Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lv 9 сыпӑк, 97—109 с.
  • «Аскӑнлӑхран тарӑр»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Аскӑнлӑхран тарӑр»
  • «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖН ВӐЛ АСКӐНЛӐХ?
  • ПОРНОГРАФИ — ПӖРРЕМӖШ УТӐМ
  • ДИНА ӐССӐРЛА СУЙЛАСА ИЛНИ
  • ИОСИФ АСКӐН ӖҪРЕН ТАРНӐ
  • ХӖРХЕНЕКЕН ТУРӐРАН ПУЛӐШУ ИЛ
  • ӐС ИЛСЕ ПЫР
  • Библире секс пирки мӗн каланӑ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Сатанан танатинчен хамӑра мӗнле хӳтӗлемелле?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Дина инкеке лекет
    Библи калавӗсен кӗнеки
«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
lv 9 сыпӑк, 97—109 с.
Христианка пӗрле ӗҫлекен арҫынна хӑйӗнпе якӑлтатма памасть

9-МӖШ СЫПӐК

«Аскӑнлӑхран тарӑр»

«Ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха, мула хапсӑнассине пӗтерӗр, мула хапсӑнни вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех» (КОЛОССӐ 3:5).

1, 2. Иеговӑн халӑхне сиен тӑвас тесе Валаам мӗнле чее шухӑш сӗннӗ?

ПУЛӐҪӐ пулӑ тытма хӑй юратакан вырӑна килет. Мӗнле йышши пулӑ тытас килнине вӑл пӗлет. Илӗртмелли апата вӑлта йӗппи ҫине тирет те вӑлтана шыва ярать. Кӗҫех вӑлта ҫиппи туртӑнать те хулли авӑнать, унтан вӑл пулла туртса кӑларать. Пулӑҫ йӑл кулать — илӗртмелли апата тӗрӗс суйласа илнӗ вӗт.

2 Пирӗн эрӑчченхи 1473 ҫулта Валаам ятлӑ ҫын Турӑ халӑхне чеен улталас тесе питӗ нумай шухӑшланӑ. Ун чухне Турӑ халӑхӗ Моав тӳремлӗхӗнче Пама пулнӑ ҫӗрӗн чикки патӗнче тӑнӑ. Валаам хӑйӗн пирки Иеговӑн пророкӗ тесе каланӑ пулин те, чӑннипе вӑл ҫӑткӑн ҫын пулнӑ, ӑна Израиль халӑхне ылханма тара тытнӑ. Анчах Иегова хута кӗнине пула вӑл Израиль халӑхне пиллеме кӑна пултарнӑ. Пайта илессишӗн ҫунса вӑл ҫапла шутланӑ: Израиль ҫыннисене йывӑр ҫылӑх тутарма май килсен, Турӑ хӑйӗн халӑхне хӑех ылханӗ. Ҫав тӗллеве пуҫра тытса Валаам «илӗртмелли апат» пама — Моав хитре хӗрӗсене вӗсем патне яма — сӗннӗ (Йыша шутлани 22:1—7; 31:15, 16; Ӳлӗмхине 2:14).

3. Валаам сӗннӗ чеелӗх мӗн таран ӑнӑҫлӑ пулнӑ?

3 Ҫак чеелӗх ӑнӑҫлӑ пулнӑ-ши? Хӑш-пӗр енчен чӑнах та ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Вуншар пин Израиль арҫынӗ ҫав «илӗртмелли апата» ҫӑтса янӑ теме пулать: вӗсем «Моав хӗрӗсемпе аскӑнма пуҫланӑ». Вӗсем Моав туррисене те, сӑмахран, ирсӗр Ваал-Фегора, тырпул, е ар хутшӑнӑвӗсен туррине, пуҫҫапма пуҫланӑ. Ҫавна пула Пама пулнӑ ҫӗрӗн чикки патӗнче 24 000 Израиль ҫынни вилнӗ. Калама ҫук пысӑк инкек! (Йыша шутлани 25:1—9.)

4. Мӗншӗн Израиль ҫыннисем пинӗ-пинӗпе аскӑн ӗҫ тума пуҫланӑ?

4 Мӗне пула ҫав инкек пулса тухнӑ? Нумайӑшӗ усал чӗреллӗ пулса кайнӑ: вӗсем Иеговӑран, хӑйсене Египетран илсе тухнӑ, вӗсене пушхирте тӑрантарса усранӑ тата Пама пулнӑ ҫӗр чикки патне тӗрӗс-тӗкелех илсе ҫитернӗ Турӑран уйрӑлса кайнӑ (Еврейсем 3:12). Ҫакӑн пирки сӳтсе явнӑ май Павел апостол ҫырнӑ: «Вӗсем пек аскӑн ӗҫ тӑвас мар пирӗн, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем аскӑн ӗҫ тунӑ та, пӗр кун хушшинче ҫирӗм виҫӗ пин ҫын пӗтнӗ» (1 Коринф 10:8)a.

5, 6. Израиль ҫыннисем Моав тӳремлӗхӗнче ҫылӑха кӗни ҫинчен каласа пани паян пире мӗне вӗрентет?

5 Тата аслӑрах Пама пулнӑ ҫӗр умӗнче тӑракан Туррӑн паянхи халӑхӗ валли Йыша шутлани ятлӑ кӗнекере ӑса вӗрентсе калани питӗ нумай (1 Коринф 10:11). Сӑмахран, паянхи тӗнчере ар хутшӑнӑвӗсене кӗрсе аскӑнланса пурӑнни авалхи Моава аса илтерет кӑна мар, ӑна ирттерет те. Унсӑр пуҫне, кашни ҫул вуншар пин христианин аскӑн ӗҫӗн аллине лекет: Израиль ҫыннисем пекех, вӗсем «илӗртмелли апата» ҫӑтса яраҫҫӗ теме пулать (2 Коринф 2:11). Израиль лагерӗнче пурин куҫӗ умӗнче Мадиан хӗрне хӑйӗн чатӑрне илсе килнӗ Зимри пекех, паян Турӑ халӑхӗпе хутшӑнакан хӑш-пӗр ҫынсем тата христиансенчен те хӑш-пӗрисем пухури ӗненекен ҫынсене пӑсса яма тӑрӑшаҫҫӗ (Йыша шутлани 25:6, 14; Иуда 4).

6 Паян эсӗ, сӑнарлӑ каласан, Моав тӳремлӗхӗнче тӑнине ӑнланатӑн-и? Пама пулнӑ парне — тахҫантанпа кӗтекен ҫӗнӗ тӗнче — куҫ умӗнчех пулнине эсӗ куратӑн-и? Енчен те ҫапла-тӑк, «аскӑнлӑхран тарӑр» текен ӳкӗте тимлесе Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пӗтӗм вӑя хур (1 Коринф 6:18).

Моав тӳремлӗхӗ

Моав тӳремлӗхӗ

МӖН ВӐЛ АСКӐНЛӐХ?

7, 8. Мӗн вӑл «аскӑнлӑх» тата ҫак ӗҫе туса пурӑнакансем мӗн вырса илеҫҫӗ?

7 Библи каланӑ тӑрӑх, «аскӑнлӑх», е аскӑн ӗҫ, (грекла порне́йа) — Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗн авланман, е качча кайман ҫынсем ар хутшӑнӑвӗсене кӗни. Аскӑн ӗҫ шутне авланнӑ, е качча кайнӑ ҫын еркӗнпе пурӑнни, проституци, авланман тата качча кайман ҫынсем ар хутшӑнӑвӗсене кӗни, оральнӑй тата анальнӑй секс, мӑшӑрланман ҫынсем пӗр-пӗрне астарас тесе арлӑх органӗсене ачашлани кӗрет. Ҫак ӗҫ шутне арҫынпа арҫын тата хӗрарӑмпа хӗрарӑм пӗр-пӗринпе аскӑнланни, ҫавӑн пекех выльӑхпа пӗтӗҫни кӗретb.

8 Турӑ Сӑмахӗ уҫҫӑн калать: аскӑн ӗҫ туса пурӑнакансем христиансен пухӑвӗнче тӑрса юлма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултараймаҫҫӗ (1 Коринф 6:9; Ӳлӗмхине 22:15). Ку ҫеҫ мар, ҫавӑн пек ҫынсем хӑйсене паянах сиен кӳреҫҫӗ, калӑпӑр, вӗсем шанчӑкран тухаҫҫӗ тата хӑйсене хӑйсем хисеплеме пӑрахаҫҫӗ, ҫемьере харкашусем пуҫланаҫҫӗ, совесть асаплантарать, ирӗксӗрех йывӑр ҫын пулма тивет, чир-чӗр лекме пултарать, вилме те пулать. (Галати 6:7, 8 вуласа пар.) Ҫавӑн пек хӗн-асап кӳрекен ҫул ҫине тӑмалла-ши вара? Шел пулин те, нумайӑшӗ пӗрремӗш утӑм тунӑ чухне — сӑмахран, порнографипе киленме пуҫласан — ҫакӑ ырӑпа вӗҫленменни ҫинчен пачах шутламасть.

ПОРНОГРАФИ — ПӖРРЕМӖШ УТӐМ

9. Хӑш-пӗрисем каланӑ пек, порнографи сиен кӳмест теме пулать-и? Ӑнлантарса пар.

9 Нумай ҫӗршывра порнографиеc хаҫат-журнал сутакан киосксенче тата телевизорпа курма, кӗвӗ-юрӑра илтме пулать. Интернета илес пулсан, порнографи ӑна витӗр ҫапнӑ теме те юрать. Хӑш-пӗрисем порнографи сиен кӳмест теҫҫӗ, ҫакӑ чӑнах та ҫапла-ши? Ҫук, паллах! Порнографи пӑхакансен мастурбаци тӑвасси йӑлана кӗме пултарать, вара ҫакӑ «намӑссӑрланса асасси» патне илсе пырать, юлашкинчен вара тӑрана пӗлмесӗр асса пурӑнма хӑнӑхаҫҫӗ, кӑмӑл ирсӗрри патне туртма пуҫлать, ҫемьере килӗшӳ пӗтет тата мӑшӑрсем уйрӑлма та пултараҫҫӗ (Рим 1:24—27; Эфес 4:19)d. Асса пурӑнма хӑнӑхнине пӗр тӗпчевҫӗ рак чирӗпе танлаштарнӑ: «Вӑл [асса пурӑнасси] ӳссе сарӑлса пырать, нихӑҫан пӗчӗкленмест теме пулать, ӑна сиплеме те йывӑр».

Арҫын ача килте Интернетпа ыттисем умӗнче усӑ курать

Килте Интернетпа ыттисем умӗнче усӑ курни — ӑслӑ

10. Иаков 1:14, 15 сӑвӑ йӗркисенчи принциппа мӗнле усӑ курма пулать? (Ҫавӑн пекех рамкӑна пӑх, 101-мӗш страница.)

10 Иаков 1:14, 15 сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухар, унта эпир вулатпӑр: «Кирек кам та хӑй ӳчӗ илӗртнӗ хыҫҫӑн кайса улталаннипе асап курать; ӳт асма пуҫлать те ҫылӑха кӗртет, тунӑ ҫылӑхран вилӗм пуҫланать». Ҫавӑнпа та сана ирсӗр шухӑш илӗртме пуҫларӗ пулсан, ҫийӗнчех ӑна пуҫран кӑларса пӑрахма тӑрӑш! Сӑмахран, ӑнсӑртран ясарлӑха сӑнласа паракан ӳкерчӗксем куртӑн пулсан, тӳрех унтан куҫна ил, компьютера сӳнтер е телевизора тепӗр канал ҫине куҫар. Ҫав ирсӗр япаласем илӗртсе хӑйсен аллине ярса ан илччӗр тесе пӗтӗм вӑя хур! (Матфей 5:29, 30 вуласа пар.)

11. Хамӑрӑн тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӗрешнӗ чухне Иегова ҫине шаннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

11 Кам пире хамӑртан та лайӑхрах пӗлет, Ҫавӑн пире ҫапла чӗнсе калама пӗтӗм сӑлтав пур: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха, мула хапсӑнассине пӗтерӗр, мула хапсӑнни вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех» (Колоссӑ 3:5). Чӑннипе вара ҫакна туса тӑма ҫӑмӑлах мар. Анчах та пирӗн юратакан, тӳсӗмлӗ ҫӳлти Аттемӗр пуррине тата унран пулӑшу ыйтма пултарнине асра тыт (Псалом 67:20). Пуҫра таса мар шухӑшсем ҫуралсанах унран пулӑшу ыйт. «Ытла та пысӑк хӑват» патӑр тесе кӗлту та урӑххи ҫинчен шухӑшлама тӑрӑш (2 Коринф 4:7; 1 Коринф 9:27; «Таса мар йӑласенчен хӑтӑлас тесе манӑн мӗн тумалла?» текен рамкӑна пӑх, 104-мӗш страница).

12. Библире «чӗре» тени мӗне пӗлтерет тата мӗншӗн ӑна упрамалла?

12 Соломон ятлӑ ӑслӑ ҫын ҫапла ҫырнӑ: «Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра, мӗншӗн тесессӗн вӑл — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ» (Ытарӑшсем 4:23). «Чӗре» тени вӑл эпир шалтан мӗнлерех ҫынсем пулнине пӗлтерет — эпир Турӑ куҫӗ умӗнче чӑннипе мӗнле ҫынсем пулнине. Эпир ыттисен куҫӗ умӗнче мӗнле курӑнни мар, Турӑ пирӗн «чӗре» ҫинчен мӗн шутлани — ак ҫакӑнтан килет эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илесси е ҫухатасси. Темех мар пек туйӑнать, ҫапах та ҫакӑ питӗ кирлӗ. Сӑмахран, хӗрарӑм ҫине ӑмсанса пӑхас мар тесе шанчӑклӑ Иов хӑйӗн куҫӗпе сӑмах татнӑ, е калаҫса татӑлнӑ (Иов 31:1). Пирӗншӗн питӗ паха тӗслӗх! Ҫавӑн пек шухӑшпах псалом юрлакан кӗлтунӑ: «Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар» (Псалом 118:37).

МОРАЛЬ ТӖЛӖШӖНЧЕН ТАСА ПУЛМА ВӐЙ ӐҪТАН ИЛМЕЛЛЕ

«Ҫамрӑк чухне порнографи пӑхасси манӑн йӑлана кӗчӗ те эпӗ мастурбаци тума пуҫларӑм,— каласа парать пӗр ҫамрӑк ҫын.— Манпа пӗрле шкулта вӗренекен тантӑшсем ҫавӑн пек ӗҫсем пирки ҫитӗнсе пыракан ҫыннӑн ӗҫӗсем тетчӗҫ, вӗсенче ним япӑххи те ҫук тесе шутлатчӗҫ. Ҫавна пула манӑн совесть ним туйми пулса ларчӗ те эпӗ вара аскӑнланса пурӑнма пуҫларӑм. Юлашкинчен эпӗ ҫылӑх тума хӗтӗртсе тӑракан шухӑшсен чури пулса тӑнине ӑнлантӑм. Анчах Иегова тата пуху пулӑшнипе ҫав таса мар йӑласенчен хӑтӑлтӑм. Халӗ вара эпӗ кампа туслашма кирлипе кирлӗ марри ҫине асӑрханса пӑхатӑп, мӗншӗн тесен ыттисем ман ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарнине пӗлетӗп. Ҫав таса мар ӗҫсене тума таврӑнас мар тесе яланах кӗлтуни тата куллен Библи вӗренни питӗ пулӑшнине эпӗ ӑнлантӑм. Ҫылӑх тума хӗтӗртсе тӑракан шухӑшсен чури пулас вырӑнне эпӗ халӗ пионер пулса сӑваплӑ ӗҫе савӑнса туса тӑратӑп».

ДИНА ӐССӐРЛА СУЙЛАСА ИЛНИ

13. Кам вӑл Дина тата мӗншӗн вӑл туссене ӑссӑрла суйласа илнӗ теме пулать?

13 Туссем пирӗн ҫине лайӑх енчен те, япӑх енчен те витӗм кӳме пултарни пирки 3-мӗш сыпӑкра пӑхса тухнӑччӗ (Ытарӑшсем 13:21; 1 Коринф 15:33 вуласа пар). Динӑн, Иаков патриарх хӗрӗн, тӗслӗхне пӑхса тухар. Хӑйне лайӑх пӑхса ӳстернӗ пулин те, Дина хананейсен хӗрӗсемпе туслашнипе ӑссӑрла хӑтланнӑ. Моав ҫыннисем пекех, Хананей ҫыннисем аскӑн ӗҫ тӑвассипе паллӑ пулнӑ (Левит 18:6—25). Ытти хананейсем пекех Сихем, ӑна вара «ашшӗ килӗнче пуринчен ытларах хисепленӗ», Динӑпа ар хутшӑнӑвне кӗрессинче ним япӑххи те ҫук тесе шутланӑ (Пултарни 34:18, 19).

14. Дина туссене суйласа илни инкек патне мӗнле илсе ҫитернӗ?

14 Сихема курсан, Динӑн унпа ар хутшӑнӑвне кӗрес шухӑш пуҫра та пулман пулӗ. Анчах та хананейсенчен нумайӑшӗ ар хутшӑнӑвӗсене кӗрес килнӗ чухне хӑйсене мӗнле тытнӑ, Сихем та хӑйне ҫавнашкалах тытнӑ. Ҫавӑнпа та Дина тем пек хирӗҫ тӑрсан та нимӗн те тума пултарайман, Сихем «ӑна ярса тытса, ирӗксӗрлесе, унпа выртса ҫывӑрнӑ». Каярахпа Сихем Динӑна «юратса пӑрахнӑ» пулас, анчах вӑл хӗрпе мӗн тунине нимӗнле те улӑштарма пултарайман. (Пултарни 34:1—4 вуласа пар.) Юлашкинчен вара, Дина анчах мар, ыттисем те хӗн курнӑ. Вӑл ҫавӑн пек туссене суйласа илнине пула унӑн пӗтӗм ҫемйин сӑмах илтме тата мӑшкӑл тӳсме тивнӗ (Пултарни 34:7, 25—31; Галати 6:7, 8).

15, 16. Чӑн-чӑн ӑслӑлӑха мӗнле туянма пулать? (Ҫавӑн пекех рамкӑна пӑх, 109-мӗш страница.)

15 Дина хӑйӗнпе мӗн пулса тухнинчен ӑса вӗреннӗ пулсан та, ҫакӑ уншӑн питӗ хакла ларнӑ. Камсем Иеговӑна юратаҫҫӗ тата итлесе пурӑнаҫҫӗ, вӗсен япӑххине тутанса пӑхса ӑса вӗренме кирлӗ мар. Туррӑн сӑмахӗсене итленӗ пирки вӗсем ӑслӑ ҫынсемпе хутшӑнаҫҫӗ (Ытарӑшсем 13:21а). Ҫавӑнпа та вӗсем «пур ырӑ ҫула ӑнланаҫҫӗ» тата кирлӗ мар йывӑрлӑхсемпе инкек-синкекрен пӑрӑнаҫҫӗ (Ытарӑшсем 2:6—9; Псалом 1:1—3).

16 Турӑ паракан ӑслӑлӑха илме пурин те май пур. Анчах вӗсен ҫак ӑслӑлӑха илес кӑмӑл пулмалла, тата ҫав илес килекен кӑмӑла ҫырлахтарас тесе пӗрмай кӗлтумалла, Турӑ Сӑмахне тата шанчӑклӑ та ӑслӑ чура парса тӑракан материала яланах тӗпчемелле (Матфей 24:45; Иаков 1:5). Хамӑра кӗҫӗне хуни те питӗ кирлӗ, ҫакӑ вара Турӑ Сӑмахӗнчи канашсене тимлеме хатӗр пулнинче курӑнса тӑрать (4 Патшасен 22:18, 19). Сӑмахран, христианина илес пулсан, вӑл хӑйӗн чӗри чее те чӑрсӑр пулма пултарнине ӑнланать (Иеремия 17:9). Анчах та, кирлӗ чухне, юратнӑран ятарласа панӑ канаша йышӑнма тата пулӑшу илме вӑл хӑйне кӗҫӗне хурӗ-ши?

17. Ҫемьере сиксе тухма пултаракан лару-тӑрӑва сӑнласа пар тата ашшӗ хӑйӗн хӗрӗпе мӗнле калаҫма пултарнине кӑтартса пар.

17 Ак ҫакӑн пек лару-тӑру ҫинчен шухӑшласа пӑх. Ашшӗ хӑйӗн хӗрне пӗрле никам та ҫук чухне ҫамрӑк христианинпа тӗл пулма чарать. Хӗрӗ хирӗҫлет: «Атте, эсӗ мана шанмастӑн-и-мӗн? Эпир япӑххине тума шутламастпӑр вӗт!» Хӗрӗ Иеговӑна юратать те пулӗ тата унӑн пуҫӗнче нимӗнле япӑх шухӑш та, тен, ҫук, ҫапах ун пирки «ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрекен» ҫын теме пулать-ши? Вӑл аскӑн ӗҫрен тарать-и? Е «хӑйне хӑй шаннине» пула ӑстӑна ҫухатнӑ? (Ытарӑшсем 28:26.) Тен, эсӗ ҫак лару-тӑрура ашшӗпе хӗрне пулӑшма пултаракан ытти принципсене те илсе кӑтартма пултаратӑн (Ытарӑшсем 22:3; Матфей 6:13; 26:41).

ТАСА МАР ЙӐЛАСЕНЧЕН ХӐТӐЛАС ТЕСЕН МАНӐН МӖН ТУМАЛЛА?

Старейшинӑпа калаҫакан христианин

Принцип: «Эй Ҫӳлхуҫана юратакансем, усала курайми пулӑр!» (Псалом 96:10.)

Шухӑшлама пулӑшакан ыйтусем

  • Таса мар япаласем ҫинчен шухӑшлаттаракан ӗҫсенчен эпӗ пӑрӑнатӑп-и? (Матфей 5:27, 28.)

  • Таса мар япаласем ҫинчен шухӑшлани мӗн патне илсе ҫитерме пултарни пирки эпӗ шухӑшлатӑп-и? (Ытарӑшсем 22:3.)

  • Хамӑн таса мар йӑлана ҫӗнтерес тесе эпӗ мӗн тума хатӗр? (Матфей 5:29, 30.)

  • Хамӑн йывӑрлӑх пирки эпӗ атте-аннене е Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче тӑракан тусӑма каласа пама хатӗр-и? (Ытарӑшсем 1:8, 9; Галати 6:1, 2.)

  • Таса мар йӑласене ҫӗнтерес тесе Иеговӑн вӑйӗпе ӑслӑлӑхӗ ҫине шаннине эпӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑп? (Ытарӑшсем 3:5, 6; Иаков 1:5.)

ИОСИФ АСКӐН ӖҪРЕН ТАРНӐ

18, 19. Иосиф пурнӑҫӗнче мӗнле илӗртмӗш сиксе тухнӑ, вара вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ?

18 Иосиф, Динӑн шӑллӗ, Иеговӑна юратакан тата аскӑн ӗҫрен таракан питӗ лайӑх ҫамрӑк пулнӑ (Пултарни 30:20—24). Аппӑшӗ ӑссӑр хӑтланни мӗн патне илсе ҫитернине Иосиф ача чухне хӑех курнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫавна аса илни, ҫавӑн пекех Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас килни, каярахпа, Египетра хуҫи арӑмӗ ӑна «куллен-кун» илӗртме тӑрӑшнӑ чухне, хӳтӗленӗ. Иосиф чура пулнӑ пирки хӑйӗн ӗҫне пӑрахса тухса кайма пултарайман. Ҫавнашкал лару-тӑрура унӑн хӑйне ӑслӑ та хӑюллӑ тытмалла пулнӑ. Унӑн пӗрре анчах мар Потифар арӑмне ҫук тесе калама тивнӗ, юлашкинчен вара вӑл ҫав хӗрарӑмран тухса тарнӑ. (Пултарни 39:7—12 вуласа пар.)

19 Шухӑшласа пӑх-ха: Иосиф яланах ҫав хӗрарӑм ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑ пулсан е унпа ар хутшӑнӑвне кӗрес тесе ӗмӗтленнӗ пулсан, вӑл айӑпсӑр тӑрса юлма пултарнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук, пуль. Иосиф пуҫра ҫылӑх шухӑшсем тытман, пачах урӑхла, вӑл Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене питӗ хакланӑ. Ҫакӑ вӑл Потифар арӑмне каланӑ сӑмахсенче курӑнса тӑрать: «Манӑн хуҫам... мана сансӑр пуҫне нимӗне те чармарӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — унӑн арӑмӗ; епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем?» (Пултарни 39:8, 9.)

20. Иосиф пурнӑҫӗнчи лару-тӑрӑва Иегова мӗнле улӑштарнӑ?

20 Иосиф хӑйӗн ҫемйинчен аякра пулсан та, кунран кун хӑйне айӑпсӑр тытнине кура Иегова мӗн тери савӑннӑ пулас, ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха (Ытарӑшсем 27:11). Каярахпа Иегова лару-тӑрӑва улӑштарнӑ, вара Иосифа тӗрмерен кӑларнӑ кӑна мар, Египетри апат-ҫимӗҫе валеҫекен тӗп пуҫлӑх туса лартнӑ (Пултарни 41:39—49). Чӑнах та Псалом 96:10-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем тӗрӗс пулни курӑнать: «Ҫӳлхуҫана юратакансем, усала курайми пулӑр! Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн чунӗсене сыхлать; вӗсене йӗркесӗр ҫын аллинчен хӑтарать».

Христианка пӗрле ӗҫлекен арҫынна хӑйӗнпе якӑлтатма памасть

21. Африкӑри ҫӗршывра пурӑнакан пӗр ҫамрӑк тӑван мораль тӗлӗшӗнчен таса тӑрса юлас тесе хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ?

21 Паян та Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ усала курайми пулнине, ырра юратнине кӑтартаҫҫӗ (Амос 5:15). Африкӑри ҫӗршывра пурӑнакан пӗр ҫамрӑк тӑван каласа парать: унпа пӗр класра вӗренекен хӗр математикӑпа тӗрӗслев ӗҫне тума пулӑшма ыйтнӑ, пулӑшсан вара хӑйӗнпе ар хутшӑнӑвне кӗме парӑп тесе ним вӑтанса тӑмасӑр каланӑ. «Эпӗ тӳрех ӑна ҫук терӗм,— калать вӑл.— Айӑпсӑр тӑрса юлнипе эпӗ хамӑн тивӗҫе упраса хӑвартӑм тата хама хам та ытларах хисеплеме пуҫларӑм, ҫакӑ вара ылтӑнпа кӗмӗлтен те хаклӑрах». Чӑнах та, ҫылӑх «пӗр авка [е вӑхӑтлӑха] киленсе пурӑнма» парать те пуль, анчах та пӗр самантлӑха савӑшни кайран час-часах нумай асаплантарать (Еврейсем 11:25). Унсӑр пуҫне, Иеговӑна итлесе пурӑннинчен килекен ӗмӗрлӗх телейпе танлаштарсан, савӑшса киленни вара ниме те тӑмасть (Ытарӑшсем 10:22).

ХӖРХЕНЕКЕН ТУРӐРАН ПУЛӐШУ ИЛ

22, 23. а) Христианин йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан, унӑн ним тума та май ҫук-ши? ӑ) Ҫылӑх тунӑ ҫын мӗнле пулӑшу илме пултарать?

22 Ҫитменлӗхсем пур пирки, пирӗн пурин те ҫылӑх тума хӗтӗртсе тӑракан шухӑшсене пусарас тата Турӑ куҫӗ умӗнче тӗрӗссине тӑвас тесе кӗрешме тивет (Рим 7:21—25). Иегова ҫакна ӑнланать, мӗншӗн тесен «эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать» (Псалом 102:14). Хӑш-пӗр чухне христианин йывӑр ҫылӑх тума пултарать. Вара унӑн ним тума та май ҫук-ши? Пур! Анчах ҫылӑх тӑвакан ҫыннӑн, Давид патша пекех, мӗн акнине вырса илме тивет, тен. Ҫапах та ӳкӗнекен тата тунӑ ҫылӑхсене ним пытармасӑр каласа паракан ҫынсене Турӑ яланах каҫарма хатӗр, мӗншӗн тесен вӑл «хӗрхенекен кӑмӑллӑ» (Псалом 85:5; Иаков 5:16; Ытарӑшсем 28:13 вуласа пар).

23 Ку ҫеҫ мар, Турӑ юратнӑран христиансен пухӑвне кӗтӳҫсем панӑ — Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи туслӑха лайӑх аталантарнӑ ҫынсем. Вӗсем пулӑшу пама пултараҫҫӗ кӑна мар, ҫавна тума та хатӗр (Эфес 4:8, 12; Иаков 5:14, 15). Вӗсен тӗллевӗ — ҫылӑх тунӑ ҫынна Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫӗнӗрен йӗркелесе яма тата, ӑслӑ патша каларӑшле, урӑх ҫылӑх ан тутӑр тесе «ӑс илме» пулӑшасси (Ытарӑшсем 15:32).

ӐС ИЛСЕ ПЫР

24, 25. а) Ытарӑшсем 7:6—23 сӑвӑ йӗркисенче каласа панӑ пӗр ҫамрӑк «ӑсӗ кӗрсе ҫитейменнине» мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Эпир ӑс мӗнле пухма пултаратпӑр?

24 Библире «ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен» тата «ӑс пухакан» ҫынсем пирки каланӑ (Ытарӑшсем 7:7). Туррӑн шухӑшӗсене пӗтӗмпех ӑнланман пирки тата Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшрен пурӑнӑҫ тутине пӗлмен пирки кама та пулин, «ӑсӗ кӗрсе ҫитейменнине», ыррипе усаллине уйӑрса илме йывӑр пулма пултарать тата тавҫӑрулӑх ҫитмесен те пултарать. Ытарӑшсем 7:6—23 сӑвӑ йӗркисенче каласа панӑ пӗр ҫамрӑк ҫын пекех, ҫав христианин та ҫӑмӑллӑнах йывӑр ҫылӑх тума пултарать. Анчах та «ӑс пухакан» ҫын яланах кӗлтунипе тата куллен Турӑ Сӑмахне тӗпченипе хӑй шалтан мӗнлерех ҫын пулнине тӗрӗслесе тӑрать. Ҫитменлӗхсене пӑхмасӑрах вӑл май ҫитнӗ таран хӑйӗн шухӑшӗсем, кӑмӑл туртӑмӗсем, туйӑмӗсем тата пурнӑҫ тӗллевӗсем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесе тӑрӑшать. Ҫапла вара вӑл хӑйӗн «чунне юратать», урӑхла каласан, ӑна усалран сыхлать, тата «ырӑлӑх тупать» (Ытарӑшсем 19:8).

25 Хӑвӑнтан ыйт: «Турӑ мӗн тума хушнисем тӗрӗс пулнине эпӗ чӑнах та ӗненетӗп-и? Вӗсене тытса тӑни тулли телей панине эпӗ ҫирӗп шанатӑп-и?» (Псалом 18:8 —11; Исаия 48:17, 18.) Кӑшт та пулин иккӗленетӗн пулсан, вара ҫав ыйтӑва татса пама тӑрӑш. Туррӑн законӗсене тытса тӑманни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Ҫавӑн пекех чӑнлӑхпа пурӑн тата усӑллӑ япаласем ҫинчен — мӗн чӑн, мӗн тӗрӗс, мӗн таса, мӗн кӑмӑллӑ тата мӗн ырӑ, ҫавӑн ҫинчен — яланах шухӑшла, вара «астивсе [е тутанса] пӑх» та «Ҫӳлхуҫа епле ыррине кур» (Псалом 33:9; Филиппӑ 4:8, 9). Ҫавӑн пек туса тӑрсан, эсӗ Турра та, вӑл мӗн юратнине те юратнӑҫемӗн юратма пуҫлӑн тата вӑл мӗн курайманнине курайми пулӑн тесе татӑклӑн калама пулать. Иосифӑн та ҫитменлӗхсем пулнӑ. Ҫапах та вӑл аскӑн ӗҫрен тарма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл, Турра юраса пурӑнасшӑн пулнӑран, хӑйне Иегова лайӑхланма пулӑштӑр тесе хӑйне нумай ҫул хушши вӗрентме ирӗк панӑ. Эсӗ те ҫавнах ту (Исаия 64:8).

26. Малалла мӗнле кирлӗ ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр?

26 Пире Пултаракан арлӑх органӗсене аскӑнланса пурӑнма мар, ача ҫуратма тата мӑшӑрланса упӑшкипе арӑмӗ киленсе пурӑнччӑр тесе панӑ (Ытарӑшсем 5:18). Тепӗр икӗ сыпӑкра мӑшӑрланни ҫине Турӑ мӗнле пӑхнине сӳтсе явӑпӑр.

a Йыша шутлани текен кӗнекере вилнисен шучӗ 24 000 тенӗ. Ҫав шута тӳресем, е судьясем, вӗлерсе тухнӑ «халӑх пуҫлӑхӗсем» те, Иегова хӑй вӗлернисем те кӗреҫҫӗ. Судьясен аллинчен пине яхӑн ҫын вилнӗ пулас (Йыша шутлани 25:4, 5).

b Тасамарлӑх тата намӑссӑр ӗҫ шутне мӗн кӗни ҫинчен Иегова Свидетелӗсем вырӑс чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ «Хурал башни» журналӑн 2006 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи кӑларӑмӗнче, «Вопросы читателей» текен рубрикӑра сӳтсе явнӑ.

c Ҫакӑнта «порнографи» тесе калани ясарлӑха ӳкерчӗксем ҫинче сӑнласа панине, ҫырса кӑтартнине е сӑмах вӗҫҫӗн каланине пӗлтерет. Намӑссӑр ӳкерчӗксене, ик е темиҫе ҫын пӗр-пӗринпе намӑссӑрланса ар хутшӑнӑвӗсене кӗнине кӑтартнине порнографи теме пулать.

d Мастурбаци ҫинчен Хыҫсӑмахра сӳтсе явнӑ, 218—219 страницӑсем.

ШУХӐШЛАМА ИЛСЕ ПАНӐ БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕМ

«Эй Ҫӳлхуҫана юратакансем, усала курайми пулӑр!» (Псалом 96:10.)

«Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матфей 5:28).

«Аскӑн ӗҫ тӑвакан хӑй ӳтне сиен туса ҫылӑха кӗрет» (1 Коринф 6:18).

«Ыттисене вӗрентнӗ ҫӗрте, хамӑн юрӑхсӑра тухас марччӗ тесе, эпӗ ӳтӗме чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп» (1 Коринф 9:27, ҪС).

«Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет: ӳчӗшӗн акакан хӑй ӳтӗнчен вилеслӗх вырса илӗ; Сывлӑшшӑн акакан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ» (Галати 6:7, 8).

«Ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха... пӗтерӗр» (Колоссӑ 3:5).

«Хӑвӑр ӳтӗре пурсӑр та таса та чыслӑ тытма пӗлӗр... ӳт еккипе ан кайӑр» (1 Фессалоника 4:4, 5).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр