Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lv 207 с.—209 с., 3 абз.
  • Пухуран кӑларса янӑ ҫынпа хамӑра мӗнле тытмалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пухуран кӑларса янӑ ҫынпа хамӑра мӗнле тытмалла?
  • «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫывӑх ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Хурӑнташсене юратассинчен ытларах Иеговӑна юратӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
  • Пухуран кӑларса яни — юратса панӑ йӗрке
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Иегова тӳрлетме хунӑ йӗркене пӑхӑннипе эпир юратнине кӑтартатпӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
Ытларах пӗлӗр
«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
lv 207 с.—209 с., 3 абз.

ХЫҪСӐМАХ

Пухуран кӑларса янӑ ҫынпа хамӑра мӗнле тытмалла?

Ҫылӑх тусан та ӳкӗнме шутламан пӗртӑвана е ҫывӑх туса пухуран кӑларса яни чуна калама ҫук ыраттарать. Пухуран кӑларса ярасси пирки Библире мӗн тума хушни ҫине мӗнле пӑхни эпир Турра тата вӑл хунӑ йӗркене мӗн тери вӑйлӑ юратнине кӑтартатьa. Ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ темиҫе ыйтӑва пӑхса тухар.

Пухуран кӑларса янӑ ҫынпа хамӑра мӗнле тытмалла? Библире каланӑ: «Хӑшӗсем хӑйне сирӗн тӑванӑр теҫҫӗ те, хӑйсем ҫаплах асаҫҫӗ, сӑптӑраҫҫӗ, йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, ӗҫке ярӑнаҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ... ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр, ун пеккисемпе пӗрле те ӗҫсе ан ҫийӗр» (1 Коринф 5:11). «Христос вӗрентнинчен тухса, Вӑл вӗрентнипе пурӑнман ҫын» пирки эпир вулатпӑр: «Урӑхла вӗрентме пыракана килӗре ан кӳртӗр; ӑна ӑшӑ сӑмах [«сывлӑх сунатӑп тесе», ҪТ] ан калӑр: ӑна ӑшӑ сӑмах [«сывлӑх сунатӑп тесе», ҪТ] калакан унӑн усал ӗҫне хутшӑнать» (2 Иоанн 9—11). Пухуран кӑларса янӑ ҫынсемпе эпир тӗнпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки те, ним пирки те калаҫмастпӑр. Сывлӑх сунни пирки 1982 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» (выр.) журналта, 17-мӗш абзацра калаҫӑва е туслӑха пуҫарса ямалли пӗрремӗш утӑм тенӗ. Малалла унта ҫакӑн пек ыйту панӑ: пухуран кӑларса янӑ ҫынпа ҫывӑхланма пӗрремӗш утӑм тума кирлӗ-ши?

Пухуран кӑларса янӑ ҫынпа калаҫма кирлӗ-ши? Ҫук. Ҫакӑн пек тума темиҫе сӑлтав пур. Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑ эпир Турра тата унӑн Сӑмахне чун-чӗререн парӑнса тӑнине кӑтартать. Эпир Иеговӑна хамӑра ҫӑмӑл чухне кӑна мар, питӗ йывӑр чухне те итлесе пурӑнатпӑр. Турра юратни унӑн пур ӳкӗтне те итлесе пурӑнма хавхалантарать, мӗншӗн тесен эпир вӑл тӳрӗлӗхшӗн тӑракан тата юратакан Турӑ пулнине, ҫавӑн пекех унӑн законӗсем пысӑк усӑ панине ӑнланатпӑр (Исаия 48:17; 1 Иоанн 5:3). Иккӗмӗшӗнчен, ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ӳкӗнме шутламан ҫынпа хутшӑнма пӑрахни пире тата пухури тӑвансене Турӑ умӗнчи ырӑ ята варалассинчен те, мораль тӗлӗшӗнчен пӑсӑлса каясран та хӳтӗлет тата пухӑвӑн ятне яма памасть (1 Коринф 5:6, 7). Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир Библи принципӗсене ҫирӗп тытса тӑни пухуран кӑларса янӑ ҫыншӑн та усӑллӑ пулма пултарать. Старейшинӑсен комитечӗ мӗн тума йышӑннипе килӗшетпӗр пулсан, ҫылӑх туса пурӑнакан ҫыннӑн чӗрине, тен, витерӗпӗр — вӑл ку таранччен старейшинӑсен пулӑшӑвне ним вырӑнне хуман пулсан та. Хӑйӗншӗн хаклӑ ҫынсемпе хутшӑнма май ҫуккине курсан, вӑл, тен, тӑна кӗрӗ те хӑй тунӑ ҫылӑх мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланса илӗ, унтан вара Иегова патне таврӑнма утӑмсем тӑвӗ (Лука 15:17).

Пӗртӑвана пухуран кӑларса ярсан, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Ун пек чухне Турра парӑнса пурӑнма уйрӑмах йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесен пӗртӑвансем ялан тенӗ пекех пӗр-пӗрне хытӑ юратаҫҫӗ. Пухуран кӑларса янӑ пӗртӑванпа пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Сиксе тухма пултаракан кашни лару-тӑрӑва сӳтсе явма май ҫук, анчах та вӗсенчен иккӗшне, час-часах тӗл пулаканнисене, пӑхса тухар.

Хӑш-пӗр чухне пухуран кӑларса янӑ ҫын хӑйӗн пӗртӑванӗсемпе пӗр килте пурӑнма пултарать. Пухуран кӑларса янине пула ҫын пӗртӑван пулма пӑрахмасть, ҫавӑнпа та ҫемьери ӗҫсене пӗрле туса тӑнинче ним япӑххи те ҫук. Унччен ӑна Иеговӑна ӗненекен хӑйӗн пӗртӑванӗсемпе Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тӗллев пӗрлештерсе тӑнӑ, анчах вӑл ҫылӑх тӑвас ҫула суйласа илнипе ҫав ҫыхӑнӑва татнӑ. Ҫавӑнпа та Иеговӑна парӑнса пурӑнакан пӗртӑванӗсем Турра пуҫҫапса пурӑнмаллипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене урӑх унпа пӗрле тума пултараймаҫҫӗ. Сӑмахран, ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма ҫемье пӗрле пуҫтарӑнса ларнӑ чухне пухуран кӑларса янӑ пӗртӑванӗ унта пулсан та сӳтсе явассине хутшӑнма пултараймасть. Анчах та пухуран кӑларса янӑ ҫын — ҫула ҫитмен ача пулсан, ашшӗ-амӑшӗн унчченхи пекех ӑна ӑстӑн парса пӑхса ӳстермелле. Ҫавӑнпа та юратакан ашшӗпе амӑшӗ, тен, хӑйсен ачипе Библи вӗренме кирлӗ тесе шутласа хума пултараҫҫӗ (Ытарӑшсем 6:20—22; 29:17)b.

Тепӗр чухне пухуран кӑларса янӑ ҫын хӑйӗн пӗртӑванӗсемпе пӗрле пурӑнмасть. Хушӑран ҫемьери ӗҫсене майлаштарма тивет пулин те, ун пек чухне те май ҫитнӗ таран сахал хутшӑнмалла. Турра чун-чӗререн парӑнса пурӑнакан христиансем хӑйсемпе пӗрле пурӑнман пухуран кӑларса янӑ хурӑнташӗпе хутшӑнма сӑлтав та шырамаҫҫӗ, ҫавна тӳрре те кӑлармаҫҫӗ. Пачах урӑхла, Иеговӑна тата унӑн организацине чун-чӗререн парӑнни вӗсене Библире пухуран кӑларса яракансем пирки калакан йӗркене тытса тӑма хавхалантарать. Ҫавӑн пек ҫирӗп тӑнипе вӗсем ҫылӑх туса пурӑнакан ҫыншӑн тӑрӑшнине кӑтартаҫҫӗ, вара, тен, ҫав ҫынна наказани панинчен усӑ илме пулӑшӗҫ (Еврейсем 12:11)c.

a Пухуран кӑларса яни пирки калакан Библи принципӗсем пухуран туннисемпе те ҫыхӑннӑ.

b Ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнакан пухуран кӑларса янӑ ҫул ҫитмен ачасемпе хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен нумайрах «Хурал башни» (выр.) журналсенче вуласа пӗлме пулать: 2001 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑм, 16—17 страницӑсем, тата 1989 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнчи кӑларӑм, 17-мӗш страница.

c Пухуран кӑларса янӑ пӗртӑвансемпе хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен нумайрах «Хурал башни» (выр.) журналсенчен пӗлме пулать: 1988 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнчи кӑларӑм, 18—23 страницӑсем, тата 1982 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнчи кӑларӑм, 18—23 страницӑсем.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр