Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • dg 9 пайӗ, 19—22 с.
  • «Юлашки кунсенче» пурӑннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Юлашки кунсенче» пурӑннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр
  • Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Тӗнче вӑрҫисем
  • Ытти ҫирӗплетӳсем
  • Тата тепӗр сӑлтав
  • Ҫынсен тата демонсен влаҫӗн пӗтес вӑхӑчӗ ҫывӑх
  • Кам чӗрӗ юлӗ? Кам — юлмӗ?
  • Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр-и?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Ҫак тӗнче кӗҫех пӗтет-ши?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
dg 9 пайӗ, 19—22 с.

9-мӗш пайӗ

«Юлашки кунсенче» пурӑннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр

1, 2. Юлашки кунсенче пурӑннине эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр?

ЭПИР чӑнах та Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсем йӗркеленӗ влаҫа хирӗҫ тухас вӑхӑтра пурӑнатпӑр-и? Турӑ пӗтӗм йӗркесӗрлӗхпе хӗн-асапа пӗтерес вӑхӑт питӗ ҫывӑх пулнине эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр?

2 Ҫавна Иисус Христосӑн вӗренекенӗсем те пӗлесшӗн пулнӑ. Вӗсем унран вӑл патшана ларнине тата «ӗмӗр вӗҫленессине» кӑтартакан мӗнле «паллӑ» пулӗ тесе ыйтнӑ (Матфей 24:3). Иисус, хуравланӑ май, пӗтӗм тӗнчене кисрентерекен ӗҫсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панӑ, ҫав ӗҫсем пурте пӗрле этемлӗх «юлашки вӑхӑтра» пурӑнма тытӑннине тата ҫак тӗнчен «юлашки кунӗсем» пуҫланнине кӑтартӗҫ (Даниил 11:40; 2 Тимофей 3:1). Хальхи вӑхӑтра эпир ҫав «палла» — ҫав ӗҫсенчен тӑракан палла — куратпӑр-и? Куратпӑр — шутсӑр нумай!

Тӗнче вӑрҫисем

3, 4. Иртнӗ ӗмӗрте пулса иртнӗ вӑрҫӑсем мӗнле майпа Иисус каланӑ пек пурнӑҫланса пыраҫҫӗ?

3 «Халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ»,— тесе Иисус малтанах каласа хунӑ (Матфей 24:7). 1914-мӗш ҫулта пӗтӗм тӗнче вӑрҫа хутшӑннӑ. Ҫав вӑрҫа вара, унччен пулнӑ вӑрҫӑсемпе танлаштарсан, халӑхсемпе ҫӗршывсем питӗ анлӑн явӑҫнӑ. Ҫавна шута илсе историксем ҫав вӑрҫа пӗр вӑхӑтра «Аслӑ вӑрҫӑ» тени те пулнӑ. Ҫавӑ историре хӑйне евӗрлӗ пӗрремӗш вӑрҫӑ пулнӑ — пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи. Пӗр 20 000 000 салтакпа мирлӗ халӑх вилнӗ, ҫакӑ вара унчченхи вӑрҫӑсенче вилнисен шутне чылай ирттернӗ.

4 Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи юлашки кунсем пуҫланнине кӑтартса панӑ. Ҫак тата ытти пулни-иртнисем пирки «асапсен пуҫламӑшӗ» кӑна-ха тенӗ Иисус (Матфей 24:8). Ку чӑнах та тӗрӗс пулнӑ, мӗншӗн тесен Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи чылай аркатуллӑрах пулнӑ — 50 000 000 яхӑн салтакпа мирлӗ халӑхӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмӗшпе илсен, ХХ ӗмӗрте вӑрҫӑсенче 100 000 000 яхӑн ҫынна вӗлернӗ пулнӑ, ҫакӑ вара юлашки 400 ҫул хушшинче вилнӗ ҫынсен шутӗнчен тӑватӑ хут ытла нумайрах! Ҫынсем йӗркеленӗ влаҫӑн айӑпӗ калама ҫук пысӑк!

Ытти ҫирӗплетӳсем

5—7. Эпир юлашки кунсенче пурӑннине тата мӗн кӑтартса парать?

5 Юлашки кунсенче пулакан ытти паллӑсем пирки те Иисус каланӑ: «Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑхпа мур чирӗ [эпидеми] пулӗ» (Лука 21:11). 1914-мӗш ҫултанпа чӑнах та ҫавӑн пек ӗҫсем пулса пыраҫҫӗ, ҫав инкексене пула вара хуйхӑ-суйхӑ шутсӑр нумайланнӑ.

6 Пӗрмаях пысӑкрах та пысӑкрах ҫӗр чӗтренӗвӗсем пулса иртеҫҫӗ, ҫавна пула нумай ҫын вилет. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑнах пуҫланнӑ испанка текен грипп чирӗ 20 000 000 яхӑн ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ, теприсем шутланӑ тӑрӑх — 30 000 000 ҫын пурнӑҫне е ытларах та. СПИД чирӗнчен ҫӗршер пин ҫын вилет, малашне вара ҫак чир миллионшар ҫыннӑн пурнӑҫне татма пултарӗ. Кашни ҫул миллионӗ-миллионӗпе чӗре чирӗпе, ракпа тата ытти чирсемпе чирлесе вилеҫҫӗ. Теприсем вара — выҫса пурӑннӑран майӗпен вилсе пыраҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, «апокалипсисри юланутҫӑсем» 1914-мӗш ҫултанпа вӑрҫӑсемпе, апат-ҫимӗҫ ҫитменнипе тата эпидемисемпе шутсӑр нумай ҫынна пӗтереҫҫӗ (Ӳлӗмхине 6:3—8).

7 Преступлени тӑвасси ӳссе пырасси пирки те Иисус малтанах каласа хунӑ, халӗ вара пӗтӗм тӗнчипе шӑп ҫавӑн пек пулса пырать те. Вӑл каланӑ: «Йӗркесӗр ӗҫ хушӑнса пынине пула ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ» (Матфей 24:12).

8. Тимофей патне янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӑн 3-мӗш сыпӑкри сӑмахсем хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ?

8 Ҫынсем пӑсӑлса пырасси пирки Библире малтанах каласа хунӑ, ҫавна эпир халӗ пур ҫӗрте те куратпӑр: «Юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ: ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ, килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ, сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ, ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ... Усал ҫынсемпе ултавҫӑсенӗн усал ӗҫӗсем ӑнса пырӗҫ» (2 Тимофей 3:1—13). Ҫаксем пурте пирӗн куҫ умӗнчех пурнӑҫланчӗҫ.

Тата тепӗр сӑлтав

9. Ҫӗр ҫинче юлашки кунсем пуҫланнипе пӗр вӑхӑтрах пӗлӗтре мӗнле ӗҫ пулса иртнӗ?

9 Хальхи вӑхӑтра тата тепӗр сӑлтава пула хӗн-асап нумайланса пырать. Юлашки кунсем 1914-мӗш ҫулта пуҫланнипе пӗр вӑхӑтрах пӗр ӗҫ пулса иртнӗ, ҫавӑ вара этемлӗхе тата пысӑк хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ. Ҫав вӑхӑтра, Библин юлашки кӗнекинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑн пек ӗҫсем пулнӑ: «Тӳпере вӑрҫӑ пуҫланчӗ: Михаилпа [пӗлӗтре патшара ларакан Христоспа] унӑн ангелӗсем аҫтахана [Сатанана] хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, аҫтахапа унӑн ангелӗсем [демонӗсем] вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, анчах чӑтса тӑраймарӗҫ, вӗсем валли тӳпере вырӑн пулмарӗ. Ҫапла вара „шуйттан“ теекен, „сатана“ теекен аслӑ аҫтахана, авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталакана, ҫӗре сирпӗтрӗҫ, унӑн ангелӗсене те унпа пӗрле сирпӗтрӗҫ» (Ӳлӗмхине 12:7—9).

10, 11. Сатанапа демонсене ҫӗр таврашне сирпӗтсе антарни этемлӗх ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

10 Ҫакӑ этемлӗх ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Пророкла каланӑ сӑмахсенче ҫапла пӗлтернӗ: «Эй ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем, сире вара хуйхӑ ҫитӗ: сирӗн патӑра шуйттан анчӗ, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра вӑл хаяррӑн анчӗ». Ҫапла, Сатана хӑйӗн тӗнчи кӗҫех пӗтессине пӗлет, ҫавӑнпа та хӑйне тата хӑйӗн тӗнчине пӗтериччен вӑл ҫынсене Турӑран пӑрса ярас тесе пӗтӗм вӑйне хурать (Ӳлӗмхине 12:12; 20:1—3). Ҫав усал ангелсем, суйласа илме ирӗк пуррипе тӗрӗс мар усӑ курнӑран, калама ҫук ирсӗрленсе кайнӑ! Вӗсем витӗм кӳрсе тӑнӑран ҫӗр ҫинче пурнӑҫ начарланнӑҫемӗн начарланса пырать — уйрӑмах 1914-мӗш ҫултанпа!

11 Ҫавӑнпа та Иисус пирӗн вӑхӑт пирки: «Ҫӗр ҫинчи халӑхсем... аптӑраса ӳкӗҫ... Тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем хӑраса виле пуҫлӗҫ»,— тесе малтанах каласа хунинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (Лука 21:25, 26).

Ҫынсен тата демонсен влаҫӗн пӗтес вӑхӑчӗ ҫывӑх

12. Ҫак тӗнче пӗтес умӗн тата мӗнле пророкла каланӑ сӑмахсен пурнӑҫланмалла?

12 Турӑ ҫак тӗнчене пӗтерес умӗн тата мӗн чухлӗ пророкла калани пурнӑҫланмалла? Нумаях мар! Хальлӗхе пурнӑҫланман пророкла каланӑ сӑмахсенчен пӗрне эпир 1 Фессалоника 5:3-мӗшӗнче тупатпӑр, унта каланӑ: «„Халӗ тӑнӑҫлӑ [мир], хӑрамалли ҫук“ тесе тӑнӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗтесси сасартӑк... персе ҫитӗ». Ҫав сӑмахсем тӑрӑх, хальхи тӗнче пӗтесси «тесе тӑнӑ вӑхӑтрах» пулать. Ҫак тӗнчешӗн пӗтесси сасартӑк, никам та кӗтмен чухне, этемлӗх мирпе хӑрушсӑрлӑха ҫынсем тӑвасса ӗмӗтленсе тӑнӑ чухне персе ҫитӗ.

13, 14. Мӗнле асап ҫинчен Иисус малтанах каласа хунӑ тата ҫав асап мӗнпе вӗҫленӗ?

13 Сатана тытса тӑракан тӗнчен вӑхӑчӗ вӗҫленсе пырать. Кӗҫех ҫак тӗнче асап вӑхӑтӗнче пӗтӗ. Ҫав асап пирки Иисус каланӑ: «Ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук» (Матфей 24:21).

14 «Хӑрушла асап вӑхӑт» вӗҫӗнче Армагеддон текен Туррӑн вӑрҫи пуҫланӗ. Даниил пророк сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра Турӑ «пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ». Ҫакӑ вӑл хальхи вӑхӑтри Турра пӑхӑнман ҫынсен влаҫӗ пӗтӗмпех пӗтессине пӗлтерет. Унӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗ этемлӗхӗн пӗтӗм ӗҫне хӑйӗн аллине илӗ. Урӑх нихӑҫан та влаҫа тытса тӑмалли правӑна «урӑх халӑх аллине» памӗҫ тесе Даниил пророк малтанах каласа хунӑ (Даниил 2:44; Ӳлӗмхине 16:14—16).

15. Сатанапа тата демонсемпе мӗн пулӗ?

15 Ун чухне Сатанапа демонсем никама та ним тума та пултараймӗҫ. Ҫав пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсене «халӑхсене ан улталаччӑр» тесе ним тума та памӗҫ (Ӳлӗмхине 12:9; 20:1—3). Вӗсем пирки вилӗм приговорӗ йышӑннӑ, каярахпа вара вӗсене тӗп тӑвӗҫ. Вӗсем ирсӗрлетсе тӑнинчен хӑтӑлсан этемлӗх лӑштах сывласа ярӗ!

Кам чӗрӗ юлӗ? Кам — юлмӗ?

16—18. Ҫак тӗнче пӗтнӗ чухне кам чӗрӗ юлӗ, кам юлаймӗ?

16 Турӑ ҫак тӗнчене суд тунӑ чухне кам чӗрӗ юлӗ, кам юлмӗ? Библире Туррӑн влаҫне пӑхӑнас текенсем хӳтлӗх тупӗҫ те чӗрӗ юлӗҫ тесе кӑтартнӑ. Туррӑн влаҫне пӑхӑнасшӑн маррисем хӳтлӗх тупаймӗҫ, вӗсене вара Сатанан тӗнчипе пӗрле тӗп тӑвӗҫ.

17 Ытарӑшсем 2:21, 22-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ: «Ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсем [Туррӑн влаҫне пӑхӑнакансем] пурӑнӗҫ, унта таса чӗреллисем юлӗҫ; йӗркесӗр ҫынсене [Туррӑн влаҫне пӑхӑнманнисене] вара ҫӗр ҫинчен пӗтерӗҫ, шанчӑксӑррисем тӗппипех кӑкланӗҫ».

18 Псалом 36:10, 11-мӗш сӑвӑ йӗркисенче те каланӑ: «Вӑраха та каймӗ — усал ҫын пулмӗ... Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ». 29-мӗш сӑвӑ йӗркинче татах каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ».

19. Пирӗн мӗнле канаша чӗре ӑшне хывмалла?

19 Псалом 36:34-мӗшӗнчи канаша пирӗн чӗре ӑшне хывмалла, унта ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫана шан, Унӑн ҫулӗпе ҫӳре: ҫӗре еткерлӗхе памашкӑн Вӑл сана ҫӗклӗ; эсӗ усал ҫынсене пӗтернине курса тӑрӑн». 37-мӗшпе 38-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Айӑпсӑр ҫынран вӗрен, тӳрӗ ҫын ҫине пӑх, ун пек ҫыннӑн пуласлӑхӗ — канлӗ пурӑнӑҫ; йӗркесӗр ҫынсем вара пурте тӗп пулӗҫ; усал ҫынсенӗн пуласлӑхӗ путланӗ».

20. Мӗншӗн эпир кӑмӑла ҫӗклекен вӑхӑтра пурӑнатпӑр теме пултаратпӑр?

20 Турӑ чӑннипех тӑрӑшнине тата кӗҫех усалпа хӗн-асапа пӗтӗмпех пӗтерессине пӗлни калама ҫук йӑпатать, хавхалантарать! Ҫав чаплӑ пророкла каланисем пурнӑҫланасси питӗ ҫывӑх пулнине ӑнланни кӑмӑла ҫӗклет!

[20-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Юлашки кунсене кӑтартакан «паллӑ» шутне кӗрекен ӗҫсем пирки Библире малтанах каласа хунӑ

[22-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Кӗҫех Армагеддонра Туррӑн влаҫне пӑхӑнса тӑманнисене тӗп тӑвӗҫ. Пӑхӑнса тӑраканнисем чӗрӗ юлӗҫ те ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнӗҫ, унта вара тӗрӗслӗх пулӗ

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр