Иеговӑна «пӗлме пултаракан чӗре» сирӗн пур-и?
«Эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫана пӗлме пултаракан чӗре парӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ» (ИЕР. 24:7).
1, 2. Мӗншӗн кама та пулин смоква интереслентерме пултарать?
ЭСИР смоква ҫиме юрататӑр-и? Сире мӗнли килӗшет: чӗрри-и е типӗтни-и? Нумайӑшӗ ӑна кӑмӑллать, ҫавӑнпа та ӑна тӗрлӗ ҫӗршывра лартса ӳстереҫҫӗ. Авалхи Израильте те смоква ҫимӗҫне хакланӑ (Наум 3:12; Лука 13:6—9). Унта клетчатка нумай, антиоксидантсемпе минералсем пур; хӑш-пӗрисем смоква чӗрене усӑллӑ теҫҫӗ.
2 Пӗррехинче Иегова ҫынсен чӗрисем мӗнлерех пулни ҫинчен каланӑ чухне вӗсене смоквӑпа танлаштарнӑ. Турӑ смоква ҫини мӗнле усӑ пани ҫинчен каламан. Вӑл сӑнарлӑ чӗре ҫинчен каланӑ. Вӑл Иеремия пророк урлӑ калани сирӗн чӗрепе те, сирӗн ҫывӑх ҫыннусен чӗрипе те ҫыхӑннӑ. Унӑн сӑмахӗсене пӑхса тухнӑ май вӗсем христиансемшӗн мӗне пӗлтерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
3. Иеремия кӗнекинчи 24-мӗш сыпӑкра каланӑ смоква мӗне пӗлтернӗ?
3 Чи малтан Иеремия пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ смоква пирки мӗн каланине пӑхса тухар. Пирӗн эрӑчченхи 617 ҫулта иудей халӑхӗ Иегова курайман ӗҫсене тусах тӑнӑ. Турӑ курӑнура смоквӑпа — «питех те паха» тата «питех те япӑх» смоква ҫырлипе — тӗслӗх вырӑнне усӑ курса малашне мӗн пулассине кӑтартнӑ. (Иеремия 24:1—3 вуласа пар.) Япӑх смоква Седекия патшапа ун евӗрлӗ ҫынсене пӗлтернӗ, вӗсем ҫине кӗҫех Навуходоносор патша хӑйӗн ҫарӗпе тапӑнмалла пулнӑ. Анчах та ҫав вӑхӑтра Вавилонра пурӑннӑ Иезекииль, Даниилпа унӑн виҫӗ тусӗ, ҫавӑн пекех кӗҫех унта тыткӑна илсе килес хӑш-пӗр еврейсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсем паха смоква ҫырлисем пек пулнӑ. Иудейсенчен тӑрса юлнисен таврӑнса Иерусалимпа унти храма ҫӗнӗрен туса лартмалла пулнӑ. Каярахпа шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та (Иер. 24:8—10; 25:11, 12; 29:10).
4. Турӑ паха смоква ҫинчен калани пире мӗнле хавхалантарать?
4 Паха смоквӑпа сӑнласа панисем пирки Иегова каланӑ: «Эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫана пӗлме пултаракан чӗре парӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ» (Иер. 24:7). Ҫакӑ — статьян тӗп тексчӗ, вӑл вара пире питӗ хавхалантарать! Турӑ ҫынсене хӑйне «пӗлме пултаракан чӗре» парасшӑн. Ҫак сӑвӑ йӗркинче «чӗре» тени ҫын шалтан мӗнлерех пулнине пӗлтерет. Паллах ӗнтӗ, эсир ҫавӑн пек чӗре илесшӗн тата Турӑ халӑхӗн пайӗ пуласшӑн. Ҫавна валли ҫак утӑмсене тумалла: Турӑ Сӑмахне тӗпчемелле те пурнӑҫласа тӑмалла, ӳкӗнмелле те ҫылӑх туса пурӑнма пӑрахмалла, хамӑр пурнӑҫа Турра халалламалла та Ашшӗн, Ывӑлӗн тата святой сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗмелле (Матф. 28:19, 20; Ап. ӗҫ. 3:19, 20). Тен, эсир ҫак утӑмсене тунӑ та ӗнтӗ е ҫав утӑмсене тӑвас тесе Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳретӗр.
5. Тӗпрен илсен, Иеремия камӑн чӗри ҫинчен ҫырнӑ?
5 Эпир ҫав утӑмсене пурне те е хӑш-пӗрисене ҫеҫ тунӑ пулсан та, пирӗн хамӑр шухӑш-кӑмӑл мӗнлерех пулнине тата хамӑра мӗнле тытнине асӑрхасах тӑмалла. Иеремия чӗре ҫинчен тата мӗншӗн ҫырнине те эпир курма пултаратпӑр. Иеремия кӗнекин хӑш-пӗр сыпӑкӗсенче Иуда тавра пурӑнакан халӑхсем ҫинчен каланӑ, анчах та унта ытларах хӑйӗн пилӗк патши ертсе пынӑ чухнехи Иуда халӑхӗ ҫине тимлеттернӗ (Иер. 1:15, 16). Иеремия, тӗпрен илсен, хӑйсене Иеговӑна халалланӑ арҫынсем, хӗрарӑмсем тата ачасем ҫинчен ҫырнӑ. Вӗсен ӗлӗкхи ӑрӑвӗ хӑйсен ирӗкӗпе Иеговӑн халӑхӗ пулма килӗшнӗ (Тух. 19:3—8). Иеремия вӑхӑтӗнче халӑх хӑйне Турра халалланине каллех ҫирӗплетсе панӑ. Иудейсем каланӑ: «Акӑ ӗнтӗ эпир Сан патна пыратпӑр: Эсӗ — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр» (Иер. 3:22). Анчах та, сирӗн шутпа, вӗсен чӗри мӗнлерех пулнӑ?
СӐНАРЛӐ ЧӖРЕНЕ ОПЕРАЦИ ТУМАЛЛА
6. Мӗншӗн Турӑ чӗре ҫинчен калани пире уйрӑмах интереслентермелле?
6 Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсем ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса чӗре сывӑ пулнипе пулманнине тата вӑл мӗнле ӗҫленине курма пултараҫҫӗ. Анчах та Иегова пирӗн сӑнарлӑ чӗрене те, урӑхла каласан, эпир шалтан мӗнле ҫынсем пулнине, курма пултарать. Турӑ каланӑ: «Этем чӗри пек ултавли нимӗн те ҫук, питех те пӑсӑк вӑл; кам пӗлсе пӗтерӗ ӑна? Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, пурне те хӑйӗн ҫул-йӗрне кура, ӗҫӗсен ҫимӗҫне кура тавӑрса памашкӑн этем чӗрине тӗрӗслетӗп» (Иер. 17:9, 10). Ҫавна тӑвас тесе Иеговӑн 70—80 ҫул хушшинче виҫӗ миллиарда яхӑн тапакан ахаль чӗрене тӗрӗслемелле мар. Кунта Иегова сӑнарлӑ чӗре ҫинчен калать. «Чӗре» тени вӑл ҫын шалтан мӗнлерех пулнине кӑтартакан шухӑшпа ҫыхӑннӑ. Ҫав чӗре шутне ӑна мӗн килӗшнипе килӗшменни, вӑл мӗнле шухӑшланипе мӗн туйни, унӑн шухӑш кӑмӑлӗпе тӗллевӗсем кӗреҫҫӗ. Сирӗн те ҫавӑн пек чӗре пур. Турӑ ӑна тӗрӗслеме пултарать, хӑш-пӗр енчен эсир хӑвӑр та ҫавна тума пултаратӑр.
7. Иеремия хӑй вӑхӑтӗнчи иудейсенчен нумайӑшӗн чӗри ҫинчен мӗн каланӑ?
7 Ҫавӑн пек тӗрӗслеве хатӗрленес тесе эпир ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Иеремия вӑхӑтӗнчи иудейсенчен нумайӑшӗн сӑнарлӑ чӗри ҫинчен Иегова мӗн шухӑшланӑ?» Ҫак ыйту ҫине хуравланӑ май Иеремия усӑ курнӑ тӗлӗнмелле сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ҫине пӑхӑр-ха: «Израиль килӗ... чӗрине кастарман». Пророк кунта Иудейӑри арҫынсен ӳтне кастарнине асӑнман, мӗншӗн тесен вӑл каланӑ: «Акӑ кунсем ҫитеҫҫӗ,— калать Иегова,— ун чухне эпӗ ӳтне кастарнисене, ҫапах та ӳтне кастарман хальлӗн тӑрса юлнисене кирек кама та явап тыттарӑп» (ҪТ). Апла пулсан, ӳтне кастарнӑ иудейсем те «чӗрине кастарман» пулнӑ (Иер. 9:25, 26). Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ?
8, 9. Иудейсен нумайӑшӗн хӑйсен чӗрисемпе мӗн тумалла пулнӑ?
8 «Чӗрине кастарман» тени мӗн иккенне пире Турӑ иудейсене каланӑ сӑмахсем ӑнланма пулӑшаҫҫӗ: «Эй Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫашӑн хӑвӑрӑн ӳтӗре кастарӑр, чӗрӗрсен ӳтне касӑр: Манӑн ҫиллӗм вут-ҫулӑмла... сирӗн усал йӑлӑрсене пула пӗр сӳнмиех ҫунса ан тӑтӑр». Анчах та мӗншӗн вӗсем йӗркесӗр ӗҫсем туса тӑнӑ? Сӑлтавӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен чӗринче пулнӑ. (Марк 7:20—23 вуласа пар.) Иеремия урлӑ Турӑ иудейсем мӗншӗн усал ӗҫсем тунине тӗп-тӗрӗс палӑртнӑ. Вӗсен чӗри чӑрсӑр та пӑлхавлӑ пулнӑ. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ Иеговӑна юрӑхлӑ пулман. (Иеремия 5:23, 24; 7:24—26 вуласа пар.) Турӑ вӗсене каланӑ: «Ҫӳлхуҫашӑн хӑвӑрӑн ӳтӗре кастарӑр, чӗрӗрсен ӳтне касӑр» (Иер. 4:4; 18:11, 12).
9 Апла пулсан, Иеремия вӑхӑтӗнчи иудейсен чӗрисене, сӑнарлӑ каласан, операци тумалла — чӗрисен ӳтне кастармалла — пулнӑ. Моисей вӑхӑтӗнче те израильсен ҫавнах тумалла пулнӑ (Сак. аст. 10:16; 30:6). Мӗнле майпа иудейсем хӑйсен чӗрисен ӳтне касма пултарнӑ? Вӗсен Иеговӑн ӳкӗчӗсене пӑхӑнса тӑма чӑрмантаракан шухӑшсенчен, кӑмӑл-туйӑмран хӑтӑлмалла пулнӑ (Ап. ӗҫ. 7:51).
ТУРРА «ПӖЛМЕ ПУЛТАРАКАН ЧӖРЕНЕ» МӖНЛЕ ИЛМЕ ПУЛАТЬ?
10. Давид пекех пирӗн мӗн тӑвас кӑмӑл пулмалла?
10 Турӑ пире хамӑрӑн сӑнарлӑ чӗре мӗнлерех пулнине ӑнланма пулӑшнӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ! «Анчах та Иегова Свидетелӗсен паян ҫакӑншӑн пӑшӑрханмаллах-ши?» — тӗлӗнсе ыйтӗ, тен, кам та пулин. Ҫакӑ вӑл пухура христиансем нумайӑшӗ йӗркесӗр ҫулпа пыраҫҫӗ е, авалхи нумай иудей пек, «питех те япӑх» смоква пулса тӑраҫҫӗ тенине пӗлтермест. Пачах урӑхла, Иеговӑн хальхи ӗҫлекенӗсем вӗсем — Турра шанчӑклӑ, таса халӑх. Ҫапах та Давид Иеговӑна йӑлӑнса ыйтнине аса илер-ха: «Эй Турӑҫӑм, сӑна мана, чӗреме пӗлсе ҫит; сӑна мана, шухӑшӑмсене пӗлсе ҫит; эпӗ усал ҫул ҫинче мар-ши — пӑхсамччӗ» (Пс. 16:3; 138:23, 24).
11, 12. а) Мӗншӗн пирӗн пурсӑмӑрӑн та хамӑр чӗрене тӗрӗслемелле? ӑ) Турӑ мӗн тумӗ?
11 Иегова пире кашнине хӑйне юрӑхлӑ тӑвасшӑн, малалла та ҫавӑн пек тӑрса юлччӑр тет. Иеремия каланӑ: «Ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи! Эсӗ тӳрӗ ҫынна сӑнатӑн, унӑн ӑшчикӗпе чӗрине курса тӑратӑн» (Иер. 20:12). Пурне те Тума Пултаракан Турӑ тӳрӗ ҫынсен чӗрисене те сӑнать пулсан, пирӗн хамӑр чӗрене ним пытармасӑр тӗрӗслемелле мар-и вара? (Псалом 10:5 вуласа пар.) Ҫавӑн пек тӗрӗсленӗ май эпир хамӑр ӑшра тӳрлетме кирлӗ шухӑш-кӑмӑл, тӗллев е туйӑм пуррине асӑрхама пултаратпӑр. Тен, эпир пирӗн чӗрене мӗн туйӑмсӑртарах тӑвать, ҫавна, урӑхла каласан, чӗрен ӳтне кастарма кирлине курӑпӑр. Ҫакна сӑнарлӑ чӗрене операци туни теме пулать. Сӑнарлӑ чӗрене тӗрӗслени сире усӑ панипе килӗшетӗр пулсан, пирӗн мӗн ҫине тимлемелле? Эсир мӗнле майпа кирлӗ улшӑнусем тума пултаратӑр? (Иер. 4:4.)
12 Ҫакна асра тытмалла: Иегова пире улшӑнма вӑйпа хистессе кӗтме кирлӗ мар. Вӑл иудейсене — «питех те паха» смоквӑна — «[Хӑйне] пӗлме пултаракан чӗре парӑп» тенӗ. Вӑл вӗсен чӗрине вӑйпа улӑштарӑп темен. Вӗсен хӑйсен Турра пӗлнипе палӑрса тӑракан сисӗмлӗ чӗре илес кӑмӑл пулмалла пулнӑ. Пирӗн те ҫавӑн пек кӑмӑл пулмалла мар-и?
13, 14. Христианинӑн чӗри ӑна хӑйнех сиен тума пултарать тенине мӗнле ӑнланмалла?
13 Иисус каланӑ: «Усал шухӑшласси [«шухӑшсем», ҪС], ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать» (Матф. 15:19). Сӑмахран, пухури арҫын тӑван хытса ларнӑ чӗри хистенине пула аскӑн ӗҫ турӗ е мӑшӑрне улталарӗ пулсан тата ҫавӑншӑн ӳкӗнмерӗ пулсан, Турӑ ырлассине яланлӑхах ҫухатма пултарать. Анчах та ҫавӑн пек ҫылӑх туман ҫыннӑн та чӗринче тӗрӗс мар шухӑшсем тымар яма пултараҫҫӗ. (Матфей 5:27, 28 вуласа пар.) Шӑп ҫавӑн пек чухне хамӑр чӗрене тӗрӗслени пулӑшма пултарать. Хӑвӑр чӗрӳне тӗплӗн тӗрӗсленӗ май пӑхӑр-ха, сирӗн унта, арҫынсен хӗрарӑмсем патне е хӗрарӑмсен арҫынсем патне тӗрӗс мар туйӑмсем, Турӑ ырламан тата пуҫран кӑларса пӑрахма кирлӗ вӑрттӑн шухӑшсем ҫук-и?
14 Ҫавӑн пекех христианин пухури тӑван ҫине ҫилленнӗҫемӗн ӑна хӑйӗн чӗринче курайми пулса ҫитме пултарать (Лев. 19:17). Вӑл хӑйне хытӑ чӗреллӗ туса хума пултаракан ҫавӑн пек туйӑмсенчен хӑтӑлас тесе вӑй хурӗ-ши? (Матф. 5:21, 22.)
15, 16. а) Мӗнле майпа христианин кастарман чӗреллӗ пулма пултарать? ӑ) Сирӗн шутпа, мӗншӗн кастарман чӗре Иеговӑна юрӑхлӑ мар?
15 Телее, христиансенчен нумайӑшӗ хӑйсен чӗринче унашкал туртӑмсемпе туйӑмсене пулма памасть. Анчах та Иисус «усал шухӑшсем» ҫинчен те каланӑ. Ҫавсем шутне пурнӑҫӑн нумай енӗ ҫине витӗм кӳме пултаракан шухӑшсем кӗреҫҫӗ. Сӑмахран, ҫын хӑйӗн ҫемйине чунтан парӑнса пурӑнни пуринчен те ытла кирлӗ тесе шутлама пултарать. Паллах ӗнтӗ, христиансем хӑйсен килӗнчисене юратаҫҫӗ, вӗсем ҫак «юлашки кунсенче» нумайӑшӗ пек «килӗштереймесӗр», урӑхла каласан, тӑванлӑх туйӑмне кӑтартмасӑр, пурӑнакансем пек пуласшӑн мар (2 Тим. 3:1, 3). Анчах та ҫемьене чунтан парӑнса пурӑнни виҫерен тухса каймалла мар. Нумайӑшӗ «юн шывран ҫӑрарах» теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем хӑш-пӗр чухне ниме пӑхмасӑр хӑйсен хурӑнташӗсене хӳтӗлеҫҫӗ е вӗсем майлӑ тӑраҫҫӗ, вӗсене кӳрентернине хӑйсене кӳрентернӗ пекех йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пек вӑйлӑ туйӑмсене пула Динӑн пӗртӑванӗсем мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Пулт. 34:13, 25—30). Авессалом хӑйӗн пиччӗшне Амнона вӗлернӗ, апла пулсан унӑн чӗринче мӗнле туйӑмсем пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (2 Патш. 13:1—30). Чӑнах та, «усал шухӑшсем» питӗ хӑрушӑ пулма пултараҫҫӗ.
16 Паллах ӗнтӗ, чӑн христиансем ҫынсене вӗлермеҫҫӗ. Анчах та вӗсем хӑйсен пӗртӑванне кӳрентернӗ пухури пӗр-пӗр тӑван ҫине е вӑл ҫавна тунӑ тесе шутласа ун ҫине тарӑхса ҫӳреме пултараҫҫӗ. Пухури тӑван хӑйсен пӗртӑванӗпе япӑх тытнӑ пек е ӑна нихӑҫан та хӑна туман пек туйӑннӑран вӗсем ҫав тӑван патне хӑнана кайма, тен, килӗшмӗҫ (Евр. 13:1, 2). Ҫавӑн пек япӑх туйӑмсене хӗрсе кайма пани тата хӑналас килменни юрату ҫитсех кайманнине кӑтартса парать, ҫакӑ вара нимех те мар тесе шутламалла мар. Чӗрене Тӗрӗслекен «чӗрине кастарман» тесе диагноз лартма пултарать (Иер. 9:25, 26). Иегова кама: «Чӗрӗрсен ӳтне касӑр»,— тесе каланӑ, ҫавсене асра тытӑр (Иер. 4:4).
УЛШӐНУСЕМ ТӐВӐР ТА ТУРРА «ПӖЛМЕ ПУЛТАРАКАН ЧӖРЕНЕ» УПРАСА ХӐВАРӐР
17. Иеговӑран хӑратпӑр пулсан, хамӑр чӗрере улшӑнусем тума мӗншӗн ҫӑмӑлтарах пулӗ?
17 Хӑвӑрӑн сӑнарлӑ чӗрӳне тӗрӗсленӗ чухне эсир вӑл Иеговӑн канашӗсене кирлӗ пек итлеменнине тата ӑна хӑш-пӗр енчен «кастарманнине» асӑрхарӑр пулсан, кун пирки мӗн калама пулать? Тен, эсир унта ҫынран хӑрани, ятлӑ-сумлӑ та пуян ҫын пуласшӑн ҫунни е кутӑнлӑхпа никама та пӑхӑнмасӑр пурӑнасси пуррине асӑрхарӑр. Сирӗнпе кӑна мар ун пекки пулнӑ (Иер. 7:24; 11:8). Иеремия хӑйӗн вӑхӑтӗнчи шанчӑксӑр иудейсен чӗри «чӑрсӑр та пӑлхавлӑ» тесе ҫырнӑ. Вӑл малалла каланӑ: «Хӑйсен ӑшӗнче [«чӗринче», ҪТ]: „Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан хӑраса тӑрар“ теме пӗлмерӗҫ,„ ...малтанхи тата кайранхи ҫумӑр Паракантан... хӑраса тӑрар“ темерӗҫ» (Иер. 5:23, 24). Иеговӑран тата ытларах хӑрама, ӑна пархатарлӑ пулма вӗренетпӗр пулсан, пире хамӑр «чӗрен ӳтне касма» ҫӑмӑлтарах пулӗ тесе каламан-и кунта? Ҫавӑн пек тӗрӗс хӑрани пире кашнине хамӑр чӗрере улшӑнусем тума тата Иегова мӗн хушнине тума пулӑшӗ.
18. Камсемпе ҫӗнӗ халал хывнӑ, ҫавсене Иегова мӗн тесе сӑмах панӑ?
18 Эпир ҫавӑн пек вӑй хуратпӑр пулсан, Иегова пире хӑйне «пӗлме пултаракан чӗре» парӗ. Ҫавна тума вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнисене, камсемпе ҫӗнӗ халал хывнӑ, ҫавсене, сӑмах панӑ. Вӑл каланӑ: «Хамӑн саккуна вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсемшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ». Вӑл малалла каланӑ: «Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: „Турра пӗлӗр“ тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — хӑйсемех пӗлме пуҫлӗҫ... Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп» (Иер. 31:31—34)a.
19. Чӑн христиансене мӗнле пуласлӑх кӗтет?
19 Ҫӗнӗ халал кӳрекен ӗмӗрлӗх пиллӗхсене эсир пӗлӗтре-и е ҫӗр ҫинче-и илме шанатӑр, сирӗн Иеговӑна пӗлес, унӑн халӑхӗн пайӗ пулас кӑмӑл пулмалла. Ҫав пиллӗхсене илес тесен сирӗн ҫылӑхсене Христосӑн парни урлӑ каҫарни кирлӗ. Хӑвӑра ҫавӑн пек каҫарма пултарнине пӗлни сире ыттисене, кама сире каҫарма йывӑр, ҫавсене те, каҫарма хавхалантармалла. Хамӑр чӗрере ҫавӑн пек тӑшманла туйӑмсене пӗтерме тӑрӑшни чӗренех усӑ парӗ. Ҫавӑн пек тунипе эсир Иеговӑшӑн ӗҫлес килнине кӑна мар, ӑна лайӑхрах пӗлсе пынине те кӑтартатӑр. Вара эсир Иегова Иеремия урлӑ каланӑ ҫынсем пек пулатӑр: «Мана шыратӑр та, пӗтӗм чун-чӗрӗрпе шырасассӑн — Мана тупатӑр. Эсир Мана тупатӑр [«Эпӗ сире хама тупма парӑп», ҪТ]» (Иер. 29:13, 14).
a Ҫӗнӗ халала «Что Бог говорит нам через Иеремию» кӗнекери 14-мӗш сыпӑкра сӳтсе явнӑ.