Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • fg 10 урок, 1—4 ыйтусем
  • Чӑн тӗне мӗнле тупмалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Чӑн тӗне мӗнле тупмалла?
  • Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Ҫавнашкал материал
  • Турра юрӑхлӑ тӗн
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Чӑн тӗне мӗнле тупма пултаратпӑр?
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Библи мӗн калать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
Ытларах пӗлӗр
Туррӑн ырӑ хыпарӗ
fg 10 урок, 1—4 ыйтусем

10-МӖШ УРОК

Чӑн тӗне мӗнле тупмалла?

1. Чӑн тӗн пӗрре кӑна-и е темиҫе?

Иисус вӗрентет

«Суя пророксенчен сыхланӑр» (МАТФЕЙ 7:15).

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене чӑн тӗн пӗрре кӑна тесе вӗрентнӗ. Ӑна ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа танлаштарма пулать. Иисус ҫак ҫула тупакан сахал тенӗ (Матфей 7:14). Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗпе, Библипе, килӗшӳллӗ пуҫҫапнине кӑна ырлать. Турра тӗрӗс пуҫҫапакансем пӗр тӗне пуҫтарӑннӑ. (Иоанн 4:23, 24; 14:6; Эфес 4:4, 5 вулӑр.)

«Турӑ пур тӗне те ырлать-и?» видеоролика пӑхӑр.

2. Иисус суя христиансем пирки мӗн каланӑ?

Священник чиркӗве килнисем умӗнче сӑмах калать. Каярахпа вӑл салтаксене вӑрҫа кайма пиллет.

«Вӗсем Турра пӗлетпӗр теҫҫӗ, анчах ӗҫӗсемпе Турра хирӗҫлеҫҫӗ» (ТИТ 1:16, ҪХ).

Христиан тӗнне пӑсакан суя пророксем тухӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ Иисус. Вӗсене чӑн христиансенчен уйӑрса илме ҫӑмӑлах мар. Вӗт вӗсем хӑйсем пирки Христос хыҫҫӑн пыракансем, хӑйсен чиркӗвӗсем пирки христиансен чиркӗвӗсем теҫҫӗ. Анчах та ҫак ҫынсем чӑн христиансем пулнипе пулманнине уйӑрса илме пулать. Мӗнле? Чӑн тӗн кӑна лайӑх ҫимӗҫсене — христиансен ырӑ ӗҫӗсемпе паха енӗсене — ҫитӗнтерет. (Матфей 7:13—23 вулӑр.)

3. Чӑн Турра пуҫҫапакансене мӗнле уйӑрса илмелле?

Чӑн христиансене уйӑрса илме пулӑшакан пилӗк паллӑна пӑхса тухӑпӑр.

  • Чӑн христиансем Библи Туррӑн Сӑмахӗ пулнине ӗненеҫҫӗ. Вӗсем Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чӑн тӗн ҫынсем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӳсем ҫинче никӗсленсе тӑракан тӗнсенчен тӗпрен уйрӑлса тӑрать (Матфей 15:7—9). Чӑн христиансем хӑйсем мӗне вӗрентнипе килӗшӳллӗ пурӑнаҫҫӗ. (Иоанн 17:17; 2 Тимофей 3:16, 17 вулӑр.)

  • Христианин Библи тӑрӑх доклад тӑвать. Каярахпа вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар калать, ҫутҫанталӑк инкекӗ пулнӑ вырӑнта пулӑшать, ватӑ ҫынна пулӑшать.

    Христосӑн чӑн вӗренекенӗсем Туррӑн ятне, Иегова ята, мухтава кӑлараҫҫӗ. Иисус ҫынсемпе калаҫнӑ чухне Туррӑн ячӗпе час-часах усӑ курнӑ. Ҫапла вӑл Ашшӗн ятне мухтава кӑларнӑ. Вӑл ҫынсене Турӑ ҫинчен пӗлтернӗ тата Туррӑн ячӗ хисеплентӗр, е сӑваплӑ пултӑр, тесе кӗлтума вӗрентнӗ (Матфей 6:9). Эсир пурӑнакан вырӑнта кам Туррӑн ячӗ ҫинчен пӗлтерет? (Иоанн 17:26; Рим 10:13, 14 вулӑр.)

  • Чӑн христиансем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Турӑ Иисуса Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерме янӑ. Туррӑн Патшалӑхӗ кӑна этемлӗхӗн йывӑрлӑхӗсене татса пама пултарать. Иисус ҫак Патшалӑх ҫинчен мӗн виличченех пӗлтернӗ (Лука 4:43; 8:1; 23:42, 43). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫак ӗҫех тӑвӗҫ тенӗ. Хӑш тӗне тытса тӑракансем ҫынсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ? (Матфей 24:14 вулӑр.)

  • Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫак усал тӗнче ӗҫӗсене хутшӑнмаҫҫӗ. Вӗсене политикӑпа обществӑри хирӗҫӳсене хутшӑнманнинчен уйӑрса илме пулать (Иоанн 17:16; 18:36). Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсене нравственность енчен таса тытаҫҫӗ тата ҫак тӗнчери анлӑ сарӑлнӑ йӗркесӗр ӗҫсенчен пӑрӑнаҫҫӗ. (Иаков 4:4 вулӑр.)

  • Чӑн христиансем пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратаҫҫӗ. Туррӑн Сӑмахӗ вӗсене пур халӑхри ҫынсене хисеплеме вӗрентнӗ. Суя тӗнри ҫынсем час-часах вӑрҫӑсемпе халӑхсен хушшинчи хирӗҫӳсене хутшӑнаҫҫӗ, чӑн христиансем вара ҫакна тумаҫҫӗ (Михей 4:1—3). Пачах урӑхла, вӗсем ҫынсене пулӑшас тата хавхалантарас тесе хӑйсен мӗн пуррипе тата вӑхӑчӗпе усӑ кураҫҫӗ. (Иоанн 13:34, 35; 1 Иоанн 4:20 вулӑр.)

4. Чӑн тӗне мӗнле уйӑрса илмелле?

Хӑш тӗн Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх вӗрентет, Туррӑн ятне мухтава кӑларать тата этемлӗхӗн йывӑрлӑхӗсене Турӑ Патшалӑхӗ кӑна татса парать тесе вӗрентет? Мӗнле тӗн ушкӑнӗ пирки вӗсем пӗр-пӗрне тӑванла юратаҫҫӗ тата вӑрҫӑсене хутшӑнмаҫҫӗ теме пулать? Хӑш тӗн пирки ҫапла калама пулать? (1 Иоанн 3:10—12 вулӑр.)

Ытларах пӗлес тесен «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнекене, 15-мӗш сыпӑка пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр