Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 118 сыпӑк, 272 с.—273 с., 1 абз.
  • Кам аслӑраххи пирки тавлашни

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кам аслӑраххи пирки тавлашни
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӑл Вӗрентекенӗнчен каҫарма вӗреннӗ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Галилея тинӗсӗн ҫыранӗ хӗрринче
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Вӑл йывӑр вӑхӑтра та шанчӑклӑ пулнӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 118 сыпӑк, 272 с.—273 с., 1 абз.
Иисусӑн апостолӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашаҫҫӗ

118-МӖШ СЫПӐК

Кам аслӑраххи пирки тавлашни

МАТФЕЙ 26:31—35 МАРК 14:27—31 ЛУКА 22:24—38 ИОАНН 13:31—38

  • ИИСУС АПОСТОЛСЕНЕ ХӐЙСЕМ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХМА ВӖРЕНТЕТ

  • ИИСУС ХӐЙӖНЧЕН ПЕТР ТУНАССИ ПИРКИ МАЛТАНАХ КАЛАСА ХУРАТЬ

  • ИИСУСӐН ВӖРЕНЕКЕНӖСЕНЕ ЮРАТУ ТӐРӐХ ПӖЛЕҪҪӖ

Апостолсемпе пӗрле ирттернӗ юлашки каҫ Иисус вӗсен урисене ҫуса янипе вӗсене кӗҫӗне хума питӗ лайӑх вӗрентет. Вӑл ҫакна вӗсен пӗр ҫитменлӗх пур пирки тӑвать. Вӗсем Турра чунтан парӑннӑ, анчах вӗсене халӗ те пӗр ыйту — хӑйсенчен хӑшӗ аслӑрах пулни — канӑҫ памасть (Марк 9:33, 34; 10:35—37). Чапшӑн ҫунни ку хутӗнче те палӑрма пуҫлать.

Апостолсем «пӗр-пӗринпе хӑйсем хушшинче кама аслӑраххи тесе хисеплемелли пирки» тавлашма пуҫлаҫҫӗ (Лука 22:24). Иисуса вӗсем каллех хирӗҫме пуҫланине пӑхса ларма питӗ хӗн паллах! Вӑл вара мӗн тӑвать?

Иисус апостолсене вӗсем мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑшӑн тата хӑйсене мӗнле тытнӑшӑн ятлас вырӑнне вӗсене тӳсӗмлӗн ӑнлантарса пама пуҫлать: «Патшасем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, халӑхсене тытса тӑракансене „ырӑлӑх тӑвакансем“ теҫҫӗ; эсир апла мар [«Эсир унашкал ан пулӑр», ҪХ]... Хӑшӗ аслӑ — кӗрекере лараканни-и, ӗҫлесе тӑраканни-и?» Унтан вӑл вӗсене хӑйне яланах мӗнле тытнине аса илтерсе ҫапла калать: «Эпӗ вара — сирӗн хушшӑрта ӗҫлесе тӑракан тарҫӑ пек» (Лука 22:25—27).

Ҫитменлӗхсем пуррине пӑхмасӑрах апостолсем тӗрлӗ йывӑрлӑхсенче Иисуспа пӗрле пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл калать: «Манӑн Атте манпа килӗшӳ тунӑ пекех, эпӗ те сирӗнпе килӗшӳ тӑватӑп, патшалӑх пирки» (Лука 22:29, ҪТ). Ҫав арҫынсем — Иисусӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем. Вӑл вӗсемпе килӗшӳ тунине пула вӗсем Иисуспа пӗрле Патшалӑхра патшара ларӗҫ.

Апостолсем умӗнче чаплӑ пуласлӑх уҫӑлать пулин те, вӗсен хальлӗхе ҫитменлӗхсем пур-ха. Иисус вӗсене калать: «Шуйттан сире тулла алланӑ пек аллама ыйтрӗ» (Лука 22:31, ҪС). Тулла алланӑ чухне тырӑ пӗрчисем тӗрлӗ еннелле сапаланса каяҫҫӗ. Иисус асӑрхаттарать: «Кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: „кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем сапаланса кайӗҫ“ тесе ҫырнӑ» (Матфей 26:31; Захария 13:7).

Петр пӗр иккӗленмесӗр хуравлать: «Сан тӗлӗшрен пурте улталансан та, эпӗ нихӑҫан та улталанмӑп» (Матфей 26:33). Иисус Петра кӗҫӗр автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ манран тунӑн тесе калать. Анчах Иисус ҫакӑн пек те калать: «Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер» (Лука 22:32). Петр хӑйӗннех перет: «Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та, эпӗ Санран тунассӑм ҫук» (Матфей 26:35). Ытти апостолсем те ҫавнашкалах калаҫҫӗ.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене калать: «Манӑн сирӗнпе пӗрле пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр, халӗ Эпӗ сире иудейсене каланинех калатӑп: эсир Эпӗ каякан ҫӗре ҫитеймӗр». Унтан вӑл ҫакӑн ҫумне хушса ҫапла калать: «Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр. Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:33—35).

Иисусӑн хӑйсемпе пӗрле пуласси нумаях мар юлнӑ тенине илтсен Петр ыйтать: «Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каятӑн?» Иисус хуравлать: «Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ Ман хыҫҫӑн пыраймӑн, каярахпа Ман хыҫҫӑн пырӑн». Аптраса ӳкнӗрен Петр калать: «Ҫӳлхуҫамӑр! мӗншӗн-ха эпӗ Сан хыҫҫӑн халӗ пыраймастӑп? эпӗ Саншӑн чунӑма та парӑп» (Иоанн 13:36, 37).

Малалла Иисус хӑйӗн апостолӗсене Галилейӑна ырӑ хыпар сарма янӑ чухнехи вӑхӑта аса илтерет: ун чухне вӑл вӗсене укҫа та, апат валли хутаҫ та илмесӗр кайма хушнӑ (Матфей 10:5, 9, 10). Вӑл ыйтать: «Сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и?» Лешӗсем: «Ҫитменни нимӗн те пулмарӗ»,— тесе хуравлаҫҫӗ. Анчах та малашне вӗсен мӗн тумалла? Иисус вӗсене ҫакна тума хушать: «Халӗ ӗнтӗ михӗ [«укҫа енчӗкӗ», ҪХ] пурри миххине [«ӑна», ҪХ] илтӗр, хутаҫ та илтӗр; камӑн ҫук, вӑл тумтирне суттӑр та хӗҫ туянтӑр; калатӑп сире: Ман пирки „усал ҫынсен шутне кӗртнӗ“ тесе ҫырни пулса иртмелле. Ман ҫинчен ҫырни вӗҫленсе пырать» (Лука 22:35—37).

Иисус кунта хӑйне усал ҫынсемпе, е преступниксемпе, пӗрле юпа ҫине пӑталаса вӗлерес вӑхӑт ҫинчен калать. Ҫавӑн хыҫҫӑн ун хыҫҫӑн пыракансене питӗ хытӑ хӗсӗрлеме пуҫлӗҫ. Вӗсем ҫавна кӗтсе илме хатӗр тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа калаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр! акӑ кунта икӗ хӗҫ пур». Вӑл хуравлать: «Ҫитет» (Лука 22:38). Вӗсен икӗ хӗҫ пурри каярахпа Иисуса вӗсене тепӗр кирлӗ япалана вӗрентме май парӗ.

  • Апостолсем мӗн пирки тавлашаҫҫӗ, вара Иисус вӗсене мӗн калать?

  • Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсемпе килӗшӳ тунине пула мӗнле май уҫӑлать?

  • Петр мӗн пирки иккӗленмест, анчах Иисус ӑна мӗн калать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр