Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • bhs 3 сыпӑк, 29—39 с.
  • Турӑ ҫынсем валли мӗн туса парасшӑн?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ ҫынсем валли мӗн туса парасшӑн?
  • Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Ҫакӑнта вулӑр: Библи мӗне вӗрентет
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТУРРӐН ТӐШМАНӖ
  • ҪАК ТӖНЧЕН ПУҪЛӐХӖ КАМ?
  • САТАНАН ТӖНЧИНЕ МӖНЛЕ ПӖТЕРӖҪ?
  • ҪӖНӖ ТӖНЧЕ ҪЫВӐХ!
  • Мӗншӗн хӗн-асап ҫав тери нумай?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Пирӗнтен вӑйлӑраххисем пур
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Райра пурнӑҫ мӗнле пулнӑ?
    Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн
Ытларах пӗлӗр
Библи пире мӗне вӗрентет?
bhs 3 сыпӑк, 29—39 с.

3-МӖШ СЫПӐК

Турӑ ҫынсем валли мӗн туса парасшӑн?

1. Турӑ ҫынсене мӗнле тӗллевпе тунӑ?

ТУРӐ ҫынсем пирки чаплӑ тӗллев палӑртса хунӑ. Вӑл пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма, Адампа Евӑна, тунӑ та вӗсене хитре сада пурӑнма вырнаҫтарнӑ. Вӑл вӗсем ача-пӑчаллӑ пулччӑр, вара ҫынсем пӗтӗм ҫӗре рай туса хуччӑр тата чӗрчунсемшӗн тӑрӑшчӑр тенӗ. (Пултарни 1:28; 2:8, 9, 15; 6-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

2. а) Турӑ хӑй мӗн тума палӑртса хунине пурпӗр пурнӑҫлассине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Турӑ ҫӗр ҫинче мӗнле ҫынсене пурӑнтарасшӑн тата вӗсене мӗн чухлӗ пурӑнтарасшӑн?

2 Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫынсем каллех райра пурӑнма пуҫлӗҫ-ши? Иегова ҫакӑн пек сӑмах парать: «Эпӗ... палӑртса хутӑм — тумасӑр хӑвармастӑп» (Исаия 46:9—11; 55:11). Вӑл мӗн палӑртса хунӑ, ҫавна пурпӗр тӑвать — ӑна никам та, нимӗн те чараймасть. Иегова «ӑна [ҫӗре] кӑлӑхах пултарман», апла пулсан, вӑл ӑна хӑй палӑртса хунӑ тӗллевпе тунӑ (Исаия 45:18). Вӑл ҫынсене ҫӗр ҫинче пурӑнтарасшӑн. Анчах та Турӑ мӗнле ҫынсене унта пурӑнтарасшӑн тата вӗсене мӗн чухлӗ пурӑнтарасшӑн? Библире каланӑ: «Тӳрӗ [е Турра итлекен] ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29; Ӳлӗмхине 21:3, 4).

3. Ҫынсем чирленине тата вилнине кура мӗнле ыйту сиксе тухма пултарать?

3 Анчах та хальхи вӑхӑтра ҫынсем чирлеҫҫӗ тата вилеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ тата пӗр-пӗрне вӗлереҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, Турӑ ҫавӑн пек тӑвасшӑн пулман. Апла пулсан, мӗнле майпа тата мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухнӑ? Библи кӑна ҫакна ӑнлантарса пама пултарать.

ТУРРӐН ТӐШМАНӖ

4, 5. а) Евӑпа ҫӗлен урлӑ кам калаҫнӑ? ӑ) Ҫын мӗнле майпа вӑрӑ пулса тӑма пултарать?

4 Туррӑн тӑшман пур. Библире ун пирки «шуйттан тата сатана» тенӗ. Пӗррехинче Эдем пахчинче Сатана ҫӗлен урлӑ Евӑпа калаҫма пуҫланӑ (Ӳлӗмхине 12:9; Пултарни 3:1). Вӑл ҫӗлен калаҫнӑ пек кӑтартнӑ, тӗрӗссипе вара, вӑл хӑй калаҫнӑ. (7-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

5 Апла пулсан, Сатана Шуйттана Турӑ тунӑ-и? Ҫук! Тӳпери пӗр ангел, Турӑ ҫӗре тунӑ чухне, усалланса кайнӑ та Шуйттан пулса тӑнӑ (Иов 38:4, 6, 7). Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ха? Пӗр-пӗр ҫын мӗнле майпа вӑрӑ пулса тӑрать? Ҫын вӑрӑ пулса ҫуралмасть. Анчах та пӗррехинче унӑн ют япалана илес килсе каять. Вӑл ҫавӑн ҫинчен малалла шухӑшлать пулсан, унӑн ҫав усал ӗҫе тӑвас шухӑш вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пырать. Унтан, май сиксе тухсанах, вӑл ют япалана илет. Ҫапла вӑл вӑрӑ пулса тӑрать — ӑна никам та ҫавна тума хистемен. (Иаков 1:13—15 вуласа парӑр; 8-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

6. Мӗнле майпа пӗр ангел Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑнӑ?

6 Ҫав ангелпа та шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ. Адампа Евӑна тунӑ хыҫҫӑн Иегова вӗсене ача-пӑчаллӑ пулӑр тата «ҫӗре туллиех» тултарӑр тенӗ (Пултарни 1:27, 28). Ҫав ангел вара, тен, ҫакӑн пек шухӑшланӑ: «Ҫав ҫынсем пурте Иеговӑна мар, мана пуҫҫапма пултараҫҫӗ!» Вӑл ҫавӑн ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах шухӑшланӑ, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах унӑн ҫавна тӑвас килсе пынӑ. Вӑл Иеговӑнне илесшӗн — ҫынсене хӑйне пуҫҫаптарасшӑн пулать. Ҫавӑнпа вӑл Евӑна суя каласа улталанӑ. (Пултарни 3:1—5 вуласа парӑр.) Ҫапла тунипе вӑл Сатана Шуйттан, Туррӑн тӑшманӗ, пулса тӑнӑ.

7. а) Мӗншӗн Адампа Ева вилнӗ? ӑ) Мӗншӗн эпир ватӑлатпӑр тата вилетпӗр?

7 Адампа Ева Турра итлемен те ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫинӗ (Пултарни 2:17; 3:6). Ҫапла вӗсем ҫылӑха кӗнӗ. Вара Иегова вӗсене каланӑ пек пулса тухнӑ — вӗсем пӗр вӑхӑт иртсен вилнӗ (Пултарни 3:17—19). Адампа Евӑн ачисем ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ, ҫавӑнпа вӗсем те вилнӗ. (Рим 5:12 вуласа парӑр.) Мӗншӗн Адампа Евӑн ачисем ҫылӑхлӑ ҫуралнине ӑнланас тесе пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Сӑмахран, сирӗн ҫӑкӑр пӗҫермелли формӑра путӑк пур тейӗпӗр. Ҫав формӑпа ҫӑкӑр пӗҫерсен, ҫӑкӑрӑн та ҫавӑн пек путӑк пулӗ. Турра итлеменнипе Адам ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Адамран пулса кайнӑран эпир пурте ҫылӑхлӑ ҫуралатпӑр, урӑхла каласан, пирӗн пурин те «путӑк» пур. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир, ҫылӑхлӑ пулнӑран, ватӑлатпӑр тата вилетпӗр. (Рим 3:23; 9-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

8, 9. а) Сатана Адампа Евӑна мӗне ӗнентересшӗн пулнӑ? ӑ) Мӗншӗн Иегова пӑлхавҫӑсене тӳрех пӗтермен?

8 Адампа Евӑна Турра итлемесӗр пурӑнма хӗтӗртнипе Сатана, тӗрӗссипе каласан, Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Вӑл Адампа Евӑна Иегова суеҫӗ, япӑх пуҫлӑх тата вӑл сирӗншӗн тӑрӑшмасть тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Сатана ҫынсене Турӑ кирлӗ мар тата вӗсем хӑйсемех ыррипе усаллине уйӑрса илме пултараҫҫӗ тенӗ. Ҫакна кура Иеговӑн мӗн тумалла пулнӑ? Вӑл ҫав пӑлхавҫӑсене пӗтерсе хурса ҫав пӑлхава путлантарса лартма пултарнӑ. Анчах та ҫакӑ Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук.

9 Иегова ҫав пӑлхавҫӑсене тӳрех пӗтерес темен. Ун вырӑнне вӑл ҫынсем пӗр-пӗринпе хуҫаланса пурӑнччӑр тесе вӗсене вӑхӑт панӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫакӑ Сатана суеҫӗ пулнине тата ҫынсем Туррӑн влаҫне пӑхӑнса пурӑнсан ҫеҫ телейлӗ пулма пултарнине уҫӑмлӑн кӑтартса панӑ пулӗччӗ. Ҫакӑн ҫинчен эпир ҫак кӗнекен 11-мӗш сыпӑкӗнчен тӗплӗнрех пӗлӗпӗр. Сирӗн шутпа, Адампа Ева хӑйсене тӗрӗс тытнӑ-ши? Вӗсен Сатанана ӗненме тата Турра итлемесӗр тӑма сӑлтав пулнӑ-ши? Иегова Адампа Евӑна мӗн кирлине пурне те панӑ. Вӑл вӗсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫ парнеленӗ, пурӑнма питӗ илемлӗ вырӑн туса панӑ тата савӑнӑҫ кӳрекен ӗҫ панӑ. Сатана вара вӗсене нимӗн те паман. Эсир вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, мӗн суйласа илнӗ пулӑттӑр?

10. Пирӗн кашнин мӗн суйласа илмелле?

10 Хальхи вӑхӑтра эпир те ҫавнашкал лару-тӑрурах. Эпир мӗн суйласа илесси пирӗнтен хамӑртан килет: эпир е Иеговӑна итлесе пурӑнас тейӗпӗр е Сатанана. Эпир Иеговӑна хамӑрӑн Пуҫлӑх вырӑнне хурса ӑна пӑхӑнса пурӑнас терӗмӗр пулсан, Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе парӑпӑр. Анчах та Сатанана хамӑр пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса пурӑнас терӗмӗр пулсан, ҫакӑ вара вилӗм патне ҫеҫ илсе пырӗ (Псалом 72:28; Ытарӑшсем 27:11 вуласа парӑр). Хальхи вӑхӑтра ҫынсенчен сахаллӑшӗ кӑна Турра итлесе пурӑнать. Унсӑр пуҫне, ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ — Турӑ мар. Апла пулсан, кам-ши вӑл ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ?

ҪАК ТӖНЧЕН ПУҪЛӐХӖ КАМ?

Сатана ҫак тӗнчери патшалӑхсене, е правительствӑсене, пурне те Иисуса сӗнет

Ҫак тӗнчери мӗнпур патшалӑх Сатанан пулман пулсан, вӑл вӗсене Иисуса сӗнме пултарнӑ пулӗччӗ-ши?

11, 12. а) Сатана мӗнпур патшалӑха Иисуса сӗннинчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр? ӑ) Сатана ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ пулнине Библи мӗнле кӑтартса парать?

11 Иисус ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ кам пулнине пӗлнӗ. Пӗррехинче Сатана «тӗнчери мӗнпур патшалӑха, вӗсенӗн чапне» кӑтартнӑ та Иисуса ҫакӑн пек сӑмах панӑ: «Мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакна пурне те Сана парӑп» (Матфей 4:8, 9; Лука 4:5, 6). Ҫав патшалӑхсем Сатанан пулман пулсан, вӑл вӗсене Иисуса сӗнме пултарнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук паллах. Апла пулсан, пур правительство та Сатанан аллинче.

12 Тен, сирӗн ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ: «Мӗнле-ха Сатана ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ пулма пултартӑр? Иегова, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, пурне те тунӑ мар-и-ха?» (Ӳлӗмхине 4:11.) Ҫапла, Турӑ пурне те тунӑ, анчах та Сатана пирки Иисус «ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ» тесе тӳррӗн каланӑ (Иоанн 12:31; 14:30; 16:11). Павел апостол Сатана Шуйттан пирки «ҫак тӗнченӗн турри» тенӗ (2 Коринф 4:3, 4). Иоанн апостол «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ]» тесе ҫырнӑ (1 Иоанн 5:19).

САТАНАН ТӖНЧИНЕ МӖНЛЕ ПӖТЕРӖҪ?

13. Мӗншӗн пире ҫӗнӗ тӗнче кирлӗ?

13 Ҫак тӗнче усаллансах-усаллансах пырать. Вӑрҫӑсем, пусмӑрласси, тӗрӗсмарлӑх тата икӗпитлӗх пирӗн пурнӑҫа питӗ йывӑрлатать. Ҫынсем тем пек тӑрӑшсан та, ҫав йывӑрлӑхсене татса пама пултараймаҫҫӗ. Анчах Турӑ кӗҫех ҫак усал тӗнчене Армагеддон вӑрҫинче тӗп тӑвӗ те ун вырӑнне ҫӗнӗ тӗнче туса хурӗ, унта вара тӳрӗлӗх пулӗ. (Ӳлӗмхине 16:14—16; 10-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

14. Иегова хӑйӗн Патшалӑхӗн Патши пулма кама суйласа лартнӑ? Иисус ҫинчен Библире малтанах мӗн каласа хунӑ пулнӑ?

14 Иегова хӑйӗн Патшалӑхӗн, е тӳпери правительствин, Патши пулма Иисус Христоса суйласа лартнӑ. Темиҫе пин ҫул каяллах Библире Иисус «Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ» пулса ертсе пырӗ тата унӑн влаҫӗ нихӑҫан та пӗтмӗ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Исаия 9:6, 7). Шӑп ҫав правительство пирки Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (Матфей 6:10). Ҫак кӗнекен 8-мӗш сыпӑкӗнче эпир мӗнле майпа Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре тытса тӑракан пӗртен-пӗр правительство пулса тӑрассине пӗлӗпӗр. (Даниил 2:44 вуласа парӑр.) Унтан Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре рай туса хурӗ. (11-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

ҪӖНӖ ТӖНЧЕ ҪЫВӐХ!

Ҫынсем ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ: вӗсем юрлаҫҫӗ тата музыка инструменчӗсемпе выляҫҫӗ

15. Мӗн вӑл «ҫӗнӗ ҫӗр»?

15 Библире ҫакӑн пек сӑмах пани пур: «Эпир ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре кӗтетпӗр, унта тӳрӗлӗх пулӗ» (2 Петр 3:13, ҪХ; Исаия 65:17). Библире хӑш-пӗр чухне «ҫӗр» текен сӑмах ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсене пӗлтерет (1 Ҫӳлсеренхи 16:31). Ҫавӑнпа «ҫӗнӗ ҫӗр» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ Турра итлекен тата Турӑ пиллекен тӳрӗ ҫынсене пӗлтерет.

16. Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнакансене Турӑ мӗн парнелӗ тата ҫав парнене илес тесен пирӗн мӗн тумалла?

16 Иисус ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнакансем «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ» илӗҫ тесе сӑмах панӑ (Марк 10:30). Ҫав парнене илес тесен пирӗн мӗн тумалла? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне тупас тесе, тархасшӑн, Иоанн 3:16 тата Иоанн 17:3 вуласа тухӑр. Халӗ вара Библире ҫӗр ҫинчи пулас рай ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухар.

17, 18. Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе мир пулассине тата хамӑра хӑрушсӑрлӑхра туяссине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

17 Усаллӑх, вӑрҫӑсем, йӗркесӗрлӗх тата пусмӑр пулмӗ. Ҫӗр ҫинче урӑх усал ҫынсем пулмӗҫ (Псалом 36:10, 11). Турӑ «вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса» лартӗ (Псалом 45:10; Исаия 2:4). Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе Турра юратакан тата ӑна итлесе пурӑнакан ҫынсем пурӑнӗҫ. Ҫӗр ҫинче яланах тӑнӑҫлӑх, е мир, пулӗ (Псалом 71:7).

18 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем канӑҫлӑн, ним хӑрамасӑр пурӑнӗҫ. Библире каланӑ вӑхӑтра израильтянсем Турра итлесе пурӑннӑ чухне канӑҫлӑ пурӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсене Турӑ хӳтӗленӗ (Левит 25:18, 19). Райра эпир никамран та, нимӗнрен те хӑрамӑпӑр. Эпир яланах хӑрушсӑрлӑхра пулӑпӑр! (Исаия 32:18; Михей 4:4 вуласа парӑр.)

19. Мӗншӗн эпир ҫӗнӗ тӗнчере апат-ҫимӗҫ нумай пулать тесе шанма пултаратпӑр?

19 Апат-ҫимӗҫ нумай пулӗ. «Тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ» (Псалом 71:16). Иегова «пирӗн Туррӑмӑр, пиллет пире», вара «ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫне» парать (Псалом 66:7).

20. Пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрасси пирки эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

20 Пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрӗ. Ҫынсен пурин те хитре ҫуртсемпе садсем пулӗҫ. (Исаия 65:21—24; Ӳлӗмхине 11:18 вуласа парӑр.) Пӗтӗм ҫӗр, Эдем сачӗ пекех, илемлӗ пулса тӑрӗ. Иегова яланах пире мӗн кирлине парса тӑрӗ. Библире ун пирки ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн аллуна уҫатӑн та — пур чуна та кӑмӑл курса тӑрантаратӑн» (Псалом 144:16).

21. Ҫынсемпе чӗрчунсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнассине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

21 Ҫынсемпе чӗрчунсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӗҫ. Чӗрчунсем урӑх нихӑҫан та ҫынсене сиен кӳмӗҫ. Ун чухне хальхи вӑхӑтра хӑрушлӑх кӳме пултаракан чӗрчунсенчен ачасем те хӑрамӗҫ. (Исаия 11:6—9; 65:25 вуласа парӑр.)

22. Иисус чирлисемшӗн мӗн тӑвӗ?

22 Чирсем пулмӗҫ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ҫынсене нумайӑшне сыватнӑ (Матфей 9:35; Марк 1:40—42; Иоанн 5:5—9). Анчах та пуласлӑхра вӑл, Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулнӑ май, пурне те сыватӗ. Вара никам та: «Эпӗ чирлӗ»,— тесе каламӗ (Исаия 33:24; 35:5, 6).

23. Вилнисемпе мӗн пулӗ?

23 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Турӑ миллион-миллион вилнӗ ҫынна чӗртсе тӑратма сӑмах парать. «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ». (Иоанн 5:25 вуласа парӑр; Апостолсен ӗҫӗсем 24:15.)

24. Райра пурӑнасси пирки эсир мӗн шутлатӑр?

24 Пирӗн пурин те суйласа илме май пур: е эпир Иегова ҫинчен пӗлсе пырӑпӑр та уншӑн ӗҫлесе пурӑнӑпӑр, е хамӑр мӗн тӑвас тенӗ пек туса пурӑнас тейӗпӗр. Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлес терӗмӗр пулсан, пирӗн чаплӑ пуласлӑх пулать. Иисус Христос вилес умӗн хӑйӗнпе пӗрле ҫумри юпа ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫынна ҫапла сӑмах панӑ: «Манпа пӗрле райра пулӑн» (Лука 23:43). Айтӑр Иисус Христос ҫинчен тата вӑл Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене мӗнле пурнӑҫласси ҫинчен нумайрах пӗлер.

ҪАК СЫПӐКРА

1. ТУРӐ ҪЫНСЕМ ВАЛЛИ МӖН ТУСА ПАРАСШӐН?

«Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).

Турӑ ҫынсене мӗншӗн тунӑ?

  • Пултарни 1:28

    Турӑ ҫынсем ача-пӑчаллӑ пулччӑр, пӗтӗм ҫӗре рай туса хуччӑр тата чӗрчунсемшӗн тӑрӑшчӑр тенӗ.

  • Исаия 46:9—11; 55:11

    Турӑ хӑй мӗн шутласа хунине пурпӗр пурнӑҫлать — ӑна никам та, нимӗн те чарма пултараймасть.

2. МӖНШӖН ҪАК ТӖНЧЕРЕ ПУРНӐҪ ЙЫВӐР?

«Пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ]» (1 Иоанн 5:19).

Тӗнчен пуҫлӑхӗ кам?

  • Иоанн 12:31

    Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ — Сатана.

  • Иаков 1:13—15

    Сатана хӑйӗн маррине илесшӗн пулнӑ.

  • Пултарни 2:17; 3:1—6

    Сатана Евӑна улталанӑ. Адампа Ева Турра итлемен, вара пӗр вӑхӑт иртсен вилнӗ.

  • Рим 3:23; 5:12

    Эпир вилетпӗр, мӗншӗн тесен пирӗн ҫине Адамран ҫылӑх куҫнӑ.

  • 2 Коринф 4:3, 4

    Сатана ҫынсене улталать.

3. ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ПУР ЙЫВӐРЛӐХА ТА ТАТСА ПАРӖ

«Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те... пултӑр» (Матфей 6:10).

Иегова мӗн тӑвӗ?

  • Даниил 2:44

    Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре тытса тӑракан пӗртен-пӗр правительство пулса тӑрӗ.

  • Ӳлӗмхине 16:14—16

    Турӑ ҫак усал тӗнчене Армагеддон вӑрҫинче тӗп тӑвӗ.

  • Исаия 9:6, 7

    Иегова хӑйӗн тӳпери правительствин Патши пулма Иисуса суйласа лартнӑ. Иисус пӗтӗм ҫӗре тытса тӑрӗ.

4. ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ҪӖРЕ РАЙ ТУСА ХУРӖ

«Хӑвӑн аллуна уҫатӑн та — пур чуна та кӑмӑл курса тӑрантаратӑн» (Псалом 144:16).

Турӑ Патшалӑхӗ пире валли мӗн туса парӗ?

  • Псалом 45:10

    Ҫӗнӗ тӗнчере усал ӗҫ тӑвасси, пусмӑр тата вӑрҫӑсем пулмӗҫ.

  • Исаия 32:18; 65:21—24

    Ҫӗнӗ тӗнчере пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе мирлӗ пурӑнӗҫ, пурин те хитре ҫурт тата сад пулӗ.

  • Псалом 71:16

    Апат-ҫимӗҫ нумай пулӗ.

  • Исаия 11:6—9

    Ҫынсемпе чӗрчунсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӗҫ.

  • Исаия 33:24; Апостолсен ӗҫӗсем 24:15

    Никам та чирлемӗ тата вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр