Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 5/15 27—32 с.
  • Тӗрӗс суйласа илнипе хӑвӑр еткере сыхлӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӗрӗс суйласа илнипе хӑвӑр еткере сыхлӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ПИРӖН ЕТКЕР ШУТНЕ МӖН-МӖН КӖРЕТ?
  • ИСАВ ПЕК АН ПУЛӐР
  • ХӐВӐР ЧӖРӲНЕ ХАЛЕХ ХАТӖРЛӖР
  • ШУХӐШЛӐР ТАТА ХАТӖРЛЕНӖР
  • ВӖСЕНЕ ШЫРАТӐР ПУЛСАН
  • Иаков еткер илнӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан йӗкӗрешсем
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Иаковпа Исав мирлешнӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иегова — «мир паракан Турӑ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 5/15 27—32 с.

Тӗрӗс суйласа илнипе хӑвӑр еткере сыхлӑр

«Усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр» (РИМ 12:9).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова панӑ еткер шутне мӗн-мӗн кӗрет?

  • Исав хӑйӗн еткерӗ ҫине мӗнле пӑхнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

  • Хамӑр еткере эпир мӗнле сыхлама пултаратпӑр?

1, 2. а) Турӑшӑн ӗҫлес тесе йышӑну тума сире мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Иегова пире паракан еткер пирки эпир мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр?

ҪЫНСЕМ миллионӗ-миллионӗпе Иегова Турӑшӑн ӗҫлеме тата Иисус Христос йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма шут тытнипе ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑну тунӑ (Матф. 16:24; 1 Петр 2:21). Эпир хамӑра Турра халаллани вӑл — тӗплӗн шухӑшласа тунӑ йышӑну. Ҫавна эпир Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене ҫиелтен пӑхса тухнипе мар, Турӑ Сӑмахне тарӑннӑн тӗпченипе турӑмӑр. Ҫавна пула эпир Иегова хӑйӗн ҫинчен тата хӑй янӑ Иисус Христос ҫинчен пӗлӳ илекенсене сӗнекен еткер ҫинчен ӗненӗве ҫирӗплетекен нумай япалана пӗлтӗмӗр (Иоанн 17:3; Рим 12:2).

2 Иеговӑпа пирӗн хушӑмӑрта малалла та лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тетпӗр пулсан, пирӗн хамӑр ҫӳлти Аттемӗре килӗшекен йышӑнусем тумалла. Ҫавӑнпа та кирлӗ ыйтусене пӑхса тухар: пирӗн еткер шутне мӗн-мӗн кӗрет? Ҫав еткер ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Ӑна илес тесен пирӗн мӗн тумалла? Тӗрӗс йышӑнусем тума пире мӗн пулӑшӗ?

ПИРӖН ЕТКЕР ШУТНЕ МӖН-МӖН КӖРЕТ?

3. а) Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем мӗнле еткер илӗҫ? ӑ) «Урӑх сурӑхсем» мӗнле еткер илӗҫ?

3 Христиансенчен сахалӑшӗ «ҫӗрми, таса, иксӗлми еткере» — Христоспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларас чаплӑ чыса — илессе кӗтеҫҫӗ (1 Петр 1:3, 4). Ҫав еткере илес тесен вӗсен «ҫӳлтен [«ҫӗнӗрен», ҪТ] ҫуралмалла» (Иоанн 3:1—3). Иисусӑн миллион-миллион «урӑх сурӑхӗ», святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе пӗрле Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарса ҫӳрекенсем, мӗнле еткер илӗҫ? (Иоанн 10:16.) Урӑх сурӑхсем Адампа Ева илейменнине илӗҫ — ҫӗр ҫинчи райра хӗн-асап, вилӗм е хуйхӑ курмасӑр ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пурӑнӗҫ (Ӳлӗм. 21:1—4). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус хӑйӗнпе пӗрле ҫумри юпа ҫинче ҫакӑнса тӑракан усал ҫынна ҫакӑн пек сӑмах пама пултарнӑ: «Чӑн калатӑп сана паян: манпа пӗрле райра пулӑн» (Лука 23:43, ҪТ).

4. Мӗнле пиллӗхсем паян пур пирӗн?

4 Анчах та пирӗн еткер шутне эпир паянах илсе тӑракан хӑш-пӗр пиллӗхсем те кӗреҫҫӗ. «Христос Иисус тӳлесе илнине» ӗненнине пула пирӗн ӑшра канӑҫлӑх тата Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пур (Рим 3:23—26, ҪХ). Библи пуласлӑх пирки мӗн тесе сӑмах панине эпир лайӑх ӑнланатпӑр. Унсӑр пуҫне пӗтӗм тӗнчипе пирӗн тӑвансем пӗр-пӗрне юратни пире питӗ телейлӗ тӑвать. Иегова Свидетелӗ пуласси пирӗншӗн пысӑк чыс! Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир хамӑр еткере питӗ хаклатпӑр!

5. Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине витӗм кӳрес тесе Сатана мӗн тума тӑрӑшать тата унӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пире мӗн пулӑшӗ?

5 Хамӑрӑн чаплӑ еткере ҫухатас мар тесен Сатанан танатисенчен пирӗн сыхланмалла. Туррӑн ӗҫлекенӗсем япӑх йышӑнусем туччӑр та хӑйсен еткерӗсӗр тӑрса юлччӑр тесе Шуйттан яланах вӗсем ҫине витӗм кӳме тӑрӑшать (Йыша шутл. 25:1—3, 9). Хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе Сатана пире улталас тесе тата ытларах вӑй хурать. (Ӳлӗмхине 12:12, 17 вуласа пар.) Эпир малалла та «шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ» тӑрасшӑн пулсан, пирӗн хамӑр еткере хакламалла (Эф. 6:11). Исаак патриархӑн малтанхи ывӑлӗ Исав хӑйӗн еткерӗ ҫине мӗнле пӑхни пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх пулса тӑрать.

ИСАВ ПЕК АН ПУЛӐР

6, 7. Кам пулнӑ Исав тата вӑл мӗнле еткер илессе шанма пултарнӑ?

6 Пӗр 4 000 ҫул каялла Исаакпа Ревеккӑн йӗкӗрешсем — Исавпа Иаков — ҫуралнӑ. Ҫав пӗртӑвансем ҫитӗннӗҫемӗн пӗр-пӗринчен характерпа та, мӗнле ӗҫ туса тӑнипе те питӗ улшӑнса тӑма пуҫланӑ. «Исав кайӑк тытма ӑста ҫын пулнӑ, хир ҫынни пулнӑ; Иаков йӑваш [«кӑлтӑксӑр», ҪТ] ҫын, чатӑрта пурӑнакан ҫын пулнӑ» (Пулт. 25:27). Библи куҫаракан Роберт Альтер палӑртнӑ тӑрӑх, «кӑлтӑксӑр» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «айӑпсӑрлӑх, чыслӑх-тасалӑх тенине те пӗлтерет».

7 Исавпа Иаков 15 ҫулта пулнӑ чухне вӗсен Авраам аслашшӗ вилнӗ, анчах та Иегова Авраама сӑмах пани ҫав-ҫавах пӑрахӑҫа тухман. Каярахпа Иегова ҫавна тепӗр хут Исаака каланӑ та ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Авраам вӑрлӑхӗ урлӑ пиллӗхлӗ пулӗ тесе палӑртнӑ. (Пултарни 26:3—5 вуласа пар.) Турӑ сӑмах панӑ тӑрӑх, Мессия — Пултарни 3:15-мӗшӗнче каланӑ шанчӑклӑ «вӑрлӑх» — Авраам йӑхӗнчен тухмалла. Исаакӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ май Исав ҫав сӑмах пани хӑйӗн ҫинче пурнӑҫланасса шанма пултарнӑ. Чӑнах та ҫакӑ Исавшӑн тӗлӗнмелле еткер пулнӑ! Анчах та вӑл ҫавна хакланӑ-ши?

8, 9. а) Исав хӑйӗн еткерӗ тӗлӗшӗнчен мӗн суйласа илнӗ? ӑ) Ҫулсем иртсен Исав мӗн ӑнланса илнӗ тата ҫакӑ ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

8 Пӗррехинче, Исав хиртен таврӑнсан, вӑл Иаков «апат пӗҫернине» курнӑ. «Эсӗ мана хӗрлине, ҫак хӗрлине ҫиме [«тархасшӑн, хӑвӑртрах», ҪТ] пар-ха, эпӗ ӗшенсе килтӗм»,— тенӗ Исав. Иаков каланӑ: «Малтан мана хӑвӑн аслӑлӑхна сут». Исав мӗн суйласа илнӗ-ши? Тӗлӗнмелле те, анчах вӑл каланӑ: «Малтан ҫурални мана мӗне кирлӗ?» Хӑйӗн аслӑлӑх, е малтанхи ывӑл, тивӗҫне вӑл пӗр чашӑк яшкапа улӑштарнӑ! Исав хӑйӗн аслӑлӑхне чӑннипех сутасшӑн пулнине пӗлес тесе Иаков ӑна каланӑ: «Тупа ту халех». Исав хӑйӗн аслӑлӑх тивӗҫне ним шухӑшламасӑрах сутса янӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Иаков Исава ҫӑкӑрпа ясмӑк яшки панӑ; вӑл ҫинӗ, ӗҫнӗ, унтан тӑрса тухса кайнӑ; ҫапла Исав хӑйӗн аслӑлӑхне пӑрахӑҫланӑ» (Пулт. 25:29—34).

9 Ҫулсем иртсен, Исаак вилӗмӗ ҫывхарса килнине туйма пуҫласан, Исав сутса янӑ аслӑлӑх тивӗҫне Иаков илме пултартӑр тесе Ревекка ӗҫсене кирлӗ пек майлаштарнӑ. Исав хӑй тунӑ йышӑну питӗ ассӑр пулнине ӑнланса илсен, вӑл Исаака ҫапла йӑлӑнма пуҫланӑ: «Эй аттем! мана та пиллесем... эсӗ ман валли... пиллӗх хӑвармарӑн-и вара?» Исаак пиллӗхсене Иакова патӑм ӗнтӗ, нимӗн те улӑштарма пултараймастӑп тенӗ хыҫҫӑн «Исав сасӑпа йӗрсе янӑ» (Пулт. 27:30—38).

10. Исавпа Иаков ҫине Турӑ мӗнле пӑхнӑ тата мӗншӗн?

10 Ҫыруран эпир Исав шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр? Кӑмӑлне ҫырлахтарасси уншӑн хӑйӗн еткерӗпе ҫыхӑннӑ пулас пиллӗхсене илессинчен кирлӗрех пулнӑ. Исав хӑйӗн аслӑлӑх тивӗҫне хакламан, Турра чӑннипех юратман пулмалла. Унсӑр пуҫне Исав хӑй тунӑ йышӑну хӑйӗн ӑрӑвӗ ҫине мӗнле витӗм кӳресси ҫинчен шухӑшламан. Унпа танлаштарсан, Иаков хӑйӗн еткерне питӗ хакланӑ. Сӑмахран, арӑмне суйланӑ чухне вӑл ашшӗпе амӑшӗ панӑ канаша тытса тӑнӑ, анчах та ҫавна тумашкӑн унӑн чӑтӑмлӑ пулмалла тата ҫухатусем тӳсмелле пулнӑ (Пулт. 27:46—28:3). Ҫавна пула вӑл Мессия тухакан ӑрӑвӑн ашшӗ пулса тӑнӑ. Исавпа Иаков ҫине Турӑ мӗнле пӑхнӑ? Малахия пророк урлӑ Иегова каланӑ: «Иакова юратрӑм, Исава вара курайми пултӑм» (Мал. 1:2, 3).

11. а) Христиансем пулнӑ май пирӗншӗн Библире Исав ҫинчен каласа пани мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ? ӑ) Исав мӗн туни ҫинчен каланӑ чухне мӗншӗн Павел аскӑн ӗҫ пирки те асӑннӑ?

11 Библире Исав ҫинчен ҫырса пани паянхи христиансен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ-и? Ҫапла, ҫыхӑннӑ. Павел апостол христиансене асӑрхаттарса каланӑ чухне «сирӗн хушшӑрта аскӑн ҫын е Исав пек усал [«сӑваплӑ япаласене хакламан», ҪТ] ҫын ан пултӑр, ҫавӑ пӗрре ҫиесшӗн хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑ» тесе палӑртнӑ (Евр. 12:16). Ҫакӑн пек асӑрхаттарни христиансемшӗн халӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Илӗртӳсене хирӗҫ тӑрас тесен тата хамӑр еткере ҫухатас мар тесен пирӗн сӑваплӑ япаласене яланах хакламалла. Анчах та Исав мӗн туни ҫинчен каланӑ чухне мӗншӗн Павел аскӑн ӗҫ пирки те асӑннӑ? Эпир хамӑра Исав пекех тытатпӑр пулсан тата хамӑр ӳт илӗртни хыҫҫӑн каятпӑр пулсан, ҫӑмӑллӑнах ҫылӑх, калӑпӑр, аскӑн ӗҫ тума пултаратпӑр, ҫавна пула вара хамӑр еткере ҫухатма пулать.

ХӐВӐР ЧӖРӲНЕ ХАЛЕХ ХАТӖРЛӖР

12. а) Сатана пире пурне те мӗнле илӗртме тӑрӑшать? ӑ) Ҫылӑх тума илӗртнӗ чухне Библири мӗнле тӗслӗхсем пире пулӑшма пултараҫҫӗ?

12 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир хамӑра аскӑн ӗҫ тума илӗртме пултаракан лару-тӑрӑва лекес мар тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума тӑрӑшатпӑр. Анчах та пире кам та пулин Турра юрӑхсӑр ӗҫ тума илӗртет пулсан, Иегова пире ҫав илӗртӗве хирӗҫ тӑма пулӑштӑр тесе эпир Ӑна кӗлтӑватпӑр (Матф. 6:13). Ҫак ирсӗр тӗнчере эпир айӑпсӑр тӑрса юлас тесе вӑй хуратпӑр, анчах та Сатана яланах Иеговӑпа пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене хавшатма тӑрӑшать (Эф. 6:12). Сатана — ҫак йӗркесӗр тӗнчен турри, ҫавӑнпа та вӑл илӗртӳсемпе усӑ курса ҫынсене хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗ хыҫҫӑн мӗнле илсе каймаллине пӗлет (1 Кор. 10:8, 13). Сӑмахран, хӑвӑр кӑмӑла тӗрӗс мар майпа ҫырлахтарма паракан лару-тӑрӑва лексен, эсир хӑвӑра мӗнле тытӑр-ши? Эсир Исав пек: «Ҫакна хӑвӑртрах пар мана!» — тейӗр-ши? Е эсир илӗртӗве хирӗҫ тӑрӑр та Иаков ывӑлӗ Иосиф хӑйне Потифар арӑмӗ илӗртме тӑнӑ чухне тарнӑ пек тарӑр-ши? (Пултарни 39:10—12 вуласа пар.)

13. а) Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ мӗнле майпа хӑйне Иосиф пек тытать? ӑ) Хӑш-пӗрисем мӗнле майпа хӑйсене Исав пек тытаҫҫӗ? б) Исав пек пулас мар тесен пирӗн мӗн тумалла?

13 Пирӗн тӑвансенчен нумайӑшӗн хӑш-пӗр лару-тӑрура хӑйсене Исав пек е Иосиф пек тытассине суйласа илмелле пулнӑ. Чылайӑшӗ хӑйсене тӗрӗс тытнӑ та Иеговӑн чӗрине савӑнтарнӑ (Ытар. 27:11). Анчах та хӑш-пӗрисем илӗртӳпе тӗл пулсан, хӑйсен еткерӗсӗр тӑрса юлас хӑрушлӑха пӑхмасӑрах, хӑйсене Исав пек тытас тенӗ. Кашни ҫул кама пухуран кӑларса янӑ е хыттӑн асӑрхаттарнӑ, ҫавсенчен нумайӑшне аскӑн ӗҫ тунӑшӑн ҫапла тунӑ. Пулас илӗртӳсене кирек хӑшне те хирӗҫ тӑма ҫителӗклӗ вӑй пултӑр тесен хамӑр чӗрене халех хатӗрлеме пуҫлани питӗ кирлӗ! (Пс. 77:8.) Хамӑра илӗртӳсене хирӗҫ тӑма хатӗрлес те каярахпа тӗрӗс йышӑнусем тӑвас тесе эпир сахалтан та икӗ утӑм тума пултаратпӑр.

ШУХӐШЛӐР ТАТА ХАТӖРЛЕНӖР

14. Мӗнле ыйтусем ҫинчен шухӑшлани пире йӗркесӗрлӗхрен йӗрӗнме, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнма пулӑшӗ?

14 Пӗрремӗш утӑм вӑл — хамӑр ӗҫсем мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшлани. Иеговӑна эпир мӗн чухлӗ вӑйлӑрах юрататпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах хамӑр еткере хаклӑпӑр. Вӗт эпир кама юрататпӑр, ҫавна пирӗн кӳрентерес килмест. Ун вырӑнне эпир вӑл пире ырлатӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑнпа та хамӑр ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайсан, ҫакӑ пире тата ыттисене мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Пирӗн хамӑртан ыйтмалла: «Эгоистла хӑтланни манпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарӗ? Эпӗ тунӑ ҫылӑх манӑн ҫемье ҫинчен мӗнле палӑрӗ? Ҫакӑ пухури тӑвансене мӗнле пырса тивӗ? Хама мӗнле тытнипе эпӗ ыттисене кӳрентермӗп-ши?» (Флп. 1:10, ҪТ.) Эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем те пама пултаратпӑр: «Аскӑн ӗҫ тунишӗн кайран хӗн курса лармалла пулсан, ҫылӑхпа темиҫе самантлӑха киленме кирлех-ши? Хам мӗн тунине ӑнланса илсе каярахпа манӑн Исав пек татӑлса йӗрес килет-и?» (Евр. 12:17.) Ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшлани пире йӗркесӗрлӗхрен йӗрӗнме, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнма пулӑшӗ (Рим 12:9). Пуринчен ытла пире Иеговӑна юратни хамӑр еткере хаклама хавхалантарӗ (Пс. 72:28).

15. Илӗртӳсене хирӗҫ тӑма тата Турӑпа хамӑр хушӑмӑрти хутшӑнусене упраса хӑварма пире мӗн пулӑшӗ?

15 Иккӗмӗш утӑм вӑл — хамӑра илӗртӳсене хирӗҫ тӑма хатӗрлесси. Иегова пире ҫак тӗнчерен тухса тӑракан илӗртӳсене хирӗҫ тӑма хатӗрлес тата хӑйӗнпе пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшас тесе нумайӑшне панӑ. Сӑмахран, вӑл пире Библи вӗренни, христиансен пухӑвӗсене ҫӳрени, ырӑ хыпар сарни тата кӗлтуни мӗнле усӑ панине кӑтартса тӑрать (1 Кор. 15:58). Хамӑр туйӑмсене кӗлӗре Иеговӑна каласа панӑ чухне кашнинче, христиансен сӑваплӑ ӗҫне хастарлӑ хутшӑннӑ чухне кашнинче эпир хамӑра илӗртӳсене хирӗҫ тӑма хатӗрлетпӗр. (1 Тимофей 6:12, 19 вуласа пар.) Илӗртӳсене хирӗҫ тӑрасси хамӑр вӑй хунинчен нумай килет (Гал. 6:7). Ҫак шухӑша Ытарӑшсем кӗнекинчи иккӗмӗш сыпӑкра палӑртнӑ.

ВӖСЕНЕ ШЫРАТӐР ПУЛСАН

16, 17. Тӗрӗс йышӑнусем тума вӗренме пире мӗн пулӑшӗ?

16 Ытарӑшсем кӗнекери иккӗмӗш сыпӑк пире ӑслӑлӑх тата шухӑшлав пултарулӑхне илме хавхалантарать. Ҫак лайӑх енсем пире тӗрӗссине тӗрӗс марринчен уйӑрма, чаруллӑ пулма тата хамӑр кӑмӑла тӗрӗс мар майсемпе ҫырлахтарассинчен сыхланма пулӑшаҫҫӗ. Анчах та ӑнӑҫлӑ пуласси эпир вӑй хума хатӗр пулнинчен килет. Ҫак тӗп чӑнлӑха палӑртса Библи калать: «Эй ывӑлӑм! эсӗ манӑн сӑмахӑма хапӑл туса, эпӗ вӗрентсе каланине асӑнта тытса хӑлхуна ӑслӑлӑха тимлеме тайсассӑн, чӗрӳне шухӑшлама вӗрентсессӗн, пӗлӳшӗн ӑнтӑлсассӑн, ӑстӑна йӑлӑнсассӑн, ӑна кӗмӗле шыранӑ пек шырасассӑн, ӑна мул тупнӑ пек тупсах тӑрсассӑн эсӗ Ҫӳлхуҫаран хӑрама тытӑнӑн, Турра пӗлме пуҫлӑн. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх парать; пӗлӳпе ӑс-хакӑл — Ун сӑмахӗнче» (Ытар. 2:1—6).

17 Эпир ҫак сӑвӑ йӗркисенче мӗн каланине туса тӑратпӑр пулсан, тӗрӗс йышӑнусем тума вӗренӗпӗр. Иеговӑн сӑмахӗсене хамӑра шалтан улӑштарма ирӗк паратпӑр пулсан, мӗн тумаллине кӑтартсам тесе Турра ҫине тӑрсах кӗлтӑватпӑр пулсан тата пытарса хунӑ мула шыранӑ пек Турӑ ҫинчен калакан пӗлӗве малалла шыратпӑр пулсан, эпир илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пултарӑпӑр.

18. Эсир малашне те мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ тата мӗншӗн?

18 Иегова пӗлӳ, ӑнлану, ыррипе усаллине уйӑрса илме пулӑшакан пултарулӑх тата ӑслӑлӑх парасса та ҫав лайӑх енсене шырас тесе вӑй хуракансене ҫеҫ парать. Мӗн чухлӗ нумайрах вӗсене шыратпӑр тата вӗсемпе усӑ куратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсене Параканпа, Иеговӑпа, ҫывӑхланатпӑр. Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусем вара илӗртӳсемпе тӗл пулнӑ чухне пире хӳтӗлесе тӑрӗҫ. Иеговӑпа ҫывӑх пулсан тата унран хӑратпӑр пулсан, эпир ҫылӑх тӑвас мар тесе вӑй хуратпӑр (Пс. 24:14; Иак. 4:8). Турӑпа туслӑ пулнинчен тата Туррӑн ӑслӑлӑхӗ тӑрӑх пурӑннинчен килекен савӑнӑҫ пире пурне те Иеговӑн чӗрине савӑнтаракан тата пирӗн еткере хӳтӗлекен йышӑнусем тума малашне те хавхалантарса тӑтӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр