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Вӗсем ним тусан та пуҫҫапмаҫҫӗ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Пӗр патшалӑх ӗмӗр-ӗмӗрех ертсе пырӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 75 калав
Даниил, Седрах, Мисах тата Авденаго Навуходоносор патшан апачӗпе хӗрлӗ эрехне тутанма килӗшмеҫҫӗ

75-МӖШ КАЛАВ

Тӑватӑ ҫамрӑк Вавилонра́

НАВУХОДОНО́СОР патша Израильти вӗреннӗ ҫынсенчен чи лайӑххисене пурне те Вавилона́ илсе каять. Унта патша вӗсенчен чи хитре те ӑслӑ ҫамрӑксене суйласа илет. Кунта эсӗ вӗсенчен тӑваттӑшне куратӑн. Вӗсенчен пӗрне Дании́л тата тепӗр виҫҫӗшне Вавило́н ҫыннисем Седра́х, Миса́х, Авдена́го тесе чӗнеҫҫӗ.

Ҫак ҫамрӑксене Навуходоно́сор хӑйӗн керменӗнче ӗҫлесе тӑма вӗрентесшӗн. Виҫӗ ҫул вӗрентнӗ хыҫҫӑн йывӑр ыйтусене татса пама пулӑшмашкӑн патша чи ӑслисене суйласа илӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтра ҫамрӑксем вӑйсӑрланса ан кайччӑр тата вӗсен сывлӑхӗ ан хавшатӑр тет патша. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйне тата хӑйӗн ҫемйине мӗнле ҫитернӗ пек вӗсене те ҫавӑн пекех ҫитерме хӑйӗн тарҫисене хушать.

Ҫамрӑк Дании́л ҫине пӑх-ха. Вӑл Асфеназӑна́, Навуходоно́сор тарҫисен пуҫлӑхне, мӗн ҫинчен ӑнлантарса панине пӗлетӗн-и? Даниил патша сӗтелӗ ҫинчи апата ҫиместӗп тесе калать. Анчах та Асфена́з пӑшӑрханса ӳкет. «Сирӗн мӗн ӗҫмеллипе мӗн ҫимеллине патша малтанах шутласа хунӑ ӗнтӗ,— тет вӑл.— Енчен те сирӗн ытти ҫамрӑксем пекех сывлӑх лайӑх пулмасан, патша вара мана вӗлерет».

Вара Дании́л хӑйне тата виҫӗ тусне пӑхса тӑма Асфена́з лартнӑ хуралҫӑ патне каять. «Тархасшӑн, пире 10 кун хушши тӗрӗсле,— тесе ыйтать вӑл. — Пире ҫиме пахча-ҫимӗҫ тата ӗҫме шыв пар. Кайран патша сӗтелӗ ҫинчен ҫиекен ҫамрӑксемпе пире танлаштарса пӑх, вара сӑн-питрен кам лайӑхраххине курӑн».

Хуралҫӑ килӗшет. Вунӑ кун иртсен Даниилпа́ унӑн виҫӗ тусӗ ытти ҫамрӑксенчен сӑн-пичӗпе лайӑхрах курӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хуралҫӑ вӗсене малалла та патша апачӗ вырӑнне пахча-ҫимӗҫ ҫиме ирӗк парать.

Виҫӗ ҫул иртсен пур ҫамрӑка та Навуходоно́сор патне илсе пыраҫҫӗ. Патша вӗсемпе кашнинпе уйрӑм калаҫнӑ хыҫҫӑн Даниилпа́ унӑн виҫӗ тусӗ чи ӑслӑ ҫамрӑксем пулнине курать. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене керменре хӑйне пулӑшса тӑма хӑварать. Патша кирек мӗнле ыйтӑва е йывӑрлӑха татса парас тесе Дании́л, Седра́х, Миса́х тата Авдена́го патне пырсан, вӗсем ҫакна мӗнле тумаллине патшан священникӗсемпе ӑслӑ ҫыннисенчен 10 хут лайӑхрах пӗлнӗ.

Даниил 1:1—21.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр