Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 117 сыпӑк, 270 с.—271 с., 3 абз.
  • Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫӳлти пӳлӗмре
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Христоса сутаҫҫӗ тата арестлеҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисусӑн юлашки каҫхи апачӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус Пасхӑна юлашки хут паллӑ тӑвас вӑхӑт ҫывхарать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Ытларах пӗлӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 117 сыпӑк, 270 с.—271 с., 3 абз.
Иисус хӑйӗн 11 шанчӑклӑ апостолӗпе тӑрса юлсан Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне пуҫарса ярать

117-МӖШ СЫПӐК

Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ

МАТФЕЙ 26:21—29 МАРК 14:18—25 ЛУКА 22:19—23 ИОАНН 13:18—30

  • ИИСУС ХӐЙНЕ ИУДА ТЫТСА ПАРАССИ ҪИНЧЕН КАЛАТЬ

  • ИИСУС КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ПУҪАРСА ЯРАТЬ

Ҫак каҫах кӑшт маларах Иисус хӑйӗн апостолӗсен урисене ҫуса янипе вӗсене кӗҫӗне хума вӗрентнӗ. Халӗ вара, Пасха апатне ҫинӗ хыҫҫӑн, вӑл Давидӑн пророкла сӑмахӗсене илсе парать: «Варлӑ пурӑннӑ тусӑмах, хам шанса тӑниех, ман ҫӑкӑра ҫинӗ ҫынах мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ». Иисус ҫакна ҫапла ӑнлантарса парать: «Сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ» (Псалом 40:10; Иоанн 13:18, 21).

Апостолсем пӗр-пӗрин ҫине пӑха пуҫлаҫҫӗ, вара кашни ҫапла ыйтать: «Эпӗ мар-и, Ҫӳлхуҫамӑр?» Иуда Искариот та ҫак ыйтӑвах парать. Петр сӗтел хушшинче Иисус ҫумӗнче выртакан Иоанран кам пирки сӑмах пынине пӗлме ыйтать. Ҫавӑнпа Иоанн Иисус ҫумнерех тайӑлса: «Ҫӳлхуҫамӑр! кам вӑл?» — тесе ыйтать (Матфей 26:22; Иоанн 13:25).

Иисус хуравлать: «Эпӗ ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ». Вара сӗтел ҫинче ларакан чашӑк ҫине ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Иудӑна парать те калать: «Этем Ывӑлӗ пырасса Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пекех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ӑна ҫуралнинчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ» (Иоанн 13:26; Матфей 26:24). Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда ӑшне Сатана кӗрет. Ҫак ҫын, тахҫанах пӑсӑлса кайнӑскер, халӗ хӑйне пӗтӗмпех Шуйттан аллине парать, ҫапла вара «пӗтес ывӑл» пулса тӑрать (Иоанн 6:64, 70; 12:4; 17:12).

Иисус Иудӑна калать: «Мӗн тумаллине хӑвӑртрах ту». Иудӑра укҫа арчи пулнӑран ытти апостолсем Иисус ӑна «хамӑр валли уява мӗн кирлине илме хушать пулӗ е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать пулӗ тесе» шухӑшлаҫҫӗ (Иоанн 13:27—30). Анчах та Иуда Иисуса сутас тесе тухса каять.

Ҫав каҫах, Пасха апатне ҫинӗ вӑхӑтра, Иисус ҫӗнӗ уяв пуҫарса ярать. Вӑл ҫӑкӑр илет те кӗлӗре тав тӑвать, ҫӑкӑрне хуҫа-хуҫа апостолсене ҫиме парать. Иисус калать: «Ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, ӑна сирӗншӗн тытса параҫҫӗ; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19). Ҫӑкӑра пӗрин хыҫҫӑн теприне параҫҫӗ, апостолсем вара ӑна ҫиеҫҫӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус эрех тултарнӑ курка илет те кӗлӗре тав туса куркана апостолсене парать. Пурте ҫав куркаран ӗҫеҫҫӗ. Иисус калать: «Ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал» (Лука 22:20).

Ҫапла Иисус ҫӗнӗ уяв — хӑйӗн вилӗмне аса илмелли уява — пуҫарса ярать. Иисус хыҫҫӑн пыракансем ҫак уява кашни ҫул нисанӑн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уяв вӗсене Иисуспа унӑн Ашшӗ Турра шанчӑклӑ ҫынсене ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларас тесе мӗн тунине аса илтерсе тӑрӗ. Ҫӗнӗ уяв иудейсен Пасхинчен те аслӑрах, мӗншӗн тесен вӑл ӗненекен ҫынсене чӑн-чӑн ирӗклӗх ҫине тимлеттерет.

Иисус хӑйӗн юнӗ пирки «нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Юнӑм» тесе калать. Камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӗҫ, ҫавсем шутне шанчӑклӑ апостолсем тата вӗсем пек Христоса чунтан парӑннӑ ытти вӗренекенсем кӗреҫҫӗ. Вӗсен Иисуспа пӗрле унӑн Ашшӗн Патшалӑхӗнче пулмалла пулать (Матфей 26:28, 29).

  • Иисус Библирен сутӑнчӑкла хӑтланакан тусӗ ҫинчен калакан мӗнле пророкла сӑмахсене илсе парать тата ӑна мӗнле ӑнлантарать?

  • Иисус Иудӑна мӗн тума хушать, анчах ытти апостолсем унӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнланаҫҫӗ?

  • Иисус мӗнле ҫӗнӗ уяв пуҫарса ярать тата ҫав уява мӗнле тӗллевпе паллӑ тӑваҫҫӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр