Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • gf 11 урок, 18—19 с.
  • Суя тӗне ан йышӑн!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Суя тӗне ан йышӑн!
  • Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Ҫавнашкал материал
  • Суя тӗнсем Турра хурлаҫҫӗ
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Суя тӗн пӗтесси ҫывӑх!
    Суя тӗн пӗтесси ҫывӑх!
  • Тӗнсемпе мӗн пулӗ?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Турра юрӑхлӑ тӗн
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
gf 11 урок, 18—19 с.

11-МӖШ УРОК

Суя тӗне ан йышӑн!

Сатанапа унӑн демонӗсем сана Турӑшӑн ӗҫлеттересшӗн мар. Вӗсем никам та Турӑшӑн ан ӗҫлетӗр тесе тума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна мӗнле тӑваҫҫӗ вӗсем? Вӗсен майӗсенчен пӗри — суя тӗнпе усӑ курасси (2 Коринф 11:13—15). Суя тӗн — вӑл Библири чӑнлӑха вӗрентмен тӗн. Суя тӗн суя укҫасем пек, вӗсем чӑн укҫасем пекех курӑнаҫҫӗ, анчах та чӑннипех вӗсем ним хак та тӑмаҫҫӗ тата вӗсем нумай проблемӑсем илсе пыма пултараҫҫӗ.

A couple pray in a church

Тӗн ултавӗ Иеговӑна, чӑнлӑх Туррине, нихӑҫан та килӗшмӗ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне, ӑна вӗлерме шут тытакан пӗр тӗн ушкӑнӗ пулнӑ. Вӗсем Турра тӗрӗс пуҫҫапатпӑр тесе шутланӑ. Ҫак ҫынсем каланӑ: «Пирӗн Аттемӗр пӗрре — Турӑ». Иисус вӗсемпе килӗшнӗ-и? Ҫук! Вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир хӑвӑр аҫӑртан, Дьяволтан» (Иоанн 8:41, 44). Халӗ нумай ҫынсем Турра пуҫҫапатпӑр тесе шутлаҫҫӗ, анчах та чӑннипе Сатанапа унӑн демонӗсемшӗн ӗҫлеҫҫӗ (1 Коринф 10:20).

Ҫӗрӗк йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ панӑ пекех, суя тӗн те усал тӑвакан ҫынсене пӑхса ӳстерет. Тӗнчере хуйхӑ-суйхӑ питӗ нумай, мӗншӗн тесен ҫынсем усал тӑваҫҫӗ. Ҫаксем шутне аскӑнлӑха, ҫапӑҫнине, вӑрланине, ҫынна пусмӑрланине, ҫынна вӗлернине тата хӗрарӑмран мӑшкӑлланине кӗртме пулать. Ҫак усал ӗҫсене тӑвакансенчен нумайӑшӗ мӗнле те пулин тӗне тытса пыраҫҫӗ, анчах та вӗсен тӗнӗ вӗсене ырӑ ӗҫ тума хистемест. Усал ӗҫсем тума пӑрахиччен вӗсем Туррӑн тусӗсем пулма пултараймаҫҫӗ (Матфей 7:17, 18).

Суя тӗн ҫынсене кӗлеткесем патне кӗл тума вӗрентет. Турӑ кӗлеткесем патне кӗл тума чарать. Ҫакӑн пек тума ыйтни тӗрӗс. Кам та пулин санпа калаҫиччен санӑн сӑнӳкерчӗкӳпе яланах калаҫнипе эсӗ килӗшетӗн-и? Ҫак ҫын санӑн чӑн тусу пулӗ-ши? Ҫук, пулмӗ. Иегова ҫынсем чӗрӗ мар статуйӑпа е ӳкерчӗкпе мар, унпа калаҫччӑр тет (Исход 20:4, 5).

Soldiers with guns

Суя тӗн ҫынсене вӑрҫӑра вӗлерме юрать тесе вӗрентет. Туррӑн тусӗсем хушшинче юрату пулать тесе каланӑ Иисус. Эпир хамӑр юратакан ҫынсене вӗлерместпӗр (Иоанн 13:35). Пирӗн усал ҫынсене вӗлерме юрамасть. Иисусӑн тӑшманӗсем ӑна арестлеме пырсан, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйне хӳтӗлеме ирӗк паман (Матфей 26:51, 52).

Суя тӗн усал ҫынсем тамӑк ҫулӑмӗнче асапланаҫҫӗ тесе вӗрентет. Библи вара ҫылӑх вилӗм патне илсе пырать тесе вӗрентет (Рим 6:23). Иегова — юрату Турри. Юратакан Турӑ ӗмӗр-ӗмӗрӗпех асаплантарӗ-ши ҫынсене? Паллах, ҫук! Райра Иегова килӗштерекен пӗр тӗн кӑна пулать (Апокалипсис 15:4). Сатанан суйинче никӗсленнӗ пур тӗн те пӗтӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр