Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 1/1 16 с.
  • Библи мӗн калать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи мӗн калать
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсир Турра ятпа чӗнетӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Турӑ ячӗн пӗлтерӗшӗ тата унпа усӑ курасси
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Кам вӑл чӑн Турӑ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Турӑ мӗн ятлӑ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 1/1 16 с.

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

Турӑ мӗн ятлӑ?

Пирӗн ҫемьере кашнин ят пур. Килти чӗрчунсен те ят пур. Шухӑшласа пӑхсан, Туррӑн та ят пулмалла мар-и вара? Библире ҫырнӑ тӑрӑх, Туррӑн титулсем нумай, сӑмахран, Пурне те Тытса Тӑракан, Саваоф Турӑ, Ҫӳлхуҫа тата Пултаракан. Анчах унӑн ят та пур. (Осия 12:5 вуласа пар.)

Нумай Библи куҫарӑвӗнче, тӗслӗхрен, «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» Туррӑн ячӗ Псалом 83:18-мӗшӗнче тӗл пулать. Унта ҫапла каланӑ: «Эсӗ, Иегова ятлӑскер, пӗр эсӗ анчах пӗтӗм ҫӗрпе Ҫӳлти Турӑ пулнине ҫынсем пӗлсе тӑччӑр».

Мӗншӗн Турра ятран чӗнмелле?

Эпир кама юрататпӑр, ҫавсене ятран чӗнетпӗр, сӑмахран, ҫывӑх туссене

Турӑ хӑйне ятран чӗнтересшӗн. Эпир кама юрататпӑр, ҫавсене час-часах ятран чӗнетпӗр, сӑмахран, ҫывӑх туссене. Апла пулсан, пирӗн Турра та ятран чӗнмелле мар-и? Унсӑр пуҫне, Иисус Христос та ҫынсене Турра ятран чӗнме хавхалантарнӑ. (Матфей 6:9; Иоанн 17:26 вуласа пар.)

Анчах Туррӑн тусӗ пулас тесен унӑн ятне пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр, пирӗн ун ҫинчен нумайрах пӗлмелле. Тӗслӗхрен, унӑн мӗнле паха енсем пур тата ун патне ҫывхарма пулать-и? Ҫак ыйтусен хуравӗсене эсир Библире тупма пултаратӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр