Ашшӗ-амӑшӗсемпе ачасем, пӗр-пӗринпе юратса калаҫӑр
«Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр» (ИАК. 1:19).
1, 2. Ялан тенӗ пекех ашшӗ-амӑшӗпе ачисем хӑйсене пӗр-пӗринпе мӗнле тытаҫҫӗ тата хӑш-пӗр чухне вӗсен мӗнле йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ?
ПӖРЛЕШӲЛЛӖ Штатсенче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр ачана ҫакӑн пек ыйту панӑ пулнӑ: «Сирӗн аҫупа аннӳ ыран вилессе пӗлтӗр пулсан, сирӗн паян вӗсене пуринчен ытла мӗн калас килнӗ пулӗччӗ?» Хӑйсене халӗ пӑшӑрхантаракан йывӑрлӑхсемпе хирӗҫӳсем ҫинчен калас вырӑнне ачасенчен 95 проценчӗ хӑйсен ашшӗпе амӑшне «Каҫарӑр» тата «Эпӗ сире питӗ хытӑ юрататӑп» тесе каланӑ пулӗччӗ (Шонти Фельдан тата Лиза Райс «Питӗ секретлӑ: ашшӗ-амӑшне ачисем пирки»).
2 Ялан тенӗ пекех ачисем ашшӗ-амӑшне юратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ вара — ачисене. Ҫакӑ уйрӑмах христиансен ҫемйинче палӑрса тӑрать. Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем ҫывӑх хутшӑнасшӑн пулин те, хӑш-пӗр чухне вӗсене пӗр-пӗринпе калаҫма йывӑр. Пӗр-пӗринпе чуна уҫса калаҫнӑ чухне те ашшӗ-амӑшӗпе ачисене хӑш-пӗр темӑсем ҫинчен калаҫма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Мӗншӗн? Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫма мӗн чӑрмантарма пултарать? Ҫав чӑрмавсене мӗнле ҫӗнтерме пулать?
ПӖР-ПӖРИНПЕ КАЛАҪМА ВӐХӐТ ТУПӐР
3. а) Мӗншӗн нумай ҫемьере пӗр-пӗринпе чуна уҫса калаҫма ҫӑмӑл мар? ӑ) Мӗншӗн авалхи Израильти ҫемьесенче пӗр-пӗринпе калаҫма вӑхӑт тупма йывӑр пулман?
3 Нумай ҫемьере пӗр-пӗринпе чуна уҫса калаҫма ҫителӗклӗ вӑхӑт тупма йывӑр. Анчах та яланах ҫавӑн пек пулман. Моисей израильсен ҫемйинчи ашшӗсене ҫапла хушнӑ: «Вӗсене [Турӑ сӑмахӗсене] хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ» (Сак. аст. 6:6, 7). Ачасем кӑнтӑрла амӑшӗпе пӗрле килте е ашшӗпе уйра е вӑл ӗҫлекен вырӑнта пулнӑ. Ачисемпе ашшӗ-амӑшӗн пӗр-пӗринпе калаҫма ҫителӗклӗ вӑхӑт пулнӑ. Ҫавна пула ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене мӗн кирлине, вӗсем мӗн кӑмӑлланине тата вӗсен характерне пӗлме пултарнӑ. Ачисен те хӑйсен ашшӗпе амӑшне лайӑх пӗлме май та, вӑхӑт та пулнӑ.
4. Мӗншӗн паян хӑш-пӗр ҫемьесенче пӗр-пӗринпе калаҫасси ҫукпа пӗрех?
4 Хальхи пурнӑҫ вара пачах урӑхла! Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ачасене пӗчӗклех, иккӗре чухнех, шкулчченхи учрежденисене яраҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем нумайӑшӗ килтен аякра ӗҫлеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем пӗрле чухне те вӑхӑта телевизор пӑхса, компьютер умӗнче ларса тата ытти электронлӑ хатӗрсемпе усӑ курса ирттереҫҫӗ. Чылай чухне ачисемпе ашшӗ-амӑшӗ ют ҫынсем пек пурӑнаҫҫӗ, вӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн пурнӑҫӗпе пурӑнать. Вӗсем хушшинче пӗр-пӗринпе чуна уҫса калаҫасси ҫукпа пӗрех.
5, 6. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе пӗрле нумай вӑхӑт хушши пулас тесе пурнӑҫӗнче мӗнле улшӑнусем тума пултарнӑ?
5 Ҫемьепе пӗрле нумайрах пулас тесе вӑхӑт тупасси ҫинчен шухӑшласа пӑхнӑ-и эсир? (Эфес 5:15, 16 вуласа пар.) Хӑш-пӗр ҫемьесем сахалрах телевизор пӑхма е компьютер умӗнче ларма шутлаҫҫӗ. Теприсем кунне пӗрре те пулин ҫемьепе пӗрле апатланма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни ашшӗ-амӑшӗпе ачисене пӗрле Библи вӗреннӗ чухне пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме чаплӑ май парать. Ҫакна валли эрнере пӗр сехете яхӑн вӑхӑт уйӑрни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, анчах та ҫемьере пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫма ҫакӑ ҫителӗклӗ мар. Вӗсен пӗр-пӗринпе калаҫма кашни кун вӑхӑт тупмалла. Ачуна шкула каяс умӗн мӗн те пулин лайӑххине калӑр, унпа кулленхи Библи текстне сӳтсе явӑр е пӗрле кӗлтӑвӑр. Ҫакӑ ӑна кунӗпе пулӑшма пултарӗ.
6 Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе пӗрле нумай вӑхӑт хушши пулас тесе пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем тума пултарнӑ. Сӑмахран, Лораa, икӗ ача амӑшӗ, ҫав сӑлтава пула тулли ӗҫ кунӗпе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӑл калать: «Ирсерен эпир пурте ӗҫе е шкула васкаттӑмӑрччӗ. Каҫхине ӗҫрен киле таврӑннӑ чухне ачасем ҫывӑратчӗҫ, вӗсене няня ҫывӑрма вырттаратчӗ. Ҫав ӗҫе хӑварнӑ хыҫҫӑн пирӗн укҫа сахалланчӗ, анчах та эпӗ халӗ хамӑн ачасем мӗнле шухӑшланине тата вӗсен мӗнле йывӑрлӑхсем пуррине пӗлетӗп. Эпӗ вӗсем кӗлӗре мӗн каланине илтетӗп, ҫавӑн пекех вӗсене мӗн тумаллине кӑтартма, пулӑшма тата вӗрентме пултаратӑп».
ИТЛЕМЕ ХАТӖР ПУЛӐР
7. Ачисем те, ашшӗ-амӑшӗ те час-часах мӗн тесе ӳпкелешеҫҫӗ?
7 Нумай ачаран интервью илнӗ хыҫҫӑн «Питӗ секретлӑ: ашшӗ-амӑшне ачисем пирки» кӗнекен авторӗсем пӗр-пӗринпе калаҫма чӑрмантаракан тепӗр чӑрмава ҫапла палӑртаҫҫӗ: «Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшӗнчен пуринчен ытла ҫапла ӳпкелешеҫҫӗ: „Вӗсем мана итлемеҫҫӗ“». Ашшӗ-амӑшӗ те хӑйсен ачисем пирки час-часах ҫавнах калать. Пӗр-пӗринпе чуна уҫса калаҫас тесен ҫемьере кашнин пӗр-пӗрне итлемелле — итлес тесех итлемелле. (Иаков 1:19 вуласа пар.)
8. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене чӑннипех итлес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
8 Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир ачусене чӑннипех итлетӗр-и? Ывӑнсан е вӗсем сире кирлех мар япаласем ҫинчен каланӑ пек туйӑннӑ чухне ҫавна тума ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Анчах та сирӗншӗн кирлех мар пек туйӑнсан та, ачашӑн ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулма пултарать. «Итлеме хатӗр» пулмалла тени вӑл ача мӗн каланине кӑна мар, вӑл мӗнле каланине те тимлӗ итлемелле тенине пӗлтерет. Ача мӗнле саспа калани, пит-куҫне, аллине вылятни чӑннипе вӑл мӗн каласшӑн пулнине курма пулӑшӗҫ. Ыйтусем те памалла. «Этем чӗринчи ӗмӗт-шухӑш — тарӑн шыв,— тенӗ Библире,— анчах ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫавӑнтан та ӑса-ӑса илет» (Ытар. 20:5). Ачусемпе калаҫнӑ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла, урӑхла каласан, вӗсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшмалла. Ҫакӑ вӗсемпе аванмарлатма пултаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне уйрӑмах кирлӗ.
9. Мӗншӗн ачисен хӑйсен ашшӗ-амӑшне итлемелле?
9 Ачасем, эсир аҫу-аннӳне итлетӗр-и? «Эй ывӑлӑм, аҫу ӳкӗтленине тӑнла,— тенӗ Библире,— аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле» (Ытар. 1:8). Ҫакна асра тытӑр: аҫупа аннӳ сире юратаҫҫӗ, вӗсем сире ырӑ кӑна сунаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене итлени тата пӑхӑнса тӑни тӗрӗс (Эф. 6:1). Аҫу-аннӳпе сирӗн хушӑра чуна уҫса калаҫасси пур пулсан, вӗсем сире юратнине асра тытатӑр пулсан, сире вӗсене итлесе пурӑнма ҫӑмӑлрах пулӗ. Хӑвӑр мӗн шухӑшланине, хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарнине аҫу-аннӳне каласа парӑр. Ҫакӑ вӗсене сире ӑнланма пулӑшӗ. Паллах ӗнтӗ, сирӗн те вӗсене ӑнланма тӑрӑшмалла.
10. Библире Ровоам ҫинчен каласа панинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
10 Тантӑшсем сире канаш панӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Вӗсем сире эсир мӗн илтесшӗн пулнине калама пултарӗҫ, анчах та вӗсен канашӗ пулӑшмасан та пултарать е, тен, сиен те кӳрӗ. Аслисем пек ӑслӑлӑхпа опыт ҫук пирки ҫамрӑксем кун пек е ун пек туни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине курма пултараймаҫҫӗ. Соломон патшан ывӑлне, Ровоама, аса илӗр-ха. Израильте патшана ларсан унӑн старейшинӑсем панӑ канаша тытса пымалла пулнӑччӗ. Ун вырӑнне Ровоам хӑйӗнпе пӗрле ӳснӗ ҫамрӑксем сӗннӗ пек тума шут тытнӑ. Ҫавна пула унӑн патшалӑхӗнче нумайӑшӗ ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ (3 Патш. 12:1—17). Ровоам йӑнӑшне ан тӑвӑр. Аҫу-аннӳне хӑвӑрӑн шухӑшусемпе туйӑмусене каласа парӑр. Вӗсен канашӗсене пурнӑҫра тытса тӑрӑр, вӗсенчен ӑслӑлӑха вӗренӗр (Ытар. 13:21).
11. Ачисене ашшӗ-амӑшӗпе калаҫма йывӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать?
11 Ашшӗ-амӑшӗсем, ачусем канашсене тантӑшӗсенчен ыйтас вырӑнне сирӗнтен ыйтчӑр тетӗр пулсан, вӗсене хӑвӑрпа калаҫма ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшӑр. Пӗр ҫамрӑк христианка ҫырнӑ: «Пӗр-пӗр арҫын ачан ятне каласанах, аттепе анне тӳрех кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Ҫакӑ манӑн кӑмӑла та хуҫать, вара манӑн вӗсемпе урӑх нимӗн ҫинчен те калаҫас килмест». Тепӗр ҫамрӑк христианка ҫырнӑ: «Ҫамрӑксем нумайӑшӗ хӑйсен ашшӗ-амӑшӗнчен канаш кӗтеҫҫӗ, анчах та ашшӗ-амӑшӗ вӗсене тимлесех каймасть пулсан, вӗсем хӑйсене ӑнланакансем патне кайӗҫ, лешӗсен опычӗ ҫитсех каймасан та». Ачусем кирек мӗн ҫинчен каласан та эсир вӗсене итлеме хатӗр пулсан тата вӗсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшатӑр пулсан, вӗсем вара, тен, сирӗнпе чуна уҫса калаҫӗҫ те сирӗн канашсене хаваспах йышӑнӗҫ.
ХУРАВЛАМА АН ВАСКӐР
12. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйне мӗнле тытни ачисене вӗсемпе калаҫма мӗнле чӑрмантарма пултарать?
12 Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене ачисем мӗн те пулин каласа панӑ чухне тарӑхать, хирӗҫлет пулсан, ҫакӑ ачисене вӗсемпе калаҫма чӑрмантарма пултарать. Паллах ӗнтӗ, ҫак «юлашки кунсенче» хӑрушлӑх нумай, ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсем, христиансем, ачисене вӗсенчен хӳтӗлесшӗн (2 Тим. 3:1—5). Анчах та ашшӗ-амӑшӗн шучӗпе хӳтлӗх параканни ачисене нимле ирӗклӗх те паман пек туйӑнма пултарать.
13. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗн хӑйсем мӗн шутлани ҫинчен тӳрех каласран сыхланмалла?
13 Ашшӗ-амӑшӗн хӑйсем мӗн шутлани ҫинчен тӳрех каласран сыхланмалла. Чӑнах та, ачасем тарӑхтарнӑ чухне тата чуна ыраттаракан япаласем ҫинчен каланӑ чухне хамӑра лӑпкӑн тытма йывӑр пулма пултарать. Анчах та хурав париччен тимлӗ итлемелле. Ӑслӑ Соломон патша ҫырнӑ: «Итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна» (Ытар. 18:13). Эсир хӑвӑра лӑпкӑ тытатӑр тата итлетӗр пулсан, мӗншӗн хӑвӑр ачун «сӑмахӗ... хӗвӗннине» ӑнланса илме пултаратӑр (Иов 6:1—3). Эсир лару-тӑрӑва пӗтӗмпех ӑнланса илсен ҫеҫ ачуна пулӑшаятӑр. Ашшӗ-амӑшӗсем, ачусене чӑннипех пулӑшма пултаракан сӑмахсем калас тесе вӗсене итлӗр те ӑнланма тӑрӑшӑр.
14. Мӗншӗн ачасен хуравлама васкамалла мар?
14 Ачасем, сирӗн те хуравлама васкамалла мар тата аҫупа аннӳ асӑрхаттарса каланине тӳрех хирӗҫлемелле мар, мӗншӗн тесен вӗсем сире мӗнле пӑхса ӳстерес тӗлӗшрен Турӑ умӗнче яваплӑ (Ытар. 22:6). Сирӗнпе паян мӗн пулса пыни вӗсемпе те, тен, пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫамрӑк чухне тунӑ йӑнӑшсемшӗн ӳкӗнеҫҫӗ, сире ҫавӑн пек йӑнӑшсем тӑвассинчен чунтан хӳтӗлесшӗн. Ҫавӑнпа аҫу-аннӳне тӑшмансем вырӑнне ан хурӑр, вӗсем — сирӗн туссем. Вӗсем сире пулӑшасшӑн, сиен кӳресшӗн мар. (Ытарӑшсем 1:5 вуласа пар.) «Аҫупа аннӳне хисепле» тата вӗсем сана юратнӑ пекех, эсӗ те вӗсене юратнине кӑтартса тӑр. Вара вӗсене сана «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстерме ҫӑмӑлрах пулӗ (Эф. 6:2, 4).
ҪИЛЛЕНМЕ АН ВАСКӐР
15. Ҫывӑх ҫынсемпе тӳсӗмлӗ пулма тата вӗсем ҫине тарӑхмасӑр тӑма мӗн пулӑшӗ?
15 Хамӑр юратакан ҫынсемпе эпир яланах тӳсӗмлӗ мар. «Колоссӑ хулинче пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсем, Христос Иисуса ӗненекен тӑвансем» патне Павел апостол ҫырнӑ: «Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр. Эй ашшӗсем, ачӑрсемпе хаяр ан пулӑр — вӗсем хуҫӑлсах ан ӳкчӗр» (Кол. 1:1—3; 3:19, 21). Павел Эфес христианӗсене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси... сирӗнтен аякра тӑтӑр» (Эф. 4:31). Эпир Турӑ сывлӑшӗн ҫимӗҫне кӗрекен лайӑх енсене аталантаратпӑр пулсан, калӑпӑр, тӳсӗмлӗ, йӑваш тата чаруллӑ пулма тӑрӑшатпӑр пулсан, пире ҫивӗч лару-тӑрура та лӑпкӑ пулма ҫӑмӑлрах пулӗ (Гал. 5:22, 23).
16. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле тӳрлетнӗ тата вӑл хӑйне мӗнле тытни мӗншӗн тӗлӗнтерет?
16 Иисусӑн тӗслӗхне халӗ пӑхса тухар. Апостолӗсемпе пӗрле юлашки хут каҫхи апат ҫинӗ чухне кӑмӑлӗ унӑн мӗн тери пӑлханни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иисус хӑйне кӗҫех вӑраххӑн асаплантарса вӗлерессине пӗлнӗ. Шанчӑклӑ тӑрса юлнипе хӑйӗн Ашшӗн ятне сӑваплӑ тума тата ҫынсене ҫӑлма пултарнине ӑнланнӑ Иисус. Анчах та ҫав каҫ апостолсем «пӗр-пӗринпе хӑйсем хушшинче кама аслӑраххи тесе хисеплемелли пирки тавлашнӑ». Иисус вӗсене кӑшкӑрса пӑрахман, ятламан. Вӑл вӗсене лӑпкӑн тӳрлетнӗ. Вӑл вӗсене йывӑр вӑхӑтра манпа пӗрле пултӑр тесе аса илтернӗ. Сатана вӗсене тӗрӗсленӗ чухне те вӗсем шанчӑклӑ тӑрса юласси пирки иккӗленменнине кӑтартнӑ Иисус. Вӗсем хӑйӗнпе пӗрле пӗлӗтре патшасем пулӗҫ тесе те вӑл сӑмах панӑ (Лука 22:24—32).
17. Ачасене лӑпкӑ пулма мӗн пулӑшӗ?
17 Ачасен те лӑпкӑ пулма тӑрӑшмалла. Уйрӑмах ҫула ҫитсе пынӑ чухне ҫамрӑксене ашшӗ-амӑшӗ шанса кайманран вӗсене сӗнӳ-канаш панӑ пек туйӑнма пултарать. Анчах та ҫакна асра тытӑр: аҫу-аннӳ сире юратнӑран сирӗншӗн пӑшӑрханать. Аҫу-аннӳне лӑпкӑн итлетӗр пулсан, вӗсем ӑс панине тимлетӗр пулсан, вӗсем сире хисеплеме, шанма пуҫлӗҫ. Вара аҫупа аннӳ хӑш-пӗр енчен сире ирӗклӗх ытларах парӗҫ. Хамӑра тытса чарма пӗлни вӑл тӗрӗс. Ытарӑшсем 29:11-мӗшӗнче каланӑ: «Ӑссӑрри пӗтӗм ҫиллине ирӗке ярать, ӑсли ӑна путарать» (Ытар. 29:11).
18. Мӗнле майпа юрату пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫма пулӑшать?
18 Ҫавӑнпа та хаклӑ ашшӗ-амӑшӗсемпе ачасем, сирӗн ҫемьере пӗр-пӗринпе хӑвӑра килӗшнӗ пек кӑмӑллӑн калаҫсах каймаҫҫӗ пулсан, ан кулянӑр. Ҫав тӗлӗшрен лайӑхланас тесе вӑй хума ан пӑрахӑр, малалла та чӑнлӑхпа пурӑнӑр (3 Иоанн 4). Ҫӗнӗ тӗнчере ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ те вӗсен пӗр-пӗринпе калаҫас енчен пӗр кӑлтӑк та пулмӗ; вӗсем хушшинче пӗр-пӗрне ӑнланманни тата пӗр-пӗринпе тавлашасси пулмӗ. Хальлӗхе вара пирӗн пурин те пӗр-пӗр йӑнӑш тӑвасси пулать, каярахпа ҫавӑншӑн ӳкӗнме тивет. Ҫавӑн пек чухне каҫару ыйтма ан хӑрӑр. Чунтан каҫарӑр. Сире пӗр-пӗринпе «юрату тӗвви» килӗшӳллӗ ҫыхӑнтартӑр (Кол. 2:2, ҪТ). Юратӑвӑн хӑват пур. «Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать... вӗчӗхмест, хӑйне усал тунине асра тытмасть... пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет» (1 Кор. 13:4—7). Юратӑва ӳстерсех пырӑр, вара пӗр-пӗринпе калаҫни сирӗн ҫемьене савӑнӑҫ парӗ, Иеговӑна мухтав кӳрӗ.
a Ятне улӑштарнӑ.