19-МӖШ УРОК
Итлекенсен чӗрисене хускат
Ытарӑшсем 3:1
ТӖЛЛЕВ. Итлекенсене хӑв мӗн калани мӗншӗн усӑллӑ пулнине курма пулӑш тата мӗн илтнипе пурнӑҫра усӑ курма хавхалантар.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Итлекенсене харпӑр хӑйне тӗрӗслесе пӑхма пулӑш. Шухӑшлаттаракан ыйтусем парса ҫынсене хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне тӗрӗслеме хавхалантар.
Ырӑ ӗҫсене таса шухӑшпа тума хавхалантар. Итлекенсене вӗсем ырӑ ӗҫсене мӗншӗн туни ҫинчен шухӑшлаттар. Ҫакна курма пулӑш: ырӑ ӗҫсене тума Иеговӑна, ҫывӑх ҫынсене тата Библие юратни хавхалантарса тӑмалла. Ятлас вырӑнне Библири канашсем ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине кӑтарт. Итлекенсене ан намӑслантар. Сана итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен ырӑ ӗҫсем тумашкӑн хӑйсем мӗн тума пултарнине пурне те тӑвас кӑмӑл ҫуралтӑр.
Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑш. Туррӑн паха енӗсем тата вӑл ҫынсене юратни Библири вӗрентӳсенче, принципсенче тата законсенче мӗнле курӑнса тӑнине палӑрт. Итлекенсене Иеговӑн туйӑмӗсене шута илме тата ӑна савӑнтарма хавхалантар.