Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 97 калав
  • Иисус патша пек пырса кӗрет

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус патша пек пырса кӗрет
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Патша Иерусалима ашак тихи ҫине ларса кӗрет
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус чирлисене сыватать
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Калаҫакан ашак ами
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Турӑ Патшалӑхӗ мӗн вӑл? Вӑл килессе кӗтнине пирӗн мӗнле кӑтартмалла?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Ытларах пӗлӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 97 калав
Иисус ҫамрӑк ашак ҫинче ларса пырать, ӑна кӗтсе илекенсем пальма тураттисемпе суллаҫҫӗ

97-МӖШ КАЛАВ

Иисус патша пек пырса кӗрет

ҪУЛ хӗрринче ыйткаласа ларакан икӗ суккӑр ҫынна сыватсан, кӗҫех Иисус Иерусалимра́н инҫех мар ларакан пӗчӗк яла ҫитет. Вара хӑйӗн икӗ вӗренекенне калать: «Яла кайӑр та вара унта ҫамрӑк ашака тупатӑр. Ӑна вӗҫертсе ман пата илсе килӗр».

Ашака илсе килсен, Иисус ун ҫине утланса ларать. Вара Иерусалима́ каять. Хула умне питӗ нумай халӑх ӑна кӗтсе илме тухать. Вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене хывса ҫул ҫине сарса хураҫҫӗ. Теприсем вара пальма тураттисене касса илеҫҫӗ. Вӗсене те ҫул ҫине сарса хураҫҫӗ те: «Иегова ячӗпе килекен патшана Турӑ пиллетӗр!» — тесе савӑнӑҫлӑн кӑшкӑраҫҫӗ.

Ӗлӗк-авалах Израильте́ ҫӗнӗ патша хӑйне халӑха кӑтартас тесе Иерусалима́ ҫамрӑк ашак ҫине утланса кӗнӗ. Халӗ Иисус ҫакӑн пек тӑвать те. Ҫынсем вара Иисуса хӑйсен патши тӑвасшӑн пулнине кӑтартаҫҫӗ. Анчах ҫакӑ пурне те килӗшмест. Ҫакна храмра пулса иртнӗ пӗр ӗҫ лайӑх кӑтартса парать.

Храмра Иисус суккӑррисене тата уксах-чӑлахсене сыватать. Ҫавӑншӑн Иисуса ачасем кӑшкӑрса мухтаҫҫӗ. Ҫакӑ священниксене тарӑхтарса ярать, вара вӗсем Иисуса калаҫҫӗ: «Эсӗ ачасем мӗн кӑшкӑрнине илтетӗн-и?»

— Паллах, илтетӗп,— хуравлать вӗсене Иисус.— Эсир Библире: «Турӑ пӗчӗк ачасен чӗлхи-ҫӑварӗпе мухтамалла турӗ» — тенине вуламан-и-мӗн? Ҫавӑнпа та ачасем Турӑ лартнӑ патшана мухтама чарӑнмаҫҫӗ.

Пирӗн ҫак ачасем пек пулас килмест-и вара? Тен, хӑш-пӗр ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа ҫӳренӗ чухне пире чӑрмантараҫҫӗ. Анчах Иисус пуласлӑхра тӑвакан ырӑлӑхсем ҫинчен ытти ҫынсене каласа паратпӑр пулсан, эпир тӗрӗс тӑватпӑр.

Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне унӑн патша пулса ертсе пымалли вӑхӑчӗ ҫитмен-ха. Ҫак вӑхӑт хӑҫан ҫитет-ши? Ҫакӑн ҫинчен Иисусӑн вӗренекенӗсем те пӗлесшӗн. Эпир ун пирки тепӗр сыпӑкра вуласа пӗлӗпӗр.

Матфей 21:1—17; Иоанн 12:12—16.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр