30-мӗш юрӑ
Иегова ертсе пыма пуҫланӑ
1. Аслӑ кун ак пуҫланчӗ. Турӑ Патшалӑх тунӑ!
Вӑл хӑйӗн Чулне хунӑ Сионра.
Мухтӑр хӑватлӑ саспа. Савӑнса юрлӑр Турра.
Христос, Ҫӑлакан, ларнӑ ӗнтӗ патшана.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Туррӑн Патшалӑхӗ мӗн парӗ?
Чӑнлӑх вӑйне, ҫӗнтерӗвне.
Туррӑн Патшалӑхӗ мӗн парӗ?
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа телей.
Ҫут тӗнче Патшине мухтӑр
Чӑннипе юратнӑшӑн.
2. Власть илнӗ халӗ Христос. Армагеддон та ҫывӑх.
Сатанан тӗнчи кӗҫех тӗп пулать.
Халь ыр хыпар сармалла. Нумайӑшне тупмалла.
Йӑваш ҫынсен халь Турӑ майлӑ тӑмалла.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Туррӑн Патшалӑхӗ мӗн парӗ?
Чӑнлӑх вӑйне, ҫӗнтерӗвне.
Туррӑн Патшалӑхӗ мӗн парӗ?
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа телей.
Ҫут тӗнче Патшине мухтӑр
Чӑннипе юратнӑшӑн.
3. Туррӑн Патшине мухтар. Ун умӗнче пуҫ таяр.
Вӑл Турӑ ячӗпе килнӗ Патша.
Туррӑн храмне кӗрӗпӗр, Ун ырлӑхне илӗпӗр.
Кӗҫех пурте пӑхӑнма пуҫлӗҫ Христоса.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Туррӑн Патшалӑхӗ мӗн парӗ?
Чӑнлӑх вӑйне, ҫӗнтерӗвне.
Туррӑн Патшалӑхӗ мӗн парӗ?
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа телей.
Ҫут тӗнче Патшине мухтӑр
Чӑннипе юратнӑшӑн.
(Ҫаксене те пӑх: 2 Сам. 7:22; Дан. 2:44; Апок. 7:15.)