5-МӖШ СЫПӐК
«Ҫакӑ манӑн... Ывӑлӑм»
АЧАСЕМ хӑйсене лайӑх тытни ашшӗ-амӑшне питӗ савӑнтарать. Хӗрача мӗн те пулин лайӑх тума пултарчӗ пулсан, ашшӗ кӑмӑллӑн: «Ку манӑн хӗрӗм»,— тесе калама пултарать. Е арҫын ача мӗн те пулин лайӑх турӗ пулсан, ашшӗ мӑнаҫлӑн: «Ку манӑн ывӑлӑм»,— тейӗ.
Иисус хӑйӗн Ашшӗне яланах савӑнтарать. Ҫавӑнпа Ашшӗ унпа питӗ мухтанать. Астӑватӑн-и, Иисус виҫӗ вӗренекенӗпе ту ҫинче пулнӑ чухне Турӑ мӗн тунӑ? ~ Ҫапла, Иисусӑн Ашшӗ пӗлӗтрен каланӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» (Матфей 17:5).
Иисус яланах Ашшӗне савӑнтаракан ӗҫсем тӑвасшӑн. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл Ашшӗне пӗтӗм чӗререн юратать. Яваплӑха кӑна туйнӑран пӗр-пӗр ӗҫе тума ҫӑмӑл мар. Анчах та эсӗ хаваспах ӗҫе пуҫӑнатӑн пулсан, ӗҫлеме темӗн чухлӗ лайӑхрах. Хаваспах ӗҫлени мӗне пӗлтернине пӗлетӗн-и? ~ Ҫакӑ мӗне те пулин пысӑк кӑмӑлпа тунине пӗлтерет.
Иисус ҫӗр ҫине киличченех Ашшӗ мӗн тума ыйтнине пурне те хаваспах тунӑ. Мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн Ашшӗне, Иегова Турра, питӗ юратнӑ. Ӑна пӗлӗтре Ашшӗпе пӗрле пулма питӗ килӗшнӗ. Анчах вӑхӑт иртсен Турӑ Иисуса ятарлӑ ӗҫ шанса панӑ. Ӑна пурнӑҫлас тесен Иисусӑн пӗлӗтри килне хӑвармалла пулнӑ. Унӑн ҫӗр ҫинче пӗчӗк ача пулса ҫуралмалла пулнӑ. Иисус хатӗр пулсах килӗшнӗ, мӗншӗн тесен ҫакна тума ӑна Иегова хӑй ыйтнӑ.
Анчах та ҫӗр ҫинче ҫуралас тесен Иисуса амӑшӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑм камне пӗлетӗн-и? ~ Унӑн ячӗ Мария. Иегова пӗлӗтрен Гавриил ангела Марийӑпа калаҫма янӑ. Гавриил ӑна унӑн арҫын ача ҫураласси пирки пӗлтернӗ. Ӑна вара Иисус тесе чӗнӗҫ. Ачан ашшӗ кам пулӗ-ши вара? ~ Ангел сӑмахӗсем тӑрӑх, ача Ашшӗ Иегова Турӑ пулать. Акӑ мӗншӗн Иисус пирки Турӑ Ывӑлӗ тенӗ.
Мария ҫак хыпара мӗнле йышӑннӑ? ~ Иисусӑн амӑшӗ пулас килмест тенӗ-и вӑл? Ҫук, Мария Туррӑн ирӗкне тума хатӗр пулнӑ. Анчах та пӗлӗтре пурӑннӑ Туррӑн Ывӑлӗ мӗнле майпа ҫӗр ҫинче ҫуралма пултарнӑ? Иисус ҫурални ытти ачасем ҫуралнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? Пӗлетӗн-и? ~
Пӗрремӗш ҫынсене, Адампа Евӑна, пултарсан Турӑ вӗсене тӗлӗнмелле майпа ҫывӑхланмалла тунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн амӑшӗн варӗнче ача ӳсме тытӑнать. Ҫынсем ҫакӑн пирки тӗлӗнмелле япала теҫҫӗ! Эсӗ те ҫакӑнпа килӗшетӗн пулӗ.
Анчах та Турӑ унтан та тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Вӑл хӑйӗн Ывӑлӗн пурнӑҫне пӗлӗтрен Мария варне вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пеккине Турӑ унччен те, ун хыҫҫӑн та туман. Ҫакӑ чӑннипех тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Ытти ачасем амӑшӗн варӗнче аталаннӑ пекех, Иисус та Мария варӗнче аталанса пынӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мария Иосифа качча тухнӑ.
Ҫуратма вӑхӑт ҫитсен Мария Иосифпа пӗрле Вифлеем ятлӑ хулана килнӗ. Анчах та хулара питӗ нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. Марийӑпа Иосиф пушӑ пӳлӗм те тупайман, ҫавӑнпа вӗсем килти выльӑх-чӗрлӗхе усрамалли вырӑнта вырнаҫнӑ. Иисуса ҫуратсан Мария ӑна сырӑша хунӑ, ҫакна ҫакӑнти ӳкерчӗкре кӑтартнӑ. Сырӑш вӑл — ӗнесемпе ытти килти выльӑха апат хурса памалли ещӗк.
Иисус ҫуралнӑ каҫ пӗр тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ. Вифлеем ҫывӑхӗнче кӗтӳҫӗсене ангел курӑннӑ. Ангел Иисус ҫурални пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каланӑ. «Эпӗ сире пысӑк савӑнӑҫ ҫинчен пӗлтеретӗп — вӑл пур халӑха та пулӗ: паян... сирӗн валли Ҫӑлакан ҫуралчӗ»,— тенӗ ангел (Лука 2:10, 11).
Ангел ҫавӑн пекех Иисус ача Вифлеемре сырӑшра выртать тенӗ. Кӗтмен ҫӗртен пӗлӗтре шутсӑр нумай ангел курӑннӑ, вӗсем пурте Турра мухтавлама пуҫланӑ. «Мухтав Ҫӳлти Турра, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ»,— тесе юрланӑ ангелсем (Лука 2:12—14).
Ангелсем куҫран ҫухалсан кӗтӳҫӗсем Вифлееме кайнӑ та Иисуса тупнӑ. Вӗсем Иосифпа Марийӑна ангелсенчен мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа панӑ. Шухӑшласа пӑх-ха, Мария Иисусӑн амӑшӗ пулса тӑма килӗшнӗшӗн мӗн тери савӑннӑ пулӗ!
Каярахпа Иосифпа Мария Иисуспа пӗрле Назарет хулине куҫса кайнӑ. Иисус унта ӳссе ҫитӗннӗ. Ҫитӗнсе ҫитсен вӑл пысӑк ӗҫе — вӗрентӳ ӗҫне — пуҫланӑ. Ҫавӑ Иегова Турӑ хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫинче тума хушнӑ ӗҫӗн пӗр пайӗ пулнӑ. Иисус ҫав ӗҫе хаваспах пурнӑҫланӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗне питӗ юратнӑ.
Аслӑ Вӗрентекен пулса тӑриччен Иисус Иордан юханшывӗнче Шыва кӗртекен Иоанн патӗнче шыва кӗнӗ. Ҫав кун тӗлӗнмелле япала пулса иртнӗ! Иисус шывран тухсанах пӗлӗтрен Иеговӑн сасси илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» (Матфей 3:17). Сана аҫу-аннӳ юрататӑп тени килӗшет-и? ~ Паллах ӗнтӗ, Ашшӗ ӑшшӑн ырлани Иисуса та килӗшнӗ.
Иисус яланах тӗрӗссине тунӑ. Вӑл нихӑҫан та хӑй кам пулнине пытарман. Вӑл ҫынсене хӑй пирки Турӑ темен. Гавриил ангел Марийӑна Иисус пирки Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ тенӗ. Иисус хӑй пирки яланах эпӗ Турӑ Ывӑлӗ тенӗ. Вӑл хӑйӗн Ашшӗнчен ытларах пӗлетӗп темен. Пачах урӑхла, вӑл: «Аттем Манран аслӑ» — тенӗ (Иоанн 14:28).
Пӗлӗтре пулнӑ чухне те Иисус яланах Ашшӗ мӗн хушнине тунӑ. Вӑл «юрать, эпӗ йӑлтах тӑвӑп» тенӗ хыҫҫӑн урӑххине тума тытӑнман. Вӑл Ашшӗне юратнӑ. Ҫавӑнпа Ашшӗ хӑйне мӗне вӗрентнине пурне те тимлӗ итленӗ. Ҫӗр ҫине килсен Иисус пӗлӗтри Ашшӗ мӗн хушнине пурне те пурнӑҫланӑ. Вӑл вӑхӑта усӑсӑр ирттермен. Акӑ мӗншӗн Иегова хӑйӗн Ывӑлӗпе питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ!
Пирӗн те Иеговӑна савӑнтарас килет, аха-и? ~ Ҫакна тӑвас тесен пирӗн, Иисус пекех, Турра яланах итлемелле. Турӑ пирӗнпе Библи урлӑ калаҫать. Турра итленҫи ҫеҫ туни, чӑннипе вара Библие хирӗҫлекен вӗрентӳсене ӗненни е Турра юрӑхлӑ мар ӗҫсене туни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ-и вара? ~ Асра тыт, эпир пӗтӗм чӗререн Иеговӑна юрататпӑр пулсан ӑна савӑнтарни пирӗн кӑмӑла тултарӗ.
Халӗ Иисус ҫинчен мӗн пӗлмеллине тата мӗне ӗненмеллине кӑтартакан Библири сӑвӑ йӗркисене вула: Матфей 7:21—23; Иоанн 4:25, 26 тата 1 Тимофей 2:5, 6.
[33-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Гавриил ангел Марийӑна мӗн ҫинчен каланӑ?
[34-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисуса мӗншӗн сырӑша хураҫҫӗ?
[35-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Пӗр ангел кӗтӳҫӗсене мӗнле ырӑ хыпар пӗлтернӗ?