Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 43 сыпӑк, 222—226 с.
  • Пирӗн тӑвансем камсем?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пирӗн тӑвансем камсем?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Тарӑхни вӗлересси патне илсе ҫитернӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Лайӑх ывӑлпа япӑх ывӑл
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • «Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗн» тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Иеговӑпа тата пухури тӑвансемпе ҫывӑхланӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 43 сыпӑк, 222—226 с.

43-МӖШ СЫПӐК

Пирӗн тӑвансем камсем?

ПӖРРЕХИНЧЕ Аслӑ Вӗрентекен никам кӗтмен ыйту панӑ. Вӑл: «Кам Манӑн аннем? камсем Манӑн тӑванӑмсем?» — тесе ыйтнӑ (Матфей 12:48). Эсӗ ҫак ыйтӑва мӗнле хуравланӑ пулӑттӑн? ~ Эсӗ Иисусӑн амӑшӗ Мария ятлӑ пулнине пӗлетӗн пулӗ. Унӑн шӑллӗсен ячӗсене вара пӗлетӗн-и? ~ Унӑн йӑмӑкӗсем пулнӑ-и? ~

Библире Иисусӑн шӑллӗсене «Иаков, Иосиф, Симон, Иуда» тесе чӗннӗ тенӗ. Унта унӑн йӑмӑкӗсем ҫинчен те асӑннӑ. Иисус ҫемьере малтанхи ача пулнӑран унӑн пӗртӑванӗсем пурте унран кӗҫӗнрех пулнӑ (Матфей 13:55, 56; Лука 1:34, 35).

Иисусӑн шӑллӗсем унӑн вӗренекенӗсем пулнӑ-и? ~ Библире вӗсем малтанах Иисуса ӗненмен тенӗ (Иоанн 7:5). Анчах каярахпа Иаковпа Иуда Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ тата Библи кӗнекисене те ҫырнӑ. Пӗлетӗн-и хӑшӗсене? ~ Ҫапла, ҫав кӗнекесене вӗсен ячӗсене панӑ: Иаков ҫырӑвӗ тата Иуда ҫырӑвӗ.

Библире Иисусӑн йӑмӑкӗсем мӗн ятлине каламан пулин те, эпир унӑн сахалтан та икӗ йӑмӑк пулнине пӗлетпӗр. Анчах вӗсем нумайрах та пулма пултарнӑ. Иисусӑн йӑмӑкӗсем унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ-и? ~ Библире ҫакӑн ҫинчен ним те каламан, ҫавӑнпа эпир чӑннипе мӗнле пулнине пӗлместпӗр. Апла пулсан Иисус мӗншӗн ҫапла ыйтнӑ-ха: «Кам Манӑн аннем? камсем Манӑн тӑванӑмсем?» ~ Атя пӗлер.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ чухне пӗри ӑна пӳлсех каланӑ: «Акӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ». Ун чухне Иисус питӗ кирлине вӗрентме шутланӑ. Вӑл ыйтнӑ: «Кам Манӑн аннем? камсем Манӑн тӑванӑмсем?» Вара аллипе хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине кӑтартса вӑл каланӑ: «Акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем».

Ун хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн сӑмахӗсене ӑнлантарса панӑ: «Кам Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать» (Матфей 12:47—50). Ҫак сӑмахсенчен Иисусӑн хӑйӗн вӗренекенӗсемпе мӗн тери ҫывӑх хутшӑнусем пулни курӑнать. Вӗренекенӗсем уншӑн пиччӗш-шӑллӗ, аппӑш-йӑмӑкӗ, тӑван амӑшӗ пекех пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтра Иисусӑн шӑллӗсем — Иаков, Иосиф, Симон тата Иуда — хӑйсен пиччӗшӗ Турӑ ывӑлӗ пулнине ӗненмен. Апла пулсан, вӗсем Гавриил ангел хӑйсен амӑшне Марийӑна каланӑ сӑмахсене ӗненмен пулӗ (Лука 1:30—33). Тен, вӗсем Иисусран тӑрӑхласа кулнӑ. Ҫавнашкал тӑвакансене чӑн-чӑн пичче-шӑллӑм, аппа-йӑмӑк теме ҫук. Пиччӗш-шӑллӗпе, аппӑш-йӑмӑкӗпе япӑх тытакансене эсӗ кама та пулин пӗлетӗн-и? ~

Библире Исавпа Иаков ҫинчен каланӑ. Пӗррехинче Исав хӑйӗн шӑллӗ ҫине питӗ тарӑхнӑ, вара: «Иакова, хамӑн шӑллӑма, вӗлеретӗп»,— тенӗ. Вӗсен амӑшӗ Ревекка питӗ хӑраса ӳкнӗ, ҫавӑнпа Иакова Исав аллинчен хӑтарас тесе урӑх ҫӗршыва янӑ (Пултарни 27:41—46). Анчах чылай ҫул иртсен Исавӑн чӗри ҫемҫелнӗ, вара вӑл Иаковпа тӗл пулсан ӑна ыталаса илнӗ, чуптунӑ (Пултарни 33:4).

Вӑхӑт иртсен Иаковӑн 12 ывӑл ҫуралнӑ. Анчах аслӑ ывӑлӗсем чи кӗҫӗннине, Иосифа, юратман. Вӗсем ӑна кӗвӗҫнӗ, мӗншӗн тесен вӑл ашшӗн юратнӑ ывӑлӗ пулнӑ. Пиччӗшӗсем ӑна Египета каякан купсасене сутнӑ. Ашшӗне вара Иосифа тискер кайӑк ҫисе янӑ тенӗ (Пултарни 37:23—36). Ҫакӑ чунсӑрла хӑтланни мар-и вара? ~

Каярахпа Иосифӑн пиччӗшӗсем хӑйсем мӗн тунишӗн ӳкӗннӗ. Ҫавӑнпа Иосиф вӗсене каҫарнӑ. Иосиф ҫак тӗлӗшрен Иисус пекех пулнине эсӗ асӑрхарӑн-и? ~ Иисус хӑрушлӑха лексен унӑн апостолӗсем тарса кайнӑ, ӑна пӗчченех хӑварнӑ, Пётр вара унран туннӑ. Апла пулин те Иисус, Иосиф пекех, хӑйӗн апостолӗсене каҫарнӑ.

Акӑ Каинпа Авель пӗртӑвансем ҫинчен тепӗр тӗслӗх. Ҫак тӗслӗхрен нумай вӗренме пулать. Турӑ Каин Авеле юратманнине курнӑ. Ҫавӑнпа Вӑл ӑна улшӑнма сӗннӗ. Каин Турра чӑннипех юратнӑ пулсан, вӑл Турӑ панӑ канаша итленӗ пулӗччех. Анчах вӑл Иеговӑна юратман. Пӗр кун Каин Авеле: «Атя хире каяр»,— тенӗ. Авель вара унпа пӗрле кайнӑ. Вӗсем хирте иккӗшех юлсан Каин хӑйӗн шӑллӗне пӗтӗм вӑйран ҫапнӑ та вӗлернӗ (Пултарни 4:2—8).

Библире ҫак тӗслӗхрен пирӗн питӗ кирлине вӗренмелле тенӗ. Пӗлетӗн-и мӗне? ~ «Эсир пуҫламӑшӗнченех илтнӗ Ырӑ Хыпар пире пӗр-пӗрне юратма хушать, Каин пек пулма хушмасть: вӑл — шуйттанран». Эппин, пиччӗш-шӑллӗсен, аппӑш-йӑмӑкӗсен пӗр-пӗрне юратмалла. Вӗсен Каин пек пулмалла мар (1 Иоанн 3:11, 12).

Мӗншӗн эпир Каин пек пуласшӑн мар? ~ Мӗншӗн тесен Библире «вӑл — шуйттанран», Сатанаран, тенӗ. Каин хӑйне Шуйттан пек тытнӑран унӑн ашшӗ Шуйттан теме пулать.

Пиччу-шӑллусене, аппу-йӑмӑкусене юратни питӗ кирлине халӗ эсӗ ӑнланатӑн-и? ~ Вӗсене юратмастпӑр пулсан эпир камӑн ачисенчен тӗслӗх илетпӗр? ~ Шуйттан ачисенчен. Санӑн вара вӗсем пек пулас килет-и? ~ Турӑ ачи пулнине эсӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑн? ~ Пиччу-шӑллусене, аппу-йӑмӑкусене чӑннипех юратнине кӑтарт.

Анчах та мӗн вӑл юрату? ~ Ку пире ыттисене ырӑ тума хавхалантаракан шалти туйӑм. Пирӗн ытти ҫынсем патне ӑшӑ туйӑмсем пур пулсан тата эпир вӗсемшӗн мӗн те пулин лайӑххине тума тӑрӑшатпӑр пулсан, вӗсене юратнине кӑтартатпӑр. Эпир юратмалли пичче-шӑллӑмсем, аппа-йӑмӑксем камсем? ~ Аса ил-ха, Иисус ҫав ҫынсем пухури тӑвансем тесе вӗрентнӗ.

Пухури тӑвансене юратни вара питӗ кирлӗ-ши? ~ Библире каланӑ: «Куҫ курса тӑракан тӑванне юратман ҫын хӑй курмасӑр тӑракан Турра епле юраттӑр?» (1 Иоанн 4:20). Ҫавӑнпа темиҫе христианина ҫеҫ юратни сахал. Пирӗн пухури пур тӑвана та юратмалла. Иисус каланӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35). Эсӗ пур тӑвана та юрататӑн-и? ~ Асра тыт, юратмастӑн пулсан, эсӗ Турра чӑннипех юратма пултараймастӑн.

Пухури тӑвансене чӑнахах юратнине пирӗн мӗнле кӑтартмалла-ха? ~ Чӗререн юрататпӑр пулсан эпир вӗсенчен пӑрӑнмӑпӑр тата вӗсемпе калаҫмасӑр ҫӳремӗпӗр. Эпир пуринпе те хамӑра туссем пек тытӑпӑр. Эпир пурне те ырӑ тӑвӑпӑр тата яланах уҫӑ кӑмӑллӑ пулӑпӑр. Вӗсем инкеке лекрӗҫ пулсан, эпир тӳрех пулӑшма тӑрӑшӑпӑр, мӗншӗн тесен эпир — пӗр пысӑк ҫемье.

Эпир пухури тӑвансене чӗререн юрататпӑр пулсан, ҫакӑ мӗн кӑтартса парать? ~ Эпир Аслӑ Вӗрентекенӗн, Иисусӑн, вӗренекенӗсем пулнине. Ҫакӑ вара пирӗн тӗллев, ҫапла вӗт? ~

Пухури тӑвансене юратмалли ҫинчен Галати 6:10 тата 1 Иоанн 4:8, 21 ҫырса панӑ. Атя ҫак сӑвӑ йӗркисене уҫар та вӗсене вулар.

[223-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, унӑн тӑванӗсем камсем?

[224-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Каинпа тата Авельпе пулса тухни пире мӗне вӗрентет?

[226-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Пухури тӑвана юратнине мӗнле кӑтартмалла?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр