Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • kr 19 сыпӑк, 202—208 с.
  • Иеговӑна мухтав кӳрекен ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑна мухтав кӳрекен ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ
  • Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Патшалӑх залӗсене туни
  • Пуянах мар ҫӗршывсенче ҫурт-йӗр тӑвасси
  • Хатӗр тӑрса ӗҫлекенсем
  • Пирӗн Патшалӑх залӗ — Турра пуҫҫапмалли вырӑн
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене мӗншӗн тата мӗнле туса лартаҫҫӗ?
    Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?
Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
kr 19 сыпӑк, 202—208 с.

19-МӖШ СЫПӐК

Иеговӑна мухтав кӳрекен ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ

СЫПӐК ТЕМИ

Пӗтӗм тӗнчипе ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ Патшалӑх ӗҫне тума пулӑшать

1, 2. а) Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗн ӗлӗкренех мӗн тӑваҫҫӗ? ӑ) Иегова мӗн хаклать?

ИЕГОВӐН хӑйне чунтан парӑннӑ ӗҫлекенӗсем мӗн ӗлӗкренех унӑн ятне мухтава кӑларакан ҫуртсем тунӑ. Сӑмахран, израильтянсем сӑваплӑ чатӑра тума хастарлӑ хутшӑннӑ тата ҫавна валли ним шеллемесӗр хӑйсен япалисене панӑ (Тух. 35:30—35; 36:1, 4—7).

2 Иегова ҫурт тумалли япаласем ҫине хӑйне чыс кӳрекен тата хӑй питӗ хаклакан япаласем ҫине пӑхнӑ пек пӑхмасть (Матф. 23:16, 17). Иегова хакласса та хӑйне пуринчен ытла чыс кӳрекен парнене — хӑйӗн ӗҫлекенӗсем хӑйне пуҫҫапнине, вӗсем чӗри хушнипе ӗҫлеме хатӗр пулнине тата тӑрӑшса ӗҫленине хаклать (Тух. 35:21; Марк 12:41—44; 1 Тим. 6:17—19). Мӗншӗн ку ҫавӑн пек? Мӗншӗн тесен ҫуртсем ӗмӗрлӗхе мар. Сӑмахран, сӑваплӑ чатӑрпа храм тӑрса юлман. Ҫак ҫурт-йӗрсем урӑх ҫук, анчах Иегова хӑйне чунтан парӑнса пурӑннӑ ӗҫлекенӗсен, ҫав ҫуртсене тума пулӑшнӑскерсен, уҫӑ кӑмӑллӑхне тата ӗҫӗсене манман. (1 Коринф 15:58; Еврейсем 6:10 вуласа пар.)

3. Ҫак сыпӑкра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Иеговӑн хальхи ӗҫлекенӗсем те пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑрӑшса тӑваҫҫӗ. Пирӗн Патша, Иисус Христос, ертсе пынипе тунӑ ҫитӗнӳсем тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ! Иегова эпир вӑй хунине пиллени уҫҫӑн курӑнать (Пс. 126:1). Ҫак сыпӑкра эпир ҫав тӗлӗшрен мӗн-мӗн тунине тата ҫав ӗҫсем Иеговӑна мӗнле мухтава кӑларнине сӳтсе явӑпӑр. Эпир ҫав ӗҫе хутшӑнакансем мӗн каланине те пӑхса тухӑпӑр.

Патшалӑх залӗсене туни

4. а) Мӗншӗн пуҫҫапмалли ҫуртсем нумайрах кирлӗ? ӑ) Мӗншӗн хӑш-пӗр филиалсене пӗрлештернӗ? («Филиалсене туни — мӗн кирлине шута илсе улшӑнусем тӑватпӑр» рамкӑна пӑхӑр.)

4 Ҫак кӗнекен 16-мӗш сыпӑкӗнче Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйне пуҫҫапмашкӑн пӗрле пуҫтарӑнма хушни ҫинчен каланӑччӗ (Евр. 10:25). Тӗлпулусем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫавӑн пекех ырӑ хыпар сарас кӑмӑла вӑйлатаҫҫӗ. Юлашки кунсем вӗҫленсе пынӑҫемӗн Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне ӳстерсе пырать. Ҫавна пула унӑн организацине кашни ҫул ҫӗр-ҫӗр пин ҫын килет (Ис. 60:22). Патшалӑх ҫыннисен шучӗ мӗн чухлӗ нумайрах ӳссе пырать, ҫавӑн чухлӗ ытларах Библие ӑнлантарса паракан литература пичетлемелле тата ҫавӑн чухлӗ нумайрах пуҫҫапмалли ҫуртсем тумалла.

5. Мӗншӗн «Патшалӑх залӗ» ят пирӗн залсемшӗн вырӑнлӑ ят? (Ҫавӑн пекех «„Ҫӗнӗ ҫутӑ“ чиркӳ» рамкӑна пӑхӑр.)

5 Иегова халӑхӗн хальхи историйӗн пуҫламӑшӗнчех, Библи Тӗпчекенсем тӗлпулусем валли хӑйсен вырӑнсем пулмаллине ӑнланса илнӗ. Турра пуҫҫапма тунӑ малтанхи ҫуртсенчен пӗрне вӗсем 1890 ҫулта Хӗвеланӑҫ Виргинире (АПШ) туса лартнӑ. 1930 ҫулсем тӗлнелле Иегова халӑхӗн туса е юсаса лартнӑ темиҫе зал пулнӑ, анчах та залсене ун чухне уйӑрса илмелли ятсем паман пулнӑ-ха. 1935 ҫулта Рутерфорд тӑван Гавайӑна кайса килнӗ, унта вара ҫӗнӗ филиал ҫумне тӗлпулусем валли зал туса лартас ӗҫ пынӑ. Рутерфорд тӑванран ҫак зала мӗнле ят памалла тесе ыйтсан, вӑл хуравланӑ: «Ӑна „Патшалӑх залӗ“ тесе ят парӑпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн тӗп ӗҫ вӑл — Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарасси» (Матф. 24:14). Ҫак ят тӑрса юлнӑ, вара ҫав зала кӑна мар, Иегова халӑхӗн пухӑвӗсем тӗл пулма усӑ куракан залсенчен нумайӑшне пӗтӗм тӗнчипе ҫак ятпа чӗнме пуҫланӑ.

Библи Тӗпчекенсен пухӑвӗ «„Ҫӗнӗ ҫутӑ“ чиркӳ» умӗнче тӑраҫҫӗ. 1890 ҫулсем

Библи Тӗпчекенсем «„Ҫӗнӗ ҫутӑ“ чиркӳ» ҫурчӗ умӗнче тӑраҫҫӗ

«„ҪӖНӖ ҪУТӐ“ ЧИРКӲ»

1880 ҫулсен вӗҫӗнче Маунт-Лукаутри (Хӗвеланӑҫ Виргини штачӗ) баптистсен пухӑвӗнчи ҫынсем нумайӑшӗ Библи Тӗпчекенсем пулса тӑнӑ. Пӗр вӑхӑт хушши вӗсем баптистсен чиркӗвӗнче пухӑннӑ — баптистсем те унта тӗлпулусем ирттернӗ. Ҫав ҫурта кам пӗрремӗш йышӑннӑ, ҫавсен ушкӑнӗ тӗлпулусем ирттернӗ курӑнать. Анчах та 1890 ҫул тӗлнелле пирӗн тӑвансем баптистсен чиркӗвӗнче пухӑнма пӑрахнӑ та хӑйсем валли зал туса лартнӑ.

Ҫак зал Иегова халӑхӗ хальхи вӑхӑтра пуҫҫапма туса лартнӑ малтанхи ҫуртсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ пулмалла. Ӑна «„Ҫӗнӗ ҫутӑ“ чиркӳ» ят панӑ, мӗншӗн тесен Библи Тӗпчекенсем вӗрентекен чӑнлӑхсем пирки Ҫырӑва ӑнланма пулӑшакан ҫӗнӗ ҫутӑ тесе шутланӑ. Ҫав залпа 1920 ҫулсем таранах усӑ курнӑ. Унта Александр Макмиллан тата пилигримсем теекен ытти ҫулҫӳрекен докладчиксем сӑмах тухса каланӑ. Ҫав залра «Пултарни ҫинчен фотодрамӑна» та кӑтартнӑ.

6, 7. Патшалӑх залӗсене хӑвӑрт туса лартни мӗн панӑ?

6 1970 ҫулсем тӗлнелле Патшалӑх залӗсем тата нумайрах кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тӑвансем темиҫе кун хушшинче илемлӗ те хӑтлӑ ҫуртсем тумалли ӑнӑҫлӑ меслет шутласа кӑларнӑ. 1983 ҫул тӗлнелле АПШра тата Канадӑра ҫав меслетпе усӑ курса 200-е яхӑн Патшалӑх залӗ туса лартнӑ. Ҫав ӗҫе туса ҫитерес тесе арҫын тӑвансем регионри строительство комитечӗсем (РСК) йӗркелесе яма пуҫланӑ. Ҫак меслет питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑран 1986 ҫулта Ертсе пыракан совет ҫав комитетсен статусне официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ, вара 1987 ҫулта АПШра регионри 60 строительство комитечӗ ӗҫлесе тӑнӑa. 1992 ҫул тӗлнелле Австралире, Аргентинӑра, Германире, Испанире, Мексикӑра, Францире, ЮАРта тата ытти ҫӗршывсенче РСК йӗркелесе янӑ. Патшалӑх залӗсене тата Конгресс залӗсене тӑвас ӗҫре тӑрӑшса ӗҫлекен тӑвансем пирӗн пулӑшӑва тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем тӑвакан ӗҫ — сӑваплӑ ӗҫӗн пайӗ.

7 Патшалӑх залӗсене ҫавӑн пек хӑвӑрт туса лартнине пула кӳршӗлле пурӑнакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме питӗ лайӑх майсем уҫӑлнӑ. Сӑмахран, Испанири пӗр хаҫатра Мартос хулинче Патшалӑх залӗ туни ҫинчен калакан «Ӗненӳ тусене куҫарать» ятлӑ статья тухнӑ. Унта ҫакӑн пек ыйту панӑ пулнӑ: «Мӗнле майпа эгоизмпа тулнӑ тӗнчере доброволецсем [Испанири] тӗрлӗ районсенчен Мартоса ҫурт туса лартма хӑйсен ирӗкӗпе килсе хӑвӑртлӑхӑн, пахалӑхӑн тата йӗркелӗхӗн пур рекордне ҫӗнетме пултарчӗҫ?» Статьяра ҫак ыйту ҫине пӗр доброволецӑн сӑмахӗсене илсе ҫапла хуравланӑ: «Сӑлтавӗ ансат: эпир — Иегова вӗрентнӗ халӑх».

ФИЛИАЛСЕНЕ ТУНИ — МӖН КИРЛИНЕ ШУТА ИЛСЕ УЛШӐНУСЕМ ТӐВАТПӐР

Бруклинра типографи ҫуртне туни. 1927 ҫул

Бруклинра пирӗн малтанхи типографи ҫурчӗсенчен пӗрне тӑваҫҫӗ. 1927 ҫул

ПАТШАЛӐХ ҫинчен калакан ырӑ хыпар сарас ӗҫ анлӑн сарӑлса пынӑҫемӗн пӗр ҫӗршыв хыҫҫӑн тепринче филиалсем туса лартнӑ. Пӗрремӗшне 1900 ҫулта Великобританире хута янӑ, иккӗмӗшне 1903 ҫулта — Германире, виҫҫӗмӗшне 1904 ҫулта — Австралире. Литература та нумайрах та нумайрах кирлӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа типографисем тумалла пулнӑ. Малтанхи типографисенчен пӗрремӗшӗ 1927 ҫулта Бруклинра (Нью-Йорк) туса лартнӑ сакӑр хутлӑ ҫурт пулнӑ. 2013 ҫулта Библисене, кӗнекесене тата журналсене 15 филиалра пичетленӗ.

Папуа — Ҫӗнӗ Гвинеяри филиал

Папуа — Ҫӗнӗ Гвинеяри 2010 ҫулта халалланӑ филиал ҫурчӗсем

1970 ҫулсен варринчен пуҫласа 1990 ҫулсен пуҫламӑшӗччен 60-а яхӑн ҫӗршывра филиалсем туса лартнӑ тата 30 филиала анлӑлатнӑ. Анчах та юлашки ҫулсенче хӑш-пӗр филиалсене пӗрлештернӗ. Мӗншӗн ҫавна тунине ӑнлантарса паракан хӑш-пӗр сӑлтавсем пирки 2013 ҫулта тухнӑ «Ежегодник Свидетелей Иеговы» кӑларӑмӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫыхӑну хатӗрӗсем тӗлӗшӗнчен тата пичет ӗҫӗ тӗлӗшӗнчен технологи аталанса пынине пула хӑш-пӗр пысӑк филиалсенче ӗҫлекенсен шучӗ чакнӑ. Ҫав пушаннӑ вырӑнсене унччен ытти ҫӗршывсенче пысӑках мар филиалсенче ӗҫленӗ тӑвансене вырнаҫтарма пултарнӑ. Халӗ пӗрлештернӗ филиалсенче опытлӑ Свидетельсен ушкӑнӗ Библие вӗрентес ӗҫшӗн тӑрӑшать».

Пуянах мар ҫӗршывсенче ҫурт-йӗр тӑвасси

8. Ертсе пыракан совет 1999 ҫулта мӗнле программӑна ырланӑ тата мӗншӗн?

8 ХХ ӗмӗр вӗҫӗнче пуянах мар ҫӗршывсенче Свидетельсен шучӗ питӗ хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ. Ҫавӑнти пухусем вӑй ҫитнӗ таран тӗлпулусем валли залсем тума тӑрӑшнӑ. Анчах та хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вӗсенчен кулнӑ та йӗрӗннӗ, мӗншӗн тесен вӗсен Патшалӑх залӗсем, ытти тӗнсен пуҫҫапмалли ҫурчӗсемпе танлаштарсан, начартарах курӑнса тӑнӑ. 1999 ҫулта Ертсе пыракан совет аталанса пыракан ҫӗршывсенче Патшалӑх залӗсене хӑвӑртрах тумалли программӑна ырланӑ. «Пӗр тикӗс [«пӗр танлӑх», ҪХ] пултӑр» тесе пуян ҫӗршывсенчи укҫа-тенкӗпе усӑ курма йышӑннӑ. (2 Коринф 8:13—15 вуласа пар.) Ҫав ҫӗршыври тӑвансем вара ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫре пулӑшма кӑмӑл тунӑ.

9. Мӗнле ӗҫе туса пӗтерме май ҫук пек туйӑннӑ, анчах та мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ?

9 Чи малтан ҫак ӗҫе туса пӗтерме май ҫук пек туйӑннӑ. 2001 ҫулхи отчетра аталанса пыракан 88 ҫӗршывра 18 300 ытла Патшалӑх залӗ туса лартмалла тесе каланӑ. Анчах та Туррӑн сывлӑшӗ тата пирӗн Патша Иисус Христос пулӑшнипе пурне те тума пулать (Матф. 19:26). Пӗр 15 ҫул хушшинче, 1999 ҫултан пуҫласа 2013 ҫулччен, ҫав программа тӑрӑх 26 849 Патшалӑх залӗ туса лартнӑb. Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе унчченхи пекех пиллесе тӑрать, ҫавӑнпа 2013 ҫулта ҫав ҫӗршывсенче 6 500-е яхӑн Патшалӑх залӗ кирлӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара кашни ҫул ҫӗр-ҫӗр ҫӗнӗ зал туса лартмалла.

Пуянах мар ҫӗршывра Иегова Свидетелӗсем Патшалӑх залне тӑваҫҫӗ

Пуянах мар ҫӗршывсенче Патшалӑх залӗсене тӑвасси хӑйне евӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑннӑ

10—12. Мӗнле майпа Патшалӑх залӗсене туса лартни Иеговӑн ятне мухтава кӑларать?

10 Мӗнле майпа Патшалӑх залӗсене туса лартни Иеговӑн ятне мухтава кӑларать? Зимбабвери филиалтан илнӗ отчетра каланӑ: «Ҫӗнӗ Патшалӑх залне туса лартнӑ хыҫҫӑн уйӑх хушшинче тӗлпулусене ҫӳрекен ҫынсен шучӗ, ялан тенӗ пекех, икӗ хут ӳсет». Нумай ҫӗршывра ҫакна асӑрхама пулать: Свидетельсен пуҫҫапма юрӑхлӑ вырӑн ҫук пулсан, ҫынсем вӗсемпе калаҫасшӑнах мар пек. Анчах та Патшалӑх залне туса лартсан, тӗлпулусене питӗ нумай ҫын килме пуҫланӑран тепӗр зал кирлӗ пулса тӑрать. Ҫав-ҫавах ҫынсем Иегова патне туртӑнасса та хитре ҫуртшӑн кӑна мар туртӑнаҫҫӗ. Ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшӑнакан христиансем чӑн-чӑн юрату кӑтартнине пула та ҫынсем Туррӑн организацийӗ ҫине урӑхларах пӑхма пуҫлаҫҫӗ. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

11 Индонези. Патшалӑх залне тунине сӑнаса тӑракан пӗр арҫын унта ӗҫлекенсем пурте доброволецсем пулнине пӗлсен каланӑ: «Эсир тӗлӗнмелле ҫынсем! Эпӗ сирӗнтен кашни чунне парса ӗҫленине куратӑп. Сире ҫакӑншӑн укҫа тӳлемеҫҫӗ пулин те, эсир савӑнса ӗҫлетӗр. Ман шутпа, сирӗн пек тӗн урӑх ҫук!»

12 Украина. Пирӗн стройка пыракан вырӑн патӗнчен кашни кун иртсе ҫӳрекен пӗр хӗрарӑм унта ӗҫлекенсем Иегова Свидетелӗсем пулнине тата вӗсем Патшалӑх залне тунине тавҫӑрса илнӗ. Вӑл каласа панӑ: «Мана Иегова Свидетелӗсем ҫинчен Свидетель пулса тӑнӑ хамӑн йӑмӑк каласа пачӗ. Ҫак стройкӑна сӑнаса тӑнӑ май манӑн та ҫак ҫемьен пайӗ пулса тӑрас килсе кайрӗ. Кунта эпӗ юратӑва ӗҫпе кӑтартнине куратӑп». Вӑл Библи вӗренме пуҫланӑ та 2010 ҫулта шыва кӗнӗ.

13, 14. а) Патшалӑх залне тунине сӑнаса тӑнӑ мӑшӑрӑн тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗренетӗр? ӑ) Сирӗн пуҫҫапмалли вырӑн Иеговӑн ятне чысласа тӑтӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

13 Аргентина. Патшалӑх залне тӑвас ӗҫшӗн яваплӑ пулнӑ арҫын тӑван патне пӗр мӑшӑр пырса тӑнӑ. Упӑшки каланӑ: «Эпир эсир мӗнле ӗҫленине тимлӗн сӑнаса тӑтӑмӑр, вара... Турӑ ҫинчен ҫак вырӑнта пӗлес терӗмӗр». Унтан вӑл ыйтнӑ: «Ҫакӑнта тӗлпулусене килме пире ирӗк паччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?» Ҫак мӑшӑр Библи вӗренме килӗшнӗ, анчах вӗсем пирӗн пӗтӗм ҫемьепе вӗренме пуҫласан ҫеҫ эпир ҫавна тӑвӑпӑр тенӗ. Тӑвансем хаваспах вӗсемпе килӗшнӗ.

14 Тен, сирӗн хӑвӑрӑн Патшалӑх залне тӑвас ӗҫе хутшӑнма май килмен, анчах та ҫав вырӑн Иеговӑн ятне чысласа тӑтӑр тесе эсир нумай енчен пулӑшма пултаратӑр. Сӑмахран, эсир хӑвӑр кампа Библи вӗренетӗр, кам патне тепӗр хут кайса килетӗр, ҫавсене тата ытти ҫынсене тӗлпулусене чун-чӗререн чӗнме пултаратӑр. Патшалӑх залне тирпейлес-юсас ӗҫре те сирӗн пулӑшма май пур. Унсӑр пуҫне хӑвӑр ҫӳрекен Патшалӑх залне пӑхса тӑрас тата пӗтӗм тӗнчипе залсем тума пулӑшас тесе укҫа уйӑрса хума пултаратӑр. (1 Коринф 16:2 вуласа пар.) Ҫак ӗҫсем пурте Иеговӑн ятне мухтава кӑлараҫҫӗ.

Хатӗр тӑрса ӗҫлекенсем

15—17. а) Ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫре чылайӑшне камсем тӑваҫҫӗ? ӑ) Пӗтӗм тӗнчери строительство программине хутшӑнакан мӑшӑрсем каланӑ сӑмахсенчен эсир мӗн пӗлтӗр?

15 Патшалӑх залне, Конгресс залне тата филиал ҫурчӗсене тӑвас ӗҫре чылайӑшне вырӑнти тӑвансем тӑваҫҫӗ. Анчах та вӗсене урӑх ҫӗршывсенче пурӑнакан тӑвансем, строительство ӗҫне пӗлекенскерсем, час-часах пулӑшаҫҫӗ. Ҫав доброволецсенчен хӑш-пӗрисем урӑх ҫӗршыври стройкӑра темиҫе эрне ӗҫлес тесе хӑйсен ӗҫӗсене майлаштараҫҫӗ. Теприсем вара нумай ҫул хушши ҫавӑн пек ӗҫлеҫҫӗ — вӗсем пӗр стройкӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн теприне куҫаҫҫӗ.

Тимо тата Лина Лаппалайненсем

Тимо тата Лина Лаппалайненсем (16-мӗш абзаца пӑхӑр.)

16 Пӗтӗм тӗнчери строительство программине хутшӑнасси хӑйне евӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑннӑ, анчах ҫакӑ нумай пиллӗх те кӳрет. Тимо тата Лина — Азири, Европӑри тата Кӑнтӑр Америкӑри ҫӗршывсенче Патшалӑх залӗсене, Конгресс залӗсене тата филиалсене тӑвас ӗҫре хутшӑннӑ. Тимо калать: «Юлашки 30 ҫул хушшинче манӑн ӗҫ вӑтамран та кашни икӗ ҫултан улшӑнатчӗ». Лина, 25 ҫул каялла Тимона качча тухнӑскер, калать: «Эпӗ Тимопа пӗрле вунӑ ҫӗршывра ӗҫлерӗм. Ҫӗнӗ апат-ҫимӗҫе, ҫӗнӗ ҫанталӑка, ҫӗнӗ чӗлхене, ырӑ хыпар сармалли ҫӗнӗ территорине хӑнӑхма тата ҫӗнӗ туссене тупма нумай вӑйпа нумай вӑхӑт кирлӗ»c. Ҫавӑн чухлӗ вӑй хума кирлех-ши? Лина хуравлать: «Йывӑрлӑхсем пысӑк пиллӗхсем пулса тӑраҫҫӗ. Христиансен юратӑвӗпе тараватлӑхӗ мӗн иккенне эпир хамӑр ҫинче туйса илтӗмӗр тата Иегова пирӗншӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине куртӑмӑр. Марк 10:29, 30 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсем пирӗн ҫинче мӗнле пурнӑҫланнине те эпир куртӑмӑр. Эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен пичче-шӑллӑмсене, аппа-йӑмӑксене тата аннесене ҫӗр хут ытларах илтӗмӗр». Тимо калать: «Хамӑр ӑсталӑхпа чи тивӗҫлӗ тӗллеве пурнӑҫлама — Патшан пурлӑхне ӳстерме — усӑ курни пирӗн кӑмӑла ҫырлахтармаллипех ҫырлахтарать».

17 Дарренпа Сара — Азире, Африкӑра, Европӑра, Вӑтаҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑра, ҫавӑн пекех Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ утравсенче ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсем мӗн панинчен чылай нумайрах илтӗмӗр тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсен йывӑрлӑхсем нумай пулнӑ пулин те, Даррен калать: «Ҫӗрӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан тӑвансемпе пӗрле ӗҫлесси вӑл — пирӗншӗн пысӑк чыс. Иеговӑна юратни, куҫа курӑнман ҫип пек, унӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене пурне те пӗрлештерсе тӑнине эпӗ куртӑм». Сара каласа парать: «Тӗрлӗ культурӑран тухнӑ тӑвансенчен эпӗ нумайӑшне вӗрентӗм! Вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе мӗнле ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнине курни мана та Иеговӑна чи лайӑххине пама хавхалантарать».

18. Псалом 109:1—3-мӗшӗнче ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсем халӗ мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?

18 Давид патша Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та, Патшалӑх ӗҫне туса тӑма хатӗр тӑрӗҫ тесе пророкла каланӑ. (Псалом 109:1—3 вуласа пар.) Кам Патшалӑх ӗҫне тума пулӑшса тӑрать, ҫавсем пурте ҫак пророкла сӑмахсене пурнӑҫлассине хутшӑнаҫҫӗ (1 Кор. 3:9). Пӗтӗм тӗнчери филиалсен темӗн чухлӗ ҫурчӗ, ҫӗр-ҫӗр Конгресс залӗ тата вун-вун пин Патшалӑх залӗ Турӑ Патшалӑхӗ чӑннипех пуррине тата вӑл ертсе пынине уҫӑмлӑн кӑтартса параҫҫӗ. Иегова чӑннипе мухтава тивӗҫлӗ, ҫавӑнпа та ӑна мухтав кӳрекен ӗҫре Иисус Христос Патшашӑн ӗҫлесе тӑрасси пирӗншӗн калама ҫук пысӑк чыс!

a 2013 ҫулта АПШра 132 РСК ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле ӗҫлеме 230 000 ытла доброволеца ирӗк панӑ. Кашни ҫул ҫак комитетсем 75-е яхӑн Патшалӑх залне тӑвас ӗҫе йӗркелесе тӑнӑ тата 900-е яхӑн зала ҫӗнӗрен туса лартма е юсама пулӑшнӑ.

b Ҫак хисеп шутне ҫав программӑра хутшӑнман ҫӗршывсенче туса лартнӑ Патшалӑх залӗсем кӗмеҫҫӗ.

c Тӗрлӗ ҫӗршывсенче филиалсемпе Патшалӑх залӗсене тума пулӑшакансем тата доброволецсем ытларах стройкӑра ӗҫлеҫҫӗ пулин те, вӗсем вырӑнти пухусене ырӑ хыпара каҫсерен тата канмалли кунсенче сарнипе пулӑшса тӑраҫҫӗ.

Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?

  • Мӗншӗн эпир пуҫҫапмалли ҫуртсем тата филиалсем тӑватпӑр?

  • Пирӗн ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ мӗнле майпа Иеговӑна мухтава кӑларать?

  • Пуҫҫапмалли ҫуртсене тума тата пӑхса тӑма эсир мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр