25-МӖШ СЫПӐК
Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем улшӑнма пултараҫҫӗ-и?
ПУР ҫын та ырӑ ӗҫсем тунӑ пулсан мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, ҫапла вӗт? ~ Шел пулин те эпир пурте йӑнӑшатпӑр. Лайӑххине тӑвас тенӗ ҫӗртенех хушӑран япӑххи пулса тухма пултарать. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн ҫакӑн пекки пулать? ~ Мӗншӗн тесен эпир ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ. Анчах та хӑш-пӗр ҫынсем шутсӑр япӑх ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Вӗсем ытти ҫынсене кураймаҫҫӗ тата вӗсене ятарласах сӑтӑр тӑваҫҫӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫакӑн пек ҫынсем улшӑнма, ырӑ ҫынсем пулса тӑма пултараҫҫӗ-и? ~
Ҫак ӳкерчӗкри ҫамрӑк ҫын ҫине пӑх-ха. Вӑл Стефана чулсемпе перекен ҫынсен ҫиелти тумтирӗсене сыхласа тӑрать. Ҫав ҫыннӑн еврейла ячӗ — Савл, римла вара Павел пулать. Вӑл Аслӑ Вӗрентекенӗн вӗренекенне Стефана вӗлерни тӗрӗс тесе шутлать. Савл ҫак усал ӗҫе мӗншӗн тунине атя пӗлер.
Савл Иудӑри пӗр тӗн ушкӑнӗнчен пулнӑ, вӗсене фарисейсем тенӗ. Фарисейсен Турӑ Сӑмахӗ пулнӑ пулин те, вӗсем хӑйсен ертӳҫисен вӗрентӗвӗсене ытларах шаннӑ. Акӑ мӗншӗн Савл япӑх ӗҫсем тӑвать.
Иерусалимра Стефана тытса кайнӑ чухне Савл та унта пулнӑ. Стефана суда илсе каяҫҫӗ. Хӑш-пӗр судьясем вара фарисейсем пулнӑ. Стефана суйса айӑплаҫҫӗ, ун ҫинчен элеклесе калаҫҫӗ. Апла пулин те Стефан хӑйне лӑпкӑ тытать. Вӑл хӑйне айӑплакан ҫынсене хӑюллӑн хуравлать тата судьясене Иегова Турӑпа Иисус ҫинчен питӗ лайӑх каласа парать.
Стефан сӑмахӗсене илтсен судьясем тарӑхса каяҫҫӗ. Вӗсем Иисус ҫинчен нумай пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Аслӑ Вӗрентекене асаплантарса вӗлерттернӗ. Анчах Иегова Иисуса чӗртсе тӑратнӑ та каялла пӗлӗте илнӗ. Халӗ вара судьясем, улшӑнас вырӑнне, Иисусӑн вӗренекенӗсене чӑрмантараҫҫӗ.
Вӗсем Стефана ярса илеҫҫӗ те хула тулашне илсе тухаҫҫӗ. Ӑна ураран ӳкереҫҫӗ, вара чулсемпе пере-пере вӗлереҫҫӗ. Эсӗ ҫак ӳкерчӗкре Савл юнашарах пулнине тата мӗн пулса иртнине сӑнаса тӑнине курма пултаратӑн. Вӑл Стефан вилме тивӗҫлӗ тесе шутлать.
Вӑл мӗншӗн ҫавӑн пек шутланине пӗлетӗн-и? ~ Савл пурнӑҫ тӑршшӗпех фарисей пулнӑ, хӑйне фарисейсем мӗне вӗрентнине хытӑ ӗненнӗ. Вӑл вӗсенчен тӗслӗх илнӗ, пур тӗлӗшрен те вӗсем пек пулма тӑрӑшнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 7:54—60).
Стефан вилнӗ хыҫҫӑн Савл мӗн тӑвать-ха? ~ Вӑл Иисусӑн ытти вӗренекенӗсене те хӗн кӑтартать. Вӑл вӗсен килӗсене кӗрсе арҫынсене те, хӗрарӑмсене те урама сӗтӗре-сӗтӗре тухать. Вӗсене пурне те тӗрмене хуптарать. Вӗренекенсенчен нумайӑшӗн Иерусалимран тарма тивет, анчах та вӗсем Иисус ҫинчен каласа ҫӳреме пӑрахмаҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 8:1—4).
Ҫавӑншӑн Савл Иисусӑн вӗренекенӗсене тата та ытларах курайми пулать. Вӑл Каиафа аслӑ священник патне каять те Дамаск хулинчи христиансене арестлеме ирӗк илет. Савл вӗсене Иерусалима илсе килсе питӗ хытӑ хаса парасшӑн. Анчах Дамаска кайнӑ чухне ҫул ҫинче тӗлӗнмелле япала пулса иртет.
Сасартӑк пӗлӗтрен ҫутӑ ҫутатса ярать те Савл сасӑ илтет: «Эй Савл, Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн?» Ҫакна тӳперен Иисус хӑй каланӑ! Ҫутӑ куҫа йӑмӑхтарнӑран Савл курми пулать. Дамаска Савлпа пӗрле каякан ҫынсем ӑна алӑран тытса ҫавӑнта илсе каяҫҫӗ.
Виҫӗ кун иртсен Иисус Дамаскри хӑйӗн пӗр вӗренекенне Ананияна курӑнура курӑнать. Иисус Ананияна Савл патне кайма, ӑна куракан тума, ҫавӑн пекех унпа калаҫма хушать. Ананиян сӑмахӗсем Савлӑн чӗрине пырса тивеҫҫӗ, вара вӑл Иисус ҫинчен калакан чӑнлӑха йышӑнать. Вӑл куракан пулса тӑрать. Унӑн пурнӑҫӗ тӗпренех улшӑнать, вӑл Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ пулса тӑрать (Апостолсен ӗҫӗсем 9:1—22).
Сан шутпа, Савл мӗншӗн ҫавнашкал япӑх ӗҫсем тунӑ-ха? ~ Мӗншӗн тесен ӑна тӗрӗссине вӗрентмен. Вӑл Турра шанчӑклӑ пулман ҫынсем хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫав ҫынсем Турӑ Сӑмахне мар, хӑйсен шухӑшӗ-вӗрентӗвне мала хунӑ. Апла пулсан, мӗншӗн Савл хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарнӑ, мӗншӗн ытти фарисейсем Турра хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑр ырӑ ӗҫсем тума пуҫланӑ? ~ Савл улшӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл чӑнлӑха кураймасӑр тӑман. Чӑнлӑх ҫинчен ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн вӑл ырӑ ӗҫсем тума пуҫланӑ.
Каярахпа Савл кам пулса тӑнине пӗлетӗн-и? ~ Ҫапла, вӑл Павел апостол, Иисусӑн апостолӗ, пулса тӑнӑ. Тата эпир унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, Библи ҫыракансемпе танлаштарсан, Павел Библи кӗнекисем ыттисенчен ытларах ҫырнӑ.
Павел пекех, ытти ҫынсем те улшӑнма пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен ҫынсене усал ӗҫсем тума пӗтӗм вӑйран хӗтӗртсе тӑракан пур. Вӑл камне пӗлетӗн-и? ~ Дамаска кайнӑ чухне ҫул ҫинче Савла курӑнсан Аслӑ Вӗрентекен вӑл камне каланӑ: «Халӗ Эпӗ сана ҫынсен куҫӗсене уҫма, вӗсене сӗмлӗхрен ҫутталла ҫавӑрма, шуйттан аллинчен Турӑ енне кӑларма вӗсем патне яратӑп» (Апостолсен ӗҫӗсем 26:17, 18).
Ҫапла, Сатана Шуйттан пире усал ӗҫсем тутарасшӑн. Хушӑран тӗрӗссине тума питӗ йывӑррине эсӗ асӑрханӑ-и? ~ Ҫакӑн пекки пуринпе те пулкалать. Сӑлтавӗ — Сатанан каварлӑ ӗҫӗсем. Унсӑр пуҫне тепӗр чӑрмав та пур. Пӗлетӗн-и, мӗнли? ~ Ку ҫылӑх, эпир пурте ҫылӑхлӑ ҫуралатпӑр.
Час-часах пире тӗрӗс маррине тума ҫӑмӑлтарах, ҫакӑн сӑлтавӗ — эпир ҫылӑхлӑ пулни. Пирӗн вара мӗн тумалла-ши? ~ Ҫапла, пирӗн тӗрӗссине тӑвассишӗн кӗрешмелле. Юратакан Иисус вара ун чухне пире пулӑшӗ.
Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус унччен япӑх ӗҫсем тунӑ ҫынсене, анчах та кайран улшӑннисене, юратнине кӑтартнӑ. Вӑл ҫав ҫынсене улшӑнма шутсӑр йывӑррине пӗлнӗ. Сӑмахран, ҫав вӑхӑтра хӑш-пӗр хӗрарӑмсем нумай арҫынпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ. Паллах, ҫакӑ тӗрӗс мар пулнӑ. Библире вӗсем пирки аскӑн хӗрарӑмсем тенӗ.
Ҫавнашкал хӗрарӑмсенчен пӗри Иисус ҫинчен илтнӗ. Пӗррехинче вӑл фарисей ҫуртне пынӑ, мӗншӗн тесен унта Аслӑ Вӗрентекен пулнине пӗлнӗ. Йӗре-йӗре вӑл Иисус урисене ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрнӗ те вӗсене хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн питӗ ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа Иисус ӑна каҫарнӑ. Анчах та ҫакӑ фарисее килӗшмен. Вӑл ҫав хӗрарӑм каҫарӑва тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ (Лука 7:36—50).
Пӗлетӗн-и, Иисус тепрехинче хӑш-пӗр фарисейсене мӗн каланӑ? ~ Акӑ унӑн сӑмахӗсем: «Аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ» (Матфей 21:31). Ҫав аскӑн хӗрарӑмсем Иисуса ӗненсе хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене тума пӑрахнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫапла каланӑ. Фарисейсем вара улшӑнасшӑн пулман. Вӗсем малалла та Иисусӑн вӗренекенӗсене усал тунӑ.
Эппин, пирӗн мӗнле те пулин ӗҫсене Библи сивлет пулсан, пирӗн улшӑнмалла та урӑх апла тумалла мар. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлнӗ хыҫҫӑн атя яланах унӑн ирӗкне тума тӑрӑшар. Ҫакӑ Иеговӑна питӗ савӑнтарӗ тата вӑл пире пуласлӑхра ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелӗ.
Ҫак сӑвӑ йӗркисем пире япӑх ӗҫсенчен пӑрӑнма пулӑшӗҫ. Атя вӗсене пӗрле вулар: Псалом 118:9—11; Ытарӑшсем 3:5—7 тата 12:15.
[133-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Япӑх ӗҫсем тунӑ хӗрарӑма Иисус мӗншӗн каҫарнӑ?
[135-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Савл мӗншӗн Стефан вилме тивӗҫлӗ тесе шутланӑ?
[136-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Савлпа кам калаҫнӑ тата вӑл ӑна мӗн тума хушнӑ?