Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • T-36 1—4 с.
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
  • Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
  • Ҫавнашкал материал
  • Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?
    Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?
  • Ҫак тӗнче кам аллинче?
    Ҫак тӗнче кам аллинче?
  • Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?
    Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?
  • Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?
    Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?
Ытларах пӗлӗр
Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
T-36 1—4 с.
Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтӑваҫҫӗ

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Вӑл...

  • ҫын чӗринче вырнаҫнӑскер-и?

  • тӳпери пӗр-пӗр вырӑн-и?

  • пӗлӗтри правительство-и?

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ» (Даниил 2:44, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

«Пире Ывӑл панӑ; Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче — патшалӑх» (Исаия 9:6).

ҪАКӐ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ

  • Тӗрӗслӗхе юратакан правительство сирӗн пурнӑҫа лайӑхлатӗ (Исаия 48:17, 18).

  • Пулас ҫӗнӗ тӗнчере ҫирӗп сывлӑх тата телей пулӗ (Ӳлӗмхине 21:3, 4).

Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫынсем райра савӑнӑҫлӑн пахча-ҫимӗҫ лартса ӳстереҫҫӗ

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ-ШИ?

Пулать, ҫавна валли сахалтан та икӗ сӑлтав пур:

  • Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсем валли мӗн туса парассине Иисус кӑтартса панӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тата Туррӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те пултӑр тесе кӗлтума вӗрентнӗ (Матфей 6:9, 10). Иисус, Турӑ Патшалӑхӗн пулас Патши пулнӑ май, ҫак кӗлӗри сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланассине хӑй кӑтартнӑ.

    Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне выҫӑ ҫынсене тӑрантарнӑ, чирлисене сыватнӑ тата вилнисене чӗртсе тӑратнӑ! (Матфей 15:29—38; Иоанн 11:38—44.) Иисус ҫаксене тунипе ҫав Патшалӑх хӑйӗн ҫыннисем валли мӗнле чаплӑ пурнӑҫ туса парассине кӑтартса панӑ (Ӳлӗмхине 11:15).

  • Тӗнчере пулса пыракан ӗҫсем Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех килессине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Ҫав Патшалӑх ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫ туса хурас умӗн этемлӗх вӑрҫӑсене, выҫлӑха тата ҫӗр чӗтреннине пула асапланӗ тесе Иисус малтанах каласа хунӑ (Матфей 24:3, 7).

    Хальхи вӑхӑтра шӑп ҫапла пулса пырать те. Ҫавӑнпа та эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫав йывӑрлӑхсене пурне те кӗҫех татса парасса шанма пултаратпӑр.

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР-ХА

Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр илемлӗ пулать

Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ?

Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе ПСАЛОМ 36:29 тата ИСАИЯ 65:21—23 пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр