Хатӗр тӑрӑр!
«Хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ» (МАТФ. 24:44).
1, 2. а) Библири пророкла каланӑ сӑмахсенчи мӗнле ӗҫсене тигр тапӑннипе танлаштарма пулать? ӑ) Пулас тапӑну сире мӗнле пырса тивет?
ПАЛЛӐ артист хӑйӗн алла хӑнӑхтарнӑ бенгали тигрӗсемпе нумай ҫул хушши шоу кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ: «Чӗрчун сана шанать пулсан, ҫакӑ вара саншӑн ҫут тӗнчери чи чаплӑ парне». Анчах та 2003 ҫулта октябрӗн 3-мӗшӗнче ҫав шанчӑк пӗтнӗ: 172 килограмм таякан шурӑ тигр пӗр сӑлтавсӑрах ун ҫине тапӑннӑ. Ҫавӑн пек тапӑнасса никам та кӗтмен, чӗрчунсене алла хӑнӑхтараканни вара ҫавна хатӗр пулман.
2 Библире те «тискер кайӑк» кӗтмен ҫӗртен тапӑнасси ҫинчен каланӑ. (Ӳлӗмхине 17:15—18 вуласа пар.) Кам вӑл ҫав «тискер кайӑк»? Кам ҫине вӑл тапӑнӗ? Тискер кайӑк вӑл — Пӗрлешнӗ Нацисен Организаципе пӗтӗм тӗнчери патшалӑхсем. Вӗсем аслӑ Вавилон, пур суя тӗн, ҫине тапӑнӗҫ те ӑна хаяррӑн тӗп тӑвӗҫ. Ҫакӑ нумайӑшне шалт тӗлӗнтерӗ, мӗншӗн тесен тискер кайӑкпа аслӑ Вавилон туссем пек курӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пурте Сатанан тӗнчи шутне кӗреҫҫӗ. Анчах ҫавӑ хӑҫан пулать? Ҫав кун ҫинчен те, ҫав сехет ҫинчен те эпир пӗлместпӗр (Матф. 24:36). Анчах та вӑл эпир кӗтмен-туман сехетре ҫитессине тата ҫав ӗҫ пуҫланиччен вӑхӑт сахалтарах та сахалтарах юлнине эпир пӗлетпӗр (Матф. 24:44; 1 Кор. 7:29). Ҫавӑнпа та Иеговӑпа Иисус мӗн тӑвассине кӗтсе илме пирӗн хатӗр пулмалла (Лука 21:28). Пире пулӑшакан пӗр япала вӑл — Библире каланӑ ҫынсен лайӑх тӗслӗхӗсӗне пӑхса тухасси. Вӗсем, Турӑ ӗлӗк йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсене сыхласа хӑварнӑ чухне сыхӑ, е хатӗр, тӑнӑ. Турӑ мӗн калани пурте тӗрӗс пулнине вӗсем курнӑ. Ҫавӑнпа та айтӑр вӗсенчен хӑш-пӗрисем мӗн тунине пӑхса тухар та вӗсем пек пулас тесе мӗн тумаллине курма тӑрӑшар.
Ной пек хатӗр тӑрӑр
3. Мӗнле лару-тӑрӑва пула Ноя Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлеме йывӑр пулнӑ?
3 Ной пурӑннӑ вӑхӑтра ҫӗр ҫинче лару-тӑру питӗ япӑх пулнӑ пулин те, Турӑ сӑмах пани пурнӑҫланассине курас тесе Ной хатӗр тӑнӑ. Пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсем ҫын кӗлеткине илсе хитре хӗрарӑмсемпе пурӑнма пуҫласан, Нойӑн мӗнле йывӑрлӑхсем курма тивни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Ҫав тӗрӗс мар хутшӑнусене пула этемле мар вӑйлӑ ачасем ҫуралнӑ. Ҫав «паттӑр ҫынсем» пурне те хӑратса пурӑннӑ (Пулт. 6:4). Ҫав улӑпсем пур ҫӗрте те аркатса-тустарса ҫӳренӗрен мӗн чухлӗ хаярлӑх пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Юлашкинчен вара ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ тата ҫынсен шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем ҫав тери ирсӗрленсе кайнӑ. Ҫавӑнпа Аслӑ Патша Ҫӳлхуҫа Иегова йӗркесӗр тӗнче пирки приговор йышӑннӑ та ӑна тӗп тумалли вӑхӑта палӑртса хунӑ. (Пултарни 6:3, 5, 11, 12 вуласа пар.)a
4, 5. Хальхи вӑхӑтри лару-тӑру хӑш енчен Ной вӑхӑтӗнчи пекех?
4 Ной вӑхӑтӗнче мӗнле лару-тӑру пулнӑ пирӗн вӑхӑтра та ҫаплах пулать тесе Иисус малтанах каласа хунӑ (Матф. 24:37). Сӑмахран, эпир те усал сывлӑшсем витӗм кӳнине куратпӑр (Ӳлӗм. 12:7—9, 12). Ной вӑхӑтӗнче демонсем ҫын кӗлеткине илсе пурӑннӑ. Халӗ вӗсем ӳтленсе ҫын пулма пултараймаҫҫӗ пулин те ҫамрӑккисене те, ваттисене те хӑйсен аллинче тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ирсӗр демонсем, кама вӗсен ирсӗрлетсе яма май килнӗ, ҫавсен усал та путсӗр ӗҫӗсене кура, киленсе тӑни пирки нумайӑшӗ пӗлмест те (Эф. 6:11, 12).
5 Туррӑн Сӑмахӗнче Шуйттан пирки «ҫынвӗлерен» тата «вилӗм пуҫлӑхӗ» тенӗ (Иоан. 8:44; Евр. 2:14). Анчах Турӑ ӑна, вӑл кама вӗлерес тет, ҫавна вӗлерме ирӗк памасть. Ҫапах та ҫав усал сывлӑш ҫынсене улталаса тата аскӑнланса пурӑнма хӗтӗртсе тӑрать. Вӑл ҫынсен ӑстӑнӗпе чӗрисенче хаярлӑхпа пусмӑр тӑвас кӑмӑла аталантарса тӑрать. Сӑмахран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи ҫуралнӑ 142 ачаран пӗрин пурнӑҫӗ вӗлернӗрен татӑлӗ. Ной вӑхӑтӗнче туса тӑракан усала Иегова асӑрхамасӑр хӑварман пулсан, нивушлӗ вӑл хальхи вӑхӑтри ниме кирлӗ мар пусмӑрлӑх алхаснине асӑрхамасӑр хӑварӗ? Нивушлӗ вӑл хӑйӗн вӑйне кӑтартмӗ?
6, 7. Нойпа унӑн ҫемйи ӗненнине тата Турӑран хӑранине мӗнле кӑтартнӑ?
6 Турӑ ҫӗр ҫине шыв тултарса пур чӗрӗ чуна та пӗтерме шут тытни ҫинчен Ноя каярахпа паллӑ пулнӑ (Пулт. 6:13, 17). Иегова Ноя пысӑк ещӗк евӗрлӗ ковчег тума хушнӑ. Нойпа унӑн ҫемйи ӗҫе пикеннӗ. Турра итлесе пурӑнма тата Туррӑн приговорӗ пурнӑҫланма пуҫланӑ чухне хатӗр пулма вӗсене мӗн пулӑшнӑ?
7 Хытӑ ӗненни тата Турӑран хӑрани Нойпа унӑн ҫемйине Турӑ хушнине тума хавхалантарнӑ (Пулт. 6:22; Евр. 11:7). Ҫемье пуҫлӑхӗ пулнӑ май Ной Турӑпа ҫывӑхланса пынӑ тата таврари ҫынсем тӑвакан усал ӗҫсене хутшӑнман (Пулт. 6:9). Таврари ҫынсем пек тытма ан пуҫлаччӑр тата пӑхӑнас килмен кӑмӑл-шухӑш ан ертӗр тесе унӑн ҫемйин асӑрхануллӑ пулмаллине вӑл пӗлнӗ. Кулленхи ӗҫсем ӑшне путас мар тесе вӗсен сыхӑ тӑмалла пулнӑ. Турӑ вӗсене ӗҫ хушса панӑ, ҫавӑнпа та ҫав ӗҫе тӑвасси вӗсен ҫемйинче чи кирли пулмалла пулнӑ. (Пултарни 6:14, 18 вуласа пар.)
Нойпа унӑн ҫемйи хатӗр пулнӑ
8. Ной ҫемйинчисем Турра парӑнса пурӑнни мӗнре курӑнса тӑрать?
8 Библире ҫемье пуҫлӑхӗ Ной ҫинчен ытларах каланӑ, анчах та Нойӑн арӑмӗ те, унӑн ывӑлӗсемпе вӗсен арӑмӗсем те Иеговӑна пуҫҫапса пурӑннӑ. Ҫавна Иезекииль пророк ҫирӗплетсе панӑ. Ной Иезекииль вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхӗпе хӑйӗн ачисене ҫӑлаймӗччӗ тесе каланӑ Иезекииль. Унӑн ачисем ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсем пулнӑ, ҫавӑнпа та Турра итлессипе итлес маррине хӑйсем суйласа илме пултарнӑ. Апла пулсан, Турра тата унӑн ҫулӗсене юратнине вӗсенчен кашнийӗ хӑй тӗллӗн кӑтартнӑ (Иез. 14:19, 20). Нойӑн ҫемйи вӑл вӗрентсе каланисене итленӗ, ун пекех ӗненнӗ тата Турӑ хушнӑ ӗҫе тума чӑрмантарма пултаракан таврари ҫынсене хӑйсене витӗм кӳме паман.
9. Кам хальхи вӑхӑтра Ной пекех ӗненӳ кӑтартать?
9 Пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхра Ной пек пулма тӑрӑшакан ҫемье пуҫӗсене курма питӗ кӑмӑллӑ! Хӑйсен ҫемйине апат-ҫимӗҫпе, тумтирпе, кил-ҫуртпа тивӗҫтерсе тӑрасси тата килтисене кашнине пӗлӳ илме пулӑшасси ҫителӗклӗ маррине вӗсем ӑнланаҫҫӗ. Вӗсен ҫавӑн пекех хӑйсен килӗнчисене Турӑпа ҫывӑхланма мӗн кирлӗ, ҫавсемпе тивӗҫтерсе тӑмалла. Ҫавна тунипе вӗсем Иегова кӗҫех мӗн тӑвӗ, ҫавна кӗтсе илме хатӗр пулнине кӑтартаҫҫӗ.
10, 11. а) Нойпа унӑн ҫемйи ковчег ӑшӗнче, чӑннипе, мӗн туйнӑ-ши? ӑ) Хамӑра мӗнле ыйту пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ?
10 Ной, унӑн арӑмӗ, ывӑлӗсемпе вӗсен арӑмӗсем ковчега 50 ҫула яхӑн тунӑ пулас. Вӗсен ӗҫ нумай пулнӑ. Ковчега тунӑ чухне вӗсен ӑна сӑмалапа сӗрмелле, апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ хатӗрлесе ун ӑшне кӗртсе хумалла, ҫавӑн пекех чӗрчунсене илсе кӗмелле пулнӑ. Тен, вӗсен ун ӑшне ҫӗр-ҫӗр хут кӗрсе тухма тивнӗ. Ак вара пирӗн эрӑчченхи 2370 ҫулӑн иккӗмӗш уйӑхӑн 17-мӗш кунӗнче ҫӗре шыв илме пуҫланӑ. Ҫав кун вӗсем ковчега кӗнӗ те унтах тӑрса юлнӑ. Иегова алӑкне хупса хунӑ, вара ҫумӑр пуҫланнӑ. Ҫавӑ вӑл пӗр-пӗр вырӑнта шыв илме пуҫлани пулман. Пӗлӗтри шыв авӑрӗ уҫӑлнӑ та ҫӗр ҫине шалкӑм ҫумӑр йӑтӑнса аннӑ (Пулт. 7:11, 16). Ковчег тулашӗнчи ҫынсем вилсе пӗтнӗ, ӑшӗнчисем ҫӑлӑнса юлнӑ. Нойӑн ҫемйи мӗн туйма пултарнӑ? Паллах ӗнтӗ, вӗсем Турра калама ҫук пархатарлӑ пулнӑ. «Чӑн Турӑ умӗнче ҫӳрени тата хатӗр пулни пирӗншӗн мӗн тери лайӑх пулчӗ!» — тесе шухӑшланӑ вӗсем паллах (Пулт. 6:9). Эсир хӑвӑр куҫу умне ҫакнашкал ӳкерчӗк кӑларса тӑратма пултаратӑр-и: эсир Армагеддона пурӑнса ирттернӗ те сирӗн чӗрере вара ҫавнашкал пархатарлӑх.
11 Сатанан тӗнчине тӗп тума сӑмах панине пурнӑҫлама Пурне те Тума Пултаракан Турра нимӗн те чарма пултараймасть. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Турӑ сӑмах панисем пурте вак-тӗвек таранах тата Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫланасса эпӗ пӗтӗмпех шанатӑп-и? Ку ҫапла пулсан, хӑвӑрт ҫывхарса килекен «Туррӑн кунне» асра тытса хатӗр тӑрӑр (2 Пет. 3:12, ҪХ).
Моисей сыхӑ тӑнӑ
12. Моисее мӗн пӑрса яма пултарнӑ?
12 Айтӑр тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхсан, Моисей Египетра чаплӑ вырӑн йышӑннӑ. Ӑна фараон хӗрӗ ывӑллӑха илнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна ҫынсем хисепленӗ, вӑл чи лайӑх апат-ҫимӗҫ ҫинӗ, чи илемлӗ тумтир тӑхӑнса ҫӳренӗ тата ун тавра капӑр япаласем пулнӑ пулас. Вӑл питӗ лайӑх пӗлӳ илнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 7:20—22 вуласа пар.) Вӑл, тен, пысӑк еткерлӗх те илме пултарнӑ.
13. Турӑ сӑмах панисене яланах асра тытма Моисее мӗн пулӑшнӑ?
13 Ашшӗ-амӑшӗ Моисее ача чухне вӗрентни Египет ҫыннисем йӗрӗхсене пуҫҫапни ҫав тери ӑссӑр тата усӑсӑр пулнине курма пулӑшнӑ пулас (Тух. 32:8). Египетра илнӗ пӗлӳ те, фараон керменӗн капӑрлӑхӗ те Моисее чӑн Турра пуҫҫапассинчен пӑрса ярайман. Вӑл хӑйӗн мӑн аслашшӗсене Турӑ сӑмах панисем ҫинчен тӗплӗн шухӑшланӑ пулас тата Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама хатӗр пуласшӑн пулнӑ. Моисей Израиль ывӑлӗсене каланӑ: «Ҫӳлхуҫа [Яхве]... Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — мана сирӗн патӑра ячӗ». (Тухни 3:15—17 вуласа пар.)
14. Моисейӑн ӗненӗвӗпе хӑюлӑхӗ мӗнле тӗрӗсленнӗ?
14 Египетӑн чӗрӗ мар туррисене кӑтартса тӑракан йӗрӗхсене илес пулсан, Моисейшӑн чӑн Турӑ, Иегова, чӗрӗ Турӑ пулнӑ. Моисей «Курӑнманскере курса тӑнӑ пек» пурӑннӑ. Турӑ халӑхӗ ирӗке тухассине вӑл ӗненнӗ, анчах ҫавӑ хӑҫан пулассине пӗлмен (Евр. 11:24, 25, 27). Еврейсем ирӗке тухассине унӑн питӗ курас килнӗ, ҫакӑ вара хӗнесе пӗтернӗ еврей-чурана вӑл мӗнле хӳтӗленинче курӑннӑ (Тух. 2:11, 12). Анчах та Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитмен пулнӑ-ха, ҫавӑнпа Моисейӑн инҫетри ҫӗршыва тарма тата унта пурӑнма тивнӗ. Египет фараонӗ ҫумӗнче пурӑнакан ҫын пулнӑ хыҫҫӑн ӑна пушхирте пурӑнма, паллах, ҫӑмӑлах пулман. Ҫапах та Иегова панӑ кашни хушӑва тимленипе Моисей хатӗр пулнине кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа та Мадиам ҫӗрӗнче 40 ҫул пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн Турӑ Моисейпа, унӑн тӑванӗсене ирӗке кӑларас тесе, усӑ курма пултарнӑ. Турӑ хушнине итлесе Моисей Египета таврӑннӑ. Моисейшӑн Туррӑн ӗҫне тумалли вӑхӑт ҫитнӗ, ҫав ӗҫе вара Турӑ каланӑ пек тумалла пулнӑ (Тух. 3:2, 7, 8, 10). Египета таврӑнсан Моисее, «пур ҫынран та йӑвашрах» ҫынна, фараон умне тӑмашкӑн ӗненӳпе хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ (Йыш. 12:3). Вӑл фараон патне пӗрре анчах мар пынӑ. Вунӑ асап пынӑ вӑхӑтра вӑл ун патне ҫине-ҫинех пырса тӑнӑ тата ҫав пуҫлӑх патне тата миҫе хутчен кайма тивессине пӗлмен.
15. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Моисея ҫӳлти Аттемӗре чысламашкӑн майсем шырама мӗн хавхалантарса тӑнӑ?
15 Ҫавӑн хыҫҫӑнхи 40 ҫул хушшинче, пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫултан пуҫласа 1473 ҫулччен, Моисейӑн пурнӑҫӗнче кӑмӑла хуҫакан самантсем сахал мар пулнӑ. Анчах та вӑл Иеговӑна чыслас тесе майсем шыранӑ тата израильсене ҫавнах тума чӗререн хавхалантарнӑ (Сакк. аст. 31:1—8). Мӗншӗн? Иеговӑн ячӗпе унӑн аслӑ влаҫӗ уншӑн хӑйӗн ятӗнчен те кирлӗрех пулнӑ (Тух. 32:10—13; Йыш. 14:11—16). Кӑмӑл хуҫӑлнине тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах, малашне те пирӗн Туррӑн влаҫӗ майлӑ тӑмалла тата Вӑл ӗҫсене мӗнле туни тӗрӗсрех, тӳрӗрех тата лайӑхрах пулнине ӗненмелле (Ис. 55:8—11; Иер. 10:23). Эсир те ҫавӑн пек шанса тӑратӑр-и?
Сыхӑ тӑрӑр!
16, 17. Мӗншӗн Марк 13:35—37-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ сӑмахсем сирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?
16 «Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр» (Марк 13:33). Иисус ҫак йӗркесӗр тӗнче вӗҫленсе пынине кӑтартакан паллӑ ҫинчен каланӑ чухне ҫавӑн пек асӑрхаттарнӑ. Иисус пророкла каланин юлашки сӑмахӗсем ҫине пӑхӑр-ха, Марк вӗсем пирки ҫапла ҫырса хунӑ: «Сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр; вӑл, сасартӑк килсе, эсир ҫывӑрнӑ тӗле ан пултӑрччӗ. Сире каланине пуриншӗн те калатӑп: сыхӑ пулӑр» (Марк 13:35—37).
17 Иисус чӗнсе калани шухӑшлаттарать. Унӑн сӑмахӗсем каҫхи тӑватӑ хурал черечӗ ҫине кӑтартса тӑраҫҫӗ. Юлашки хурал черетӗнче сыхӑ тӑма йывӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫурҫӗр иртнӗ виҫӗ сехетрен пуҫласа хӗвел тухиччен тӑсӑлнӑ. Вӑрҫӑ ӑстисем ҫав вӑхӑта тӑшман ҫине тапӑнмалли чи майлӑ вӑхӑт тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен «ҫывӑрнӑ тӗле» пырса вӗсене ярса илме ытларах май пур. Ҫавӑн пекех халӗ те, ҫынсем, пӗтӗмӗшпе илсен, Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне итлесех кайман чухне, пире сыхӑ тӑма питӗ йывӑр пулма пултарать. Малтанах каласа хунӑ пӗтес вӑхӑта тата хамӑр ҫӑлӑнӑҫа кӗтнӗ май сыхӑ тӑма кирлӗ пирки эпир иккӗленетпӗр-и?
18. Пирӗн, Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май, нимпе танлаштарайми мӗнле чыс пур?
18 Чӗрчунсене алла хӑнӑхтаракан, статья пуҫламӑшӗнче ун ҫинчен каланӑччӗ, бенгали тигрӗ тапӑннӑ хыҫҫӑн чӗрӗ юлнӑ. Анчах та Библири пророкла каланисенче суя тӗн те, ҫак йӗркесӗр тӗнчен ытти пайӗсем те ҫывхарса килекен пӗтес вӑхӑтра ҫӑлӑнса юлаймӗҫ тесе тӳррӗн каланӑ (Ӳлӗм. 18:4—8). Туррӑн ӗҫлекенӗсен пурин те, ҫамрӑккисен те, ваттисен те, Нойпа унӑн ҫемйи пекех Иеговӑн кунне хатӗр пулас тесен вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума кирлине ӑнланмалла. Турра хурлакан тӗнчере эпир пурӑнатпӑр, унта суя тӗнӗн вӗрентӳҫисем, ҫавӑн пекех агностиксемпе атеистсем хӑйсен сӑмахӗсемпе Пултаракана хӑртаҫҫӗ. Пирӗн вӗсене хамӑра витӗм кӳме памалла мар. Айтӑр пӑхса тухнӑ тӗслӗхсене асра тытар та Иеговӑна хӳтӗлес, ӑна «турӑсенӗн Турри» тата «аслӑ, хӑватлӑ та хӑрушӑ Турӑ» вырӑнне хурса чыслас тесе майсем шырар! (Сакк. аст. 10:17.)
[Сноска]
a Пултарни 6:3-мӗшӗнче асӑннӑ ҫӗр ҫирӗм ҫул ҫинчен 2010 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналӑн 30-мӗш страницинче каланӑ.
Астӑватӑр-и эсир?
• Мӗншӗн Нойӑн пуринчен ытла ҫемйине Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе тӑрӑшмалла пулнӑ?
• Хальхи вӑхӑтпа Ной кунӗсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?
• Кӑмӑлӗ хуҫӑлнине пӑхмасӑрах мӗншӗн Моисей Иегова сӑмах панисенчен куҫне вӗҫертмен?
• Библири пророкла каланисенчен хӑшӗсем сире сыхӑ тӑма хавхалантараҫҫӗ?