5-МӖШ ПАЙӖ
Вавило́н тыткӑнӗнчен пуҫласа Иерусали́м стенисене ҫӗнӗрен туса лартиччен
Вавилонра́ тыткӑнра пулнӑ чухне Изра́иль ҫыннисен ӗненӳ пуррипе ҫукки нумай хут тӗрӗсленнӗ. Седраха́, Мисаха́ тата Авденагӑна́ ҫунса тӑракан кӑмакана пӑрахнӑ, анчах та Турӑ вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ. Каярахпа, Вавилона́ Мидипе́ Пе́рси ҫыннисем ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн, Даниила́ арӑслансем патне шӑтӑка пӑрахаҫҫӗ, анчах ку хутӗнче те Турӑ арӑслансен ҫӑварӗсене хупласа ӑна ҫӑлать.
Юлашкинчен Изра́иль ҫыннисене Пе́рси патши Кир ирӗке кӑларать. Вавило́н тыткӑнӗнчен вӗсем тӑван ҫӗршывне шӑпах 70 ҫултан таврӑннӑ. Иерусалима́ таврӑнсанах чи малтан вӗсем Иегова храмне тума пуҫланӑ. Кӗҫех тӑшмансем ҫак ӗҫе чарса лартнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем Иерусалима́ таврӑннӑранпа храма туса пӗтериччен 22 ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ.
Кайран эпир Е́здра Иерусалима́ храма илемлетме кайнине пӗлӗпӗр. Ҫакӑ храма туса пӗтернӗ хыҫҫӑн 47 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен пулнӑ. Е́здра хыҫҫӑн тата тепӗр 13 ҫултан Нееми́я Иерусали́мӑн аркатса пӗтернӗ стенисене туса лартма пулӑшнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ПИЛЛӖКМӖШ пайӗнче 152 ҫул хушшинче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен ҫырса панӑ.