Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • bh 199 с.—201 с., 4 абз.
  • Иисус Христос — пама пулнӑ Мессия

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус Христос — пама пулнӑ Мессия
  • Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Ҫавнашкал материал
  • Мессия ҫинчен пророкла каланисем Иисус Христос ҫинче пурнӑҫланнӑ-и?
    Библи: ыйтусем тата хуравсем
  • Вӗсем Мессийӑна кӗтсе тӑнӑ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
  • Иисус Христос — Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ уҫҫи
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Вӗсем Мессийӑна тупнӑ!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
Ытларах пӗлӗр
Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
bh 199 с.—201 с., 4 абз.

ХЫҪСӐМАХ

Иисус Христос — пама пулнӑ Мессия

МЕССИЙӐНА палласа илме пулӑшмашкӑн Иегова Турӑ пророксем урлӑ ҫак Ҫӑлакан мӗнле ҫураласси ҫинчен, вӑл сӑваплӑ ӗҫе мӗнле тӑвасси тата мӗнле вилесси ҫинчен Библире ҫырса хума хавхалантарнӑ. Библири пророксен ҫак сӑмахӗсем пурте Иисус Христос ҫинче пурнӑҫланнӑ. Ҫак пророксен сӑмахӗсем тӗп-тӗрӗс тата вак-тӗвек таранах пурнӑҫланни питӗ тӗлӗнтерет. Ҫаксем чӑнах та ҫапла пулнине пӗлмешкӗн, Мессия ҫурални тата унӑн ачалӑхӗ ҫинчен малтанах мӗн каласа хунисенчен хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар.

Исаия пророк Мессия Давид патша ӑрӑвӗнчен тухать тесе малтанах каласа хунӑ (Исаия 9:7). Иисус вара чӑнах та унӑн ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ (Матфей 1:1, 6—17).

Михей, Туррӑн тепӗр пророкӗ, ҫак ача Вифлеем-Ефрафа ятлӑ хулара ҫуралать тата вӑл пурӑна киле патша пулать тесе малтанах каласа хунӑ (Михей 5:2). Иисус ҫуралнӑ вӑхӑтра Израильте Вифлеем ятлӑ икӗ хула пулнӑ. Ҫак хуласенчен пӗри ҫӗршывӑн ҫӳрҫӗр енче вырнаҫнӑ, тепри вара Иудейӑра Иерусалимран инҫех мар пулнӑ. Иерусалим ҫывӑхӗнчи Вифлеем унччен Ефрафа ятлӑ пулнӑ. Михей пророк малтанах каласа хунӑ пекех, Иисус шӑпах ҫав хулара ҫуралнӑ (Матфей 2:1).

Библире, тепӗр пророк сӑмахӗсем тӑрӑх, Турӑ хӑйӗн Ывӑлне Египетран чӗнсе кӑлартӑм тесе малтанах каласа хунӑ. Иисуса ача чухне ашшӗ-амӑшӗ Египета илсе кайнӑ. Ирод вилнӗ хыҫҫӑн вӗсем каялла таврӑннӑ, ҫапла майпа пророкла каласа хуни пурнӑҫланнӑ (Осия 11:1; Матфей 2:15).

Таблицӑра — 200-мӗш страница — «Пророкла сӑмахсем» ятлӑ иккӗмӗш юпара илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисенче Мессийӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен каланӑ. Тархасшӑн, ҫак сӑвӑ йӗркисене «Пурнӑҫланни» ятлӑ виҫҫӗмӗш юпара илсе панӑ сӑвӑ йӗркисемпе танлаштарса пӑх. Ҫапла тунипе эсӗ Турӑ Сӑмахӗ чӑнах та тӗрӗс пулнине татах та вӑйлӑрах ӗненме пуҫлӑн.

Ҫак сӑвӑ йӗркисене тӗпченӗ чухне ҫакна шута илӗр: ҫак пророкла сӑмахсене Иисус ҫураличченех ҫӗршер ҫулсем маларах ҫырса хунӑ. Иисус хӑй каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей законӗнче, пророксенӗн кӗнекинче, псаломсенче те ҫырни пурте вырӑна килмелле», е пурнӑҫланмалла (Лука 24:44). Библине тӗпченӗ май ҫак пророкла сӑмахсем вак-тӗвек таранах пурнӑҫланнине курма пултарӑн.

МЕССИЯ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ПРОРОКЛА СӐМАХСЕМ

ПУЛӐМ

ПРОРОКЛА СӐМАХСЕМ

ПУРНӐҪЛАННИ

Иуда йӑхӗнчен ҫуралнӑ

Пултарни 49:10

Лука 3:23—33

Хӗртен ҫуралнӑ

Исаия 7:14

Матфей 1:18—25

Давид патша ӑрӑвӗнчен тухнӑ

Исаия 9:7

Матфей 1:1, 6—17

Иегова ун пирки хӑйӗн Ывӑлӗ тесе пӗлтернӗ

Псалом 2:7

Матфей 3:17

Ҫынсем ӑна ӗненмен

Исаия 53:1

Иоанн 12:37, 38

Иерусалима ашак тихи ҫине ларса кӗнӗ

Захария 9:9

Матфей 21:1—9

Ӑна ҫывӑх тусӗ тытса панӑ

Псалом 40:10

Иоанн 13:18, 21—30

30 кӗмӗл укҫапа сутса янӑ

Захария 11:12

Матфей 26:14—16

Айӑплани ҫине хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан

Исаия 53:7

Матфей 27:11—14

Унӑн тумтирӗшӗн шӑпа янӑ

Псалом 21:19

Матфей 27:35

Юпа ҫине пӑталасан ӑна хӑртнӑ, мӑшкӑлланӑ

Псалом 21:8, 9

Матфей 27:39—43

Унӑн пӗр шӑмми те ванман

Псалом 33:21

Иоанн 19:33, 36

Пуян ҫыннӑн тупӑкӗнче пытарнӑ

Исаия 53:9

Матфей 27:57—60

Ҫӗрсе кайиччен вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ

Псалом 15:10

Апостолсен ӗҫӗсем 2:24, 27

Асла тухса Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ

Псалом 109:1

Апостолсен ӗҫӗсем 7:56

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр