Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа кӑмӑллӑн калаҫнипе ҫирӗплетӗр
«Пӗлсе хуравлани ҫынна хӑйне савӑнтарать, вӑхӑтра каланӑ сӑмах мӗн тери лайӑх!» (ЫТАР. 15:23.)
1. Кӑмӑллӑн калаҫни мӑшӑрсене мӗнле пулӑшать?
«ПУРИНЧЕН ытла мана вӑхӑта хамӑн арӑмпа ирттерме килӗшет»,— каланӑ Канадӑра пурӑнакан пӗр арҫын тӑван. Арӑмпа пӗрле чухне пурнӑҫри телейлӗ самантсем те савӑнӑҫлӑрах, йывӑр тапхӑра та чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах тенӗ вӑл. Австралири арҫын тӑван вара ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрле 11 ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ вӑхӑтра эпӗ арӑмпа калаҫмасӑр пӗр кун та ирттермен». Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӑмӑллӑн калаҫни вӗсене пӗр-пӗрне пӗтӗмпех шанма тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗп тума пулӑшнӑ. Коста-Рикӑри хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫни пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа пуянлатрӗ кӑна мар, пире Иеговӑпа ҫывӑхлатрӗ, илӗртӳсенчен хӳтӗлерӗ, пире тачӑрах пӗрлештерчӗ тата пирӗн юратӑва вӑйлатрӗ».
2. Мӗншӗн мӑшӑрсене пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫма йывӑр пулма пултарать?
2 Пӗр-пӗринпе калаҫни сире тата сирӗн мӑшӑрна савӑнӑҫ кӳрет-и е сире пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма йывӑр-и? Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ паллах, мӗншӗн тесен эсир иксӗр те ҫитменлӗхлӗ, тӗрлӗ характерлӑ ҫынсем (Рим 3:23). Тен, эсир тӗрлӗ культурӑран тухнӑ е сире тӗрлӗ майлӑ пӑхса ӳстернӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн калаҫас йӑла та тӗрлӗрен пулма пултарать. Акӑ мӗншӗн Джон Готтманпа Нэн Сильвер, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа тӗпчекенсем: «Хутшӑнусем нумая пыччӑр тесен хӑюлӑх, ҫине тӑни тата ҫаврӑнӑҫуллӑ пулни кирлӗ»,— теҫҫӗ.
3. Упӑшкипе арӑмне хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗп тума мӗн пулӑшать?
3 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫирӗп пултӑр тесен нумай вӑй хумалла, анчах ҫакӑ нимпе танлаштарайми телей кӳрет. Пӗр-пӗрне юратакан упӑшкипе арӑмне мӑшӑрлӑ пурнӑҫ чӑн-чӑн савӑнӑҫ пама пултарать (Еккл. 9:9). Исаакпа Ревеккӑн телейлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫне аса илер-ха (Пулт. 24:67). Вӗсем чылай вӑхӑт хушши арлӑ-арӑмлӑ пурӑннӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне хытӑ юратма пӑрахман курӑнать. Хальхи нумай мӑшӑр пирки те ҫавнах калама пулать. Мӗн пулӑшать-ши вӗсене? Вӗсем хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене пӗр-пӗрне ним пытармасӑр, ыррӑн каласа пама вӗреннӗ, ҫавӑн пекех вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланма, юратма, хисеплеме тӑрӑшаҫҫӗ тата хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ. Малалла пӑхса тухнӑ май ҫав лайӑх енсем мӑшӑрсене пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫма мӗнле пулӑшнине курӑпӑр.
ПӖР-ПӖРНЕ ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР
4, 5. Тимлӗ пулни мӑшӑрсене пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланма мӗнле пулӑшать? Тӗслӗхсем илсе парӑр.
4 Ытарӑшсем 16:20-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Ӗҫе ӑспа [«тӗплӗн ӑнланса», ҪТ] туса пыракан ырӑлӑх тупать». Мӑшӑрлӑ тата ҫемьеллӗ пурнӑҫ пирки те ҫавнах калама пулать. (Ытарӑшсем 24:3 вуласа пар.) Ӑнланупа ӑслӑлӑх парас тӗлӗшрен Турӑ Сӑмахӗпе нимӗн те танлашаймасть. Пултарни 2:18-мӗшӗнче (ҪТ) Турӑ хӗрарӑма арҫыннӑн копийӗ пек мар, арҫынна пӗр пӗтӗм пулма паракан пек тунӑ тенӗ. Акӑ мӗншӗн хӗрарӑм мӗнле калаҫни арҫынӑннинчен уйрӑлса тӑрать. Хӗрарӑмсене нумайӑшне хӑйсен туйӑмӗсем, ҫынсем тата пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен калаҫма килӗшет. Вӗсем ӑшшӑн, чуна уҫса калаҫнине хисеплеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫакна пула вӗсем хӑйсене юратнине туяҫҫӗ. Вӗсемпе танлаштарсан, арҫынсем хӑйсен туйӑмӗсем ҫинчен калаҫсах каймаҫҫӗ, ытларах вӗсем ӗҫсем, йывӑрлӑхсем тата ыйтӑва татса парасси ҫинчен калаҫасшӑн. Арҫынсене те хӑйсене ыттисем хисеплени килӗшет.
5 «Ман упӑшкан мана итлесе пӗтерес вырӑнне йывӑрлӑха хӑвӑртрах татса парас килет»,— калать Великобританири пӗр хӗрарӑм тӑван. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ ӑна питӗ кӳрентерет, мӗншӗн тесен ӑна чи кирли вӑл — упӑшки ӑна итлени, унӑн туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшни. Пӗр арҫын тӑван ҫырнӑ: «Авланнӑ хыҫҫӑнах эпӗ арӑмӑн кирек хӑш ыйтӑвне те тӳрех татса памалла тесе шутлаттӑмччӗ. Анчах та арӑма чӑннипе хӑйне тимлӗ итлени кирлине эпӗ кӗҫех ӑнланса илтӗм» (Ытар. 18:13; Иак. 1:19). Тимлӗ упӑшка арӑмӗн туйӑмӗсене асӑрхама тӑрӑшать, вӑл хӑйне арӑмӗпе тытасса та арӑмӗ хӑйне юратнине туйма пултартӑр тесе тытать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл арӑмне санӑн шухӑшусемпе туйӑмусем маншӑн питӗ кирлӗ тесе шантарать (1 Петр 3:7). Арӑмне илес пулсан, вӑл упӑшкин шухӑшӗсене ӑнланма тӑрӑшать. Упӑшкипе арӑмӗ Библире каланӑ хӑйсен тивӗҫӗсене ӑнланаҫҫӗ, хаклаҫҫӗ тата туса тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ телейлӗ пулӗ. Ҫитменнине тата вӗсем пӗрле ӑслӑ та виҫеллӗ йышӑнусем туса вӗсене пурнӑҫа кӗртме пултараҫҫӗ.
6, 7. а) Екклесиаст 3:7-мӗшӗнчи принцип мӑшӑрсене пӗр-пӗрне ӑнланма мӗнле пулӑшать? ӑ) Арӑмӗ тимлӗ пулнине мӗнле кӑтартма пултарать тата упӑшкин мӗн тума тӑрӑшмалла?
6 Пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшакан мӑшӑрсем «шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт» пуррине те пӗлеҫҫӗ (Еккл. 3:1, 7). «Халӗ эпӗ хӑш-пӗр ыйтусем ҫинчен хӑҫан калаҫма кирлӗ маррине пӗлетӗп,— тенӗ вунӑ ҫул каялла качча кайнӑ пӗр хӗрарӑм тӑван.— Ман упӑшкан ӗҫ нумай пулсан, эпӗ пӗр-пӗр ыйту ҫинчен калаҫас умӗн пӗр вӑхӑт кӗтетӗп. Вара калаҫу ҫыпӑҫуллӑрах пулать». Тимлӗ арӑмсем те сӑпайлӑн калаҫаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шутласа, «вӑхӑтра каланӑ сӑмаха» итлеме те, хаклама та ҫӑмӑлрах пулнине пӗлеҫҫӗ. (Ытарӑшсем 15:23 вуласа пар.)
7 Упӑшкин, христианинӑн, арӑмӗ мӗн каланине итленисӗр пуҫне хӑйӗн шухӑшӗсене те уҫӑмлӑн каласа пама тӑрӑшмалла. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа 27 ҫул хушши пурӑнакан старейшина каланӑ: «Хамӑн чӗрери туйӑмсем ҫинчен арӑма каласа пама мана ҫӑмӑл мар». Арҫын тӑван, мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа 24 ҫул хушши пурӑнаканскер, ҫапла палӑртнӑ: «Эпӗ хӑш-пӗр туйӑмсем пирки: „Вӗсем ҫинчен каласа пама кирлех мар, пурте хӑйне хӑех майлашӗ“,— тесе шутласа вӗсене пытарма та пултаратӑп. Анчах та эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: туйӑмсене кӑтартни вӑл ҫын айван тенине пӗлтермест. Мана мӗне те пулин ӑнлантарса пама йывӑр пулнӑ чухне эпӗ вырӑнлӑ сӑмахсем тупас та вӗсене тӗрӗс уҫса парас тесе кӗлтӑватӑп. Унтан тарӑннӑн сывласа илетӗп те калаҫма пуҫлатӑп». Ҫавӑн пек калаҫӑва майлӑ вӑхӑтра, сӑмахран, мӑшӑрсем иккӗшӗ пӗрле кулленхи Библи сӑвӑ йӗркине сӳтсе явнӑ чухне е Библи вуланӑ чухне пуҫлама ҫӑмӑлрах.
8. Мӑшӑрсен пӗр-пӗринпе лайӑхрах калаҫма вӗренес кӑмӑл пултӑр тесен вӗсене мӗн пулӑшма пултарать?
8 Упӑшкин те, арӑмӗн те кӗлтумалла тата пӗр-пӗринпе лайӑхрах калаҫма вӗренес кӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Хӑнӑхнӑ йӑласене улӑштарма йывӑр паллах. Анчах та мӑшӑрсем Иеговӑна юратаҫҫӗ пулсан, святой сывлӑш пирки кӗлтӑваҫҫӗ пулсан тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине сӑваплӑ йӗрке ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ пулсан, вӗсен хӑйсене хавхалантаракан сӑлтав пур, нумайӑшӗн вара ун пекки ҫук. 26 ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван ҫырнӑ: «Эпир упӑшкапа иксӗмӗр Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫинчен мӗн калани ҫине тимлӗ пӑхатпӑр тата пирӗн уйрӑлас шухӑш та ҫук. Ҫавӑнпа та эпир ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе явса татса пама тата ытларах тӑрӑшатпӑр». Турра ҫавӑн пек парӑнса пурӑнакан мӑшӑрсем Ӑна савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, Вӑл вара вӗсене туллин пиллет (Пс. 126:1).
ЮРАТӐВА ӲСМЕ ПАРӐР
9, 10. Мӑшӑрсем хӑйсен хушшинчи юратӑва вӑйлатас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
9 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра юрату чи кирлӗ лайӑх ен. Библи каланӑ тӑрӑх, юрату вӑл — «пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни» (Кол. 3:14, ҪХ). Шанчӑклӑ мӑшӑрсем хуйхӑллӑ вӑхӑтра та, савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра та пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле утнӑ май чӑн-чӑн юрату ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Вӗсем хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсех-ҫирӗпленсех пырать тата вӗсене пӗрле пулма килӗшет. Вӗсем хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне, кинора кӑтартнӑ пек, темиҫе пысӑк ӗҫ тунипе мар, шутсӑр нумай пӗчӗк ӗҫсем тунипе ҫирӗпрех тӑваҫҫӗ. Ҫав ӗҫсем шутне пӗр-пӗрне ыталани, ырӑ сӑмахсем калани, тимлӗ пулни, йӑл кулни е чунтан: «Кун мӗнлерех иртрӗ?» — тени кӗреҫҫӗ. Ҫак пӗчӗк япаласем мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулма пултараҫҫӗ. 19 ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа телейлӗ пурӑнакан пӗр мӑшӑр, упӑшки каланӑ тӑрӑх, «ӗҫсем мӗнле пынине пӗлес тесе кӑна» кун каҫипе пӗр-пӗрин патне телефонпа шӑнкӑравлать е пӗлтерӳсем ярса тӑрать.
10 Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ пулсан, пӗр-пӗрне вӗсем лайӑхрах пӗлсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ (Флп. 2:4). Мӗн чухлӗ нумайрах вӗсем пӗр-пӗрне пӗлсе пыраҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсем, хӑйсен ҫитменлӗхӗсене пӑхмасӑрах, пӗр-пӗрне юратма пуҫлаҫҫӗ. Телейлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫирӗпленсех пырать. Ҫавӑнпа та эсир авланнӑ е качча кайнӑ пулсан, хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ хамӑн мӑшӑра чӑнах та лайӑх пӗлетӗп-и? Унӑн туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене эпӗ ӑнланатӑп-и? Мӑшӑрӑн хама чи малтан килӗшнӗ лайӑх енӗсене аса илсе эпӗ ун ҫинчен час-часах шухӑшлатӑп-и?»
ПӖР-ПӖРНЕ ХИСЕПЛӖР
11. Мӗншӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пӗр-пӗрне хисеплени питӗ кирлӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.
11 Чи телейлӗ ҫемьесенче те ҫитменлӗхсем пур, унсӑр пуҫне, юратакан мӑшӑрсен те пӗр-пӗринпе килӗшменни пулкалать. Авраампа Сарра яланах пӗр шухӑшлӑ пулман (Пулт. 21:9—11). Анчах та ҫакӑ вӗсене хирӗҫтерсе яман. Мӗншӗн? Вӗсем пӗр-пӗрне хисепленӗ. Сӑмахран, Авраам Саррӑпа калаҫнӑ чухне «тархасшӑн» тенӗ (Пулт. 12:11, 13, ҪТ). Саррӑна илес пулсан, вӑл Авраама пӑхӑнса тӑнӑ тата ӑна хӑйӗн «хуҫи» тесе шутланӑ (Пулт. 18:12). Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне хисеплесех кайман чухне ҫакӑ вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле саспа тата мӗнле калаҫнинче палӑрса тӑрать (Ытар. 12:18). Хисеп тусах кайманнине пула сиксе тухакан йывӑрлӑха вӗсем татса пама тӑрӑшмасан, вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ хӑрушлӑха лекме пултарать. (Иаков 3:7—10, 17, 18 вуласа пар.)
12. Мӗншӗн тин кӑна мӑшӑрланнисен пӗр-пӗринпе хисеплӗн калаҫма уйрӑмах тӑрӑшмалла?
12 Тин кӑна мӑшӑрланнисен пӗр-пӗринпе ыррӑн та хисеплӗн калаҫма уйрӑмах тӑрӑшмалла. Ҫавна пула вӗсене хӑйсен шухӑшӗсене пӗр-пӗрне ним пытармасӑр каласа пама чылай ҫӑмӑлрах пулӗ. Пӗр упӑшка ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн малтанхи ҫулӗсенче вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ пӗр-пӗрин туйӑмӗсене, йӑлисене тата пӗр-пӗрне мӗн кирлине ӑнланман. Ҫакӑ вӗсене хӑш-пӗр чухне пӑшӑрхантарнӑ. Анчах та ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине, шӳтлеме пӗлнине пула вӗсем хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене лайӑхлатма пултарнӑ. Хамӑра кӗҫӗне хуни, тӳсӗмлӗх тата Иеговӑна шанни те питӗ кирлӗ тесе палӑртнӑ вӑл. Ҫакӑ пирӗншӗн те усӑллӑ канаш!
ХӐВӐРА ЧӐННИПЕХ КӖҪӖНЕ ХУНИНЕ КӐТАРТӐР
13. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тумашкӑн мӗншӗн хамӑра кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ?
13 Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫнине садра лӑпкӑн юхакан пӗчӗк юханшывпа танлаштарма пулать. «Йӑваш ӑслӑ» пулни, урӑхла каласан, хамӑра ӑс-тӑнра кӗҫӗне хуни ҫак пӗчӗк юханшыва малалла юхма пулӑшать (1 Петр 3:8). «Хамӑра кӗҫӗне хуни вӑл — хирӗҫӳсене татса парасси патне илсе пыракан чи кӗске ҫул, мӗншӗн тесен ҫав лайӑх ен сана: „Каҫарсам“,— теме хавхалантарать»,— тесе палӑртнӑ 11 ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнакан арҫын тӑван. 20 ҫул хушши телейлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнакан старейшина каланӑ: «Хӑш-пӗр чухне „каҫарсам“ тени „эпӗ сана юрататӑп“ тенинчен чылай кирлӗрех». Вӑл малалла калать: «Хамӑра кӗҫӗне хума пулӑшакан чи хӑвӑрт май вӑл — кӗлӗ. Эпир арӑмпа иксӗмӗр Иеговӑна кӗлтунӑ чухне хамӑр ҫитменлӗхсене тата Туррӑн ырӑлӑхне аса илетпӗр». Ҫакӑ вӗсене хӑйсем ҫине тата йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать.
14. Мӑнкӑмӑллӑх мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
14 Тепӗр енчен илес пулсан, мӑнкӑмӑллӑха пула упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗринпе калаҫма тата йывӑрлӑхсене татса пама питӗ йывӑр пулма пултарать. Мӑнкӑмӑллӑ ҫыннӑн: «Эпӗ тӗрӗс мар турӑм, тархасшӑн, каҫарсам мана»,— теес кӑмӑл та ҫук, унӑн ҫавна тума хӑюлӑх та ҫитмест. Ҫавӑнпа вӑл хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшать е хӑйӗн йӑнӑшне йышӑнас вырӑнне теприн ҫитменлӗхӗсем ҫине кӑтартать. Хӑйне кӳрентерсен вӑл мирлешме тӑрӑшмасть, хӑйне кӳрентерекене темтепӗр каласа пӗтерет е унпа пачах та калаҫмасть (Еккл. 7:9). Чӑнах та, мӑнкӑмӑллӑх мӑшӑрлӑ пурнӑҫа аркатма пултарать. «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑвашшисене [«хӑйсене кӗҫӗне хуракансене», ҪТ] тивлет парать» тенине асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Иак. 4:6).
15. Эфес 4:26, 27-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи принцип мӑшӑрсене хӑйсем хушшинче сиксе тухма пултаракан харкашӑва мӗнле татса пама пулӑшнине ӑнлантарса парӑр.
15 Паллах ӗнтӗ, мӑнкӑмӑллӑх нихӑҫан та палӑрмӗ тесе шутлама кирлӗ мар. Ҫав япӑх ене пирӗн асӑрхама тӑрӑшмалла та унпа тӳрех кӗрешмелле. Павел христиансене каланӑ: «Ҫиллӗр иртсе кайиччен хӗвел анса ан лартӑр; хӑвӑр ӑшӑрта шуйттана вырӑн ан парӑр» (Эф. 4:26, 27). Мӑшӑрсем Турӑ Сӑмахӗнчи ҫак канаша тытса пымасан, мӗн пулса тухма пултарать? Пӗр хӗрарӑм тӑван палӑртнӑ: «Пӗррехинче эпир упӑшкапа иксӗмӗр Эфес 4:26, 27-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи канашпа усӑ курмарӑмӑр. Ҫавна пула эпӗ ҫав каҫ ҫывӑрнӑ пек нихӑҫан та япӑх ҫывӑрман!» Харкашӑва ырана хӑвармасӑр тӳрех тата мирлӗ татса пани чылай лайӑхрах! Паллах ӗнтӗ, упӑшкипе арӑмне лӑпланмашкӑн вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать. Ҫавӑн пекех вӗсен хӑйсене кӗҫӗне хума пулӑштӑр тесе Иеговӑна кӗлтумалла. Ҫакӑ вӗсене хӑйсен туйӑмӗсем ҫинчен мар, йывӑрлӑха татса парасси ҫинчен ытларах шухӑшлама пулӑшӗ. (Эфес 4:32 вуласа пар.)
16. Хӑйсене кӗҫӗне хуни мӑшӑрсене пӗр-пӗрин лайӑх енӗсемпе пултарулӑхне хаклама мӗнле пулӑшать?
16 Хӑйсене кӗҫӗне хуни тата сӑпайлӑ пулни мӑшӑрсене пӗр-пӗрин лайӑх енӗсемпе пултарулӑхне хаклама пулӑшать. Сӑмахран, арӑм хӑш-пӗр енчен пултаруллӑ пулма пултарать, ҫав пултарулӑхпа усӑ курса вӑл ҫемьене ырлӑх кӳрет. Унӑн упӑшки хӑйне кӗҫӗне хурать тата сӑпайлӑ пулсан, вӑл арӑмӗнчен пур енчен те лайӑхрах пулмалла тесе шутламӗ, ун вырӑнне вӑл арӑмне хӑйӗн таланчӗсемпе усӑ курма хавхалантарӗ. Ҫавна тунипе вӑл арӑмне юратнипе хисепленине кӑтартать (Ытар. 31:10, 28; Эф. 5:28, 29). Ҫав вӑхӑтрах хӑйне кӗҫӗне хуракан тата сӑпайлӑ арӑм хӑйӗн пултарулӑхне пурин умӗнче те кӑтартса мухтанса ҫӳремӗ е упӑшкине хурламӗ. Вӗсем иккӗш те «пӗр ӳт» вӗт, ҫавӑнпа та пӗрне мӗн кулянтарни теприне те кулянтарать (Матф. 19:4, 5).
17. Мӑшӑрсене паян телейлӗ пулма тата Турра чыс кӳме мӗн пулӑшма пултарать?
17 Паллах ӗнтӗ, эсир хӑвӑрӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫна, Авраампа Саррӑн е Исаакпа Ревеккӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ пекех, чӑннипех телейлӗ, нумая пыракан тата Иеговӑна чыс кӳрекен тӑвасшӑн. Ку ҫапла пулсан, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхӑр. Ӑнланупа ӑслӑлӑха унӑн Сӑмахӗнче шырӑр. Пӗр-пӗрне хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлас тесе пӗр-пӗрин лайӑх енӗсене хаклӑр (Юр. юр. 8:6). Хӑвӑра кӗҫӗне хума вӗренес тесе пӗр вӗҫӗмсӗр вӑй хурӑр. Хӑвӑрӑн мӑшӑрна хисеплӗр. Эсир ҫаксене пурне те тӑватӑр пулсан, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ сире те, сирӗн ҫӳлти Аҫуна та савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ (Ытар. 27:11). Вара сирӗн туйӑмсем 27 ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнакан арҫын тӑванӑн туйӑмӗсем пекех пулӗҫ. Вӑл ҫырнӑ: «Хамӑн арӑмсӑр пурнӑҫ мӗнле пулма пултарни ҫинчен шухӑшлас та килмест. Пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ кунсерен ҫирӗпленсе пырать. Ҫакӑ вӑл Иеговӑна юратнӑран тата пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫнӑран пулса пырать».