12-МӖШ УРОК
Вилсен ҫынпа мӗн пулать?
Вилӗмпе пурнӑҫ пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ. Вилӗм вӑл тарӑн ыйхӑ пек (Иоанн 11:11—14). Вилнисем илтмеҫҫӗ, курмаҫҫӗ, калаҫмаҫҫӗ тата ним ҫинчен те шутламаҫҫӗ (Екклесиаст 9:5, 10). Вилнисем хӑйсен мӑн аслашшӗсем патне сывлӑшсен тӗнчине [леш тӗнчене] куҫаҫҫӗ тесе вӗрентет суя тӗн. Библи ҫакна вӗрентмест.
Вилнисем пире пулӑшма та, сиен тума та пултараймаҫҫӗ. Нумай ҫынсем, хӑйсем мӗнле ӗненнӗ пек, вилнисене юрас тесе йӑла-йӗрке тӑваҫҫӗ тата парнесем илсе пыраҫҫӗ. Ҫак ӗҫсем Турра килӗшмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Сатанан ултавӗ ҫинче никӗсленнӗ. Ҫак ӗҫсемпе вилнисене те юраймастӑн, мӗншӗн тесен вӗсем чӗрӗ мар. Пирӗн вӗсенчен хӑрама та, вӗсене пуҫҫапма та кирлӗ мар. Пирӗн Турра кӑна пуҫҫапмалла (Матфей 4:10).
Вилнисем каллех пурӑнма пуҫлӗҫ. Вилнисем ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнччӑр тесе Иегова вӗсене ыйхӑран тӑратӗ. Анчах ҫак вӑхӑт халӗ ҫитмен-ха (Иоанн 5:28, 29; Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Эсӗ мӗнле кама та пулин ыйхӑран тӑратма пултарнӑ пекех, Турӑ та ҫавӑн пекех вилнисене тӑратма пултарать (Марк 5:22, 23, 41, 42).
Эпир нихӑҫан та вилместпӗр тесе шутлани — вӑл Сатана Дьявол сарнӑ ултав. Сатанапа унӑн демонӗсем ҫынсене вилнисен чунӗсем чӗрӗ тата вӗсем ҫынсем ҫине чирсемпе ытти инкексем яраҫҫӗ тесе шутлама хистеҫҫӗ. Хӑшпӗр чухне Сатана ҫынсене тӗлӗксемпе тата курӑнусемпе улталать. Кам вилнисемпе калаҫма тӑрӑшать, вӗсене Иегова хурлать (Второзаконие 18:10—12).