30-МӖШ СЫПӐК
Хӑранине мӗнле ҫӗнтермелле?
ЭСӖ мӗнле шутлатӑн, Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫӑмӑл-и? ~ Аслӑ Вӗрентекен ҫакна тума ҫӑмӑл пулать темен. Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ апостолӗсене каланӑ: «Пӗлсе тӑрӑр: сире тӗнче кураймасть пулсан, Мана вӑл сире курайми пуличченех курайми пулчӗ» (Иоанн 15:18).
Пётр Иисуса нихӑҫан та хӑвармастӑп тесе мухтаннӑ. Анчах та Иисус ӑна каланӑ: «Кӗҫӗр эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн». Чӑнах та, ҫав каҫах Пётр виҫӗ хутчен эпӗ Иисуса пӗлместӗп тенӗ! (Матфей 26:31—35, 69—75.) Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ха? ~ Пётрпа ытти апостолсем хӑраса ӳкнӗ.
Пӗлетӗн-и, мӗншӗн апостолсем хӑраса кайнӑ? ~ Вӗсем темӗн питӗ кирлине куҫран вӗҫертнӗ. Атя вӗсем мӗнле йӑнӑш тунине пӗлер. Ҫакна ӑнланни пире ыттисем мӗн каланине е мӗн тунине пӑхмасӑр Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшӗ. Анчах малтан Иисус вилес умӗнхи каҫ мӗн пулса иртнине пӑхар.
Иисуспа унӑн апостолӗсем пӗрле Пасха уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кашни ҫулах иудейсем Турӑ хӑй халӑхне Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнине аса илсе ятарлӑ каҫхи апат йӗркеленӗ. Пасха уявне паллӑ тунӑ хыҫҫӑн Иисус тепӗр пысӑк пӗлтерӗшлӗ каҫхи апат йӗркелет. Малалли сыпӑксенчен пӗринче эпир ҫав каҫхи апат пире Иисуса аса илме мӗнле пулӑшса тӑнине пӑхса тухӑпӑр. Сӗтел хушшинче ларнӑ чухне Иисус хӑйӗн апостолӗсене пулӑшса тӑрасси пирки шантарса калать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Аслӑ Вӗрентекен вӗсене Гефсимани теекен вырӑна илсе каять. Вӗсем ку вырӑнта тӗл пулма питӗ юратнӑ.
Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус апостолсене хӑварать те кӗлтума каять. Вӑл Пётра, Иакова тата Иоана та кӗлтума ыйтать. Апла пулин те вӗсем ҫывӑрса каяҫҫӗ. Ҫакӑ виҫӗ хут пулса иртет! Виҫӗ хутчен Иисус кӗлтума каять, таврӑнсан виҫӗ хутӗнче те Пётрпа ытти апостолсем ҫывӑрнине курать (Матфей 26:36—47). Анчах вӗсен мӗншӗн сыхӑ тӑмалла тата кӗлтумалла пулнӑ? ~ Атя пӗлер.
Ҫав каҫ Иуда Искариот та Иисуспа тата ытти апостолсемпе пӗрле Пасха уявне паллӑ тунӑ. Иуда вӑрӑ пулса тӑнине эсӗ астӑватӑн пулӗ-ха. Халӗ вӑл тата сутӑнчӑк пулса тӑрать. Вӑл Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе Гефсимани теекен вырӑнта хӑш тӗлте тӗл пулнине лайӑх пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл Иисуса тытса кайма унта салтаксене илсе пырать. Хӗҫсемпе тухнӑ ҫынсене курсан Иисус ыйтать: «Кама шыратӑр?»
«Иисуса» — хуравлаҫҫӗ салтаксем. Иисус вӗсенчен хӑрамасть, ҫавӑнпа хӑюллӑн хуравлать: «Ку эпӗ». Иисус хӑйне питӗ хӑюллӑ тытнине курса салтаксем тӗлӗннипе ҫӗре ӳксе пӗтеҫҫӗ. Иисус вара калать: «Мана шыратӑр пулсассӑн манӑн апостолсене ярӑр» (Иоанн 18:1—9).
Салтаксем Иисуса ярса илеҫҫӗ те ҫыхса хураҫҫӗ. Апостолсем вара хӑранипе тараҫҫӗ. Анчах та Пётрпа Иоана малалла мӗн пуласси кӑсӑклантарать, ҫавӑнпа вӗсем тӑхтаса тӑмасӑр салтаксем хыҫҫӑн каяҫҫӗ. Иисуса Каиафа аслӑ священник килне илсе килеҫҫӗ. Иоанн аслӑ священника паллать, ҫавӑнпа тарҫӑ ӑна та, Пётра та картишне кӗме ирӗк парать.
Священниксем суд тума Каиафа килне пухӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсем Иисуса айӑпласа вӗлересшӗн, ҫавӑнпа вӗсем ун ҫинчен суя калакан кӳнтеленсене илсе килеҫҫӗ. Иисуса чышкӑсемпе ҫапаҫҫӗ тата питрен ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Пётр инҫех мар тӑнӑ.
Апостолсене алӑк уҫса кӗртнӗ хӗрарӑм тарҫӑ Пётра палласа илет. «Эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ»,— тет вӑл. Анчах Пётр Иисуса пӗлместӗп тет. Кӑшт каярахпа тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ та Пётра палласа илет те ыттисене калать: «Ку та Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ». Анчах хальхинче те Пётр Иисусран тунать, ӑна пӗлместӗп тет. Ун хыҫҫӑн тата темиҫе ҫын Пётра палласа илеҫҫӗ те: «Эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех»,— теҫҫӗ. Ун чухне Пётр виҫҫӗмӗш хут хӑйӗн Вӗрентекенӗнчен тунать, вӑл калать: «Эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп». Пётр хӑйне ӗненччӗр тесе тупа та тӑвать. Шӑп ҫав самантра Иисус ҫаврӑнать те Пётр ҫине пӑхать (Матфей 26:57—75; Лука 22:54—62; Иоанн 18:15—27).
Пӗлетӗн-и, мӗншӗн Пётр суйса каланӑ? ~ Ҫапла, вӑл хӑраса ӳкнӗ. Анчах та мӗншӗн? Мӗншӗн унӑн хӑюлӑх ҫитмен-ха? Атя шухӑшласа пӑхар. Иисуса хӑюллӑ пулма мӗн пулӑшнӑ? ~ Иисус Турра кӗлтунӑ, вара Турӑ ӑна тӗреклетнӗ. Аса ил-ха, Иисус виҫӗ хутчен Пётра кӗлтума тата сыхӑ тӑма каланӑ. Пётр вара мӗн тунӑ? ~
Вӑл кашнинчех ҫывӑрса кайнӑ. Вӑл кӗлӗ те туман, сыхӑ та тӑман. Ҫавӑнпа, Иисуса тытса кайсан, Пётр ҫухалсах кайнӑ. Каярахпа, судра, Иисуса хӗненине тата вӗлерме шут тытнине пӗлсен Пётр шутсӑр хытӑ хӑраса ӳкнӗ. Анчах та ҫакӑ пулса иртиччен темиҫе сехет маларах Иисус мӗн ҫинчен асӑрхаттарнӑччӗ-ха? ~ Иисус тӗнче мана кураймасть тенӗ, манӑн вӗренекенсене те курайми пулӗ тенӗ.
Халӗ атя шухӑшласа пӑхар, ҫакӑн пекки пирӗнпе пулса тухма пултарать-и? Сӑмахран, ялава чыс туман тата Раштава паллӑ туман ачасем пирки пӗрле вӗренекенсем япӑх калаҫма пултараҫҫӗ. Ҫав самантра кам та пулин сан енне ҫаврӑнса «эсӗ те вара ялава чыс тумастӑн-и» тесе ыйтрӗ пулсан? Е «эсӗ ҫуралнӑ куна паллӑ туманнине те эпир илтрӗмӗр!» терӗҫ пулсан? Эсӗ вӗсене тӗрӗссине хӑюллӑн калама пултарӑн-и? ~ Е Пётр пекех тунӑн? ~
Иисусран туннӑшӑн Пётр каярахпа питӗ куляннӑ. Мӗн пулса иртнине ӑнлансан вӑл тухнӑ та йӗрсе янӑ. Ҫапла, вӑл ӳкӗннӗ тата Иисусӑн вӗренекенӗ пулма пӑрахман (Лука 22:32). Хӑраса ӳкес мар тата Пётр пек пулас мар тесен мӗн тумалла-ши? ~ Аса ил-ха, Пётр кӗлтуман тата сыхӑ тӑман. Эппин, Аслӑ Вӗрентекен хыҫҫӑн пырас тесен мӗн тумалла? ~
Паллах, пирӗн Иеговӑна кӗлтуса пулӑшу ыйтмалла. Пӗлетӗн-и, Иисус кӗлтунӑ хыҫҫӑн Турӑ мӗн тунӑ? ~ Вӑл ангела янӑ та ӑна тӗреклетнӗ (Лука 22:43). Ангелсем пире те пулӑшма пултараҫҫӗ-и? ~ Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑракансене Унӑн Ангелӗ пур енчен те сыхласа тӑрать, вӗсене хӑтарать» (Псалом 33:8). Анчах та Туррӑн пулӑшӑвне илес тесен кӗлтуни ҫеҫ сахал. Пӗлетӗн-и, тата мӗн тумалла? ~ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене сыхӑ тӑма хавхалантарнӑ. Ҫакна вара мӗнле тумалла-ха? ~
Христиансен тӗлпулӑвӗсенче тимлӗ итлесе лармалла тата Библире мӗн вуланине хакламалла. Унсӑр пуҫне, пирӗн кулленех Иеговӑна кӗлтумалла тата пире хӑвӑншӑн ӗҫлеме пулӑш тесе ыйтмалла. Ун чухне Иегова пире хӑранине ҫӗнтерме пулӑшӗ. Эпир вара Аслӑ Вӗрентекенпе унӑн Ашшӗ ҫинчен ыттисене хаваспах каласа парӑпӑр.
Ҫак сӑвӑ йӗркисем пире ҫынсенчен хӑранине ҫӗнтерсе тӗрӗссине тума пулӑшма пултараҫҫӗ: Ытарӑшсем 29:25; Иеремия 26:12—15, 20—24 тата Иоанн 12:42, 43.
[159-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗншӗн Пётрӑн, Иаковӑн тата Иоанӑн сыхӑ тӑмалла пулнӑ?
[160-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗншӗн Пётр хытӑ хӑраса ӳксе Иисусран туннӑ тата суйса каланӑ?
[160-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Пётр лекнӗ лару-тӑрӑва эсӗ мӗнле лекме пултаратӑн?