Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 3/15 3—8 с.
  • Иеговӑна юратакансем «такӑнас ҫук»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑна юратакансем «такӑнас ҫук»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТАКӐНСАН ТА — МАЛАЛЛА ЧУПӐР
  • ПИРЕ ТАКӐНТАРМА ПУЛТАРАКАН ЯПАЛАСЕМ
  • ЧӐТӐМЛӐН ЧУПӐР ТА ТАКӐНАСРАН СЫХЛАНӐР
  • Вӗҫне ҫитичченех чупӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Ан такӑнӑр, ыттисене те ан такӑнтарӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • Парне илес тесе чупӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
  • Чӑтӑмлӑ пулса дистанцие чупӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 3/15 3—8 с.

Иеговӑна юратакансем «такӑнас ҫук»

«Санӑн саккунна юратакансем питех те канӑҫлӑ, вӗсем такӑнас ҫук» (ПС. 118:165).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Христиансем мӗнле ӑмӑртӑва хутшӑнаҫҫӗ тата финиша чупса ҫитсен вӗсем мӗнле парне илӗҫ?

  • Христианина мӗн такӑнтарма пултарать?

  • Иеговӑн саккунне юратакансем такӑнас ҫук тенине мӗнле ӑнланмалла?

1. Пӗр спортсменкӑн шухӑш-кӑмӑлӗ парӑнма кирлӗ маррине мӗнле кӑтартса парать?

МӖН ачаранах Мэри Деккер чупас енчен чаплӑ кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӑл 1984 ҫулхи ҫуллахи Олимп вӑййисенче 3 000 метрлӑ дистанцире ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарать тесе шутланӑ нумайӑшӗ. Анчах та ҫав ӑмӑртура вӑл финиша такки ҫитеймен. Чупнӑ чухне вӑл тепӗр чупаканӑн уринчен такӑнса ӳкнӗ. Ӑна, суранланнӑскере тата куҫҫуль юхтарса йӗрекенскере, арена ҫинчен йӑтса тухнӑ. Анчах та Мэри парӑнман. Ҫулталӑк та иртмен пулнӑ, вӑл питӗ лайӑх хатӗрленсе ҫитнӗ те 1985 ҫулта хӗрарӑмсем хушшинче пӗр миллӗ (1,6 ҫухрӑм) дистанцие чупнӑ чухне тӗнче рекордне лартнӑ.

2. Чӑн христиансем мӗнле ӑмӑртӑва хутшӑнаҫҫӗ тата пирӗн мӗнле тӗллевпе чупмалла?

2 Христиансем пулнӑ май эпир пурте сӑнарлӑ ӑмӑртӑва хутшӑнатпӑр — пурнӑҫ илес тесе чупатпӑр. Пирӗн ҫӗнтерес тӗллевпе чупмалла. Ҫакӑ вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗске дистанци чупасси мар. Ҫавӑн пекех ҫакӑ лапӑстатса, чарӑна-чарӑна чупни те мар. Ӑна марафонпа танлаштарма пулать, унта ҫӗнтерес тесен чӑтӑмлӑ пулмалла. Коринфри, атлетика ӑмӑртӑвӗсемпе паллӑ пулнӑ хулари, христиансем патне янӑ ҫырӑвӗнче Павел чупакана тӗслӗх вырӑнне хурса ҫырнӑ: «Пӗлместӗр-и-мӗн, ӑмӑртса чупакан ҫӗрте пурте чупаҫҫӗ, парнине вара пӗри ҫеҫ илет; ӗмӗтленнине илес тесессӗн ҫавӑн пек чупӑр» (1 Кор. 9:24).

3. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупакансем пурте мӗнле майпа ҫӗнтерме пултараҫҫӗ?

3 Библи пире ҫав ӑмӑртӑва хутшӑнма чӗнет. (1 Коринф 9:25—27 вуласа пар.) Илес парне — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ: святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемшӗн — пӗлӗтре, ытти чупакансемшӗн — ҫӗр ҫинче. Ытти атлетика ӑмӑртӑвӗсемпе танлаштарсан, ҫак ӑмӑртура вӗҫне ҫитиччен чупса тухакансем пурте парне илеҫҫӗ (Матф. 24:13). Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем правилӑсене пӑсса чупсан е финиша ҫитеймесен ҫеҫ выляса яраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫак ӑмӑртура кӑна парнене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗҫ.

4. Мӗншӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупма ҫӑмӑлах мар?

4 Финиша чупса ҫитме ҫӑмӑлах мар. Ҫавна тумашкӑн хамӑра алра тытмалла тата ҫине тӑмалла. Пӗр ҫын, Иисус Христос, кӑна пӗтӗм дистанцие ним такӑнмасӑр чупса тухнӑ. Анчах та Христосӑн вӗренекенӗсем, Иаков калашле, «ҫылӑха ахаль те нумай» кӗреҫҫӗ (Иак. 3:2). Ку чӑнах та ҫапла! Эпир пурте хамӑр ҫитменлӗхсене е ыттисен ҫитменлӗхӗсене пула хӗн куратпӑр. Ҫавӑнпа та эпир хутран-ситрен такӑнма, сулӑнса кайма тата чарӑнса тӑма пултаратпӑр. Эпир ӳкме те пултаратпӑр, анчах та тӑратпӑр та малалла чупатпӑр. Хӑш-пӗрисем хытах ӳкнӗ, ҫавӑнпа та тӳрленме тата малалла чупма вӗсене пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Апла пулсан, эпир те дистанцире пӗрре анчах мар такӑнӑпӑр е ӳкӗпӗр (3 Патш. 8:46).

ТАКӐНСАН ТА — МАЛАЛЛА ЧУПӐР

5, 6. а) Христианин «такӑнас ҫук» тенине мӗнле ӑнланмалла тата такӑнсан ӑна тӑма мӗн пулӑшӗ? ӑ) Мӗншӗн хӑш-пӗрисем ӳксен тӑмаҫҫӗ?

5 Такӑнсан е ӳксен хамӑра мӗнле тытни эпир мӗнле ҫынсем пулнине кӑтартса парать. Хӑш-пӗрисем такӑннӑ е ӳкнӗ хыҫҫӑн ӳкӗннӗ те Турӑшӑн малалла ӗҫленӗ. Теприсем ӳкӗнесшӗн пулман. Ытарӑшсем 24:16-мӗшӗнче каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ҫичӗ хутчен ӳкет те — тӑрать; усал ҫынсем вара пӗтмеллипех пӗтеҫҫӗ».

6 Эпир такӑнсан та е ӳксен те Иегова пире тӑма пулӑшӗ. Ӑна шанатпӑр пулсан, вӑл пире йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне е йӑнӑшсем тунӑ чухне пулӑшма хатӗр. Иегова пире, малашне те хӑйӗншӗн чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑма пултарччӑр тесе, «тӑма» пулӑшасса шанатпӑр. Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратакансене ҫакӑ чӑннипех лӑплантарать! Усал ҫынсен тӑрас кӑмӑл та ҫук. Вӗсем Туррӑн святой сывлӑшӗ тата унӑн халӑхӗ паракан пулӑшӑва шырамаҫҫӗ, ҫавӑн пек пулӑшӑва сӗнсен вӗсем ӑна йышӑнмаҫҫӗ. Анчах та Иегова саккунне юратакансем пурнӑҫ илес тесе чупнӑ чухне такӑнтаракан чулран дистанцирен яланлӑхах тухса ӳкмелле «такӑнас ҫук». (Псалом 118:165 вуласа пар.)

7, 8. Кам та пулин «ӳксен» те Турӑ ырланине мӗнле майпа ҫухатмасан та пултарать?

7 Хӑш-пӗрисем ҫитменлӗхӗсене пула пӗчӗк ҫылӑхсем — тен, пӗрре ҫеҫ мар — тӑваҫҫӗ. Анчах та вӗсем «тӑраҫҫӗ» пулсан, урӑхла каласан, чунтан ӳкӗнеҫҫӗ, малашне те Турӑшӑн парӑнса ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, Иегова малтанхи пекех вӗсем ҫинчен тӳрӗ ҫынсем тесе шутлӗ. Ҫакна эпир Турӑ хӑйне авалхи Израильпе мӗнле тытнинчен курма пултаратпӑр (Ис. 41:9, 10). Ҫӳлерех илсе панӑ Ытарӑшсем 24:16-мӗш сӑвӑ йӗрки япӑххине — эпир «ӳкнине» палӑртас вырӑнне ытларах лайӑххи ҫине — пирӗн хӗрхенекен Турӑ пулӑшнипе эпир «тӑни» ҫине тимлеттерет. (Исаия 55:7 вуласа пар.) Пире шаннине кӑтартса Иегова Турӑпа Иисус Христос пире «тӑма» хавхалантараҫҫӗ (Пс. 85:5; Иоанн 5:19).

8 Марафонра чупакан такӑнсан та, ӳксен те унӑн тӑрса дистанцие чупса тухма май пур. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупнӑ чухне эпир ҫав ӑмӑрту «хӑш кун, хӑш сехетре» вӗҫленнине пӗлместпӗр (Матф. 24:36, ҪХ). Ҫапах та эпир мӗн чухлӗ сахалрах такӑнатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах пире пӗр хӑвӑртлӑхпа чупма, дистанцире тӑрса юлма тата ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме ҫӑмӑлтарах пулӗ. Такӑнасран сыхланма пире мӗн пулӑшӗ?

ПИРЕ ТАКӐНТАРМА ПУЛТАРАКАН ЯПАЛАСЕМ

9. Пире такӑнтарма пултаракан мӗнле япаласене эпир пӑхса тухӑпӑр?

9 Пире такӑнтарма пултаракан пилӗк япалана пӑхса тухар. Вӗсем ак ҫаксем: хамӑрӑн ҫитменлӗхсем, ӳт илӗртни, пӗрле ӗненекенсенчен тухакан тӗрӗсмарлӑх, асап е хӗсӗрлени, пухура ыттисен ҫитменлӗхӗсем. Эпир такӑнтӑмӑр пулсан, Иегова питӗ тӳсӗмлӗ пулнине асра тытмалла. Вӑл пире шанчӑксӑрскерсем теме васкамасть, пирӗн ҫине тӳрех ал сулмасть.

10, 11. Мӗнле ҫитменлӗхпе кӗрешнӗ Давид?

10 Хамӑрӑн ҫитменлӗхсене ҫул ҫинче выртакан чулсемпе танлаштарма пулать. Давид патшапа Петр апостолӑн пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ ӗҫсене пӑхса тухсан, ҫавӑн пек икӗ ҫитменлӗхе асӑрхама пултаратпӑр — чарулӑх ҫитсех кайманнине тата ҫынсенчен хӑранине.

11 Давида чарулӑх ҫитсех кайман, ҫакӑ вӑл хӑйне Вирсавипе мӗнле тытнинче курӑнать. Навал хӑртса пӗтерсен Давид чутах ӑссӑрла хӑтланман. Давида хӑш-пӗр чухне чарулӑх ҫитсех кайман пулин те, вӑл Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесе нихӑҫан та вӑй хума пӑрахман. Вӑл йӑнӑш тунӑ хыҫҫӑн кашнинче ыттисем пулӑшнине пула «тӑма» пултарнӑ (1 Патш. 25:5—13, 32, 33; 2 Патш. 12:1—13).

12. Мӗнле майпа Петр такӑнсан та пурнӑҫ илес тесе чупма пӑрахман?

12 Петрӑн ҫынсенчен хӑрасси пулкаланӑ, хӑш-пӗр чухне вӑл пысӑк йӑнӑшсем те тунӑ, анчах та вӑл пурпӗр Иисуспа Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ. Сӑмахран, вӑл ҫынсем умӗнче хӑйӗн Хуҫинчен пӗр хут мар, виҫӗ хутчен туннӑ (Лука 22:54—62). Каярахпа Петр хӑйне христианла тытман: вӑл ытти халӑхран тухнӑ тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне вӗсем ӳтне кастарнӑ еврейсенчен начартарах пулнӑ пек кӑтартнӑ. Анчах та Павел апостол пухура ҫавӑн пек уйрӑмлӑхсем пулма кирлӗ маррине ӑнланнӑ. Петрӑн шухӑш-кӑмӑлӗ тӗрӗс мар пулнӑ, ҫавна пула пухура ыттисем хӑйсене ун пек тытма пултарнӑ. Ҫавӑнпа та Павел ӑна тӳррӗн канаш панӑ (Гал. 2:11—14). Ҫавӑншӑн Петр ҫилленнӗ-и, пурнӑҫ илес тесе чупма пӑрахнӑ-и? Ҫук. Павел панӑ канаш ҫинчен вӑл тӗплӗ шухӑшланӑ, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ та малалла чупнӑ.

13. Сывлӑх начарланса пыни мӗнле майпа такӑнтарма пултарать?

13 Сывлӑх начарланса пыни пирӗн пурнӑҫа питӗ йывӑрлатма пултарать. Ҫавна пула эпир такӑнма, хӑвӑртлӑха чакарма, халран кайма та пултаратпӑр. Сӑмахран, Японири пӗр хӗрарӑм тӑван шыва кӗнӗ хыҫҫӑн 17 ҫул иртсен питӗ хытӑ чирлесе ӳкнӗ. Вӑл хӑйӗн сывлӑхӗ пирки шутсӑр нумай шухӑшланӑран чӑнлӑхра ҫирӗп тӑма пӑрахнӑ та вӑхӑт иртнӗҫемӗн активлӑ мар пулса тӑнӑ. Икӗ старейшина ун патне кӗрсе тухнӑ. Вӗсен ырӑ сӑмахӗсемпе хавхаланнипе вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене каллех ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл аса илет: «Пухури тӑвансем ӑшшӑн кӗтсе илни мана куҫҫуль тухмаллах чӗрене хускатрӗ». Халӗ вара пирӗн хӗрарӑм тӑван пурнӑҫ илес тесе малалла чупать.

14, 15. Тӗрӗс маррине тӑвас килнӗ чухне пирӗн мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

14 Нумайӑшӗ ӳт илӗртнине пула такӑннӑ. Ҫавӑн пек илӗртӳ сиксе тухсан, хамӑр шухӑшсемпе ӗҫсем таса пулччӑр тесе, Туррӑн ӳкӗчӗсемпе килӗшсе тӑччӑр тесе пирӗн мӗн кирлине пурне те тумалла. Иисус сӑнарлӑ чӗлхепе усӑ курса пире мӗн такӑнтарма пултарать, ҫавсене пурне те — хамӑр куҫ-и вӑл е алӑ-и — кӑларса пӑрахма канаш панине аса илӗр-ха. Ҫавсем шутне хӑш-пӗрисене пурнӑҫ илес тесе чупма чарнӑ аскӑн шухӑшсемпе ӗҫсем кӗмеҫҫӗ-и-ха? (Матфей 18:8 вуласа пар.)

15 Пӗр арҫын тӑван, христиан ҫемйинче ҫитӗнсе ӳснӗскер, хама мӗн чухлӗ астӑватӑп, ҫавӑн чухлӗ гомосексуалистла туртӑмсемпе кӗрешетӗп тесе ҫырнӑ. Вӑл калать: «Эпӗ яланах намӑсланаттӑмччӗ. Ман шутпа, эпӗ пӗртте ыттисем пек марччӗ». Вӑл 20 ҫул тӗлнелле тулли пионер тата пулӑшакан ӗҫчен пулса тӑнӑ. Унтан вӑл пысӑк йӑнӑш тунипе такӑннӑ, вара ӑна Библи тӑрӑх ӳкӗте кӗртнӗ, ҫавӑн пекех старейшинӑсем ӑна пулӑшу панӑ. Вӑл кӗлтунӑ, Библи вӗреннӗ тата ыттисене пулӑшас тесе вӑй хунӑ. Ҫаксем пурте ӑна малалла чупма пулӑшнӑ. Ҫавӑнтанпа темиҫе ҫул иртнӗ пулин те вӑл калать: «Ҫавӑн пек туйӑмсем манӑн халӗ те пулкалаҫҫӗ, анчах та эпӗ вӗсене хама ярса илме памастӑп. Иегова илӗртӳсене эпир чӑтса ирттерме пултарнинчен ытла пулма паманнине эпӗ ӑнланса илтӗм. Эпӗ вӗсене ҫӗнтерме пултаратӑп тесе шутлать пулас Иегова». Ҫав арҫын тӑван калать: «Эпӗ вӑй хуни ҫӗнӗ тӗнчере усӑ парӗ. Эпӗ ҫавна тӑвасшӑн та! Халӗ вара эпӗ малалла кӗрешӗп». Вӑл пурнӑҫ илес тесе чупма ҫирӗп шут тытнӑ.

16, 17. а) Ыттисем хӑйӗнпе тӗрӗс мар тытнӑ тесе шутлакан арҫын тӑвана мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Такӑнас мар тесен пирӗн мӗне асра тытмалла?

16 Пухури тӑвансенчен тухакан тӗрӗсмарлӑха пула та эпир такӑнма пултаратпӑр. Францире пурӑнакан, унччен старейшина пулса ӗҫленӗ арҫын тӑван ыттисем хӑйӗнпе тӗрӗс мар тытнӑ тесе шутланӑ та тӑвансем ҫине кӳреннӗ. Ҫавна пула вӑл пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ та активлӑ мар пулса тӑнӑ. Икӗ старейшина ун патне килне пынӑ, вӗсем вара вӑл мӗн пулса иртни ҫинчен хӑй мӗн шутланине каласа панине тимлӗ, ним пӳлмесӗр итленӗ. Вӗсем ӑна Иеговӑна шанма хавхалантарнӑ, чи кирли вӑл Турра юрӑхлӑ пуласси тесе палӑртнӑ. Вӑл вӗсен канашне итленӗ, унтан вӑл кӗҫех пухӑвӑн ӗҫӗсене хастарлӑ хутшӑнма тытӑннӑ та пурнӑҫ илес тесе каллех чупма пуҫланӑ.

17 Христиансен пурин те Иисус Христос пуху Пуҫӗ пулнине асра тытмалла тата ҫитменлӗхлӗ ҫынсем хӑйсене мӗнле тытнишӗн ытлашши пӑшӑрханмалла мар. Иисусӑн «куҫӗсем вут ҫулӑмӗ» пек, ҫавӑнпа вӑл пурне те тӗрӗс, эпир курма пултарнинчен те чылай ытларах курать (Ӳлӗм. 1:13—16). Сӑмахран, эпир пухура тӗрӗсмарлӑх пур тесе шутлама пултаратпӑр, анчах та тӗрӗссипе каласан, ҫакӑн пекки эпир ҫакӑ мӗнле тата мӗншӗн пулса иртнине тӗрӗс мар ӑнланнӑран пулма пултарать. Иисус пухури йывӑрлӑхсене кирлӗ пек, кирлӗ вӑхӑтра татса парать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр христианинӑн ӗҫӗсем е йышӑнӑвӗсем пирӗншӗн такӑнмалли чул пулса ан тӑччӑр тесе пирӗн тӑрӑшмалла.

18. Йывӑрлӑхсене тата хӗн-асапа эпир мӗнле чӑтса ирттерме пултаратпӑр?

18 Тепӗр икӗ такӑнмалли чул вӑл — асап е хӗсӗрлени, пухура ыттисен ҫитменлӗхӗсем. Ҫак тӗнчерен «асап е хӗсӗрлесси ҫитсессӗн», хӑш-пӗрисем парӑнӗҫ, е такӑнӗҫ, тенӗ Иисус тырӑ акакан ҫинчен каланӑ ытарлӑхра. Ҫавӑн пек хӗсӗрлесси кирек камран килсен те — ҫемьерен-и, кӳршӗсенчен-и е влаҫа тытса тӑракансенчен-и — ҫакӑ уйрӑмах «тымар ҫуккисем», урӑхла каласан, ӗненӳре ҫирӗп тӑманнисем ҫине витӗм кӳме пултарать (Матф. 13:21). Анчах та эпир Иеговӑпа ҫывӑх пулма ҫирӗп шут тытнӑ пулсан, Патшалӑх хыпарӗ пире ӗненӳре ҫирӗп тымарлӑ пулма пулӑшӗ. Ҫавӑнпа та йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне яланах «мухтавли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлӑр». (Филиппӑ 4:6—9 вуласа пар.) Иеговӑн вӑйне пула хӗн-асапа чӑтса ирттерӗпӗр, йывӑрлӑхсене хамӑршӑн такӑнмалли чул пулса тӑма памӑпӑр.

19. Кам та пулин пире кӳрентернӗ чухне такӑнас мар тесе пирӗн мӗн тумалла?

19 Шел пулин те, ыттисен ҫитменлӗхӗсене пула хӑш-пӗрисем Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарӑннӑ. Е вӗсем хӑйсен совеҫӗ тума чаракан ӗҫсене ыттисем тунине кура такӑннӑ (1 Кор. 8:12, 13). Пире кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан, эпир тарӑхса ҫӳреме пуҫласа чӑнлӑха хӑварӑпӑр-ши? Библи христиансене, кӳренме сӑлтав пур тесе шутласан та, ыттисене айӑплама пӑрахма, каҫарма чӗнет (Лука 6:37). Кӳренмелли сиксе тухсан, хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ ыттисене хама мӗн килӗшнипе килӗшменни тӑрӑх айӑплатӑп-и? Пухури тӑвансем ҫитменлӗхлӗ пулнине пӗлсе тӑрсах вӗсен кӑлтӑкӗсемшӗн чӑнлӑха хӑварӑп-ши?» Ыттисем кирек мӗн тусан та, Турра юратни пире финиша ҫитме вӗсен йӑнӑшӗсем чӑрмантарасран пулӑшӗ.

ЧӐТӐМЛӐН ЧУПӐР ТА ТАКӐНАСРАН СЫХЛАНӐР

20, 21. Пурнӑҫ илес тесе чупнӑ чухне эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

20 «Пурӑнӑҫ чуппинче» вӗҫне ҫитичченех чупма ҫирӗп шут тытнӑ-и эсир? (2 Тим. 4:7, 8.) Апла пулсан, хӑвӑр тӗллӗн вӗренмелле сирӗн. Тӗпчес, шухӑшлас тата мӗн-мӗн такӑнтарма пултарнине пӗлес тесе Библипе тата пирӗн публикацисемпе усӑ курӑр. Сире тӗреклӗ тума пултаракан святой сывлӑша Иеговӑран ыйтӑр. Асра тытӑр, пурнӑҫ илес тесе чупакан такӑнчӗ е ӳкрӗ пулсан та, ҫакӑ вӑл дистанцирен яланлӑхах тухса ӳкрӗ тенине пӗлтермест. Вӑл тӑрса малалла чупма пултарать. Вӑл хӑйӗн ӗненӗвне тӗрӗслекен йывӑрлӑхсенчен ӑса вӗренсе пынипе такӑнтаракан чулсене картлашка пек усӑ курма та пултарать.

21 Пурнӑҫ илес тесе чупмалли ӑмӑртӑва ахаль пӑхса лармалла мар, унта хутшӑнмалла тет Библи. Ҫакӑ вӑл пассажирсене ҫӗнтерӳ патне илсе пыракан автобус ҫинче ларса пыни мар. Пурнӑҫ илес тесе пирӗн хамӑрӑн чупмалла. Вара Иегова паракан канӑҫлӑх пирӗншӗн майлӑ ҫил евӗрлӗ пулӗ (Пс. 118:165). Вӑл пире халех пулӑшасса, пуласлӑхра вара финиша чупса ҫитнисене пурне те вӗҫӗ-хӗррисӗр пиллӗхсем парасса шанма пултаратпӑр (Иак. 1:12).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр