36-МӖШ СЫПӐК
Камсене чӗртсе тӑратӗҫ тата вӗсем ӑҫта пурӑнӗҫ?
ЮЛАШКИ икӗ сыпӑкран эпир миҫе ҫынна чӗртсе тӑратни ҫинчен вуларӑмӑр, астӑватӑн-и? ~ Пилӗк ҫынна. Вӗсем хушшинче миҫе ача пулнӑ? ~ Виҫҫӗ. Тӑваттӑмӗшӗ яш ача пулнӑ тенӗ Библире. Ҫакӑ мӗн кӑтартса парать? ~
Ҫакӑ Турӑ ачасене питӗ юратнине кӑтартать. Анчах вӑл ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсене те чӗртсе тӑратӗ. Турӑ ырӑ ӗҫсем тунӑ ҫынсене кӑна чӗртсе тӑратӗ-ши? ~ Ҫапла шутлама пулать. Анчах та нумайӑшӗ Иегова Турӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен нихӑҫан та илтмен. Вӗсене тӗрӗс мар вӗрентсе ӳстернӗ, ҫавӑнпа вӗсем япӑх ӗҫсем тунӑ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Иегова ҫакӑн пек ҫынсене чӗртсе тӑратӗ-и? ~
Библире каланӑ: «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Анчах та сӑвапсӑррисене, е тӗрӗссине туман ҫынсене, мӗншӗн чӗртсе тӑратмалла? ~ Мӗншӗн тесен вӗсен Иегова ҫинчен тата вӑл ҫынсенчен мӗн кӗтнине пӗлме унччен нихӑҫан та май пулман.
Сан шутпа, вилнисем хӑҫан чӗрӗлсе тӑрӗҫ? ~ Аса ил-ха, Лазарь вилсен Иисус Марфӑна сӑмах панӑ: «Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ». Марфа вара хуравланӑ: «Эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл» (Иоанн 11:23, 24). Лазарь «юлашки кун» чӗрӗлсе тӑрӗ тенипе Марфа мӗн каласшӑн пулнӑ? ~
Иисус: «Тупӑкра выртакансем пурте тухӗҫ»,— тесе сӑмах панине Марфа илтнӗ (Иоанн 5:28, 29). Апла пулсан, Турӑ асра тытакан ҫынсем пурте чӗрӗлсе тӑнӑ вӑхӑт «юлашки кун» пулать. Ҫав юлашки кун 24 сехет тӑршшӗ пулмасть. Вӑл пин ҫул хушши тӑсӑлӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫав кун Турӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм ҫынна суд тӑвӗ. Вӗсем хушшинче чӗрӗлсе тӑнисем те пулӗҫ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:31; 2 Петр 3:8).
Шутласа пӑх-ха, ҫакӑ мӗн тери чаплӑ кун пулӗ! Ҫав пинҫуллӑх тапхӑрӗнче миллион-миллион ҫын чӗрӗлсе тӑрӗ. Вӗсем пурӑнас вырӑна Иисус Рай тенӗ. Ҫав Рай ӑҫта пулассине тата унта мӗнле пурнӑҫ пулассине атя пӑхар.
Вилес умӗн виҫӗ сехет маларах Иисус хӑйпе юнашар асап юпи ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫынна Рай ҫинчен каласа панӑ. Ҫав ҫынна питӗ усал ӗҫсемшӗн судпа айӑпласа вӗлермелле тунӑ. Анчах Иисус мӗнле ҫын пулнине курсан тата ун ҫинчен ыттисем мӗн каланине илтсен ҫав усал ҫын Иисуса ӗненнӗ. Вӑл ӑна каланӑ: «Хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен асна илсем мана». Иисус ӑна хуравланӑ: «Чӑн калатӑп сана паян: манпа пӗрле райра пулӑн» (Лука 23:42, 43, ҪТ).
Ҫак сӑмахсемпе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? Рай ӑҫта вырнаҫнӑ-ши? ~ Атя шухӑшласа пӑхар. Пӗрремӗш Рай ӑҫта пулнӑ? ~ Аса ил-ха, Турӑ пӗрремӗш ҫынсене, Адампа Евӑна, пурӑнма ҫӗр ҫинче рай туса панӑ. Ҫав вырӑн Эдем пахчи ятлӑ пулнӑ. Ҫав сад пахчинче нумай чӗрчун пулнӑ, анчах та вӗсем никама та тӗкӗнмен. Унта илемлӗ йывӑҫсем ӳснӗ, вӗсем тутлӑ ҫимӗҫсем панӑ. Сад пахчи тӑрӑх пысӑк юханшыв юхса выртнӑ. Пурӑнмашкӑн мӗн тери чаплӑ вырӑн! (Пултарни 2:8—10.)
Ҫав усал ҫын Райра пурӑнасси пирки вуланӑ чухне эпир куҫ умне илемлӗ сад пахчи пулса тӑнӑ Ҫӗре кӑларса тӑратма пултаратпӑр. Усал ӗҫсем тума пӑрахнӑ ҫынпа пӗрле Иисус та ҫӗр ҫинче пурӑнӗ-ши? ~ Ҫук. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн? ~
Мӗншӗн тесен Иисус пӗлӗтре Патшара ларӗ. Вӑл Рай пулса тӑнӑ ҫӗре тытса тӑрӗ. Ҫав ҫынпа пӗрле пулӑп тени вӑл Иисус ӑна чӗртсе тӑратассине тата уншӑн тӑрӑшассине пӗлтерет. Анчах та мӗншӗн Иисус унччен усал ӗҫсем тунӑ ҫынна Райра пурӑнма ирӗк парӗ? ~ Атя хуравне пӑхар.
Иисуспа калаҫиччен ҫав усал ҫын Турӑ мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлнӗ-и? ~ Ҫук, пӗлмен. Вӑл Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлменрен япӑх ӗҫсем тунӑ. Райра ӑна Туррӑн тӗллевӗсем ҫинчен каласа парӗҫ. Ун чухне вара унӑн Турра юратнине ҫирӗплетсе пама тата вӑл хушнӑ пек пурӑнма май пулать.
Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем пурте ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнӗҫ-ши? ~ Ҫук. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн? ~ Мӗншӗн тесен хӑш-пӗр ҫынсем Иисуспа пӗрле пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлӗҫ. Вӗсем патшасем пулса Рай пулса тӑнӑ ҫӗре Иисуспа пӗрле тытса тӑрӗҫ. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр, атя пӑхар.
Вилес умӗнхи каҫ Иисус апостолсене каланӑ: «Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. Эпӗ вара сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп». Ун хыҫҫӑн вӑл сӑмах панӑ: «Каллех килӗп те, Хам ӑҫта, эсир те ҫавӑнта пулччӑр тесе, сире Хам патӑма илӗп» (Иоанн 14:2, 3).
Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус ӑҫта кайнӑ? ~ Ҫапла, вӑл пӗлӗте хӑйӗн Ашшӗ патне каялла таврӑннӑ (Иоанн 17:4, 5). Иисус апостолсемпе ытти вӗренекенӗсене, вӗсем те хӑйӗнпе пӗрле пӗлӗтре пулма пултарччӑр тесе, чӗртсе тӑратма сӑмах панӑ. Вӗсем унта мӗн тума кайӗҫ? ~ Библире «малтан чӗрӗлсе тӑнӑ» вӗренекенӗсем пӗлӗтре пурӑнӗҫ тата Иисуспа пӗрле пин ҫул хушши патшасем пулса ҫӗре тытса тӑрӗҫ тенӗ (Ӳлӗмхине 5:10; 20:6; 2 Тимофей 2:12).
Миҫе ҫын «малтан чӗрӗлсе тӑ[рӗ]» те Иисуспа пӗрле патшара ларӗ? ~ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эй пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл турӗ» (Лука 12:32). Пӗлӗтри Патшалӑхра Иисуспа пӗрле патшара ларма чӗртсе тӑратнӑ ҫак «пӗчӗкҫӗ кӗтӳ» миҫе ҫынран тӑни паллӑ. Библире пӗлӗте кайма чӗрӗлсе тӑракансен шучӗ «ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин» тенӗ (Ӳлӗмхине 14:1, 3).
Ҫӗр ҫинчи Райра вара миҫе ҫын пурӑнӗ? ~ Библире ҫакӑн ҫинчен нимӗн те ҫырман. Анчах та аса ил-ха, Адампа Ева Эдем пахчинче пурӑннӑ чухне Турӑ вӗсене ача-пӑчаллӑ пулма тата ҫӗре тӳрӗ ҫынсемпе тултарма хушнӑ. Вӗсем ҫак ӗҫе пурнӑҫлайман. Анчах та Турӑ хӑй мӗн шухӑшласа хуни пурнӑҫлантӑр тата пӗтӗм ҫӗр ҫинче лайӑх ҫынсем пурӑнччӑр тесе мӗн кирлине пурне те тӑватех (Пултарни 1:28; Исаия 45:18; 55:11).
Шухӑшласа пӑх-ха, Райра пурнӑҫ мӗн тери лайӑх пулӗ! Пӗтӗм ҫӗр илемлӗ сад пахчи пулса тӑрӗ. Ҫак сад пахчинче шутсӑр нумай кайӑкпа чӗрчун пулӗ, унта хитре йывӑҫсемпе чечексем ҫитӗнӗҫ. Никамӑн та нимӗн те ыратмӗ, мӗншӗн тесен чир-чӗр пӗтӗ. Вилӗм те урӑх пулмӗ. Ҫӗр ҫинчи ҫынсем пурте туссем пулса тӑрӗҫ. Эпир ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗрех пурӑнас тетпӗр пулсан, пирӗн халех хатӗрленес пулать.
Турӑ ҫӗр пирки мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен ҫак сӑвӑ йӗркисенче вула: Ытарӑшсем 2:21, 22; Екклесиаст 1:4; Исаия 2:4; 11:6—9; 35:5, 6 тата 65:21—24.
[187-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Сӑвапсӑррисене, е усал ӗҫсем тунӑ ҫынсене, Турӑ мӗншӗн чӗртсе тӑратӗ?
[188-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус ҫак ҫынна мӗнле Рай пирки калать?
[189-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Рай ҫинчен вуланӑ чухне пирӗн куҫ умне мӗнле ӳкерчӗк тухмалла?
[190-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Чӗрӗлсе тӑнисем ӑҫта пурӑнӗҫ тата вӗсем мӗн тӑвӗҫ?