Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 1/15 3—8 с.
  • Хӑюллӑ пул, Иегова санпа пӗрле!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑюллӑ пул, Иегова санпа пӗрле!
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА ИИСУС НАВИНПА ПӖРЛЕ ПУЛНӐ
  • ХАМӐР ҪӲРЕКЕН ҪУЛА ӐНӐҪЛӐ МӖНЛЕ ТУМА ПУЛАТЬ
  • ВӖСЕМ ХӐЮЛЛӐН ТУРРӐН ИРӖКНЕ ТУСА ТӐМА ШУТ ТЫТНӐ
  • НУМАЙӐШӖ ХӐЙСЕН ПУРНӐҪНЕ ШЕЛЛЕМЕН!
  • ИЕГОВА ПИРӖНПЕ ПУЛНИНЕ АСРА ТЫТӐР!
  • «Хӑюллӑ та питӗ ҫирӗп пул»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
  • «Ҫирӗп те хӑюллӑ пул»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Хӑюлӑх пар мана
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
  • Хӑюллӑ пулма йывӑрах мар
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 1/15 3—8 с.

Хӑюллӑ пул, Иегова санпа пӗрле!

«Хӑюллӑ та ҫирӗп пул... Иегова, санӑн Турру, санпа пӗрле» (ИИС. Н. 1:9, ҪТ).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетмешкӗн тата хӑюллӑ пулмашкӑн Иисус Навинӑн мӗн тумалла пулнӑ?

  • Хӑюлӑх тӗслӗхӗсенчен хӑшӗ сире ытларах килӗшет?

  • Камӑн ӗненӗвӗпе хӑюлӑхӗ сире ырӑ хыпар сарса ҫӳреме пулӑшӗ?

1, 2. а) Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пире мӗнле лайӑх енсем пулӑшӗҫ? ӑ) Ӗненӳ мӗн иккенне эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

ЭПИР ҫынсем тӳсекен йывӑрлӑхсемпех тӗл пулсан та, «тӳрӗлӗхшӗн асап» курас пулсан та, Иеговӑшӑн ӗҫлени пире савӑнӑҫ парса тӑрать (1 Петр 3:14; 5:8, 9; 1 Кор. 10:13). Ҫав йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑ тӳссе ирттерме пире ӗненӳпе хӑюлӑх кирлӗ.

2 Мӗн вӑл ӗненӳ? Павел апостол ҫырнӑ: «Ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни, курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни» (Евр. 11:1). Павел пурӑннӑ вӑхӑтра «пур пек курни» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗсене нумайӑшӗ пӗлнӗ. Ҫав сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ӗҫлӗ документсенче тӗл пулкаланӑ тата мӗне те пулин илме гаранти паракан шухӑшпа ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та тепӗр Библи куҫарӑвӗнче Еврейсем 11:1-мӗш сӑвӑ йӗркине ҫапла куҫарнӑ: «Ӗненӳ вӑл — эпир илме шанакан харпӑрлӑха илме право пуррине ҫирӗплетсе паракан документ. Ӗненӳ вӑл — хамӑр курма пултарайманни пуррине шанса тӑни» (The Simple English Bible). Пӗр-пӗр харпӑрлӑх пирӗн пулнине ҫирӗплетсе паракан документа хамӑр алла илтӗмӗр пулсан, эпир хамӑр ҫав харпӑрлӑх хуҫи пулнине шанса тӑратпӑр. Эпир Турӑ хӑйӗн сӑмахне яланах пурнӑҫланине ӗненни — харпӑрлӑх хуҫи пулнине ҫирӗплетсе паракан хаклӑ документ пекех. Ӗненӗве пула эпир Туррӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланассине тата Библире мӗн калани пурте — «хамӑр курма пултарайманни» те — чӑнлӑх пулнине пӗтӗмпех шанатпӑр.

3, 4. а) Мӗн вӑл хӑюлӑх? ӑ) Ӗненӳпе хӑюлӑха мӗнле ҫирӗплетме пулать?

3 Хӑюлӑх вӑл — хамӑра йывӑр килнӗ чухне те, хӑрушӑ лару-тӑрура та пире ним хӑрамасӑр калаҫма тата ӗҫ тума паракан вӑй. Пирӗн хӑюлӑх пур пулсан, эпир вӑйлӑ, хастар, хӑш-пӗр чухне паттӑр та (Марк 6:49, 50; 2 Тим. 1:7).

4 Ӗненӳпе хӑюлӑх — кирлӗ лайӑх енсем. Анчах та пире ҫав лайӑх енсем ҫитсех кайманнине асӑрхарӑмӑр тейӗпӗр. Ӗненӳпе хӑюлӑх тӗлӗшӗнчен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ Туррӑн пин-пин ӗҫлекенӗ ҫинчен Библире каласа панӑ. Ҫавӑнпа та хамӑр ӗненӳпе хӑюлӑха ҫирӗплетмелли пӗр май вӑл — ҫав тӗслӗхсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухни.

ИЕГОВА ИИСУС НАВИНПА ПӖРЛЕ ПУЛНӐ

5. Хӑйне хушнӑ ӗҫе тумашкӑн Иисус Навина мӗн-мӗн кирлӗ пулнӑ?

5 Айтӑр 3 500 ҫул каялла мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Иегова хӑватлӑ аллипе миллион-миллион Израиль ҫыннине Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнӑранпа 40 ҫул иртнӗ. Халӑха Моисей пророк ертсе пынӑ. Моисей, 120 ҫулта пулнӑ чухне, Нево тӑвӗ тӑррине хӑпарнӑ та Пама пулнӑ ҫӗре аякран курнӑ, унтан вара вӑл ҫав ту тӑрринче вилнӗ. Моисей хыҫҫӑн «ӑслӑлӑх сывлӑшӗпе хӑватлӑланнӑ» Иисус Навин Израиль ертӳҫи пулса тӑнӑ (Сак. аст. 34:1—9). Израильсем Ханаан ҫӗрне хӑйсен аллине илме хатӗр тӑнӑ. Халӑха ӑнӑҫлӑ ертсе пыма Иисус Навина Турӑ паракан ӑслӑлӑх кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн Иеговӑна ӗненмелле тата ҫирӗп те хӑюллӑ пулмалла пулнӑ (Сак. аст. 31:22, 23).

6. а) Иисус Навин 23:6-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, хӑюлӑх мӗн тума кирлӗ? ӑ) Апостолсен ӗҫӗсем 4:18—20 тата Апостолсен ӗҫӗсем 5:29-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

6 Иисус Навин Ханаан ҫӗрне ҫӗнсе илес тесе нумай ҫул хушши ҫапӑҫнӑ чухне кӑтартнӑ ӑслӑлӑх, хӑюлӑх тата ӗненӳ израильсене тӗреклӗлетнӗ паллах. Анчах та ҫапӑҫура ҫапӑҫма кӑна мар, Турра итлесе пурӑнма та хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ. Вилес умӗн кӑшт маларах Иисус халӑха ҫапла каланӑ: «Моисей саккунӗн кӗнекинче мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс те тимлӗ туса тӑрӑр [«тӑрас тесе», ҪТ], унран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр [«пӑрӑнас мар тесе сирӗн питӗ хӑюллӑ пулмалла», ҪТ]» (Иис. Н. 23:6). Иеговӑна яланах итлесе-пӑхӑнса тӑма пире те, уйрӑмах ҫынсем пире Туррӑн ирӗкне хирӗҫ мӗн те пулин тума хистенӗ чухне, хӑюлӑх кирлӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 4:18—20; 5:29 вуласа пар.) Эпир Иеговӑна кӗлтуса шанса тӑратпӑр пулсан, вӑл пире ҫавӑн пек хӑюлӑх илме пулӑшӗ.

ХАМӐР ҪӲРЕКЕН ҪУЛА ӐНӐҪЛӐ МӖНЛЕ ТУМА ПУЛАТЬ

7. Хӑюллӑ тата ӑнӑҫлӑ пулас тесе Иисус Навинӑн мӗн тумалла пулнӑ?

7 Туррӑн ирӗкне туса тӑма хӑюлӑх пултӑр тесен, пирӗн унӑн Сӑмахне вӗренмелле те пурнӑҫласа тӑмалла. Моисей вырӑнне Иисус Навин ларсан, Иегова ӑна шӑп ҫавна тума хушнӑ та: «Ҫирӗп те питӗ хастар [«Хӑюллӑ та питӗ ҫирӗп», ҪТ] пул, хӑвна Моисей, Манӑн чурам, халалласа хӑварнӑ пӗтӗм саккуна тӗплӗн уяса, пурӑнӑҫа килтерсе пыр... Ҫакӑ саккун кӗнеки санӑн чӗлхӳ вӗҫӗнчен ан кайтӑр; унта мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс туса тӑмашкӑн ӑна кунӗн-ҫӗрӗн вӗрен: вара ҫӳрекен ҫулу ӑнӑҫлӑ пулӗ, пур ӗҫне те ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвӑн» (Иис. Н. 1:7, 8). Ҫак канаша тытса тӑнӑран Иисус Навин ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Эпир те ҫавнах тӑватпӑр пулсан, хӑюллӑрах пулӑпӑр тата Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче пирӗн ӗҫсем ӑнса пырӗҫ.

2013 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ: «Хӑюллӑ та ҫирӗп пул... Иегова, санӑн Турру, санпа пӗрле» (Иисус Навин 1:9, ҪТ).

8. Библири мӗнле сӑвӑ йӗркине 2013 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ вырӑнне илнӗ тата унти сӑмахсем сире мӗнле пулӑшса тӑрӗҫ?

8 Иисус Навина Иегова малалла каланӑ сӑмахсем: «Хӑюллӑ та ҫирӗп пул... Ан хӑра, ан сехӗрлен, мӗншӗн тесен эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, Иегова, санӑн Турру, санпа пӗрле»,— тени тӗреклӗлетнӗ пулас (Иис. Н. 1:9, ҪТ). Иегова пирӗнпе те пӗрле. Ҫавӑнпа та кирек мӗнле йывӑрлӑх курма тивсен те хӑраса-сехӗрленсе тӑрар мар. Пире уйрӑмах ҫак сӑмахсем интереслентереҫҫӗ: «Хӑюллӑ та ҫирӗп пул... Иегова, санӑн Турру, санпа пӗрле». Иисус Навин 1:9-мӗшӗнчи ҫак сӑмахсене 2013 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ вырӑнне суйласа илнӗ. Иисуса каланӑ ҫак сӑмахсем, ҫавӑн пекех ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартнӑ ытти ҫынсен сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем пире ҫулталӑкӗпех тӗреклӗлетсе тӑрӗҫ паллах.

ВӖСЕМ ХӐЮЛЛӐН ТУРРӐН ИРӖКНЕ ТУСА ТӐМА ШУТ ТЫТНӐ

9. Раав ӗненӳпе хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ?

9 Иисус Навин Ханаана икӗ йӗрлевҫе ярсан, Раав ятлӑ аскӑн хӗрарӑм вӗсене пытарнӑ та тӑшманӗсене урӑх ҫулпа янӑ. Ӗненнине тата хӑюллӑ пулнине пула Раав хӑйӗн кил-йышӗпе израильсем Иерихона ярса илнӗ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ (Евр. 11:30, 31; Иак. 2:25). Паллах ӗнтӗ, Раав Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесе аскӑн ӗҫне туса пурӑнма пӑрахнӑ. Христиансем пулса тӑнисенчен хӑш-пӗрисене ҫавӑн пек улшӑнусем тӑвас тата Турра юрӑхлӑ пулас тесе ӗненӳпе хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ.

10. Мӗнле лару-тӑрура Руфь Иеговӑна пуҫҫапассине суйласа илнӗ тата ҫакӑ ӑна мӗнле пиллӗхсем кӳнӗ?

10 Моав хӗрарӑмӗ Руфь Иисус Навин вилнӗ хыҫҫӑн пурӑннӑ. Вӑл Израиль ҫыннине качча тухнӑран Иегова ҫинчен кӑштах пӗлнӗ пулмалла. Руфь хӑюллӑн Иеговӑна пуҫҫапнӑ. Унӑн хунямӑшӗ, тӑлӑха юлнӑ Ноеминь, Израильти Вифлеем хулине таврӑнма шутланӑ. Ҫулпа пынӑ май Ноеминь Руфе каялла хӑйӗн халӑхӗ патне таврӑнма ӳкӗтленӗ, анчах та Моав хӗрарӑмӗ хуравланӑ: «Хӑвна пӑрахса хӑварма, хӑвӑнтан уйӑрӑлса кайма ан хисте мана... санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ» (Руфь 1:16). Ҫакӑ вӑл пуш сӑмах ҫаптарни пулман. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Руфь Ноеминь хурӑнташне, Вооза, качча тухнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, ун ӑрӑвӗнчен вара Давидпа Иисус тухнӑ. Ҫапла, Иегова ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартса тунӑ ӗҫсене пиллет (Руфь 2:12; 4:17—22; Матф. 1:1—6).

НУМАЙӐШӖ ХӐЙСЕН ПУРНӐҪНЕ ШЕЛЛЕМЕН!

11. Иодайпа Иосавеф хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ тата ҫавӑ мӗн панӑ?

11 Туррӑн ирӗкне туса тӑрас тата пӗрле ӗненекен тӑванӗсене хӳтӗлес тесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен ҫынсемпе пӗрле Турӑ пулнине курнӑ май пирӗн ӗненӳпе хӑюлӑх ҫирӗпленсе пырать. Сӑмахран, аслӑ священник Иодайпа унӑн Иосавеф арӑмӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Охозия патша вилнӗ хыҫҫӑн унӑн амӑшӗ, Гофолия, Иоассӑр пуҫне патша йӑхне пӗтӗмпех тӗп туса тухнӑ та влаҫа хӑй аллине ярса илнӗ. Иодайпа Иосавеф хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр Охозия ывӑлне, Иоаса, ҫӑлса хӑварнӑ та ултӑ ҫул хушши пытарса усранӑ. Ҫиччӗмӗш ҫулне Иодай Иоаса патшана лартнӑ та Гофолияна вӗлерме хушнӑ (4 Патш. 11:1—16). Каярахпа Иодай Иоас патшана храма юсама пулӑшнӑ. Иодай 130 ҫулта вилсен, ӑна патшасене пытаракан ҫӗрте пытарнӑ, «мӗншӗн тесессӗн вӑл Израильре Турӑшӑн та, Унӑн Ҫурчӗшӗн те ыррине нумай тунӑ» (2 Ҫулс. 24:15, 16). Унсӑр пуҫне Иодайпа унӑн арӑмӗн хӑюллӑ ӗҫӗсене пула Давидран пуҫласа Мессия патне илсе пыракан патша йӑхӗ сыхланса юлнӑ.

12. Авдемелех хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ?

12 Авдемелех, Седекия патша килӗнчи евнух, Иеремийӑшӑн хӑйӗн пурнӑҫне шеллемен. Иуда княҫӗсем патшана Иеремия ҫар ҫыннисене тата пӗтӗм халӑха хавшатать тесе суйса каланӑ. Патша вара вӗсене Иеремийӑпа мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑвӑр тенӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем ӑна пылчӑклӑ ҫӑла пӑрахнӑ та унта вилме хӑварнӑ (Иер. 38:4—6). Авдемелех Седекия патшана пророка пулӑшма ыйтнӑ, анчах та ҫакна тума хӑрушӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен Иеремийӑна нумайӑшӗ ҫав тери курайман. Патша унӑн сӑмахӗсене итленӗ те Иеремийӑна ҫӑлран туртса кӑлармашкӑн Авдемелехпа пӗрле 30 ҫын янӑ. Иеремия пророк урлӑ Турӑ Авдемелеха, Вавилон ҫыннисем Иерусалим ҫине тапӑннӑ чухне, чӗрӗ юлӑн тесе сӑмах панӑ (Иер. 39:15—18). Чӑнах та, Туррӑн ирӗкне тӑвас тесе хӑюлӑх кӑтартакансене Турӑ ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парать.

13. Виҫӗ еврей хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ тата вӗсен тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

13 Пирӗн эрӑчченхи VII ӗмӗрте виҫӗ еврей, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартнине Турӑ пилленине хӑйсен куҫӗпех курнӑ. Навуходоносор патша Вавилонри пуҫлӑхсене пуҫтарнӑ та вӗсене пысӑк ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапма хушнӑ. Йӗрӗхе пуҫҫапас мар текене кашнине ҫунса тӑракан кӑмакана пӑрахмалла пулнӑ. Виҫӗ еврей Навуходоносора хисеплӗн хуравланӑ: «Эпир пуҫҫапса пурӑнакан Туррӑмӑр хӑватлӑ — пире ҫунса тӑракан кӑмакаран та ҫӑлса хӑварма пултарать, патша, санӑн аллунтан та хӑтарӗ. Ун пек пулмасассӑн та, патша, пӗлнӗ пул: эпир санӑн туррусемшӗн ӗҫлемӗпӗр, эсӗ лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапмӑпӑр» (Дан. 3:16—18). Виҫӗ еврея тӗлӗнмелле майпа ҫӑлни ҫинчен Даниил 3:19—23-мӗш тата 3:91—97-мӗш сӑвӑ йӗркисенче питӗ лайӑх ҫырса панӑ. Пире, тен, ҫунса тӑракан кӑмакана пӑрахса вӗлерессипе хӑратмӗҫ, анчах та хутран-ситрен пирӗн шутсӑр йывӑр лару-тӑрура Турра итлесе-пӑхӑнса тӑма тивӗ. Ҫавӑн пек чухне те эпир Турӑ пире ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн пиллессе шанма пултаратпӑр.

14. Даниил, унӑн кӗнекин 6-мӗш сыпӑкӗнче каланӑ тӑрӑх, хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ тата ҫавӑ мӗн панӑ?

14 Даниилӑн тӑшманӗсем Дарий патшана Даниила сиен кӳрекен хушу кӑларма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗсем патшана каланӑ: «Кам та кам вӑтӑр кун хушшинче, патша, сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна тархаслас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла». Ҫакӑн пек лару-тӑрура Даниил ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартнӑ. Ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсенех, Даниил «пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ» (Дан. 6:6—10). Хӑюллӑ Даниила арӑслансем патне шӑтӑка пӑрахнӑ, анчах та Иегова ӑна хӑтарнӑ (Дан. 6:16—23).

15. а) Акилӑпа Прискилла ӗненӳпе хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Иоанн 13:34-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнланмалла тата христиансем нумайӑшӗ ҫавӑн пек юратӑва мӗнле кӑтартнӑ?

15 Библире Акилӑпа Прискилла мӗнле майпа Павела «ҫӑласшӑн пуҫне хума хатӗр» пулни ҫинчен нимӗн те каламан (Ап. ӗҫ. 18:2; Рим 16:3, 4). Вӗсем хӑюлӑх кӑтартнӑ та хӑйсене Иисус каланӑ пек тытнӑ: «Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр» (Иоанн 13:34). Моисей саккунӗ тӑрӑх, «хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек» юратмалла пулнӑ (Лев. 19:18). Анчах Иисусӑн ӳкӗчӗ «ҫӗнӗ» ӳкӗт пулнӑ, мӗншӗн тесен унта, Иисус пекех, ыттисемшӗн хамӑр пурнӑҫа пама хавхалантаракан юрату ҫинчен сӑмах пырать. Христиансем нумайӑшӗ пӗрле ӗненекенсемшӗн, вӗсене тӑшмансем сиен ан туччӑр е ан вӗлерччӗр тесе, «пуҫне хума хатӗр» пулнипе юратупа хӑюлӑх кӑтартнӑ. (1 Иоанн 3:16 вуласа пар.)

16, 17. Малтанхи христиансен ӗненӗвӗ мӗнле тӗрӗсленнӗ тата хальхи вӑхӑтри христиансен мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивнӗ?

16 Иисус пекех, малтанхи христиансем Иеговӑна кӑна пуҫҫапнӑ (Матф. 4:8—10). Ҫавна тумашкӑн вӗсене хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ. Вӗсем Рим императорӗ ячӗпе фимиам ҫунтарма килӗшмен. «Вилӗм умӗнче тӑракансем» текен кӗнекинче Дэниел Манникс ҫырнӑ: «Майлӑ пултӑр тесе арена ҫинче ялан тенӗ пекех ҫунса тӑракан алтарь тӑнӑ пулин те, христиансенчен сахалӑшӗ кӑна хӑйсен ӗненӗвӗнчен туннӑ. Тӗрмере лараканӑн пӗр ҫакна кӑна тумалла пулнӑ — ҫулӑм ҫине пӗр чӗптӗм фимиам сапмалла пулнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара парне кӳнине ҫирӗплетсе паракан удостоверени панӑ та ӑна ирӗке кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна, эсӗ императора пуҫҫапмарӑн, Рим патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ турӑ пулнипе кӑна килӗшрӗн тесе тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Ҫапах та христиансем пурте тенӗ пекех ирӗке тухмалли майпа усӑ курман» (Those About to Die).

17 Нацистсен концлагерӗсенче чӑн христиансен, Иеговӑран тунатӑп тесе ал пуснипе, вилӗмрен хӑтӑлма тата ирӗке тухма пӗрре кӑна мар май пулнӑ. Анчах та ҫавна хӑшӗ-пӗри кӑна тунӑ. Нумаях пулмасть Руандӑра геноцид пулнӑ чухне, тутси тата хуту халӑхӗнчи Свидетельсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пӗр-пӗрне хӳтӗленӗ. Ҫавӑн пек йывӑрлӑхсенче хӑюлӑхпа ӗненӳ кирлӗ.

ИЕГОВА ПИРӖНПЕ ПУЛНИНЕ АСРА ТЫТӐР!

18, 19. Библире ӗненӳпе хӑюлӑх ҫинчен калакан мӗнле тӗслӗхсем пире ырӑ хыпар сарма пулӑшӗҫ?

18 Халӗ эпир пысӑк чыса — Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пӗлтерес тата вӗренекенсем хатӗрлес чыса — тивӗҫлӗ пултӑмӑр. Ҫакӑ вӑл Турӑ хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене хӑҫан та пулин шанса панӑ ӗҫсенчен чи аслӑ ӗҫ (Матф. 24:14; 28:19, 20). Иисус кӑтартнӑ чаплӑ тӗслӗхшӗн эпир питӗ пархатарлӑ. Вӑл «хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ» (Лука 8:1). Ӑна ӗненӳпе хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ пекех, пире те Патшалӑх ҫинчен вӗрентсе ҫӳреме ӗненӳпе хӑюлӑх кирлӗ. Турӑ пулӑшнипе эпир Ной пекех хӑюллӑ пулма пултаратпӑр. Вӑл «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» пулнӑ май «ҫылӑхлисенӗн тӗнчи» шыв илнипе пӗтет тесе пӗлтерсе тӑнӑ (2 Петр 2:4, 5).

19 Кӗлтуни пире ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма пулӑшать. Христосӑн вӗренекенӗсем хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне Турра «Хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсамччӗ» тесе кӗлтунӑ, вара вӗсен кӗлли ҫине хурав панӑ пулнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 4:29—31 вуласа пар.) Эсир килтен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳреме вӑтанатӑр пулсан, Иеговӑран пире вӑйлӑрах ӗненекен тата хӑюллӑрах тусамччӗ тесе ыйтсан, вӑл сире пулӑшӗ. (Псалом 65:19, 20 вуласа пар.)a

20. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир мӗнле пулӑшу илме пултаратпӑр?

20 Ҫак усал та пӑлханса тӑракан тӗнчере, ӑҫта эпир нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулатпӑр, Турра юраса пурӑнма ҫӑмӑл мар. Анчах та эпир пӗччен мар. Пирӗнпе пӗрле Турӑпа унӑн Ывӑлӗ, пуху Пуҫӗ. Ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчипе пирӗнпе пӗрле 7 000 000 ытла Иегова Свидетелӗ сӑваплӑ ӗҫе туса тӑрать. Айтӑр малалла та ӗненӳ кӑтартса ырӑ хыпар пӗлтерсе тӑрар. Пире ҫавна тума 2013 ҫулхи ҫулталӑк текстӗнчи сӑмахсем пулӑшӗҫ: «Хӑюллӑ та ҫирӗп пул... Иегова, санӑн Турру, санпа пӗрле» (Иис. Н. 1:9, ҪТ).

a Хӑюлӑх ҫинчен калакан ытти тӗслӗхсене 2012 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ брошюрӑри «Хӑюллӑ та питӗ ҫирӗп пул» статьяра сӳтсе явнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр