14-мӗш сыпӑк
Санӑн мӗнле влаҫа йышӑнмалла?
1, 2. Пур власть та сиен кӳрет-и? Ӑнлантар.
«ВЛАСТЬ» — ҫак сӑмахран нумайӑшӗ йӗрӗнет. Ҫакна ӑнланмалла, мӗншӗн тесен влаҫпа тӑтӑшах иртӗхеҫҫӗ — ӗҫре те, ҫемьере те, влаҫа тытса тӑракансем хушшинче те. Библи тӳррӗн калать: «Ҫынна ҫын пӑхӑнтарса тӑни уншӑн сиенлӗ» (Екклесиаст 8:9, СК). Ҫапла, нумайӑшӗ ыттисене шеллемесӗр тата хӑйсене мӗн кирли ҫинчен кӑна шутласа пӑхӑнтараҫҫӗ.
2 Анчах пур власть те сиен кӳмест. Тӗслӗхрен, пирӗнпе пирӗн организм хуҫаланать теме пулать. Вӑл пире сывлама, ҫиме, ӗҫме, ҫывӑрма «хушать». Анчах ҫакӑ пусмӑрлать-и? Ҫук. Вӑл ыйтнисемпе килӗшсе эпир хамӑра усӑ тӑватпӑр кӑна. Эпир хамӑрӑн ӳт-пӳ ыйтнисене шухӑшласа тӑмасӑрах пӑхӑнатпӑр пулсан, влаҫӑн хӑшпӗр енӗсем пирӗнтен ӑнланса пӑхӑнмаллине ыйтаҫҫӗ. Хӑшпӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.
ЧИ ҪӲЛЛӖ ВЛАСТЬ
3. Мӗншӗн Иеговӑна тивӗҫлӗн «Пурне те Тытса Тӑракан», тенӗ?
3 Иеговӑна Библире нумай хутчен «Пурне те Тытса Тӑракан» тенӗ. Пурне те Тытса Тӑракан — вӑл чи ҫӳллӗ влаҫа тытса тӑракан. Иеговӑна ҫак вырӑна йышӑнма мӗн тивӗҫ парать? Апокалипсис 4:11-мӗшӗнче хурав панӑ: «Ей Турӑ, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, пурте Сан ирӗкӳпе пулнӑ».
4. Иегова хӑйӗн влаҫне мӗнле тытса тӑрать?
4 Пирӗн Пултаракан пулнӑ пирки Иеговӑн хӑйӗн влаҫӗпе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курма ирӗк пур. Ҫакӑ хӑратма пултарать, уйрӑмах Туррӑн питӗ пысӑк вӑй-хӑват пуррине шута илсен. Ӑна «Пурне те Пултаракан Турӑ» тенӗ — ҫак сӑмахсем еврей текстӗнче пурне те ҫӗнтерекен вӑй пирки калакан шухӑша палӑртаҫҫӗ (Исаия 40:26; Пултарни 17:1). Апла пулин те Иегова, хӑйӗн вӑйне кӑтартнӑ чухне те, ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ, мӗншӗн тесен унӑн тӗп паха енӗ — юрату (1 Иоанн 4:16).
5. Мӗншӗн Иеговӑна пӑхӑнма йывӑр мар?
5 Иегова ӳкӗнмен ҫылӑхлӑ ҫынсене хирӗҫ мӗн те пулин тӑвать тесе пӗлтернӗ пулсан та, Моисей Иеговӑна «шанчӑклӑ Турӑ, Вӑл халалне упрать, Хӑйне юратакансене, Хӑйӗн ӳкӗчӗсене упраса пурӑнакансене... ырӑ тӑвать» тесе пӗлнӗ (Саккуна астутарни 7:9). Шухӑшласа пӑх кӑна! Ҫут тӗнчери чи ҫӳллӗ влаҫа тытса тӑракан пире хӑйӗншӗн ӗҫлеме хамӑр ирӗксӗр хистемест. Пачах урӑхла, пире ун патне унӑн юратӑвӗ туртать (Рим 2:4; 5:8). Иеговӑн влаҫне пӑхӑнма савӑнӑҫлӑ, мӗншӗн тесен унӑн законӗсем пире усӑ кӑна кӳреҫҫӗ (Псалом 18:8, 9).
6. Едем садӗнче власть ыйтӑвне мӗнле тӑратнӑ, тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?
6 Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ Туррӑн аслӑ влаҫне йышӑнман. Вӗсем, мӗн ырӑ тата мӗн усал пулнине, хӑйсем шутласшӑн пулнӑ (Пултарни 3:4—6). Ҫакӑншӑн вӗсене райри килӗнчен хӑваласа янӑ. Каярах Иегова ҫынсене власть тытӑмне туса хума ирӗк панӑ, вӑл вӗсене йӗркеллӗ, анчах ҫитменлӗхлӗ обществӑра пурӑнма май панӑ. Ҫакӑн пек влаҫӑн хӑшпӗр формисем мӗнле тата пирӗн вӗсене, Турра юрас тесен, мӗн таран пӑхӑнмалла?
«АСЛӐ ПУҪЛӐХСЕМ»
7. Мӗн вӑл «аслӑ пуҫлӑхсем», тата вӗсем Турӑ влаҫӗ умӗнче мӗнле вырӑн йышӑнаҫҫӗ?
7 Павел апостол ҫырнӑ: «Пур чун та аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, Турӑ лартман пуҫлӑх ҫук». Мӗн вӑл «аслӑ пуҫлӑхсем»? Павелӑн малалли сӑввисенчи сӑмахсем «аслӑ пуҫлӑхсем» вӗсем патшалӑх пуҫлӑхӗсем пулнине кӑтартаҫҫӗ (Рим 13:1—7; Тит 3:1). Иегова ҫак влаҫсене йӗркелемен, анчах вӗсене пулма ирӗк парать. Ҫавӑнпа Павел ҫырнӑ: «Пуҫлӑх пулса тӑракансене Турӑ лартнӑ». Ҫӗр ҫинчи влаҫсем пирки мӗн калаҫҫӗ ҫак сӑмахсем? Вӗсем Турӑ влаҫне пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, урӑхла каласан, вӗсем унран аяларах тӑраҫҫӗ (Иоанн 19:10, 11). Ҫавӑнпа ҫынсен законӗсемпе Турӑ законӗсем хушшинче хирӗҫӳ пулса тухсан, христиансен Библи вӗрентнӗ совесть кӑтартнӑ пек тумалла. «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнма кирлӗ» (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).
8. Аслӑ пуҫлӑхсем пире мӗнле усӑ кӳреҫҫӗ, тата вӗсене мӗнле пӑхӑнма пулать?
8 Ҫапах та ытларах чухне патшалӑхри аслӑ пуҫлӑхсем «Турӑ тарҫисем, вӗсене пире ырӑ пултӑр тесе лартнӑ» (Рим 13:4). Мӗнле майпа? Аслӑ пуҫлӑхсем пире паракан пулӑшусем пирки кӑна шухӑшласа пӑх, тӗслӗхрен: почта ҫыхӑнӑвӗ, милици службисем, пушартан сыхлакансем, шыв паракан тата каяш шывӗсене юхтарса яракан системӑсем тата ҫавӑн пекех вӗренме май пурри. «Ҫавӑншӑн эсир куланай тӳлесе тӑратӑр та,— ҫырнӑ Павел,— вӗсем Туррӑн тарҫисем, ялан ҫав ӗҫ ҫинче тӑраҫҫӗ» (Рим 13:6). Налогсем е закон калакан ӗҫсем енчен пирӗн «чунӑмӑр таса пулмалла» (Еврейсем 13:18).
9, 10. а) Турӑ йӗркинче аслӑ пуҫлӑхсем мӗнле пӗлтерӗшлӗ? б) Мӗншӗн ҫӳлти влаҫсене хирӗҫ тӑни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ?
9 Хӑш чухне, чӑн та, аслӑ пуҫлӑхсем хӑйсен влаҫӗпе тӗрӗс мар усӑ кураҫҫӗ. Ҫакӑ пире вӗсене пӑхӑнас яваплӑхран ирӗк парать-и? Ҫук. Иегова вӗсен тӗрӗс мар ӗҫӗсене курать (Ытарлӑн каланисем 15:3). Вӑл ҫынсен влаҫне чӑтни, пуҫлӑхсем укҫашӑн сутӑннине курманнине пӗлтермест; ҫавӑн пекех вӑл ҫакна пирӗнтен те кӗтмест. Тӗрӗссипе, Турӑ кӗҫех пӗтӗм патшалӑхсене пӗтерсе аркатать, вӗсене хӑйӗн тӳрӗ правительствипе ылмаштарать (Даниил 2:44). Анчах халӗ аслӑ пуҫлӑхсем хӑшпӗр енчен усӑ кӳреҫҫӗ.
10 Павел ӑнлантарнӑ: «Пуҫлӑха хирӗҫ пыракан Турӑ хунӑ йӗркене хирӗҫ пырать» (Рим 13:2). Аслӑ пуҫлӑхсем — вӗсем «Турӑ хунӑ йӗрке», вӗсем пулӑшнипе мӗнле те пулсан йӗрке тытӑнса тӑрать, унсӑрӑн арпашу та йӗркесӗрлӗх пулнӑ пулӗччӗ. Влаҫсене хирӗҫ тӑни Библи енчен тӗрӗс мар, ҫавӑн пекех ӑссӑрла. Тӗслӗхрен, сана операци тунӑ та сурансем ҫине ҫӗвӗсем хунӑ тейӗпӗр. Ҫӗвӗсем ӳт-пӳшӗн ют япала пулин те, вӗсем темӗнле вӑхӑт хушши пӗр тӗллеве тытса пыраҫҫӗ. Эсӗ вӗсене вӑхӑт ҫитиччен илтӗн пулсан, хӑвна ху сиен кӑна тӑваттӑнччӗ. Ҫавӑн пекех патшалӑх влаҫӗсем пулассине те Туррӑ малтанах шутласа хуман. Ҫапах та, унӑн Патшалӑхӗ ҫӗре пӗтӗмпех хӑй аллине иличчен, ҫынсен правительствисем, Турӑ вӗсене хальхи вӑхӑтра уйӑрса панӑ пӗлтерӗшпе килӗшӳллӗн, обществӑна тытса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнмалла, ҫав вӑхӑтрах эпир Туррӑн законӗсене тата влаҫне пӗрремӗш вырӑна хуратпӑр.
ҪЕМЬЕРИ ВЛАСТЬ
11. Эсӗ пуҫлӑх пулмалли принципа мӗнле ӑнлантарса парӑттӑн?
11 Ҫемье — вӑл общество никӗсӗ. Унта упӑшкипе арӑмӗ юлташла хутшӑну тупма пултараҫҫӗ, ачасем вара хӳтлӗх тупма тата ар ҫулне ҫитме хатӗрленме пултараҫҫӗ (Ытарлӑн каланисем 5:15—21; Ефес 6:1—4). Ҫемьере вӑрҫмасӑр тата килӗшсе пурӑнччӑр тесе, ҫакӑн пек питӗ лайӑх йӗрке тума кирлӗ. Иегова ҫакӑн пек йӗркене 1 Коринф 11:3-мӗшӗнче палӑртнӑ пуҫлӑх принципӗпе тӑвать: «Пур арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ упӑшки; Христос пуҫлӑхӗ Турӑ».
12, 13. Ҫемье пуҫлӑхӗ кам, тата Иисус пуҫ пулнӑ тӗслӗхрен мӗне вӗренме пулать?
12 Упӑшки — ҫемье пуҫлӑхӗ. Анчах унӑн та пуҫлӑх пур — Иисус Христос. Павел ҫырнӑ: «Ей арҫынсем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене юратнӑ... Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ» (Ефес 5:25). Арӑмӗпе хӑйне Иисус хӑйне ӗненекенсемпе яланах мӗнле тытнӑ пек тытса, упӑшки Христоса пӑхӑннине кӑтартать (1 Иоанн 2:6). Иисуса питӗ пысӑк власть панӑ, анчах вӑл унпа калама ҫук ҫемҫелӗхпе, юратупа тата ӑстӑнпа усӑ курать (Матфей 20:25—28). Ҫын пулнӑ чух Иисус нихӑҫан та хӑйӗн влаҫӗпе иртӗхмен. Вӑл «лӑпкӑ, йӑваш кӑмӑллӑ» пулнӑ, тата хӑйӗн вӗренекенӗсене «чурасем» мар, «тусӑмсем» тесе чӗннӗ. «Эпӗ сире лӑплантарӑп»,— тесе сӑмах панӑ вӗсене Иисус, вӑл ҫапла тунӑ та (Матфей 11:28, 29; Иоанн 15:15).
13 Христианла пуҫлӑх пулни, упӑшкисене хаяррӑн тытма ирӗк памасть тесе вӗрентет Иисус тӗслӗхӗ. Пачах урӑхла, вӑл хисеплеме тата чунтан парӑнса юратма хушать. Ҫакӑ арӑмӗ ҫине ал ҫӗклемеле маррине те, арӑмне тем те пӗр каласа хӑртма кирлӗ маррине пӗлтерет (Ефес 4:29, 31, 32; 5:28, 29; Колоссы 3:19). Христиан хӑйне арӑмӗпе япӑх тытать пулсан, ытти ырӑ ӗҫӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ, тата унӑн кӗллисенче чӑрмавсем пулма пултараҫҫӗ (1 Коринф 13:1—3; 1 Петр 3:7).
14, 15. Турӑ ҫинчен пӗлни арӑмне упӑшкине пӑхӑнма мӗнле пулӑшать?
14 Упӑшки Христос пурӑннӑ пек пурӑнать пулсан, арӑмне Ефес 5:22, 23-мӗшӗнче каланӑ сӑмахсемпе килӗшӳллӗ туса пыма ҫӑмӑлрах: «Ей арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӑлакана пӑхӑнас шухӑшпа пӑхӑнса тӑрӑр; Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ... ҫавӑн пек упӑшки те арӑмин пуҫӗ». Упӑшки Христоса мӗнле пӑхӑнать, ҫавӑн пекех арӑмӗн те упӑшкине пӑхӑнмалла. Ҫавӑн пекех Библи пултаруллӑ арӑмсем хӑйсен Турра юрӑхлӑ ӑслӑлӑхшӑн тата ӗҫченлӗхшӗн чыспа мухтава тивӗҫлине уҫҫӑн кӑтартать (Ытарлӑн каланисем 31:10—31).
15 Христианла арӑмӗн упӑшкине пур чухне те пӑхӑнмалла мар. Ҫакӑ мӗнле те пулин ӗҫре упӑшкине пӑхӑнни Турӑ законне пӑсма пултарать пулсан, Турра ҫынран ытларах пӑхӑнмаллине пӗлтерет. Ҫапах та ҫавӑн пек чухне те, арӑмӗн хӑйӗн шухӑшӗсене ҫирӗп тытнине «хирӗҫ чӗнмесӗр тӑрса йӑваш кӑмӑллӑ» пулнипе ҫемҫетмелле. Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ пулӑшнипе, вӑл арӑм тивӗҫне лайӑхрах та лайӑхрах туса пыни паллӑ пулмалла (1 Петр 3:1—4). Ҫакнах ӗненмен арӑмпа пурӑнакан христиан пирки те калама пулать. Вӑл Библи принципӗсене тытса пыни ӑна тата лайӑхрах упӑшка тумалла.
16. Иисус ача пулнӑ чух ачасене мӗнле тӗслӗх панӑ?
16 Ефес 6:1-мӗшӗнче ачасем пирки уйрӑм каланӑ: «Ей ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗрсене Ҫӑлаканшӑн пӑхӑнса тӑрӑр, вӑл тивӗҫлипе пӑхӑнни». Ҫамрӑк христиансем Иисус тӗслӗхӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ: ҫитӗнсе ҫитиччен вӑл ашшӗпе амӑшне пӑхӑнса тӑнӑ. Итлекен ача пулса, Иисус «ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланнӑ, ӳснӗҫемӗн ӳснӗ. Турӑ кӑмӑлне те, ҫынсен кӑмӑлне те кайнӑ» (Лука 2:51, 52).
17. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен тивӗҫӗсемпе усӑ курни ачасене мӗнле витерме пултарать?
17 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫласа пынине кура, ачасем влаҫа хисеплӗҫ е ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ (Ытарлӑн каланисем 22:6). Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсенчен ыйтма кирлӗ: эпӗ хамӑн влаҫпа хытӑ чунлӑ е юратса усӑ куратӑп? Эпӗ ытла ҫемҫе кӑмӑллӑ мар-и? Турӑран хӑракан ашшӗ-амӑшӗсен юратакан, тимлӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах ӗҫ Туррӑн принципӗсем пирки пырать пулсан, хытӑ пулмалла. Шӑпах ҫакӑн пирки ҫырнӑ та Павел: «Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене ан ҫиллентерӗр, вӗсене Ҫӑлакана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр» (Ефес 6:4; Колоссы 3:21).
18. Ашшӗ-амӑшӗсен ачисене мӗнле вӗрентсе ӳстермелле?
18 Ачисем итлекен пулса, вӗсене ҫакӑнпа савӑнтарччӑр тесен, ашшӗ-амӑшӗсен ачисене мӗнле пӑхса ӳстерни пирки уйрӑмах шухӑшласа пӑхмалла (Ытарлӑн каланисем 23:24, 25). Библире ачасене пӑхса ӳстерни ытларах чухне вӗрентессипе ҫыхӑннӑ (Ытарлӑн каланисем 4:1; 8:33). Вӑл юратупа тата ҫемҫелӗхпе ҫыхӑнса тӑрать, ҫилӗпе тата хаярлӑхпа мар. Ҫавӑнпа христианла ашшӗ-амӑшӗсен ачисене наказани панӑ чухне ӑслӑ пулмалла тата хӑйсене тытса чарма пултармалла (Ытарлӑн каланисем 1:7).
ПУХУРИ ВЛАСТЬ
19. Христиансен пухӑвӗнчи лайӑх йӗрке пултӑр тесе Турӑ мӗнле тӑрӑшнӑ?
19 Иегова — йӗркелӗх Турри пулнӑ май, вӑл хӑйӗн халӑхне шанчӑклӑ тата лайӑх йӗркелесе ертсе пырасси пирки тӑрӑшать тесе шухӑшлани тӗрӗс. Ҫапла, вӑл Иисуса христиансен пухӑвӗн Пуҫлӑхне лартнӑ (1 Коринф 14:33, 40; Ефес 1:20—23). Турӑ куҫа курӑнман, Христос ертсе пыракан, йӗрке кӗртнӗ, ҫак йӗрке пулӑшнипе кашни пухура Турӑ лартнӑ старейшинӑсем тимлӗн тӑрӑшса, хаваспа тата юратупа кӗтӳне пӑхса тӑраҫҫӗ (1 Петр 5:2, 3). Нумай ҫӗрте вӗсене пухура кирлӗ ӗҫ туса пыма пуху ӗҫлекенӗсем пулӑшаҫҫӗ (Филиппы 1:1).
20. Мӗншӗн пирӗн Турӑ лартнӑ христианла старейшинӑсене пӑхӑнмалла, тата ҫакӑ пирӗншӗн мӗншӗн усӑллӑ?
20 Христианла старейшинӑсем пирки Павел ҫырнӑ: «Хӑвӑра вӗрентекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑрсемшӗн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ; мӗншӗн тесен вӗсенӗн сирӗншӗн хисеп памалла, ҫав ӗҫе вӗсем савӑнса туччӑр, хуйхӑрса ан туччӑр, хуйхӑрса ӗҫлени сире усӑллӑ мар» (Еврейсем 13:17). Турӑ хӑйӗн ӑслӑлӑхне пула, христианла пӑхса тӑракансене пухӑва Турӑ паракан пӗлӳсем енчен мӗн кирли пирки тӑрӑшма хушнӑ. Ҫак старейшинӑсем священниксен класӗ пулса тӑмаҫҫӗ. Вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсем тата чурисем, вӗсем пирӗн Вӗрентекен, Иисус Христос, тунӑ пекех, христиансен нушисемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ (Иоанн 10:14, 15). Библи шучӗпе юрӑхлӑ арҫынсем пирӗн ӑнӑҫусемпе христианла пурнӑҫ усӗмӗпе интересленнине пӗлни, пире вӗсемпе пӗрле ӗҫлеме тата вӗсене пӑхӑнма хавхалантарать (1 Коринф 16:16).
21. Христиансене старейшинӑсем мӗнле пулӑшу пама тӑрӑшаҫҫӗ?
21 Хӑшпӗр чух сурӑхсем кӗтӳрен аташса юлма пултараҫҫӗ, е вӗсем тӗнчери сиен кӳрекен хӑрушлӑхне лекме пултараҫҫӗ. Аслӑ Кӗтӳҫӗ ертсе пынипе старейшинӑсем хӑйсене шанса панисене мӗн кирли ҫине тимлӗн пӑхаҫҫӗ, тата ҫав сурӑхсене кашнине пулӑшма вӑхӑт уйӑрма тӑрӑшаҫҫӗ (1 Петр 5:4). Вӗсем пухури ҫынсем патне кайса ҫӳреҫҫӗ тата вӗсене хавхалантараҫҫӗ. Шуйттан Турӑ халӑхӗн килӗшӳллӗхне пӑсма тӑрӑшнине пӗлсе, старейшинӑсем ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑхпа тӗрлӗ ыйтусене татса параҫҫӗ (Иаков 3:17, 18). Вӗсем пӗтӗм вӑйран пӗрлӗхе тата ӗненӳри пӗршухӑшлӑха тытса пыраҫҫӗ — шӑпах ҫавӑн ҫинчен Иисус кӗл тунӑ та (Иоанн 17:20—22; 1 Коринф 1:10).
22. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, старейшинӑсем мӗнле пулӑшу параҫҫӗ?
22 Христиан темӗнле сӑлтавпа асапланать е ҫылӑх тунӑшӑн хуйхӑрать пулсан вара? Библири лӑплантаракан канаш тата старейшинӑсем чӗререн кӗл туни, ӑна ӗненӳ енчен сывалма пулӑшӗ (Иаков 5:13—15). Ҫак святой сывлӑшпа лартнӑ арҫынсен ҫавӑн пекех ҫылӑх ҫулӗпе каякансене е пуху тасалӑхне пӑсакансене кашнине тӳрлетекен ӗҫсем ирттерме тата сивлеме тивӗҫ пур (Апостолсен ӗҫӗсем 20:28; Тит 1:9; 2:15). Пухӑва таса упраса хӑварас тесен, тен, пысӑк айӑпсем пирки пӗлтерме те тивет (Левит 5:1). Йывӑр ҫылӑха кӗнӗ христиан Библипе ҫирӗплетнӗ тӳрлетӳне тата питленине йышӑнать тата ҫавӑн пекех чӑннипех ӳкӗнет пулсан, ӑна пулӑшаҫҫӗ. Турӑ законне пӑсакансем кутӑнлашаҫҫӗ, ӳкӗнмеҫҫӗ пулсан вара, вӗсене хутшӑнусӑр хӑвараҫҫӗ (1 Коринф 5:9—13).
23. Пуху ырӑлӑхӗшӗн христианла пӑхса тӑраканӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?
23 Иисус Христос Патша ертсе пынӑ вӑхӑтра Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе пурнӑҫра усӑ курма пӗлекен арҫынсене Турӑ халӑхне лӑплантарма, хӳтӗлеме тата ҫирӗплетме тӑратасси пирки каланӑ Библире (Исаия 32:1, 2). Вӗсен ырӑ хыпар калакансем, кӗтӳҫӗсем тата вӗрентекенсем пулса, ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илмелле, ҫавӑн пекех христианла пурнӑҫ ӳсӗмне тытса тӑмалла (Ефес 4:11, 12, 16). Христианла пӑхса тӑраканӗсем хӑшпӗр чух пӗрле ӗненекенсене питлеме, асӑрхаттарма е ӳкӗтлеме пултараҫҫӗ пулин те, старейшинӑсен Турӑ Сӑмахӗнче никӗсленнӗ усӑллӑ вӗрентӗвӗпе усӑ курни пурне те пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӑма пулӑшать (Ытарлӑн каланисем 3:11, 12; 6:23; Тит 2:1).
ИЕГОВА ВЛАСТЬ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХНИНЕ ЙЫШӐН
24. Эпир кунсерен мӗнле тӗрӗслевпе тӗл пулатпӑр?
24 Пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑм влаҫа пӑхӑнса тӑрас тӗрӗслӗвне лекнӗ. Эпир кунсерен ҫавӑн пек тӗрӗслевпе тӗл пулнишӗн тӗлӗнмелле мар. Сатана ҫынсем хушшинче пӑлхав кӑмӑлне тытса тӑрать (Ефес 2:2). Пӑхӑнманлӑх ҫулӗ пӑхӑнса пурӑнассинчен чылай илӗртӳллӗрех.
25. Мӗншӗн ҫак тӗнчен пӑлхавлӑ кӑмӑлне сирсе яни тата Турӑ усӑ куракан е вӑл ирӗк паракан влаҫсене пӑхӑнни усӑллӑ?
25 Анчах та пирӗн ҫак тӗнчен пӑлхавлӑ кӑмӑлне сирсе ямалла. Ҫавӑн пек туса, эпир Турра юрӑхлӑ пӑхӑнни пире пысӑк парне панине курӑпӑр. Тӗслӗхрен, эпир влаҫсемпе хирӗҫӳсем шыракансене тивекен пӑшӑрханусемпе хурланусенчен пӑрӑнса юлатпӑр. Эпир нумай ҫемьере йӑлана кӗнӗ хирӗҫӳсене чакаратпӑр. Тата христиансем хушшинчи чӗререн ӑшӑ, тулли юратуллӑ хутшӑнусемпе киленетпӗр. Анчах та чи хакли — эпир Турра юрӑхлӑ пӑхӑнни пире чи ҫӳлти влаҫа Тытаканпа, Иеговӑпа, лайӑх хутшӑнусем патне илсе ҫитерет.
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Иегова хӑйӗн влаҫӗпе мӗнле усӑ курать?
Камсем вӗсем «аслӑ пуҫлӑхсем», тата эпир вӗсене мӗнле пӑхӑнатпӑр?
Пуҫлӑх пулмалли принцип ҫемьери кашни ҫынна мӗн тума хушать?
Эпир христиан пухӑвӗнче пӑхӑннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
[134-мӗш страницӑри рамка]
ИТЛЕКЕНСЕМ, ВЛАҪА ХАВШАТАКАНСЕМ МАР
Проповедь ӗҫне уҫҫӑн туса пырса, Иегова Свидетелӗсем чӑн-чӑн канлӗхпе хӑрушсӑрлӑхшӑн ҫунакан ҫынсен пӗртен-пӗр шанчӑкӗ Турӑ Патшалӑхӗ кӑна пулнине кӑтартаҫҫӗ. Анчах та ҫак Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тӑрӑшуллӑ калакансем нихӑҫан та хӑйсене ертсе пыракан правительствисен ят-сумне хавшатмаҫҫӗ. Пачах урӑхла, Свидетельсем — закона хисеплекен тата итлекен граждансенчен пӗрисем. «Пур тӗн ушкӑнӗсем те Иегова Свидетелӗсем пекех пулнӑ пулсан,— тесе каланӑ Африкӑри пӗр ҫӗршыври патшалӑх ӗҫӗнче тӑракан,— пирӗн ҫын вӗлересси, ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрласси, ҫула ҫитмен преступниксем, тӗрмере ларакансем тата ҫавӑн пекех атом бомбисем те пулман пулӗччӗҫ. Ҫынсен яланах алӑксене питӗрме те кирлӗ пулмӗччӗ».
Ҫакна хакласа, нумай ҫӗршывсенче власть органӗсем Свидетельсене хӑйсен проповедь ӗҫне чӑрмавсӑрах ирттерме ирӗк параҫҫӗ. Тепӗр ҫӗршывсенче, влаҫсем Иегова Свидетелӗсем ҫынсене лайӑхланма пулӑшнине курсан, чарма тата пӳлме пӑрахнӑ. Павел апостол влаҫа пӑхӑнасси пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ырӑ ӗҫ ту, вара вӑл сана мухтӗ» (Рим 13:1, 3).