Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • fg 9 урок, 1—5 ыйтусем
  • Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?
  • Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Ҫавнашкал материал
  • Библи мӗн калать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗп те телейлӗ тӑвӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
Ытларах пӗлӗр
Туррӑн ырӑ хыпарӗ
fg 9 урок, 1—5 ыйтусем

9-МӖШ УРОК

Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?

1. Мӗншӗн ҫырӑнса мӑшӑрланмалла?

Пӗр мӑшӑр ҫырӑнать

Ырӑ хыпар Иеговӑран, телейлӗ Турӑран, тухать, вӑл ҫӗр ҫинчи пур ҫемьене те телейлӗ тӑвасшӑн (1 Тимофей 1:11, ҪТ). Ҫемьене вӑл йӗркеленӗ. Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен ҫырӑнса мӑшӑрланмалла. Ҫапла тусан ҫемьерисем пурте ҫакӑ вӗсене хӳтӗленине, ҫемье шанчӑклӑ вырӑн пулнине, ачасем вара хӑйсене юратнине туйса илӗҫ. Христиансен ҫырӑнса мӑшӑрланас тӗлӗшпе йышӑннӑ вырӑнти саккунсене тытса тӑмалла. (Лука 2:1, 4, 5 вулӑр.)

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине Турӑ мӗнле пӑхать? Вӑл мӑшӑрсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗп тӑвасшӑн, ӗмӗрлӗхе пыртарасшӑн. Иегова упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пултарасшӑн (Еврейсем 13:4). Иегова уйрӑлнине кураймасть (Малахия 2:16). Анчах та упӑшки е арӑмӗ аскӑн ӗҫ турӗ пулсан, Турӑ христианина уйрӑлма тата ҫӗнӗрен мӑшӑрланма ирӗк парать. (Матфей 19:3—6, 9 вулӑр.)

2. Упӑшкипе арӑмӗн хӑйсене пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалла?

Телейлӗ упӑшкипе арӑмӗ

Иегова арҫынпа хӗрарӑма пӗр-пӗрне пулӑшса тӑма пултарнӑ (Пултарни 2:18). Упӑшка — ҫемье пуҫӗ. Арӑмӗпе ачисене мӗн кирлипе тивӗҫтересси тата ҫемьепе пӗрле Библи вӗренесси унӑн тивӗҫлӗхӗ шутланать. Упӑшкин арӑмӗшӗн хӑйне шеллемесӗр тӑрӑшма хатӗр пулмалла. Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне юратмалла тата хисеплемелле. Ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ пулнӑран ҫывӑх ҫынсен йӑнӑшӗсене каҫарма вӗренни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ ҫемьене телейлӗ тума пулӑшать. (Эфес 4:31, 32; 5:22—27, 33; 1 Петр 3:7 вулӑр.)

3. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телей кӳмест пулсан мӗн тумалла?

Ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ пулсан упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне юратнине кӑтартма вӗренмелле (1 Коринф 13:4, 5). Турӑ Сӑмахӗ ҫемьери йывӑрлӑхсене татса парас шутпа уйрӑм пурӑннине ырламасть. (1 Коринф 7:10—13 вулӑр.)

4. Ачасем, Турӑ сире мӗнле пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн?

Ашшӗ-амӑшӗ килте ачисене пулӑшать

Иегова сире савӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Ӑна итлесе пурӑнсан сирӗн йывӑрлӑхсем сахалтарах пулӗҫ тата эсир телейлӗ пулма пултаратӑр. Вӑл сире аҫӑр-аннӗре итлесе пурӑнтарасшӑн, мӗншӗн тесен вӗсем сирӗнтен ӑслӑрах тата пурнӑҫ тутине курнӑ (Колоссӑ 3:20). Ҫавӑн пекех Иегова сире хӑйӗншӗн тата Ывӑлӗшӗн мӗн те пулин тутарасшӑн. Вӗт вӑл ҫакӑ сире савӑнӑҫ панине пӗлет. (Екклесиаст 11:9—12:1; Матфей 19:13—15; 21:15, 16 вулӑр.)

5. Ашшӗ-амӑшӗ, эсир ачӑрсемшӗн мӗн тума пултаратӑр?

Ашшӗ ывӑлӗпе калаҫать

Сирӗн ачӑрсен ҫимелли, тӑхӑнмалли тата пурӑнмалли пултӑр тесе тӑрӑшмалла (1 Тимофей 5:8). Анчах ачасем телейлӗ пулччӑр тесен сирӗн вӗсене Турра юратма тата итлеме вӗрентмелле (Эфес 6:4). Ҫак тӗлӗшрен эсир хӑвӑр тӗслӗх кӑтартни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ачӑрсем эсир Турра юратнине кураҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене сирӗн пек пулма хавхалантарӗ. Турӑ Сӑмахӗ сире ачӑрӑн кӑмӑл-туйӑмне йӗркелеме тата ӑна тӗрӗс шухӑшлама вӗрентме пулӑшӗ. (Саккуна астутарни 6:4—7; Ытарӑшсем 22:6 вулӑр.)

Ачасене мухтани тата юратни ҫинчен шантарса калани питӗ кирлӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене тӳрлетмелле тата наказани памалла. Ҫакӑн пек тусан вӗсем тӗрӗс мар утӑмсем тумӗҫ, вӗсен ачалӑхӗ, каярахпа вара пӗтӗм пурнӑҫӗ те телейлӗ пулӗ (Ытарӑшсем 22:15). Анчах наказани панӑ чухне хаяр е тӳрккес пулмалла мар. (Колоссӑ 3:21 вулӑр.)

Иегова Свидетелӗсем ашшӗ-амӑшӗсене тата ачасене пулӑшма темиҫе кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак кӗнекесем Библи ҫинче никӗсленнӗ. (Псалом 18:8, 12 вулӑр.)

Ытларах пӗлес тесен «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнекене, 14-мӗш сыпӑка пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр