150-мӗш юрӑ
Пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлер
Пичетленӗ публикаци
Мӗн чӑн телей пире парать,
Ҫавна Иегова ӑнланать.
Уҫса парать вӑл тӗрлӗ ҫул,
Ӗҫлетпӗр уншӑн кашни кун.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Турӑшӑн ӗҫлеме
Пур вӑя хурар.
Халь пулӑшу ӑҫта кирлӗрех,
Ҫавӑнта пулар.
Мӗнпур ҫӗрте кашни ҫынна
Хыпар васкатпӑр калама.
Парасшӑн тӗрлӗ пулӑшу —
Пур ҫын та куртӑр юрату.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Турӑшӑн ӗҫлеме
Пур вӑя хурар.
Халь пулӑшу ӑҫта кирлӗрех,
Ҫавӑнта пулар.
Инҫе е ҫывӑх вырӑна
Эпир каятпӑр зал тума.
Хыпар сарма ют чӗлхепе
Тӗллев лартатпӑр вӗренме.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Турӑшӑн ӗҫлеме
Пур вӑя хурар.
Халь пулӑшу ӑҫта кирлӗрех,
Ҫавӑнта пулар.
(Ҫавӑн пекех Иоанн 4:35; Ап. ӗҫ. 2:8; Рим 10:14 пӑхӑр.)