Ниме те хӑвӑра Иеговӑран пӑрса яма ан парӑр
«Кама пӑхӑнассине халӗ суйласа хурӑр» (ИИС. Н. 24:15).
1—3. а) Тӗрӗс суйласа илес енчен мӗншӗн Иисус Навин пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх? ӑ) Йышӑну тума кирлӗ чухне пирӗн мӗне асра тытмалла?
ПИРӖНШӖН суйласа илме май пурри пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Камӑн суйласа илме ирӗк пур, ҫавӑ хӑйӗн пурнӑҫӗпе май ҫитнӗ таран хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланма пултарать. Сӑмахран, ҫын ҫулпа пынӑ чухне ҫул юппи патне ҫитсе тӑчӗ тейӗпӗр. Икӗ ҫултан хӑшне вӑл суйласа илӗ-ши? Ӑҫта каймаллине вӑл пӗлет пулсан, пӗр ҫулӗ ӑна тӗллев патне илсе ҫитерӗ, тепри унран пӑрса ярӗ.
2 Библире ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ нумай ҫын ҫинчен каласа панӑ. Сӑмахран, Каинӑн суйласа илмелле пулнӑ: хӑйӗн ҫиллине тытса чарӗ-и вӑл е ҫук (Пулт. 4:6, 7). Иисус Навинӑн шутласа хумалла пулнӑ: чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнӗ-и вӑл е суя турӑсене пуҫҫапса тӑрӗ (Иис. Н. 24:15). Иисус Навинӑн тӗллев пулнӑ — вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗп тӑвасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа Турӑ патне илсе пыракан ҫула суйласа илнӗ. Каинӑн ун пек тӗллев пулман, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑран пӑрса яракан ҫула суйласа илнӗ.
3 Пирӗн те хӑш-пӗр чухне, ҫул юппинче тӑнӑ пекех, кирлӗ йышӑнусем тума тивет. Ҫавӑн пек чухне хӑвӑр ума лартнӑ тӗллеве асра тытӑр — хамӑрӑн ӗҫсемпе пуринпе те Иеговӑна мухтава кӑлармалла тата мӗн пире Турӑран пӑрса яма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те сыхланмалла. (Еврейсем 3:12 вуласа пар.) Ҫак тата тепӗр статьяра эпир пурнӑҫӑн ҫичӗ енне пӑхса тухӑпӑр, вӗсенче ниме те хамӑра Иеговӑран пӑрса яма памалла мар.
ӖҪ ТАТА КАРЬЕРА
4. Мӗншӗн ӗҫ питӗ кирлӗ?
4 Христиансен хӑйсене тата хӑйсен ҫемйисене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑмалла. Библире каланӑ тӑрӑх, «кам... хӑй кил-йышӗшӗн» тӑрӑшасшӑн мар, ҫавӑ ӗненмен ҫынран та япӑхрах (2 Фес. 3:10; 1 Тим. 5:8). Паллах ӗнтӗ, пурнӑҫра ӗҫ питӗ кирлӗ, анчах та тимлӗ пулмасан, вӑл сире Иеговӑран пӑрса яма пултарать. Мӗнле майпа?
5. Ӗҫе кӗме шутланӑ чухне мӗне шута илмелле?
5 Калӑпӑр, эсир ӗҫ шыратӑр. Эсир пурӑнакан вырӑнта ӗҫ тупма йывӑр пулсан, хӑвӑра сӗнекен кирек хӑш ӗҫе те кӗрес шухӑш илӗртме пултарӗ сире. Анчах та ӗҫ Библи принципӗсене хирӗҫлет пулсан, мӗн тумалла-ши? Ӗҫ графикӗ тата командировкӑсем сире христиансен ӗҫӗсене тума е ҫемье валли вӑхӑт уйӑрма чӑрмантараҫҫӗ пулсан, вара мӗнле? Ним ҫукран пӗр-пӗр ӗҫе кайни лайӑхрах тесе шутласа ҫав ӗҫе вырнаҫмаллах-ши? Астӑвӑр, тӗрӗс мар ҫул суйласа илнипе Иеговӑран пӑрӑнса кайма пулать (Евр. 2:1). Эсир ӗҫ шыратӑр пулсан е урӑх ӗҫе куҫас-и, куҫас мар-и тесе шухӑшлатӑр пулсан, тӗрӗс йышӑну тума сире мӗн пулӑшӗ?
6, 7. а) Мӗнле тӗллевпе ҫын ӗҫе вырнаҫма пултарать? ӑ) Мӗнле тӗллев сире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗ тата мӗншӗн?
6 Хамӑр ума лартнӑ тӗллеве асра тытмалла тесе ҫӳлерех каланӑччӗ ӗнтӗ. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Мӗнле тӗллевпе эпӗ ӗҫ суйлатӑп?» Эсир ӗҫ ҫине сире тата сирӗн ҫемьене Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма паракан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑр пулсан, Вӑл эсир вӑй хунине пиллесе тӑрӗ (Матф. 6:33). Эсир ӗҫ ҫухатсан та е экономика япӑхланса кайсан та, Иегова сире пулӑшма пултарать (Ис. 59:1). Вӑл «тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине... пӗлет» (2 Петр 2:9, ҪХ).
7 Анчах та эсир пуяс тӗллевпе кӑна ӗҫлетӗр пулсан, кун пирки мӗн калама пулать? Тен, эсир ҫав тӗллеве пурнӑҫа кӗртӗр те. Анчах та астӑвӑр: пуяс тесе кӑна ӗҫлени питӗ хакла ларӗ. (1 Тимофей 6:9, 10 вуласа пар.) Пурнӑҫра укҫапа карьерӑна чи кирлӗ япаласем туса хуни сире Иеговӑран пӑрса ярӗ кӑна.
8, 9. Ӗҫ тӗлӗшӗнчен ашшӗ-амӑшӗсен мӗне асра тытмалла? Ӑнлантарса парӑр.
8 Сирӗн ачасем пур пулсан, сирӗн тӗслӗх вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Сирӗн ҫине пӑхсан вӗсем кама кураҫҫӗ: карьера тӑвасшӑн ҫунакан ҫынна-и е Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха хаклакана-и? Вӗсем эсир ятлӑ-сумлӑ е укҫаллӑ ҫын пулма тӑрӑшнине кураҫҫӗ пулсан, ӳссе ҫитсен вӗсем сирӗн хыҫҫӑн ҫав япӑх ҫулпах каймӗҫ-ши? Вӗсем сире, ашшӗ-амӑшӗсем, сахалрах хисеплеме пуҫламӗҫ-ши? Пӗр ҫамрӑк христианка каланӑ: «Хама мӗн чухлӗ астӑватӑп, атте питӗ нумай ӗҫлетчӗ. Вӑл пирӗншӗн питӗ тӑрӑшнипе нумай ӗҫлет пулӗ тесе шутлаттӑмччӗ чи малтан. Унӑн пире мӗн кирлине пурне парас килнӗ. Анчах та юлашки ҫулсенче темскер улшӑнчӗ. Вӑл ӗҫлет те ӗҫлет, унтан вара хаклӑ япаласем туянать. Ҫавна пула пире ыттисене Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантаракан ҫемье пек мар, пысӑк укҫаллӑ ҫемье пек пӗле пуҫларӗҫ. Пысӑк укҫа ӗҫлесе илес вырӑнне атте пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшни маншӑн лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ».
9 Ашшӗ-амӑшӗсем, карьера ҫинчен ытлашши шутланипе Иеговӑран пӑрӑнса ан кайӑр. Хӑвӑр ачусемшӗн тӗслӗх пулӑр. Укҫа-тенкӗпе пурлӑхран ытларах сире Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем кирлӗ пулнине вӗсем курса тӑччӑр (Матф. 5:3).
10. Пурнӑҫ ҫулне суйласа илнӗ чухне ҫамрӑксен мӗн ҫинчен шухӑшламалла?
10 Эсир ҫамрӑк пулсан тата ӳссе ҫитсен мӗнле ӗҫпе ӗҫлес-ши тесе шутлатӑр пулсан, тӗрӗс ҫул суйласа илме сире мӗн пулӑшӗ? Мӗн суйласа илесси эсир пурнӑҫра мӗн-мӗн тӑвасшӑн пулнинчен килет тесе унччен каланӑччӗ ӗнтӗ. Пӗлӳ илни тата хӑвӑр ӗҫлеме шутлакан пӗр-пӗр ӗҫ сире Патшалӑх ӗҫне ытларах хутшӑнма май парӗ-и е сире Иеговӑран пӑрса ярӗ-и? (2 Тим. 4:10.) Нумай укҫа пур чухне кӑна савӑнма пултаракан ҫак тӗнчери ҫынсем пек эсир пуласшӑн-и? Е эсир Иеговӑна, Давид шанса тӑнӑ пекех, шанса тӑрасшӑн-и? Вӑл каланӑ: «Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм» (Пс. 36:25). Астӑвӑр, пӗр ҫулӗ сире Иеговӑран пӑрса ярӗ, ҫав вӑхӑтрах тепри чи лайӑх пурнӑҫ патне илсе пырӗ. (Ытарӑшсем 10:22; Малахия 3:10 вуласа пар.) Хӑшне эсир суйласа илӗр-ши?a
КАНУ ТАТА ВӐЙӐ-КУЛӐ
11. Канупа вӑйӑ-кулӑ ҫинчен Библире мӗн каланӑ тата пирӗн мӗне асра тытмалла?
11 Библи канма, вӑйӑ-кулӑпа савӑнма чармасть тата ҫавсене туни вӑхӑта усӑсӑр ирттерни тесе каламасть. «Физкультура упражненийӗсем хӑш-пӗр енчен усӑллӑ»,— тесе ҫырнӑ Павел Тимофей патне (1 Тим. 4:8, Смысловой перевод). Ҫавӑн пекех Библире «кулмалли вӑхӑт» та, «ташламалли вӑхӑт» та пур тенӗ, ҫавӑн пекех вӑл ҫителӗклӗ канма хавхалантарать (Еккл. 3:4; 4:6). Анчах та тимлӗ пулмасан, канупа вӑйӑ-кулӑ пире Иеговӑран пӑрса яма пултараҫҫӗ. Мӗнле майпа? Тӗпрен илсен, икӗ хӑрушлӑх пур — эсир мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илни тата вӗсем валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрни.
12. Мӗнле канас тата мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илес тенӗ чухне мӗне-мӗне шута илмелле?
12 Чи малтан мӗнле-мӗнле канупа вӑйӑ-кулӑ пурри ҫинчен калаҫса пӑхӑпӑр. Паллах ӗнтӗ, лайӑх вӑйӑ-кулӑ тупма пулать. Анчах та ҫак тӗнчери вӑй-кулӑсенчен нумайӑшӗ Турӑ курайман ӗҫсемпе, сӑмахран, пусмӑрпа, спиритизмпа тата аскӑн ӗҫпе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та сирӗн хӑвӑр мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илни ҫинчен тимлӗ шухӑшламалла. Канупа вӑйӑ-кулӑ сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Вӗсем сире хаяр ҫын пулма, сирӗн халӑх ыттисенчен лайӑхрах тесе мухтанма е вӑй виҫсе тупӑшма хӗтӗртеҫҫӗ-и? (Ытар. 3:31.) Ҫав вӑйӑ-кулӑшӑн нумай укҫа тӑкмалла-и? Ҫавӑн пек вӑйӑ-кулӑ суйласа илни ыттисене кӳрентермӗ-ши? (Рим 14:21.) Кун пек е ун пек вӑйӑ-кулӑ суйласа илнине пула мӗнле ҫынсемпе хутшӑнма тивӗ сирӗн? (Ытар. 13:21.) Темскер япӑххине тӑвас шухӑш ҫуратмаҫҫӗ-и вӗсем? (Иак. 1:14, 15.)
13, 14. Вӑйӑ-кулӑ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрма кирли ҫинчен мӗншӗн пирӗн шухӑшламалла?
13 Ҫавӑн пекех канупа вӑйӑ-кулӑ валли эсир мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Канма вӑхӑт нумай кайнӑран ырӑ хыпар сарма тата пухусене ҫӳреме манӑн вӑхӑт сахал юлмасть-и?» Эсир нумай канма, выляма юрататӑр пулсан, вӑхӑта ҫавӑн пек ирттерни кӑмӑла кирлӗ чухлӗ ҫырлахтарайманнине асӑрхатӑр. Кам виҫине пӗлсе канать, ҫавсене кану чылай ытларах савӑнӑҫ парать, мӗншӗн тесен «мӗн аваннине» малтан тусан, кайран вӗсем таса совеҫпе канма пултараҫҫӗ. (Филиппӑ 1:10, 11 вуласа пар.)
14 Нумай канни, выляни-савӑнни илӗртӳллӗ пек курӑнма пултарать пулин те, ҫавӑн пек ҫул суйласа илнипе Иеговӑран пӑрӑнса кайма пулать. Ким ятлӑ 20 ҫулхи христианкӑн ҫакӑ тӗрӗс пулнине хӑйӗн пурнӑҫӗнченех курма тивнӗ. «Унччен эпӗ каҫхине пӗрле савӑнма пуҫтарӑннӑ тӗлпулусене кашнинех ҫӳреттӗмччӗ,— тет вӑл.— Кашни эрнекун, шӑматкун тата вырсарникун эпӗ пӗр-пӗр мероприятине каяттӑмччӗ. Анчах та халӗ эпӗ тума кирлӗ ӗҫсем чылай пулнине куратӑп. Сӑмахран, сӑваплӑ ӗҫе тума каяс тесе эпӗ ирхине улттӑра тӑратӑп, мӗншӗн тесен пионер пулса ӗҫлетӗп. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫурҫӗр иртнӗ пӗрреччен е иккӗччен калаҫса ларма пултараймастӑп. Каҫхине пӗрле пуҫтарӑнса савӑнмалли тӗлпулусем пурте япӑх маррине эпӗ пӗлетӗп, анчах та вӗсем кирлӗ ӗҫсене тума чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Ытти япаласем пекех, вӗсен те хӑйсен вырӑнӗнче пулмалла».
15. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене лайӑх вӑйӑ-кулӑ суйласа илме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
15 Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ҫемйисене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтермелле, ҫавӑн пекех Иеговӑпа ҫывӑхланма, телейлӗ пулма тата юратнине туйма пулӑшмалла. Ҫемйине вӗсен канупа та тивӗҫтермелле. Сирӗн ачасем пур пулсан, пур вӑйӑ-кулӑ та япӑх тесе ан шутлӑр. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен вӑййи-куллинче ним япӑххи те ан пултӑр тесе асӑрхаса тӑрӑр (1 Кор. 5:6). Мӗн тумаллине малтанах палӑртса хунипе эсир хӑвӑр ҫемье валли кӑмӑла чӑннипе ҫӗклекен канупа вӑйӑ-кулӑ тупма пултаратӑрb. Ҫапла тунипе эсир те, сирӗн ачасем те Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ҫула суйласа илетӗр.
ҪЕМЬЕРИ ХУТШӐНУСЕМ
16, 17. Нумай ашшӗ-амӑшӗн мӗнле хуйхӑ курма тивнӗ тата Иегова вӗсен хуйхине ӑнланнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
16 Ашшӗ-амӑшне ачисемпе ҫыхӑнтаракан туйӑмсем ҫав тери вӑйлӑ пулнӑран, ҫав хутшӑнусене тӗслӗх вырӑнне хурса Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле юратнине кӑтартса панӑ (Ис. 49:15). Ҫавӑнпа та ҫемьери ҫын Иеговӑна хӑварни хытӑ кулянтарма пултарать. «Эпӗ ҫакна чӑтса ирттерейместӗп пуль тенӗччӗ,— калать пӗр хӗрарӑм тӑван (унӑн хӗрне пухуран кӑларса янӑ пулнӑ).— Мӗншӗн-ха вӑл Иеговӑна хӑварчӗ? Ҫавӑншӑн хам айӑплӑ тесе шутласа хама хам ятлаттӑмччӗ».
17 Ҫавӑн пек лару-тӑрура эсир мӗн туйнине Иегова ӑнланать. Унӑн ҫӗр ҫинчи пӗрремӗш ывӑлӗ, Адам, каярахпа пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗн ҫынсем нумайӑшӗ пӑлхав ҫӗклесен, вӑл «Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ» (Пулт. 6:5, 6). Кампа ун пекки пулман, ҫавсене ҫакӑ чуна мӗн тери вӑйлӑ ыраттарма пултарнине ӑнланма йывӑр пулма пултарать. Ҫапах та пухуран кӑларса янӑ сирӗн ҫемьери ҫын хӑйне тӗрӗс мар тытнине кура хӑвӑра Иеговӑран пӑрӑнса кайма пани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫемьери ҫын Иеговӑна хӑварнишӗн шутсӑр хытӑ куляннине мӗнле ҫӗнтерме пулать?
18. Ачи Иеговӑна хӑварчӗ пулсан, мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗн хӑйсене айӑпламалла мар?
18 Мӗн пулса иртнишӗн хӑвӑра ан айӑплӑр. Иегова ҫынсене суйласа илме ирӗк парать, ҫавӑнпа та шыва кӗнӗ ҫемьери кашни ҫыннӑн хӑйӗн яваплӑх «ҫӗклемне» хӑйӗн ҫӗклемелле (Гал. 6:5). Тепӗр тесен, ҫылӑх тӑвакан тӗрӗс маррине суйласа илнӗшӗн эсир мар, вӑл хӑй яваплӑ тесе шутлать Иегова (Иез. 18:20). Ҫавӑн пекех ыттисене те ан айӑплӑр. Иегова хӑйӗн халӑхне ӑса вӗрентме панӑ йӗркене хисеплӗр. Пухӑва хӳтӗлекен старейшинӑсене мар, Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр (1 Петр 5:8, 9).
19, 20. а) Пухуран кӑларса янисен ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен хуйхине ҫӗнтерес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? ӑ) Ҫавӑн пек ашшӗ-амӑшӗсем мӗне шанма пултараҫҫӗ?
19 Хӑвӑр ачупа мӗн пулса тухнишӗн эсир Иегова ҫине ҫилленетӗр пулсан, мӗн пулма пултарать? Туйӑмусем сире Иеговӑран пӑрса яма пултараҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, сирӗн ҫемьери ҫынна эсир Иеговӑна хӑвӑрӑн ҫемйӳнтен те ытларах юратнине курни кирлӗ. Ҫавӑнпа хуйхӑрма пӑрахмашкӑн хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗп тӑвас тесе тӑрӑшӑр. Турра шанчӑклӑ христиансенчен ан ютшӑнӑр (Ытар. 18:1). Хӑвӑр туйӑмусене Иеговӑна кӗлӗре каласа парӑр (Пс. 61:8, 9). Пухуран кӑларса янӑ ҫемьери ҫынпа хутшӑнас, калӑпӑр, электронлӑ почта урлӑ хутшӑнас, тесе тӳрре кӑларакан сӑлтавсем ан шырӑр (1 Кор. 5:11). Иеговӑн ӗҫне яланах туса тӑрӑр (1 Кор. 15:58). Хӗрарӑм тӑван, ун сӑмахӗсене ҫӳлерех илсе панӑччӗ, ҫапла калать: «Хамӑн хӗр Иегова патне таврӑнсан, ӑна пулӑшма пултарас тесе манӑн Иегова ӗҫне яланах туса тӑмаллине тата Турӑпа хам хушӑри хутшӑнусене ҫирӗп тумаллине эпӗ пӗлетӗп».
20 Библи каланӑ тӑрӑх, юрату «яланах шанса тӑрать» (1 Кор. 13:4, 7). Ҫывӑх ҫын Иегова патне таврӑнасса шаннинче ним япӑххи те ҫук. Кашни ҫул ҫылӑха кӗнисем нумайӑшӗ ӳкӗнеҫҫӗ те Иеговӑн организацине каялла таврӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӳкӗннӗ хыҫҫӑн Иегова вӗсем ҫине ҫилленме пӑрахать. Мӗншӗн тесен вӑл «каҫарма хатӗр» (Пс. 86:5, ҪТ).
ТӖРӖС СУЙЛАСА ИЛӖР
21, 22. Суйласа илмелли ирӗкпе эсир мӗнле усӑ курасшӑн?
21 Иегова ҫынсене суйласа илме ирӗк панӑ. (Саккуна астутарни 30:19, 20 вуласа пар.) Анчах та ҫавӑн пек ирӗклӗхпе пӗрле яваплӑх та килет. Кашни христианинӑн хӑйӗнчен ҫапла ыйтмалла: «Мӗнле ҫулпа эпӗ пыратӑп? Ӗҫпе карьерӑна пула, канупа вӑйӑ-кулӑна пула е ҫемьери хутшӑнусене пула эпӗ Иеговӑран пӑрӑнса каймарӑм-ши?»
22 Иегова хӑйӗн халӑхне нихӑҫан та юратма пӑрахмасть. Эпир хамӑр тӗрӗс мар ҫулпа кайма шут тытнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те пире Иеговӑран пӑрса яма пултараймасть (Рим 8:38, 39). Анчах та мӗншӗн-ха хамӑрпа ун пеккине пулма парас! Ниме те хӑвӑра Иеговӑран пӑрса яма ирӗк парас мар тесе ҫирӗп шут тытӑр. Тепӗр статьяра эпир пурнӑҫӑн тепӗр тӑватӑ енне пӑхса тухӑпӑр, унта та пирӗн суйласа илес тӗлӗшрен тимлӗ пулмалла.
a Пурнӑҫ ҫулне суйласа илесси ҫинчен «Ответы на твои вопросы» кӗнекен 2-мӗш томӗнчи 38-мӗш сыпӑкран нумайрах пӗлме пулать.
b Канупа ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр канашсене «Разумно ли верить в Творца?» брошюрӑри 17—19-мӗш страницӑсенче тупма пулать.