ИККӖМӖШ СЫПӐК
Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума хатӗрленни
1, 2. а) Малтанах тӗплӗн шухӑшлани питӗ кирлӗ пулнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Сӑмахран, хӑш тӗлӗшрен малтанах тӗплӗн шухӑшламалла?
ҪУРТ лартма тӗплӗн хатӗрленмелле. Никӗс хывиччен ҫӗр лаптӑкӗ туянмалла тата ҫурт планне ӳкермелле. Анчах ҫакӑ веҫех мар-ха. Иисус каланӑ: «Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и?» (Лука 14:28.)
2 Ҫурт лартасси пирки мӗн калама пулать, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тӑвасси пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫынсем час-часах калаҫҫӗ: «Манӑн авланас килет». Анчах та йывӑрлӑхсем пирки вӗсенчен нумайӑшӗ шухӑшлать-ши? Библи мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки ыррӑн асӑнать пулин те, вӑл унпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫине те тимлеттерет (Ытарӑшсем 18:22; 1 Коринф 7:28). Ҫавӑнпа ҫемье ҫавӑрас текенсен арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫӑн пиллӗхӗсемпе йывӑрлӑхӗсем ҫине тӗрӗс пӑхмалла.
3. Ҫемье ҫавӑрма шут тытнӑ ҫынсемшӗн Библи мӗншӗн питӗ усӑллӑ тата мӗнле виҫӗ ыйту ҫине вӑл хуравлама пулӑшӗ?
3 Ҫак тӗлӗшрен Библи пулӑшма пултарать. Унти канаша ҫемьене Никӗслекен, Иегова Турӑ, пӗлтернипе ҫырнӑ (Эфес 3:14, 15; 2 Тимофей 3:16). Ҫак авалхи, ҫапах та хальхи вӑхӑтра усӑ курма юрӑхлӑ кӗнекери принципсемпе усӑ курса айтӑр пӗлер: 1) мӑшӑрланма хатӗррипе хатӗр маррине ҫын мӗнле пӗлме пултарать? 2) Пулас мӑшӑрта мӗнле паха енсем шырамалла? 3) Ҫӳреме пуҫласан, мораль тӗлӗшӗнчен тасалӑха мӗнле упраса хӑварма пулать?
ЭСӖ МӐШӐРЛАНМА ХАТӖР-И?
4. Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн питӗ кирлӗ тата мӗншӗн?
4 Ҫурт лартма нумай укҫа-тенкӗ кайма пултарӗ, анчах ҫав ҫурта тӗрӗс-тӗкел тытас тесен, ӑна пӑхса-юсаса тӑма тата та нумайрах кирлӗ. Ҫемье пурнӑҫӗ пирки те ҫавнах калама пулать. Мӑшӑрланни хӑй нумай вӑя илет теме пулать, анчах ҫулсерен арлӑ-арӑмлӑ хутшӑнусене упрамаллине те шута илмелле. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет-ха? Шанчӑклӑ пулма пӗтӗм чӗререн сӑмах пани кунта пысӑк вырӑн йышӑнать. Арлӑ-арӑмлӑ хутшӑнусем пирки Библире акӑ мӗнле ҫырнӑ: «Этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ» (Пултарни 2:24). Иисус Христос уйрӑлмашкӑн пӗртен-пӗр сӑлтав кӑна, ҫӗнӗрен мӑшӑрланма ирӗк паракан сӑлтава кӑтартнӑ — «аскӑн ӗҫ», е мӑшӑрсӑр пуҫне урӑххипе ар ҫыхӑнӑвне кӗни (Матфей 19:9). Ҫемье ҫавӑрма шухӑшлакансен кашнинех ҫак Библи нормисене асра тытмалла. Ҫак питӗ кирлӗ утӑма тума, шанчӑклӑ пулма сӑмах пама, эсӗ хатӗр мар пулсан, мӑшӑрланма та эсӗ хатӗр мар (Саккуна астутарни 23:21; Екклесиаст 5:3, 4).
5. Мӑшӑрланма шутлакансен шанчӑклӑ пулма сӑмах панине, ӑна пурнӑҫласси нумайӑшне хӑратать пулин те, мӗншӗн питӗ хакламалла?
5 Ҫак сӑмах панине пурнӑҫламалла пулни нумайӑшне хӑратать. Пӗр ҫамрӑк каччӑ уҫҫӑн каланӑ: «Эпир арӑмпа ӗмӗрлӗх ҫыхӑннине ӑнланса илсен, эпӗ хама кӗтесе хӗссе лартнӑ пек, ҫӑраҫҫипе питӗрсе илнӗ, алӑ-урана тӑлласа лартнӑ тӗрме ҫынни пек туйрӑм». Анчах та кампа мӑшӑрланма шухӑшлатӑн, ҫавна эсӗ чӑннипех те юрататӑн пулсан, шанчӑклӑ пулма сӑмах пама сана йывӑр пулмӗ. Пачах урӑхла, вӑл сана лӑпкӑлӑх парса тӑрӗ. Сӑмах панине пурнӑҫласси яваплӑх пулнине ӑнланни яланах, савӑнӑҫра та, хуйхӑра та, пӗрле пулас тата кирек мӗн пулсан та пӗр-пӗрне пулӑшас кӑмӑла мӑшӑрсенче вӑратӗ. Павел апостол христианин чӑн-чӑн юрату «пурне те каҫарать» тата «пурне те тӳссе ирттерет» тесе ҫырнӑ (1 Коринф 13:4, 7). Пӗр хӗрарӑм калать: «Шанчӑклӑ пулма сӑмах панине пула эпӗ хам хӑрушсӑрлӑхра пулнине ытларах туятӑп. Яланах пӗрле пулма шут тытнине пӗр-пӗрин тата ыттисем умӗнче ҫирӗплетсе панӑ чухне туйма пуҫланӑ лӑпкӑлӑх мана питӗ килӗшет» (Екклесиаст 4:9—12).
6. Ҫамрӑклах мӑшӑрланма васкаманни мӗншӗн лайӑхрах?
6 Ҫак сӑмах панипе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен ҫитӗннӗ ҫын пулмалла. Ҫавӑнпа Павел апостол ҫамрӑклӑхӑн хӗрӳ тапхӑрӗ — арлӑх туртӑмӗ малти вырӑнта пулнӑран ҫын тӗрӗс мар шухӑшлама пултарнӑ вӑхӑт — иртсе кайиччен мӑшӑрланмасӑр пурӑнни христиансемшӗн лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе канаш парать (1 Коринф 7:36, ҪТ). Ӳссе ҫитӗнсен, ҫамрӑк ҫынсем хӑвӑрт улшӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑклах мӑшӑрланнисенчен нумайӑшӗ тепӗр темиҫе ҫул иртсенех хӑйӗн те, мӑшӑрӗн те кӑмӑл-туртӑмӗ тата ӗмӗчӗсем улшӑннине асӑрхать. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫамрӑклах мӑшӑрланакансем, кӑштах кӗтнисемпе танлаштарсан, ытларах чухне телейсӗр тата час-часах уйрӑлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫемье ҫавӑрма ан васка. Ҫитӗнсен темиҫе ҫул ҫемье ҫавӑрмасӑр пурӑнни сана хаклӑ опыт пухма пулӑшӗ, ҫакна пула эсӗ лайӑхрах аталанӑн та тивӗҫлӗ мӑшӑр пулма хатӗр пулӑн. Мӑшӑрланма васкамасан санӑн хӑвна лайӑхрах ӑнланма май пулӗ, ҫакӑ вара ҫемьере лайӑх хутшӑнусем аталантарма питӗ кирлӗ.
МАЛТАН ХӐВНА ПӖЛСЕ ҪИТ
7. Мӑшӑрланма хатӗрленекенсен малтан мӗншӗн хӑйсене пӗлсе ҫитмелле?
7 Пулас мӑшӑрунта мӗнле лайӑх енсем курас килнине ҫӑмӑллӑнах калама пултаратӑн-и? Нумай ҫыншӑн ҫакӑ пӗртте йывӑр мар. Санӑн паха енӳсем пирки вара мӗн калама пулать? Хӑш паха енӳсем санӑн ҫемье пурнӑҫне телейлӗ тума пулӑшӗҫ? Эсӗ мӗнле арӑм е упӑшка пулӑн? Сӑмахран, эсӗ ҫӑмӑллӑнах хӑв йӑнӑшнине, хӑвна канаш панине йышӑнатӑн-и е хӑвна тӳрлетнӗ чухне яланах тӳрре тухма тӑрӑшатӑн? Ытларах чухне эсӗ мӗнле ҫын: тунсӑхламанскер тата савӑнӑҫлӑ е, тен, салхуллӑ тата час-часах кӑмӑлсӑр? (Ытарӑшсем 8:33; 15:15.) Асра тыт: мӑшӑрлӑ пурнӑҫ санӑн характерна улӑштармӗ. Эсӗ мӑнкӑмӑллӑ, хӑвӑрт ҫилленекен, тарӑхакан пулсан е мӑшӑрланичченех ним лайӑххине те курмастӑн пулсан, ҫемье ҫавӑрсан эсӗ урӑх ҫын пулса тӑмӑн. Эпир хамӑра аяккинчен курмастпӑр, ҫавӑнпа аҫу-аннӳне е ҫывӑх тусна мӗншӗн уҫҫӑн асӑрхаттарма тата канаш пама ыйтас мар-ха? Хӑвӑнта мӗн улӑштарма пулнине пӗлсен, мӑшӑрланма ҫирӗп шут тытичченех ҫакна тума тытӑн.
Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра кирлӗ пулакан паха енсене, йӑласене, пултарулӑхсене ҫемье ҫавӑричченех аталантар
8—10. Библири мӗнле канашсем лайӑх мӑшӑр пулма хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ?
8 Библи пире Туррӑн святой сывлӑшне хамӑра витӗм кӳме ирӗк пама чӗнет, вӑл ҫак паха енсене аталантарма пулӑшать: «юратни, савӑнни, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, хӗрхенни, шанчӑклӑх, йӑвашлӑх, чаруллӑ пулни». Ҫырура пирӗн «тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем пулмалла» тенӗ (Галати 5:22, 23; Эфес 4:23, 24). Мӑшӑрланиччен ҫак канашпа усӑ курни банка укҫа хурса пынипе пӗрех: пуласлӑхра, ҫемье ҫавӑрсан, ҫакӑ питӗ усӑллӑ пулӗ.
9 Сӑмахран, хӗрарӑмӑн ытларах хӑйӗн тулаш енӗшӗн мар, «чӗрере куҫа курӑнмасӑр тӑракан[нишӗн]» тӑрӑшмалла (1 Петр 3:3, 4). Сӑпайлӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулни ӑна ӑслӑлӑх — чӑн-чӑн «мухтав ҫӗлӗкӗ» — туянма пулӑшӗ (Ытарӑшсем 4:9; 31:10, 30; 1 Тимофей 2:9, 10). Арҫыннӑн хӑйне хӗрарӑмсемпе хисеплӗн тата ыррӑн тытма вӗренмелле (1 Тимофей 5:1, 2). Йышӑнусем тума тата хӑй ҫине яваплӑх илме вӗреннӗ май унӑн сӑпайлӑ пулма та, хӑйне кӗҫӗне хума та хӑнӑхмалла. Пӑхӑнтарма тӑрӑшни мӑшӑрлӑ пурнӑҫра йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратӗ (Ытарӑшсем 29:23; Михей 6:8; Эфес 5:28, 29).
10 Хамӑрӑн шухӑшсене улӑштарма ҫӑмӑл мар пулин те, пур христианинӑн та кунта хӑйпе ӗҫлемелли пур. Ҫакӑ вара сана лайӑх мӑшӑр пулма пулӑшӗ.
МӐШӐР СУЙЛАНӐ ЧУХНЕ МӖН ҪИНЕ ПӐХМАЛЛА
11, 12. Пӗр-пӗриншӗн лайӑх мӑшӑр пулассипе пулмассине икӗ ҫыннӑн мӗнле пӗлмелле?
11 Пулас мӑшӑра ҫын хӑй суйласа илесси эсӗ пурӑнакан вырӑнта йӑлана кӗнӗ-и? Ҫапла пулсан, сана кам та пулин килӗшсен санӑн мӗн тумалла? Чи малтан хӑвӑнтан ыйт: «Эпӗ чӑннипех мӑшӑрланасшӑн-и?» Тепӗр ҫынна усӑсӑр кӗттерсе унӑн туйӑмӗсемпе выляни — усал ӗҫ (Ытарӑшсем 13:12). Ун хыҫҫӑн ҫапла ыйт: «Эпӗ мӑшӑрланма пултаратӑп-и?» Ҫак икӗ ыйту ҫине «ҫапла» тесе хуравларӑн пулсан, санӑн малалли утӑмусем сирӗн вырӑнти йӑласенчен килӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗршывра ҫынна пӗр вӑхӑт сӑнанӑ хыҫҫӑн ун патне пырса лайӑхрах паллашма сӗнме пулать. Ҫын килӗшмерӗ пулсан, ан ҫыпҫӑн. Тепӗр ҫыннӑн та ҫак тӗлӗшрен йышӑну тума ирӗк пуррине асра тыт. Эсӗ суйласа илнӗ ҫын килӗшсен вара, эсӗ мӗн те пулин усӑллине туса вӑхӑта пӗрле ирттересси пирки тӑрӑшма пултаратӑн. Ҫакӑ сана ҫак ҫынпа мӑшӑрланни ӑслӑ пулӗ-и, ҫавна курма парӗa. Ҫак вӑхӑтра санӑн мӗн ҫине тимлӗх уйӑрмалла-ха?
12 Ҫак ыйту ҫине хуравламашкӑн икӗ музыка инструментне, калӑпӑр, пианинӑпа гитарӑна, куҫ умне тӑратар. Вӗсене лайӑх ӗнерсен кашнинпех илемлӗ кӗвӗ калама пулать. Анчах ҫак икӗ инструментпа пӗр харӑс вылямалла пулсан, мӗн пулса тухать? Вӗсен ун чухне пӗр саслӑ янӑрамалла. Пулас мӑшӑрупа сан пирки те ҫаплах калама пулать. Сирӗнтен кашни хӑйӗн характерӗн енӗсене «ӗнерсе» лайӑх тӑрӑшнӑ пулӗ. Анчах эсир пӗр саслӑ «янӑратӑр-и»? Урӑхла каласан, пӗр-пӗриншӗн лайӑх мӑшӑр пулӑр-и?
13. Иеговӑна пуҫҫапман ҫынпа ҫӳреме пуҫлани мӗншӗн питӗ ӑссӑрла хӑтланни пулать?
13 Сирӗн иксӗрӗн те пӗр пек ӗненӳпе принципсем пулни питӗ кирлӗ. Павел апостол ҫырнӑ: «Ӗненменнисемпе пӗрле ют сӳсмен ан тӑхӑнӑр» (2 Коринф 6:14; 1 Коринф 7:39). Турра ӗненес тӗлӗшрен кам санпа пӗр шухӑшлӑ мар, ҫав ҫынпа мӑшӑрланни пысӑк хирӗҫӳсем кӑларса тӑратма пултарать. Эсир иксӗр те Иегова Турра чунтан шанчӑклӑ пулни — килӗштерсе пурӑнмалли ҫирӗп никӗс. Иегова сире телейлӗ, сирӗн ҫыхӑнӑва май килнӗ таран ҫирӗпрех тӑвасшӑн. Турӑ сире хӑйӗнпе те, иксӗре пӗрле те юратӑвӑн «виҫҫӗлле» ҫыхӑнӑвӗпе ҫыхӑнтарасшӑн (Екклесиаст 4:12).
14, 15. Ӗненӳ пӗр пек пулни мӑшӑрлӑ пурнӑҫра килӗштерсе пурӑнма пӗртен-пӗр ен теме пулать-и? Ӑнлантарса пар.
14 Турра пӗрле пуҫҫапни — чи кирли, анчах та килӗштерсе пурӑнмалли пӗртен-пӗр ен мар. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнас тесен сирӗн пӗр пек тӗллевсем пулмалла. Эсир мӗнле тӗллевсем лартнӑ? Сӑмахран, ҫемьере ачасем пуласси ҫине эсир иксӗр те мӗнле пӑхатӑр? Сирӗн пурнӑҫра мӗн малти вырӑнта?b (Матфей 6:33.) Чӑннипех те телейлӗ ҫемьере мӑшӑрсем — ҫывӑх туссем, вӗсене пӗр-пӗринпе пулма килӗшет (Ытарӑшсем 17:17). Ҫавӑнпа та вӗсен пӗр пек интерессем пулмалла. Ҫапла пулмасан ҫывӑх туслӑха та упрама йывӑр, мӑшӑрланасси пирки вара калаҫмалли те ҫук. Анчах эсӗ суйласа илнӗ ҫын мӗне те пулин юратать, калӑпӑр, уҫӑлса ҫӳреме, эсӗ вара — юратмастӑн, ҫакӑ сирӗн мӑшӑрланма кирлӗ маррине пӗлтерет-и? Пачах ҫук. Тен, кирлӗрех интерессем сирӗн пӗр килеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне эсӗ пӗр-пӗр мероприятие вӑл пулас мӑшӑрна килӗшнӗрен кӑна хутшӑнса ӑна савӑнтарма пултаратӑн (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35).
15 Паллах, килӗшӳлӗх ытларах эсир пӗр пек пулнинчен мар, пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупма пултарнинчен килет. «Эпир пӗр-пӗринпе яланах килӗшетпӗр-и?» тесе ыйтиччен, тен, ҫапла ыйтмалла: «Эпир тӗрлӗрен шухӑшланӑ чухне мӗн пулса иртет? Пӗр-пӗрне, пӗр-пӗрин тивӗҫлӗхне хисеплесе йывӑрлӑха лӑпкӑн сӳтсе явма пултаратпӑр-и эпир? Е эпир тӗрлӗрен шухӑшланӑ чухне хӗрсе кайсах тавлашма тытӑнатпӑр?» (Эфес 4:29, 31.) Эсӗ мӑшӑрланас тетӗн пулсан, мӑнкӑмӑллисенчен, кутӑннисенчен, хӑйне нихӑҫан та кӗҫӗне хуманнисенчен е пӗрмаях мӗн те пулин ыйтса пурне те хӑй пек тутарас текеннисенчен асӑрхан.
МАЛАРАХ ПӖЛ
16, 17. Пулас мӑшӑра суйланӑ чухне арҫынпа хӗрарӑм мӗн ҫине пӑхма пултараҫҫӗ?
16 Христиансен пухӑвӗнче тивӗҫлӗх шанса панӑ ҫынна малтан «сӑнас пулать» (1 Тимофей 3:10). Эсӗ те ҫак принциппа усӑ курма пултаратӑн. Сӑмахран, качча кайман хӗрарӑм ыйтма пултарать: «Ҫак ҫын репутацийӗ пирки мӗн калама пулать? Вӑл кампа туслӑ? Унӑн чарулӑх пур-и? Ваттисемпе вӑл хӑйне мӗнле тытать? Вӑл мӗнле ҫемьерен? Хурӑнташӗсемпе вӑл мӗнле хутшӑнать? Укҫа-тенкӗ ҫине вӑл мӗнле пӑхать? Ӗҫкӗпе иртӗхесси пулкалать-и? Час ҫилленсе каять-и е хаяррӑн тытать? Пухура унӑн мӗнле тивӗҫлӗхсем пур, вӑл вӗсене мӗнле пурнӑҫлать? Эпӗ ӑна чӗререн хисеплеме пултарӑп-и?» (Левит 19:32; Ытарӑшсем 22:29; 31:23; Эфес 5:3—5, 33; 1 Тимофей 5:8; 6:10; Тит 2:6, 7.)
17 Авланман арҫын ҫак ыйтусене пама пултарать: «Ҫак хӗрарӑмӑн Турра хисеплесси тата юратасси пур-и? Вӑл кил-ҫурта тытса тӑма пултарать-и? Унӑн хурӑнташӗсем пирӗнтен мӗн кӗтӗҫ? Ӑслӑ-тӑнлӑ-и вӑл, ӗҫчен, перекетлӗ? Ытларах чухне вӑл мӗн ҫинчен калаҫать? Ыттисене ырӑ тӑвас тесе вӑл чӗререн тӑрӑшать-и, хӑй ҫинчен кӑна шухӑшлать е ҫынсен ӗҫӗсемпе ытлашшипех интересленет? Шанӑҫа вӑл тивӗҫлӗ-и? Ертсе пынине пӑхӑнма вӑл хатӗр-и е кутӑн, тен, хӑй еккиллӗ те?» (Ытарӑшсем 31:10—31; Лука 6:45; 1 Петр 4:15; Эфес 5:22, 23; 1 Тимофей 5:13.)
18. Тӗл пулнӑ хушӑра пысӑках мар ҫитменлӗхсем палӑраҫҫӗ пулсан, мӗн асра тытмалла?
18 Эсӗ суйласа илнӗ ҫын романри идеал пек туйӑнакан тӗп сӑнар мар, Адамӑн ҫитменлӗхлӗ тӑхӑмӗ, ҫакна ан ман. Ҫитменлӗхсем пурин те пур, вӗсенчен хӑшне-пӗрне — хӑшӗсем санӑн та, пулас мӑшӑрун та пур — асӑрхама кирлӗ мар (Иаков 3:2; Рим 3:23). Унсӑр пуҫне, япӑх енсем, вӗсене йышӑнсан, чӑнлӑхра ӳссе пыма пулӑшма пултараҫҫӗ. Калӑпӑр, ҫӳреме пуҫланӑ хыҫҫӑн эсир тавлашса илтӗр. Шухӑшласа пӑх: пӗр-пӗрне юратакан, хисеплекен ҫынсем те хӑш-пӗр чухне пӗр пек шухӑшламаҫҫӗ. (Пултарни 30:2; Апостолсен ӗҫӗсем 15:39 танлаштарӑр.) Тен, сирӗн иксӗрӗн те хӑвӑра кӑшт ҫирӗпрех тытмалла тата йывӑрлӑхсене мирлӗ татса пама хӑнӑхмалла? (Ытарӑшсем 25:28.) Санӑн пулас мӑшӑру улшӑнасшӑн-и? Эсӗ вара? Чӗрӳне сахалтарах ыраттарма, сахалтарах кӳренме вӗренме пултаратӑн-и эсӗ? (Екклесиаст 7:9.) Йывӑрлӑхсене татса пама хӑнӑхса пырса эсӗ уҫҫӑн калаҫмалли мая ҫирӗплетме пултаратӑн, ҫакӑ эсир пӗрлешсен питӗ кирлӗ пулӗ (Колоссӑ 3:13).
19. Ҫӳренӗ вӑхӑтра пысӑк ҫитменлӗхсем палӑраҫҫӗ пулсан, мӗн туни тӗрӗс пулӗччӗ?
19 Анчах эсӗ хӑвна питӗ канӑҫсӑрлантаракан ҫитменлӗх асӑрхарӑн пулсан, мӗн тумалла? Ҫакӑн пирки тӗплӗн шухӑшламалла. Тем пек лайӑххине курма ӗмӗтленетӗн пулин те, тем пек мӑшӑрланас килсен те, пысӑк ҫитменлӗхсене курмӑш ан пул (Ытарӑшсем 22:3; Екклесиаст 2:14). Эсӗ хӑв туслашнӑ ҫын пирки питӗ иккӗленсе асапланатӑн пулсан, ҫак ҫынпа туслашма пӑрахни тата сӑмах парса унпа ӗмӗрлӗхех ҫыхӑнманни ӑслӑ-тӑнлӑ пулӗччӗ.
ҪӲРЕНӖ ВӐХӐТРА ТАСАЛӐХА УПРӐР
20. Тӗл пулнӑ вӑхӑтра икӗ ҫын нравственность енӗпе тасалӑха упрама мӗнле пултараҫҫӗ?
20 Тӗл пулнӑ вӑхӑтра тасалӑха мӗнле упрама пулать? Пӗрремӗшӗнчен, нравственность тӗлӗшӗнчен хӑвна пӗр айӑпсӑр тытнине тӗрӗсле. Эсир пурӑнакан ҫӗрте мӑшӑрланманнисем алран-ал тытса утни, чуп туни е ыталашни вырӑнлӑ шутланать-и? Юратнине ҫапла кӑтартни ҫине ырламасӑр пӑхмаҫҫӗ пулин те, ҫапла тума эсир чӑнахах та пӗрлешме шут тытсан кӑна юрать. Юратнине ҫапла майсемпе кӑтартни таса мар тытасси е аскӑн ӗҫ патне илсе ҫитерессинчен асӑрханӑр (Эфес 4:18, 19; танлаштарӑр: Юрӑсен юрри 1:1; 2:6; 8:5, 9, 10). Чӗре ултавлӑ, ҫавӑнпа килте, хваттерте, чарӑнса тӑнӑ машинӑра е тӗрӗс мар тытма май паракан кирек епле вырӑнта улаххӑн юлни ӑслӑ мар (Иеремия 17:9). Тӗл пулнӑ вӑхӑтра эсир нравственность енӗпе тасалӑха упратӑр пулсан, ҫакӑ сирӗн чарулӑх пуррине тата эсир, харпӑр хӑйшӗн ҫунмасӑр, теприншӗн тӑрӑшассине хӑвӑр кӑмӑл-туртӑмран мала хунине уҫҫӑн кӑтартать. Анчах чи кирли — тӗл пулнӑ вӑхӑтра тасалӑха упрани Иегова Турра савӑнтарать, вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ясар ӗҫсенчен тата аскӑнланса ҫӳрессинчен пӑрӑнма хушать (Галати 5:19—21).
21. Ҫӳренӗ вӑхӑтра таса хутшӑнусене упрас тесен мӗн ҫинчен уҫҫӑн калаҫмалла?
21 Иккӗмӗшӗнчен, ҫӳренӗ вӑхӑтра хутшӑнусем таса пулни шутне уҫҫӑн калаҫни те кӗрет. Туй пуласси куҫкӗрет пулсан, хӑш-пӗр ыйтусене уҫҫӑн сӳтсе явмалла. Ӑҫта пурӑнас тетӗр? Иксӗр те ӗҫе вырнаҫма шутлатӑр-и? Ача-пӑчаллӑ пулас тетӗр-и? Унсӑр пуҫне, тӗрӗслӗх ҫакна ыйтать: мӑшӑрлӑ пурнӑҫа витӗм кӳме пултаракан хӑв пурнӑҫунти лару-тӑру пирки ҫынна каласа памалла. Ун шутне пысӑк парӑм е сӑмах пани, сывлӑх епле пулни, сӑмахран, ҫынна асаплантаракан йывӑр чир кӗреҫҫӗ. Вич-инфекцие (СПИДпа чирлеттерекен вируса) ҫаклатнӑ нумай ҫыннӑн симптомӗсем тӳрех палӑрман пирки ҫын хӑй е тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗ юнра СПИД пуррипе-ҫуккине пӗлме анализ тума ыйтни ытлашши пулмӗ. СПИД пурри палӑрсан, вирус ҫаклатнӑ ҫыннӑн, хӑй суйласа илнӗ ҫын хутшӑнусене вӗҫлесшӗн пулсан, ҫине тӑрсах вӗсене тӑсма ыйтма кирлӗ мар. Тӗрӗссипе каласан, кам ҫак хӑрушлӑха лекме пултаракан пурнӑҫпа пурӑннӑ, ҫавсенчен кашнин кампа та пулин ҫӳреме пуҫличченех хӑйсен ирӗкӗпе СПИД пуррипе-ҫуккине пӗлмешкӗн юн анализӗ тумалла.
ТУЙ — КУ ВӐЛ ПУҪЛАМӐШӖ КӐНА
22, 23. а) Туя хатӗрленнӗ вӑхӑтра виҫине пӗлессине мӗнле ҫухатма пулать? ӑ) Туй тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки шухӑшланӑ чухне вӗсем ҫине мӗнле пӑхни тӗрӗс?
22 Туй умӗн юлашки уйӑхсенче эсир иксӗр те туя хатӗрленнӗ май питӗ ӗҫлӗ пулӑр. Ытлашши нумай хатӗрлеме тӑрӑшмасан йывӑрлӑхсем сахалрах пулӗҫ. Чаплӑ туй, тен, хурӑнташсемпе туссене савӑнтарӗ, анчах халь ҫеҫ мӑшӑрланнисемпе вӗсен ҫемйисене халтан ярӗ, укҫи-тенкине ытлашшипех тӑккалаттарӗ. Вырӑнти йӑла-йӗркене тытса тӑни хӑш-пӗр тӗлӗшрен ӑслӑ-тӑнлӑ, анчах вӗсене ним шухӑшламасӑр тата ӑмӑртассишӗн кӑна тытни ҫак событин пӗлтерӗшне хупласа хума тата ҫак кун кӳрекен савӑнӑҫа пӗтерме пултарать. Ытти ҫынсен туйӑмӗсене шута илмелле пулин те, туй епле иртнишӗн чи малтан каччӑ яваплӑ (Иоанн 2:9).
23 Асра тытӑр, туй вӑл — пӗр кун кӑна, сирӗн ҫыхӑну вара пурнӑҫ тӑршшӗпех пырӗ. Мӑшӑрланнӑ кун ҫине ытлашши нумай тимлӗх уйӑрма ан тӑрӑшӑр. Ун вырӑнне Иегова Турӑ канашӗсене пӗлме тӑрӑшӑр тата пулас ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлӑр. Ун чухне эсир мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума лайӑх хатӗрленсе ҫитӗр.
a Тӗлпулусем хӑш ҫӗршывра христиансемшӗн юрӑхлӑ шутланаҫҫӗ, ҫавӑнта кӑна ҫапла тума юрать.
b Христиансем хушшинче те пухӑвӑн ӗҫӗсенчен аяккинче тенӗ пек пурӑнакансем пулма пултараҫҫӗ. Турра пӗтӗм чӗререн ӗҫлесе тӑрас вырӑнне вӗсем ҫак тӗнчери ҫынсем пек шухӑшлама, тыткалама пултараҫҫӗ (Иоанн 17:16; Иаков 4:4).