Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • kr 16 сыпӑк, 170—181 с.
  • Пӗрле пуҫҫапмалли тӗлпулусем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пӗрле пуҫҫапмалли тӗлпулусем
  • Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Мӗншӗн пӗрле пухӑнмалла?
  • Кашни эрнере иртекен тата «юратма, ырӑ ӗҫсем тума» хавхалантаракан тӗлпулусем
  • Ҫулталӑкра пӗрре пулакан чи кирлӗ тӗлпулу
  • Пирӗн шухӑш-кӑмӑл пирӗн ҫинчен мӗн калать
  • Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем сире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Турра пуҫҫапма мӗншӗн пӗрле пуҫтарӑнмалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эсӗ ыттисене ҫирӗплетме тӑрӑшатӑн-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Тӗлпулусене ҫӳрени пирӗн пирки мӗн калать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
kr 16 сыпӑк, 170—181 с.

16-МӖШ СЫПӐК

Пӗрле пуҫҫапмалли тӗлпулусем

СЫПӐК ТЕМИ

Пирӗн тӗлпулусем хальхи пек мӗнле пулса тӑнине тата вӗсем мӗншӗн кирлӗ пулнине пӑхса тухӑпӑр

1. Вӗренекенсем пӗрле пухӑнсан мӗнле пулӑшу илнӗ тата мӗншӗн вӗсене ҫавӑн пек пулӑшу кирлӗ пулнӑ?

ИИСУС вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне хавхалантарас тесе тӗл пулнӑ. Тӑшмансенчен хӑранӑран вӗсем алӑксене питӗрсе хунӑ. Иисус вӗсем хушшине пырса тӑрса «Таса Сывлӑш илӗр» тесе каласан вӗсен хӑрани пӗтӗмпех иртсе кайнӑ. (Иоанн 20:19—22 вуласа пар.) Каярахпа вӗренекенӗсем каллех пӗрле пуҫтарӑннӑ, вара Иегова вӗсем ҫине святой сывлӑш янӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ вӗсене тӗреклетнӗ те хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тума — ырӑ хыпара сарма хатӗрленӗ (Ап. ӗҫ. 2:1—7).

2. а) Иегова пире вӑй мӗнле парса тӑрать тата мӗншӗн пире вӑй кирлӗ? ӑ) Мӗншӗн ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма вӑхӑт уйӑрмалла? (Сноскӑна тата «Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни» рамкӑна пӑхӑр, 175-мӗш страница.)

2 Пирӗн тӑвансем пӗрремӗш ӗмӗрте тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсемпе эпир те тӗл пулатпӑр (1 Петр 5:9). Хутран-ситрен ҫынсенчен хӑрасси те пулать пирӗн. Ҫавӑнпа та ырӑ хыпара малалла та сарас тесен пире Иегова паракан вӑй кирлӗ (Эф. 6:10). Иегова ҫав вӑя ытларах чухне тӗлпулусем урлӑ парса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра Турӑ халӑхӗн кашни эрнере иртекен тата пӗлӳ парса тӑракан икӗ тӗлпулу пур: халӑх умне сӑмах тухса каламалли тӗлпулупа «Хурал башнине» вӗренни тата ӗҫлемелли кунсенче иртекен «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ятлӑ тӗлпулуa. Унсӑр пуҫне эпир кашни ҫул ятарлӑ тӗлпулусем ирттеретпӗр: регион конгресӗ, икӗ район конгресӗ тата Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗ. Мӗншӗн ҫав тӗлпулусене ҫӳрени питӗ кирлӗ? Мӗнле майпа пирӗн тӗлпулусене майӗпен хальхи вӑхӑтра ирттернӗ пек ирттерме пуҫланӑ? Эпир тӗлпулусем ҫине мӗнле пӑхни пирӗн ҫинчен мӗн каласа парать?

Мӗншӗн пӗрле пухӑнмалла?

3, 4. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн тума хушать? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

3 Иегова мӗн авалтанах хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйне пуҫҫапма пӗрле пухӑнма хушнӑ. Сӑмахран, пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта Иегова хӑйӗн Израиль халӑхне Саккун панӑ. Ҫав Саккунра шӑматкуна паллӑ тума хушни те пулнӑ, ҫавна пула кашни ҫемье кашни эрнере Турра пуҫҫапма тата Саккуна вӗренме пултарнӑ (Сак. аст. 5:12; 6:4—9). Израильтянсем ҫав ӳкӗтсене тытса тӑнӑ чухне вӗсен ҫемйисем ҫирӗп пулнӑ, халӑх та, пӗтӗмӗшле илсен, Турӑ умӗнче таса пулнӑ тата хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетнӗ. Вӗсем Саккуна тытса тӑман чухне, ҫав шутрах, Иеговӑна пуҫҫапма пӗрле пухӑнма хушакан ӳкӗте ним вырӑнне те хуман чухне, Турӑ вӗсене ырламан (Лев. 10:11; 26:31—35; 2 Ҫулс. 36:20, 21).

4 Иисусӑн тӗслӗхне те пӑхса тухар. Вӑл кашни шӑматкун синагогӑна ҫӳренӗ (Лука 4:16). Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн унӑн вӗренекенӗсем — вӗсен шӑматкун ҫинчен калакан саккуна тытса тӑмалла мар пулнӑ пулин те — пӗрле тӗл пулма пӑрахман (Ап. ӗҫ. 1:6, 12—14; 2:1—4; Рим 14:5; Кол. 2:13, 14). Ҫавӑн пек тӗлпулусенче пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пӗлӳпе канашсем тата хавхалану илнӗ, унсӑр пуҫне Турра мухтав парни кӳнӗ: вӗсем кӗлтунӑ, комментарисем панӑ тата юрӑсем юрланӑ (Кол. 3:16; Евр. 13:15).

Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсем пухӑннӑ пӳлӗмре курӑнать

Иисусӑн вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне тӗреклетес тата хавхалантарас тесе пӗрле пухӑннӑ

5. Мӗншӗн эпир кашни эрнере иртекен тӗлпулусене тата ҫулсерен иртекен конгрессене ҫӳретпӗр? (Ҫавӑн пекех «Туррӑн халӑхне пӗрлештерекен ҫулсеренхи тӗлпулусем» рамкӑна пӑхӑр, 176-мӗш страница.)

5 Эпир те кашни эрнере иртекен тӗлпулусене тата ҫулсерен иртекен конгрессене ҫӳренипе Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ пулнине кӑтартатпӑр кӑна мар, ҫавӑн пекех святой сывлӑш урлӑ вӑй илетпӗр тата хамӑр мӗне ӗненнине каласа панипе пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр. Пуринчен ытла вара эпир ҫав тӗлпулусенче Иеговӑна пуҫҫапатпӑр: эпир кӗлтӑватпӑр, комментарисем паратпӑр тата юрӑсем юрлатпӑр. Пирӗн пухусене халӗ мӗнле ирттереҫҫӗ, ҫав йӗрке авалхи израильтянсем тата пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем тытса тӑнӑ йӗркерен уйрӑлса тӑрать, анчах та пирӗн тӗлпулусем ҫав авалхи тӗлпулусем пекех питӗ кирлӗ. Мӗнле майпа вӗсене хальхи пек ирттерме пуҫланӑ?

Кашни эрнере иртекен тата «юратма, ырӑ ӗҫсем тума» хавхалантаракан тӗлпулусем

6, 7. а) Пирӗн тӗлпулусене мӗнле тӗллевпе ирттереҫҫӗ? ӑ) Тӗрлӗ ушкӑнри тӗлпулусем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

6 Чарлз Расселл Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене шырама пуҫланӑ чухне вӑл ҫав тӗллевех тытса тӑракан ҫынсемпе тӗл пулса пӗрле пухӑнмаллине ӑнланса илнӗ. 1879 ҫулта вӑл ҫырнӑ: «Хам паллакан темиҫе ҫынпа эпир Питсбургра Библи вӗренмелли кружок йӗркелесе ятӑмӑр, тӗлпулусем вара пирӗн кашни вырсарникун иртеҫҫӗ». «Сион хурал башни» вулакансене пӗрле пухӑнма хавхалантарнӑ, вара 1881 ҫул тӗлнелле Питсбургра (Пенсильвани штачӗ) тӗлпулусем кашни юнкунпа кашни вырсарникун иртнӗ. 1895 ҫулхи ноябрьте тухнӑ «Хурал башнинче» ҫав тӗлпулусен тӗллевӗ вӑл — «христианла тӑванлӑхпа юратӑва» ҫирӗплетесси тата тӗлпулӑва килнисене пӗр-пӗрне хавхалантарма май парасси тенӗ. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа пар.)

7 Нумай ҫул хушши пирӗн тӗлпулусене тӗрлӗ майлӑ ирттернӗ тата вӗсене миҫе хутчен ирттересси те тӗрлӗрен пулнӑ. Сӑмахран, 1911 ҫулта Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи пӗр ушкӑнран илнӗ ҫырура ҫапла каланӑ пулнӑ: «Кашни эрнере эпир сахалтан та пилӗк хутчен тӗл пулатпӑр». Вӗсем тӗлпулусене тунтикун, юнкун, эрнекун тата икӗ хутчен вырсарникун ирттернӗ. Африкӑран илнӗ тата 1914 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Эпир тӗлпулусене уйӑхра икӗ хутчен ирттеретпӗр. Тӗлпулусем эрнекун пуҫланаҫҫӗ те вырсарникун каҫхине вӗҫленеҫҫӗ». Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн пирӗн тӗлпулусем улшӑнса пырса хальхи пек пулса тӑнӑ. Айтӑр ҫакӑ мӗнле пулса иртнине пӑхса тухар.

8. Чи малтан халӑх умне мӗнле темӑсемпе сӑмах тухса каланӑ?

8 Халӑх умӗнче сӑмах тухса каламалли тӗлпулу. 1880 ҫулта, Расселл тӑван «Сион хурал башнине» кӑларма пуҫланӑ хыҫҫӑн пӗр ҫул иртсен, вӑл, Иисусран тӗслӗх илсе, ырӑ хыпар сарма ҫулҫӳреве тухнӑ (Лука 4:43). Тӑвансем Расселл ҫав ҫулҫӳревре тӗлпулусене мӗнле ирттернине тӗпе хурса тӗлпулусене ҫавӑн пек ирттерме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫав тӗлпулусене халӑх умӗнче сӑмах тухса каламалли тӗлпулусем теҫҫӗ. «Хурал башнинче» пичетленӗ пӗлтерӳре Расселл тӑван «халӑх умӗнче сӑмах тухса каламалли тӗлпулусенче „Турӑ Патшалӑхӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавӑ“ ятлӑ доклад туса пама хавас» тенӗ. 1911 ҫулта, кружоксем, е пухусем, тӗрлӗ ҫӗршывсенче йӗркеленсе кайнӑ хыҫҫӑн, кашни пухӑва таврари вырӑнсене юрӑхлӑ докладчиксене ултӑ лекципе сӑмах тухса калама ярӑр тесе хавхалантарнӑ. Ҫав лекцисенче тӗрлӗ темӑсене, калӑпӑр, тӗрӗслӗх тата тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен калакан темӑсене уҫса панӑ. Кашни лекци хыҫҫӑн тепӗр эрнере кам тата мӗнле докладпа сӑмах тухса каласси пирки пӗлтернӗ.

9. Халӑх умӗнче сӑмах тухса каламалли тӗлпулу вӑхӑт иртнӗҫемӗн мӗнле улшӑнса пынӑ тата ҫак тӗлпулӑва ирттерме пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

9 1945 ҫулта «Хурал башнинче» халӑх умӗнче сӑмах тухса каламалли тӗлпулусене ирттермелли пирки тӗнчипе иртекен кампани пуласси ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫав кампанин программи шутне Библи тӑрӑх ӑнлантарса панӑ сакӑр лекци — «хальхи вӑхӑтри ҫивӗч ыйтусем» ҫинчен калакан лекцисем кӗнӗ. Вун-вун ҫул хушшинче суйласа лартнӑ докладчиксем шанчӑклӑ чура парса тӑракан доклад планӗсемпе кӑна мар усӑ курнӑ, вӗсем хӑйсем те докладсем хатӗрленӗ. Анчах та 1981 ҫулта докладчиксене пурне те пухусене ярса панӑ плансем тӑрӑх кӑна докладсем хатӗрлеме хушнӑb. 1990 ҫулччен хӑш-пӗр плансенче инсценировка тума е итлекенсене хутшӑнтарма пулать тесе каланӑ. Анчах ҫав ҫулах улшӑнусем тунӑ, ҫавӑнтанпа вара докладчиксем хӑйсем ҫеҫ сӑмах тухса калаҫҫӗ. 2008 ҫулхи январьте тата тепӗр улшӑну тунӑ — доклада 45 минут хушши калас вырӑнне 30 минут каламалла тунӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак тӗлпулу унчченхи пек иртмест пулин те, лайӑх хатӗрленсе тунӑ доклад халӗ те Турӑ Сӑмахне хытӑрах ӗненме тата Турӑ Патшалӑхӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтусене лайӑхрах ӑнланма пулӑшать (1 Тим. 4:13, 16). Халӑх умӗнче сӑмах тухса каламалли тӗлпулӑва эсир май ҫитнӗ таран нумай ҫынна, сӑмахран, кам патне тепӗр хут кайса килнӗ, ҫавсене чӗнме тӑрӑшатӑр-и?

10—12. а) «Хурал башнине» вӗреннине ирттермелли йӗрке мӗнле улшӑнса пынӑ? ӑ) Хамӑра мӗнле ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ?

10 «Хурал башнине» вӗренни. 1922 ҫулта пилигримсем теекен арҫын тӑвансем — пухусенче сӑмах тухса калама тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыма Общество янӑ ӗҫлекенсем — Обществӑна «Хурал башнине» вӗренмелли тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ирттерме сӗннӗ. Ҫав сӗнӗве йышӑннӑ, вара малтан «Хурал башнине» вӗренмелли тӗлпулӑва ӗҫлемелли кунсенчен пӗринче е вырсарникун ирттернӗ.

Библи Тӗпчекенсен тӗлпулӑвӗ. Гана, 1931 ҫул

«Хурал башнине» вӗренни (Гана. 1931 ҫул)

11 1932 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫак тӗлпулӑва мӗнле ирттермелли пирки хушусем панӑ пулнӑ. Ҫав тӗлпулӑва Вефильте ирттернӗ пек ирттерме йышӑннӑ. Тӗлпулӑва арҫын тӑванӑн ирттермелле пулнӑ. Итлесе ларакансем умне виҫӗ арҫын тӑван тухса ларнӑ та черетпе абзацсене вуланӑ. Вӑл вӑхӑтра статьясенче ыйтусене пичетлемен, ҫавӑнпа вӗренӗве ирттерекен арҫын тӑван итлесе ларакансене материалпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пама хавхалантарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тӗлпулӑва килнисене ҫав ыйтусем ҫине хуравлама сӗннӗ. Кӑштах тӳрлетмелле пулнӑ чухне вӗренӗве ирттерекенӗн кӗскен те уҫӑмлӑн ӑнлантарса памалла пулнӑ.

12 Чи малтан журналӑн хӑш кӑларӑмне вӗренмелли пирки кашни пухӑва хӑй тӗллӗн суйласа илме ирӗк панӑ. Суйласа илесси вара нумайӑшӗ мӗнле темӑна сӳтсе явасшӑн пулнинчен килнӗ. Анчах та 1933 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» пур пухӑва та журналӑн юлашки кӑларӑмӗсемпе усӑ курма сӗннӗ. 1937 ҫулта вӗренӗве вырсарникунсенче ирттерме хушнӑ. Ҫак тӗлпулӑва эпир халь пӗлекен тӗлпулу пек тума пулӑшнӑ улшӑнусем ҫинчен 1942 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» каланӑ пулнӑ. Журналта халӗ вӗренмелли статьяра кашни страница айӗнче ыйтусем пичетлӗҫ тата вӗсемпе сӳтсе явнӑ чухне усӑ курмалла тесе каланӑ. Ҫавӑн пекех ҫак тӗлпулу пӗр сехет хушши пымалла тесе палӑртнӑ. Тӗлпулӑва килнисене абзацран вуласа париччен «хӑйсен сӑмахӗсемпе» хуравлама хавхалантарнӑ. «Хурал башнине» вӗренесси халӗ те шанчӑклӑ чура вӑхӑтра сӑнарлӑ апат пама усӑ куракан тӗп тӗлпулу шутланать (Матф. 24:45). Ҫавӑнпа кашни хӑйне ҫакӑн пек ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Эпӗ „Хурал башнине“ вӗренме кашни эрнерех хатӗрленетӗп-и? Май пур чухне эпӗ комментарисем пама тӑрӑшатӑп-и?»

13, 14. Пухура Библи вӗренни ятлӑ тӗлпулу мӗнле пуҫланса кайнӑ тата вӑл сире мӗнпе килӗшет?

13 Пухура Библи вӗренни. 1890 ҫулсен пуҫламӑшӗнче, «Миллениум шурӑмпуҫӗ» ятлӑ ӗҫӗн темиҫе томӗ тухнӑ хыҫҫӑн, Балтиморта (Мэриленд штачӗ, АПШ) пурӑнакан Библи Тӗпчекен Н. Ран ҫав кӗнекесемпе усӑ курса Библи вӗренме «Шурӑмпуҫ» кружоксем йӗркелесе яма сӗннӗ. Ҫав кружоксене, ялан тенӗ пекех, ҫынсен килӗсенче ирттернӗ тата чи малтан вӗсем эксперимент пек шутланнӑ. Анчах та 1895 ҫулхи сентябрь тӗлнелле «Шурӑмпуҫ» кружоксене Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи нумай хулара йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫав уйӑхра тухнӑ «Хурал башнинче» чӑнлӑха тӗпчекенсене пурне те ҫавӑн пек тӗлпулусене ирттерме сӗннӗ. Вӗсене ирттерекенӗн лайӑх вулакан пулмалла тесе палӑртнӑ журналта. Вӑл кашни предложение вуласа тухнӑ хыҫҫӑн тӗлпулӑва килнисем комментари паччӑр тесе чарӑнса тӑнӑ. Абзацри предложенисене пурне те вуласа пӗтерсе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн вӑл Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене уҫса вуласа панӑ. Сыпӑка пӑхса тухсан тӗлпулӑва килнисенчен кашни мӗн вӗреннине кӗскен каласа панӑ.

14 Ҫак тӗлпулӑвӑн ячӗ темиҫе хутчен улшӑннӑ. Пӗр вӑхӑт хушши вӑл Библи вӗренмелли Верия кружокӗсем ятлӑ пулнӑ — ҫакӑ пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ тата Ҫырӑва тӗплӗн тӗпченӗ Верия ҫыннисен тӗслӗхне аса илтернӗ (Ап. ӗҫ. 17:11). Каярахпа ӑна пухӑвӑн кӗнеке вӗренӗвӗ теме пуҫланӑ. Халӗ эпир ҫак тӗлпулӑва Пухура Библи вӗренни ятпа пӗлетпӗр тата ӑна ушкӑнсене пайланса ҫынсен килӗсенче ирттерес вырӑнне Патшалӑх залӗсенче ирттереҫҫӗ. Иртнӗ вун-вун ҫул хушшинче ҫак тӗлпулура тӗрлӗ кӗнекесене, брошюрӑсене тата «Хурал башнинчи» статьясене те вӗреннӗ. Пуҫламӑшӗнчен тенӗ пекех, ҫак тӗлпулӑва килнисене пурне те материала сӳтсе явнӑ чухне хутшӑнма хавхалантарнӑ. Ҫак тӗлпулу пире Библие тарӑнрах ӑнланма нумай енчен пулӑшрӗ. Ҫак тӗлпулӑва эсир кашнинчех хатӗрленсе каятӑр-и тата унта чун-чӗререн хутшӑнатӑр-и?

Ашшӗпе амӑшӗ тата вӗсен икӗ пӗчӗк хӗрӗ ҫемьепе пӗрле пуҫҫапаҫҫӗ

Эсир кашни эрнере ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма вӑхӑт уйӑратӑр-и?

ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ ПУҪҪАПНИ

ЮЛАШКИ кунсем вӗҫленсе пынӑҫемӗн Иеговӑн организацийӗ кашни ҫемьен хӑйӗн Библи вӗренмелли программа пултӑр тесе ытларах та ытларах тӑрӑшать (2 Тим. 3:1). Сӑмахран, 1932 ҫулта тухнӑ «Ҫемье тата телей» ятлӑ брошюрӑра тӳррӗн ҫапла каланӑ пулнӑ: «Кашни ҫемье вӑраха ямасӑр килте Библи вӗренме пуҫлатӑр». 1956 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» христиансен ҫемйисене «Библи вӗренни пӗтӗм ҫемьене усӑ патӑр тесе ҫавна хӑйсен килӗсенче тӑтӑшах ирттерме» ӳкӗтленӗ. Малалла унта ҫакӑн пек ыйту панӑ пулнӑ: «Эсир тӗлпулусем умӗнхи пӗр-пӗр каҫ пӗтӗм ҫемьепе „Хурал башнине“ вӗренетӗр-и?»

2009 ҫулта ҫемьепе пӗрле вӗренни питӗ кирлӗ пулнине палӑртса ӗҫлемелли кунсенче иртекен тӗлпулусен графикӗнче улшӑнусем тунӑ: Пухура Библи вӗренни ятлӑ тӗлпулӑва Теократи ӗҫӗн шкулӗпе тата сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗпе пӗр каҫра ирттерме пуҫланӑ. 2011 ҫулхи январьте тухнӑ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫре» ҫапла каланӑ: «Ҫак ҫӗнӗлӗхӗн пӗр тӗллевӗ вӑл — ҫемьесене кашни эрнерех ҫемьепе Турра пуҫҫапмашкӑн пӗр каҫ уйӑрма май парасси, ҫакна пула вӗсем Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетнӗ пулӗччӗҫ». Ҫемьесене «васкамасӑр Библие сӳтсе явма тата ҫемьене мӗн кирлине шута илсе вӗренме ҫак вӑхӑтпа усӑ курма» сӗннӗc.

Мӗншӗн ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни питӗ кирлӗ тата мӗншӗн ӑна ирттермесен те юрать тесе шутламалла мар? Мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫемьепе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене кӑна мар, пухупа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене те ҫирӗплетет. Пухӑва кирпӗчрен тунӑ ҫуртпа танлаштарма пулать. (Еврейсем 3:4—6 вуласа пар.)d Кирпӗчрен тунӑ ҫурт ҫирӗп пуласси икӗ япаларан килет: никӗс пахалӑхӗнчен тата кашни кирпӗчӗн ҫирӗплӗхӗнчен. Никӗс япӑх пулсан, ҫурт ишӗлсе анма пултарать. Ҫурт ҫирӗп никӗс ҫинче ларсан та, кирпӗчсем тӗпренме пуҫласан, вӑл арканма пултарать. Христиансен пухӑвне чи ҫирӗп никӗс ҫине — Христосӑн вӗрентӗвӗсем ҫине — туса лартнӑ. (1 Коринф 3:10—15 вуласа пар.)e Пухури кашни тӑвана тата ҫемьесене кирпӗчсемпе танлаштарма пулать. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни кашни христианина тата кашни ҫемьене хӑйсен ӗненӗвне вӑйлатма тата вутра ҫунман япала пек ҫирӗп тума май парать. Кашни христианин тата ҫемьесем ҫирӗп пулсан, пуху та ҫирӗп пулать. Эсир кашни эрнере ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма вӑхӑт уйӑратӑр-и?

c Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне мӗнле материалпа усӑ курмалли ҫинчен калакан канашсене 2011 ҫулхи январьте тухнӑ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫре» тупма пулать.

d Павел ҫав сӑмахсене «ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсене» каланӑ (Евр. 3:1). Анчах та, тӗпрен илсен, унӑн канашӗ христиансемшӗн пуриншӗн те усӑллӑ.

e Библири ҫак вырӑна 1999 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчӗ тухнӑ «Хурал башнинчи», 12—14 страницӑсенчи, 15—20 абзацсенче тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Мӗншӗн ҫак материала вуласа тухас мар тата вӑл пирӗн ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнипе мӗнле ҫыхӑнни ҫинчен мӗншӗн шухӑшласа пӑхас мар?

15. Теократи ӗҫӗн шкулне мӗнле тӗллевпе йӗркелесе янӑ?

15 Теократи ӗҫӗн шкулӗ. «1942 ҫулхи февралӗн 16-мӗшӗнче, тунтикун каҫхине, Бруклинри Вефиль ҫемйинчи арҫын тӑвансене пурне те курссене ҫырӑнма чӗннӗ, ҫав курссене каярахпа Теократи ӗҫӗн шкулӗ ятпа пӗле пуҫланӑ»,— аса илнӗ Кэри Барбер. Ҫав вӑхӑтра вӑл Бруклинра (Нью-Йорк) вырнаҫнӑ пӗтӗм тӗнчери тӗп управленинче ӗҫленӗ, каярахпа вара Ертсе пыракан советӑн членӗ пулса тӑнӑ. Барбер тӑван ҫав шкул пирки «Иегова хальхи вӑхӑтра хӑйӗн халӑхӗ валли тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсенчен пӗри» тенӗ. Ҫав курссем арҫын тӑвансене вӗрентес ӑсталӑха тата ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлатма питӗ пулӑшнӑран 1943 ҫултан пуҫласа «Теократи ӗҫӗн курсӗ» ятлӑ брошюрӑна майӗпен пур пухӑва та ярса панӑ. 1943 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» Теократи ӗҫӗн шкулӗн тӗллевӗ вӑл — Туррӑн ӗҫлекенӗсене «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара лайӑхрах пӗлтерме вӗрентесси» тесе каланӑ (2 Тим. 2:15).

16, 17. Теократи ӗҫӗн шкулӗ сӑмах тухса калама кӑна вӗрентнӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

16 Чи малтан нумайӑшне халӑх умӗнче сӑмах тухса каласси питӗ сехӗрлентернӗ. Клейтон Вудворт (унӑн ашшӗне Рутерфорд тӑванпа тата ыттисемпе пӗрле 1918 ҫулта тӗрӗс мар айӑпласа тӗрмене хупнӑ пулнӑ) 1943 ҫулта ҫав шкулта вӗренме пуҫланӑ чухне хӑй мӗн туйнине аса илнӗ. «Мана сӑмах тухса калама питӗ йывӑрччӗ,— каласа парать Вудворт тӑван.— Мана хамӑн чӗлхе тем пысӑкӑш пулса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ, ҫӑвар типсе ларатчӗ, сасӑ вара пӗрре кӑшкӑрнӑ пек, тепре нӑйкӑшнӑ пек илтӗнме пуҫлатчӗ». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Клейтонӑн сӑмах тухса калас пултарулӑх лайӑхланса пынӑ, вара вӑл каярахпа нумай доклад туса панӑ. Шкулта вӑл сӑмах тухса калама кӑна мар, хӑйне кӗҫӗне хума тата Иеговӑна шанма вӗреннӗ. Вудворт тӑван аса илнӗ: «Докладчик ӑнӑҫлӑ пуласси унӑн пултарулӑхӗнчен килменнине эпӗ ӑнланса илтӗм. Вӑл лайӑх хатӗрленет пулсан тата Иеговӑна пӗтӗмпех шанать пулсан, ӑна итлеме кӑмӑллӑ пулӗ тата вӑл итлекенсене мӗне те пулин вӗрентме пултарӗ».

17 1959 ҫулта хӗрарӑм тӑвансене те ҫав шкулта вӗренме чӗннӗ. Эдна Бауэр хӗрарӑм тӑван ҫак пӗлтерӗве конгресра илтни ҫинчен аса илнӗ. «Ҫакӑ хӗрарӑм тӑвансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ,— каланӑ вӑл.— Пирӗн валли ҫӗнӗ майсем уҫӑлчӗҫ». Ҫав ҫулсем хушшинче нумай тӑван Теократи ӗҫӗн шкулне ҫырӑнса Иеговӑран вӗренмелли майпа усӑ курнӑ. Халӗ эпир ӗҫлемелли кунсенче иртекен тӗлпулусенче ҫавӑн пек пӗлӳ илсе тӑратпӑр. (Исаия 54:13 вуласа пар.)

18, 19. а) Халӗ эпир сӑваплӑ ӗҫе тума пулӑшакан усӑллӑ канашсене мӗнле илсе тӑратпӑр? ӑ) Мӗншӗн эпир хамӑр тӗлпулусенче юрлатпӑр? («Чӑнлӑха кӗвӗлесе юрлани» рамкӑна пӑхӑр.)

18 Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ. 1919 ҫултах ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелеме пулӑшакан тӗлпулусем ирттернӗ. Анчах та вӑл вӑхӑтра ҫав тӗлпулусене пухури тӑвансем пурте ҫӳремен, литература салатакансем ҫеҫ ҫӳренӗ. 1923 ҫулта ҫур ҫул ытла сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗсем уйӑхра пӗрре иртнӗ, вӗсенче вара пухури тӑвансен пурин те пулмалла пулнӑ. 1928 ҫул тӗлнелле пухусене сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвне кашни эрнере ирттерме ӳкӗтленӗ, 1935 ҫулта вара «Хурал башнинче» пур пухӑва та сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвне «Руководствӑран» илнӗ материалпа усӑ курса ирттерме хавхалантарнӑ (каярахпа ӑна «Информатор» ятпа, унтан вара «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» ятпа пӗле пуҫланӑ). Кӗҫех ҫак тӗлпулу кашни пухӑвӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ.

19 Халӗ эпир сӑваплӑ ӗҫе тума пулӑшакан усӑллӑ канашсене ӗҫлемелли кунсенче иртекен тӗлпулусенче илетпӗр (Матф. 10:5—13). Эсир ӗҫ тетрадьне илсен, ӑна тӗпчетӗр-и тата унти канашсемпе сӑваплӑ ӗҫре усӑ куратӑр-и?

Ҫулталӑкра пӗрре пулакан чи кирлӗ тӗлпулу

Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Христосӑн вилӗмне аса илмелли ҫулталӑкра пӗрре пулакан уява паллӑ тӑваҫҫӗ

Пӗрремӗш ӗмӗртен пуҫласа христиансем Иисусӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне паллӑ тума пӗрле пухӑнаҫҫӗ (20-мӗш абзаца пӑхӑр.)

20—22. а) Мӗншӗн эпир Христосӑн вилӗмне аса илсе паллӑ тӑватпӑр? ӑ) Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче кашни ҫул пулни сире мӗнле усӑ парать?

20 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй киличченех хӑйӗн вилӗмне аса илсе паллӑ тума хушнӑ. Пасха пекех, Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне ҫулталӑкра пӗрре паллӑ тӑваҫҫӗ (1 Кор. 11:23—26). Кашни ҫул ҫак тӗлпулӑва миллион-миллион ҫын килет. Вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене хӑйсене пысӑк чыс панине — Христоспа пӗрле Патшалӑха еткерлӗхе илнине — аса илтерсе тӑрать (Рим 8:17). Урӑх сурӑхсене вӑл Турӑ Патшалӑхӗн Патшине чӗререн хисеплеме тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнма хавхалантарать (Иоанн 10:16).

21 Расселл тӑванпа унӑн юлташӗсем Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявлама кирлине ӑнланнӑ тата ӑна ҫулталӑкра пӗрре ҫеҫ паллӑ тумаллине пӗлнӗ. 1880 ҫулхи апрельте тухнӑ «Хурал башнинче» каланӑ: «Темиҫе ҫул хушши эпир Питсбургра... Пасхӑна [Каҫхи апат уявне] паллӑ тӑвас тата пирӗн Ҫӳлхуҫан кӗлеткипе юнне сӑнласа паракан символсене тутанас йӑлана тытса тӑратпӑр». Кӗҫех Каҫхи апат уявӗ ячӗпе конгрессем ирттерме пуҫланӑ. Ҫавӑн пек конгрессем ҫинчен ҫырса хунисенчен, упранса юлнисенчен, пӗрремӗшӗ вӑл 1889 ҫулта иртнӗ конгресс ҫинчен ҫырса хуни пулнӑ. Ҫав конгресра 225 ҫын пулнӑ тата 22 ҫын шыва кӗнӗ.

22 Халӗ Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ конгрессен программине кӗмест, анчах та эпир кашни ҫул хамӑр таврари пур ҫынна та хамӑрпа пӗрле ҫав уява паллӑ тума Патшалӑх залне е арендӑна илнӗ ҫурта чӗнетпӗр. 2013 ҫулта Иисусӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне 19 миллион ытла ҫын килнӗ. Ҫулталӑкра пӗрре пулакан ҫак чи кирлӗ тӗлпулӑва килесси пирки кӑна мар, ҫак уява ыттисене чӗнесси пирки те эпир пысӑк чыс тесе шутлатпӑр! Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне эсир кашни ҫул май ҫитнӗ таран нумай ҫынна чӗнме тӑрӑшатӑр-и?

Пирӗн шухӑш-кӑмӑл пирӗн ҫинчен мӗн калать

23. Эсир пирӗн тӗлпулусем ҫине мӗнле пӑхатӑр?

23 Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнакансем пӗрле пухӑнма хушакан ӳкӗте пурнӑҫлама йывӑр тесе шутламаҫҫӗ (Евр. 10:24, 25; 1 Иоанн 5:3). Сӑмахран, Давид патша Иеговӑн ҫуртне пуҫҫапма кайма юратнӑ (Пс. 26:4). Уйрӑмах ӑна Турра юратакан ытти ҫынсемпе ҫакна тума килӗшнӗ (Пс. 34:18). Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл ҫамрӑк чухнех хӑйӗн Ашшӗне пуҫҫапмалли ҫуртра пулма питӗ юратнӑ (Лука 2:41—49).

Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе пӗрле мӗн чухлӗ вӑйлӑрах пухӑнас килни эпир Турӑ Патшалӑхне ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӗненнине кӑтартса парать

24. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени пире валли мӗнле майсем уҫса парать?

24 Тӗлпулусене ҫӳренипе эпир Иеговӑна юратнине тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене хавхалантарасшӑн пулнине кӑтартатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем пек пулма питӗ вӗренесшӗн пулнине кӑтартатпӑр, мӗншӗн тесен тӗлпулусенче тата конгрессенче эпир шӑп ҫавӑн пек пӗлӳ илетпӗр те. Унсӑр пуҫне, хамӑр тӗлпулусенче эпир хальхи вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗ тӑвакан чи кирлӗ ӗҫе — Иисус Христос Патшан вӗренекенӗсене хатӗрлес ӗҫе — тума пулӑшакан ӑсталӑхпа вӑй илетпӗр. (Матфей 28:19, 20 вуласа пар.) Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе пӗрле мӗн чухлӗ вӑйлӑрах пухӑнас килни эпир Турӑ Патшалӑхне ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӗненнине кӑтартса парать паллах. Айтӑр хамӑр тӗлпулусене яланах хаклар!

a Кашни эрнере иртекен тӗлпулусене ҫӳренисӗр пуҫне, кашни ҫемьене ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма, кашни христианина хӑй тӗллӗн вӗренме вӑхӑт уйӑрма хавхалантараҫҫӗ.

b 2013 ҫул тӗлнелле докладсем валли 180 ытла план хатӗрленӗ пулнӑ.

Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?

  • Мӗншӗн эпир пӗрле пухӑнатпӑр?

  • Пирӗн тӗлпулусенчен хӑшӗ сире уйрӑмах килӗшет тата мӗншӗн?

  • Эсир тӗлпулусем ҫине мӗнле пӑхни сирӗн ҫинчен мӗн калать? Ӑнлантарса парӑр.

Конгреса килнӗ делегатсем «Христианла Грек Ҫырӑвӗсене — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» аллисенче тытса тӑраҫҫӗ

ТУРРӐН ХАЛӐХНЕ ПӖРЛЕШТЕРЕКЕН ҪУЛСЕРЕНХИ ТӖЛПУЛУСЕМ

ИЕГОВА Израильти арҫынсене Иерусалима ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пухӑнма хушнӑ (Тух. 23:14—17; Лев. 23:34—36). Иисуса ывӑллӑха илнӗ Иосиф хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине хӑйӗнпе пӗрле Иерусалима ҫавӑн пек уявсене илсе кайнӑ. Израильти ытти арҫынсем те ҫавӑн пек тунӑ пулмалла. Ҫавӑн пекех Туррӑн хальхи халӑхӗ те ҫулталӑкра виҫӗ хутчен конгрессенче пухӑнать. Хӑш-пӗр конгрессем Туррӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗшӗн ҫак юлашки кунсенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗҫ. Аяларах ҫавӑн пек темиҫе конгресс ҫинчен тата мӗншӗн вӗсем пӗлтерӗшлӗ пулса тӑни ҫинчен каланӑ.

  • 1919 ҫул. Сидар-Пойнт (Огайо штачӗ, АПШ)

    Ҫакӑ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн иртнӗ пӗрремӗш пысӑк конгресс пулнӑ.

    Конгресс ырӑ хыпар сарас ӗҫе ҫӗнӗрен вӑй илме панӑ.

    «Ылтӑн ӗмӗр» (халӗ «Вӑранӑр!») журнал тухасси ҫинчен пӗлтерӳ тунӑ.

  • 1922 ҫул. Сидар-Пойнт (Огайо штачӗ)

    «Патшалӑх» ятлӑ доклад ырӑ хыпара анлӑрах сарма хавхалантарнӑ. Ҫак доклад вӑхӑтӗнче «Патшапа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерӗр, пӗлтерӗр, пӗлтерӗр» тесе чӗнсе каланӑ.

  • 1931 ҫул. Колумбус (Огайо штачӗ)

    Эпир Иегова Свидетелӗсем ята илтӗмӗр.

  • 1935 ҫул. Вашингтон

    Эпир Ӳлӗмхине 7:9-мӗшӗнче каланӑ «имсӗр-сумсӑр ҫын» ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнассине ӑнланса илтӗмӗр.

  • 1942 ҫул. Пӗтӗм тӗнчипе 85 хулара иртнӗ «Ҫӗнӗ тӗнче» теократи конгресӗ

    «Мир. Нумая тӑсӑлӗ-ши вӑл?» текен докладра Ӳлӗмхине 17-мӗш сыпӑкри пророкла сӑмахсене ӑнлантарса панӑ та Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене тата ытларах пухма май пулӗ тесе каланӑ.

  • 1950 ҫул. «Теократи ӳсӗмӗ» ятлӑ конгресс

    «Христианла Грек Ҫырӑвӗсем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тухни ҫинчен пӗлтерӳ тунӑ.

  • 1958 ҫул. «Турӑ ирӗкӗ» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери конгресс

    Нью-Йоркра иртнӗ ҫак конгресс пӗр хулара иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конгрессенчен чи пысӑкки пулнӑ — унта 123 ҫӗршывран килнӗ 250 000 делегат пулнӑ.

  • 1961 ҫул. «Туррӑн пӗрлешнӗ ӗҫлекенӗсем» ятлӑ конгресс

    Пӗр томлӑ «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тухни ҫинчен пӗлтерӳ тунӑ.

  • 1992 ҫул. «Ҫутӑ саракансем» ятлӑ конгресс

    Ҫакӑ Совет Союзӗ пулнӑ территоринче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш конгресс пулнӑ. Вӑл Санкт-Петербургра (Раҫҫей) иртнӗ.

  • 1993 ҫул. Киевра (Украина) иртнӗ «Турӑ вӗрентни» ятлӑ конгресс

    Чӑн христиансен историнче пӗр конгресра ҫавӑн чухлӗ ҫын шыва кӗни урӑх нихӑҫан та пулман — унта 7 402 ҫын шыва кӗнӗ.

  • 2011 ҫул. «Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!» ятлӑ конгресс

    Даниил кӗнекинчи 2-мӗш сыпӑкри пророкла сӑмахсене эпир унччен мӗнле ӑнланнине тӳрлетнӗ. Халӗ эпир тӑмпа хутӑштарнӑ тимӗр ура тупанӗ тӗнчери державӑна, Англипе Америкӑна, пӗлтернине тата Турӑ Патшалӑхӗ сӑнарлӑ кӗлеткене ҫапса аркатиччен ҫав держава тӗнчере тӗп вырӑн йышӑнса тӑрассине пӗлетпӗр.

  • 2014 ҫул. «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр!» ятлӑ конгресс

    Христосӑн Патшалӑхӗ пӗлӗтре йӗркеленсе кайнӑранпа 100 ҫул иртнине палӑртнӑ.

Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Турра мухтаса юрӑ юрлаҫҫӗ

«ЧӐНЛӐХА КӖВӖЛЕСЕ ЮРЛАНИ»

ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем ӑна чунтан парӑннине ун ҫинчен тата ун валли юрӑ юрланипе кӑтартма юратаҫҫӗ. Сӑмахран, Хӗрлӗ тинӗс патӗнче Иегова израильтянсене Египет ҫарӗнчен хӑтарсан, халӑх пархатарлӑ пулнине тата савӑнса тӗлӗннине чуна хумхантаракан юрӑпа кӑтартнӑ (Тух. 15:1—21). Каярахпа юрӑ юрласси храмра Иеговӑна пуҫҫапнин уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ (1 Ҫулс. 23:4, 5; 25:7). Пӗрремӗш ӗмӗрте Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Иегова патне хӑйсен мӗнле туйӑмсем пулнине мухтав юррисем юрланипе кӑтартнӑ (Матф. 26:30; Эф. 5:19).

Чарлз Расселлпа унӑн юлташӗсем чӑнлӑха ҫӗнӗрен уҫма пуҫланӑранпа эпир Иеговӑна пуҫҫапма нумай юрӑ кӗнекипе усӑ куртӑмӑр. 1896 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» юрӑ юрласси питӗ кирлӗ пулнине ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Чӑнлӑха кӗвӗлесе юрлани вӑл — чӑнлӑха Туррӑн ӗҫлекенӗсен ӑс-тӑнӗпе чӗри ӑшне кӗртсе хумалли лайӑх май».

«Ҫураҫнӑ хӗрӗн юррисем» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1879 ҫул

1879

«Миллениум шурӑмпуҫӗн сӑввисемпе мухтав юррисем» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1890 ҫул

1890

«Сионӑн ирхи савӑнӑҫлӑ юррисем» ятлӑ юрӑ кӗнекинчи «Ҫап-ҫутӑ ҫутаткӑҫ» ятлӑ юрӑн сӑмахӗсемпе нотисем. 1896 ҫул

1896

«Сионӑн савӑнӑҫлӑ юррисем» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1900 ҫул

1900

«Миллениум шурӑмпуҫӗн мухтав юррисем» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1905 ҫул

1905

«Патшалӑхӑн мухтав юррисем» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1925 ҫул

1925

«Иеговӑна мухтаса юрламалли юрӑсем» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1928 ҫул

1928

«Сӑваплӑ ӗҫӗн юррисем» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1944 ҫул

1944

«Иеговӑна мухтакан юрӑсем» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1950 ҫул

1950

«Хӑвӑр чӗрӗрте кӗвӗ каласа юрлӑр» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1966 ҫул

1966

«Иеговӑна мухтаса юрлӑр» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки. 1984 ҫул

1984

«Иеговӑна мухтаса юрлар» ятлӑ юрӑ кӗнекин хуплашки

2009

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр