Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 6/15 24—31 с.
  • Иегова ӑса вӗрентни сире тӳрлетсе пытӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова ӑса вӗрентни сире тӳрлетсе пытӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЧӲЛМЕКҪӖ ХӐЙӖН ВЛАҪӖПЕ МӖНЛЕ УСӐ КУРАТЬ
  • ТУРӐ ҪЫННА КАМНЕ КУРА УЙӐРМАСТЬ
  • ИЕГОВА ХӐЙӖН ЙЫШӐНӐВӖСЕНЕ ХӐҪАН УЛӐШТАРМАЛЛИНЕ ПӖЛЕТ
  • ИЕГОВА ӐСА ВӖРЕНТНИНЕ АН ХИРӖҪЛӖР
  • Иеговӑна Аслӑ Чӳлмекҫӗ вырӑнне хуратӑр-и эсир?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Иеговӑна хӑвӑр шухӑшсем ҫине тата хӑвӑра мӗнле тытасси ҫине витӗм кӳме парӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Аслӑ Чӳлмекҫӗне хӑвӑра тӳрлетме ирӗк паратӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 6/15 24—31 с.

Иегова ӑса вӗрентни сире тӳрлетсе пытӑр

«Эсӗ мана Хӑвӑн ӑсупа ҫӳрететӗн [«канашупа ертсе пырӑн», ҪТ], кайран мана мухтавлӑхна кӗртӗн» (ПС. 72:24).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова ҫынсене вӑйпах тӳрлетменнине тата вӑл ҫын кам иккенне пӑхманнине мӗн кӑтартса парать?

  • Иегова «ӳкӗнме», урӑхла каласан, хӑй мӗн тума шутланине улӑштарма пултарнине пӗлни мӗншӗн пире йӑпатать?

  • Иегова пире канаш панӑ е ӑса кӗртнӗ чухне пирӗн мӗн тумалла?

1, 2. а) Иеговӑпа пирӗн хушӑмӑрта ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Турӑ ӑса вӗрентни ҫине ҫынсем мӗнле пӑхнине кӑтартса паракан Библири тӗслӗхсене пӑхса тухни мӗншӗн усӑллӑ?

«МАНШӐН вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей... эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп» (Пс. 72:28). Псалом юрлакан кунта хӑй Турра шанни ҫинчен каланӑ. Мӗн ӑна ҫакӑн пек ӑслӑ шухӑш патне пыма пулӑшнӑ? Йӗркесӗр ҫынсем тулӑх пурӑннине курсан, чи малтан унӑн чӗри вӑркама пуҫланӑ. Псалом юрлакан аптранипе ҫапла каланӑ: «Апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартса аллӑмсене кӑлӑхах ҫумарӑм-ши?» (Пс. 72:2, 3, 13, 21.) Анчах та «Туррӑн сӑваплӑ Ҫуртне» кӗни ӑна шухӑшӗсене тӳрлетме тата Турӑпа хӑйӗн хушшинчи кӑмӑллӑ хутшӑнусене сыхласа хӑварма пулӑшнӑ (Пс. 72:16—18). Ҫапла вара Турӑран хӑракан ҫак ҫын питӗ кирлӗ япалана ӑнланнӑ: Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тесен Турӑ халӑхӗ хушшинче пулмалла, канашсене йышӑнса пурнӑҫра тытса пымалла (Пс. 73:24, ҪТ).

2 Эпир те чӑн тата чӗрӗ Турӑпа хамӑр хушӑмӑрта ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тетпӗр. Ҫавӑнпа та унӑн канашӗпе вӑл ӑса вӗрентнине пирӗн йышӑнмалла. Ҫапла майпа Иегова пире тӳрлетсе пырать, урӑхла каласан, пире хӑйне юрӑхлӑ ҫынсем пулма пулӑшать. Ӗлӗк Иегова ҫынсене тата халӑхсене хӑй ӑса вӗрентнине йышӑнма май панипе вӗсене хӗрхеннине кӑтартнӑ. Ҫакӑн ҫине вӗсем мӗнле пӑхни ҫинчен Библире «пире ӳкӗтлесе» тата малтанах асӑрхаттарса «пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ» (Рим 15:4; 1 Кор. 10:11). Ҫак тӗслӗхсене тӗпчени пире Иегова мӗнле Турӑ пулнине лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ тата Ӑна хамӑра тӳрлетме ирӗк панинчен эпир мӗнле усӑ илме пултарнине кӑтартса парӗ.

ЧӲЛМЕКҪӖ ХӐЙӖН ВЛАҪӖПЕ МӖНЛЕ УСӐ КУРАТЬ

3. Иеговӑн ҫынсемпе власть пуррине Исаия 64:8 тата Иеремия 18:1—6 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле палӑртнӑ?

3 Иеговӑн уйрӑм ҫынсемпе те, халӑхсемпе те власть пуррине палӑртса Исаия калать: «Туррӑмӑр, Эсӗ — пирӗн Атте-ҫке! эпир — тӑм, Эсӗ вара — пире тӑваканӗ [«пирӗн Чӳлмекҫӗ», ҪТ], эпир пурте — Санӑн аллун ӗҫӗ» (Ис. 64:8). Чӳлмекҫӗн тӑмран хӑй тӑвас килнӗ пек савӑт тума ирӗк пур. Тӑм ӑна апла е капла тумалла теме пултараймасть. Ҫынпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусем пирки те ҫавнах калама пулать. Тӑм чӳлмекҫе мӗнле савӑт тумаллине калама пултарайман пекех, пирӗн те Турра пире капла е апла тӳрлет теме ирӗк ҫук. (Иеремия 18:1—6 вуласа пар.)

4. Иегова ҫынсене тата халӑхсене вӑйпах тӳрлетет-и? Ӑнлантарса парӑр.

4 Чӳлмекҫӗ тӑмпа мӗн тума пултарнӑ пек, Иегова та хӑйӗн халӑхӗпе ҫавӑн пек тума пултарнине авалхи Израиль урлӑ кӑтартнӑ. Анчах та Иегова ахаль чӳлмекҫӗрен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? Иегова ҫынсене тата халӑхсене ятарлӑ парне панӑ — вӗсене вӑл суйласа илме ирӗк панӑ. Вӑл пӗрисене лайӑх ҫынсем, теприсене япӑх ҫынсем тумасть. Ҫынсене те вӑл хӑйне вӑйпа итлеттересшӗн мар. Ун вырӑнне ҫынсен суйласа илмелле: Пултаракана, Иеговӑна, хӑйсене тӳрлетме ирӗк памалла-и е ҫук. (Иеремия 18:7—10 вуласа пар.)

5. Ҫынсем Иегова тӳрлетнине йышӑнман чухне вӑл мӗн тӑвать?

5 Ҫынсем кутӑнлашса Аслӑ Чӳлмекҫе хӑйсене тӳрлетме ирӗк памасан, ҫакӑн пирки мӗн калама пулать? Ҫавӑн пек чухне вӑл хӑйӗн влаҫӗпе мӗнле усӑ курать? Тӑмран мӗн тӑвас килнине тума май килмерӗ пулсан, унпа мӗн пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ун пек чухне чӳлмекҫӗ унран урӑх савӑт тума е ӑна кӑларса пӑрахма пултарать! Тӑмран ним тума та май ҫук чухне ялан тенӗ пекех чӳлмекҫӗ айӑплӑ. Анчах та пирӗн Чӳлмекҫӗпе ун пекки нихӑҫан та пулмасть (Сак. аст. 32:4). Ҫын хӑйне Иеговӑна тӳрлетме памасть пулсан, ҫавӑн пек чухне яланах ҫын хӑй айӑплӑ. Ҫынсем хӑйсене мӗнле тытнине кура Иегова вӗсене тӳрлетмелли майне улӑштарать. Вӗсем ӑна итленӗ чухне ӑна юрӑхлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем — «чаплӑ ҫӗрте тыткаламалли» савӑтсем, тӳрлетнине пула «ырӑлӑх панӑ савӑтсем» пулса тӑнӑскерсем. Анчах та кам Турра хирӗҫ тӑрать, ҫавсем «ҫилӗ савӑчӗсем... пӗтерме хатӗрленисем» пулса тӑраҫҫӗ (Рим 9:19—23).

6, 7. Иегова Давид патшапа Саул патшана ӑса вӗрентнӗ чухне вӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ?

6 Иегова ҫынсене ӑса вӗрентсе тата канаш парса тӳрлетсе пырать. Сӑмахран, вӑл Израилӗн малтанхи икӗ патшине, Саулпа Давида, тӳрлетес тесе мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Давид патша Вирсавипе аскӑн ӗҫ тусан, унӑн ӗҫӗсем ӑна хӑйне те, ыттисене те инкек кӳнӗ. Давид патша пулнӑ пулин те, Иегова ӑна хыттӑн ӑса кӗртнӗ. Турӑ хӑйӗн Нафан пророкне Давид патне хаяр хыпарпа янӑ (2 Патш. 12:1—12). Ҫавна илтсен Давид хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл хӑй мӗн тунишӗн питӗ хуйхӑрнӑ та ӳкӗннӗ. Ҫавӑнпа Иегова ӑна хӗрхеннӗ. (2 Патшасен 12:13 вуласа пар.)

7 Давидпа танлаштарсан, ун умӗн патшара ларнӑ Саул хӑйне панӑ канаша итлемен. Самуил пророк урлӑ Иегова Саула амаликсемпе вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне пӗтӗмпех вӗлерсе тухма хушнӑ. Анчах та Саул Турӑ хушнине туман. Вӑл Агаг патшана тата чи лайӑх выльӑха хӗрхеннӗ. Мӗншӗн? Хӑйшӗн мухтав шыранӑран та пулас (1 Патш. 15:1—3, 7—9, 12). Ҫавӑнпа та Саула канаш парас тесе Иегова ун патне Самуила янӑ. Саулӑн ҫавна итлемеллеччӗ те Иегова тӳрлетме тӑрӑшнине йышӑнмаллаччӗ. Анчах та вӑл улшӑнас темен. Вӑл хӑй мӗн тунине тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, Иегова мӗн тума хушнине сирсе яма унӑн витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ иккен. Выльӑх-чӗрлӗхне вара Иеговӑна парне кӳме пулать тесе каланӑ вӑл. Ҫапла вара Самуил сӑмахӗсене итлемесен те юрать тенӗ. Иегова Саула патша вырӑнне хума пӑрахнӑ, ҫавӑнпа та Саулӑн урӑх нихӑҫан та хӑйӗнпе чӑн Турӑ хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулман. (1 Патшасен 15:13—15, 20—23 вуласа пар.)

ТУРӐ ҪЫННА КАМНЕ КУРА УЙӐРМАСТЬ

8. Иегова тӳрлетни ҫине Израиль халӑхӗ мӗнле пӑхнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

8 Иегова уйрӑм ҫынсене кӑна мар, халӑхсене те хӑйне итлесе пурӑнма май парать. Пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта Иегова Израиль ывӑлӗсене Египет чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн вӗсем унӑн ятарлӑ халӑхӗ пулса тӑнӑ. Турӑ вӗсене тӳрлетсе пырӑп тесе сӑмах панӑ. Анчах та халӑх Иегова куҫӗ умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсене тусах тӑнӑ, ҫитменнине вӗсем ҫумри халӑхсен туррисене те пуҫҫапнӑ. Халӑха ӳкӗте кӗртес тесе Иегова вӗсем патне пророксене ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ, анчах та Израиль Турра итлемен (Иер. 35:12—15). Кутӑнлашса пурӑннӑшӑн израильтянсене хыттӑн наказани панӑ. Пӗтерме хатӗрлесе хунӑ савӑт пекех, вунӑ йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑхне Ассири ҫыннисем ҫӗнсе илнӗ, икӗ йӑхран тӑракан кӑнтӑр патшалӑхне — Вавилон ҫыннисем. Ҫакӑнтан эпир питӗ кирлӗ япалана ӑнланса илетпӗр. Иегова тӳрлетнине йышӑнса, унпа килӗшӳллӗ пурӑнсан ҫеҫ ҫакӑ пире усӑ парӗ.

9, 10. Турӑ асӑрхаттарса калани ҫине Ниневи ҫыннисем мӗнле пӑхнӑ?

9 Иегова Ассири тӗп хулинче, Ниневире, пурӑнакансене те хӑй асӑрхаттарса каланине йышӑнма май панӑ. Вӑл Ионӑна каланӑ: «Тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, унта вӗрентсе кала, мӗншӗн тесессӗн унӑн усал ӗҫӗсем Ман патӑма ҫитрӗҫ». Иегова Ниневи хулине, унта пурӑнакансем питӗ усал пулнӑшӑн, пӗтерме палӑртса хунӑ пулнӑ (Иона 1:1, 2; 3:1—4).

10 Анчах та тӗп тӑвасси ҫинчен калакан хыпара Иона пӗлтерсен, «Ниневи ҫыннисем Турӑ каланине ӗненнӗ, вара типӗ тытма йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ ватти-вӗтти таранах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ». Вӗсен патши «аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ». Ниневи ҫыннисем Иегова ӑса вӗрентнине йышӑннӑ та ӳкӗннӗ. Ҫавӑнпа та Иегова вӗсене пӗтермен (Иона 3:5—10).

11. Иегова хӑйне Израильпе тата Ниневипе мӗнле тытнинчен унӑн мӗнле лайӑх енӗ уйрӑмах палӑрса тӑрать?

11 Израиль ҫыннисем Иеговӑн ятарлӑ халӑхӗ пулнӑ пулин те, вӑл вӗсене наказани панӑ. Ниневи ҫыннисем вара Туррӑн ятарлӑ халӑхӗ пулман, ҫапах та вӗсем вӑл тӳрлетнине йышӑннӑ. Ҫавӑнпа Иегова вӗсене хӗрхеннӗ те пӗтерес мар тенӗ. Ҫак икӗ тӗслӗх Иегова, пирӗн Турӑ, «ҫын кам иккенне пӑхманнине» питӗ лайӑх кӑтартса парать (Сак. аст. 10:17).

ИЕГОВА ХӐЙӖН ЙЫШӐНӐВӖСЕНЕ ХӐҪАН УЛӐШТАРМАЛЛИНЕ ПӖЛЕТ

12, 13. а) Хӑй тӳрлетнине ҫынсем йышӑннӑ чухне мӗншӗн Турӑ вӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн тума шутласа хунине улӑштарать? ӑ) Иегова Саул тӗлӗшӗнчен, Ниневи тӗлӗшӗнчен «ӳкӗннӗ» тени ун ҫинчен мӗн уҫса парать?

12 Иегова ҫынсем тӗлӗшӗнчен мӗн шутласа хунине вӗсем ӳкӗннине кура улӑштарма пултарать. Сӑмахран, Израиле тытса тӑмашкӑн «Саула патшана лартнӑшӑн» Иегова ӳкӗннӗ тесе каланӑ Библире (1 Патш. 15:11). Ниневи ҫыннисем ӳкӗнсен тата усал ӗҫсем тума пӑрахсан, «Турӑ... хӗрхенсе [«ӳкӗнсе», ҪТ], вӗсем ҫине яма пулнӑ асапа яман вара» (Иона 3:10).

13 Библире Иегова пирки «ӳкӗннӗ» тесе каланӑ пулсан, ҫакӑ вӑл ҫын тӗлӗшӗнчен хӑйӗн шухӑшӗсене тата хӑй мӗн тума шутласа хунине улӑштарнӑ тенине пӗлтерет. Иегова пӗр вӑхӑт хушши Саула ырланӑ. Анчах та Саул итлеме пӑрахсан Вӑл ӑна патша вырӑнне хума пӑрахнӑ. Ҫакӑн пек улшӑну Иегова Саула патша пулма суйласа лартнӑ чухне йӑнӑшнӑран мар, Саул ӗненме тата итлеме пӑрахнӑшӑн пулнӑ. Ниневи ҫыннисене илес пулсан, вӗсем ӳкӗнсен Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине улӑштарнӑ та вӗсене пӗтермен. Иегова, пирӗн Чӳлмекҫӗ, ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине тата ҫынсем лайӑх улшӑнусем тунине кура хӑй мӗн шутласа хунине улӑштарма хатӗр пулнине пӗлни чӑннипех йӑпатать!

ИЕГОВА ӐСА ВӖРЕНТНИНЕ АН ХИРӖҪЛӖР

14. а) Иегова паян пире мӗнле майпа тӳрлетсе пырать? ӑ) Турӑ пире тӳрлетнӗ чухне пирӗн мӗн тумалла?

14 Иегова паян пире хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, тата хӑйӗн организацийӗ урлӑ тӳрлетсе пырать (2 Тим. 3:16, 17). Вӗсем урлӑ парса тӑракан кирек хӑш канаша та, ӑса вӗрентнине те пирӗн йышӑнмалла мар-и вара? Эпир тахҫанах шыва кӗнӗ пулсан та, организацире пирӗн нумай тивӗҫ пулсан та пирӗн малалла та Иеговӑн канашӗсене итлемелле. Иегова ҫавӑн пек тӳрлетнине йышӑннипе эпир ӑна юрӑхлӑ ҫынсем пулса тӑма пултаратпӑр.

15, 16. а) Ҫынна пухури чыслӑ тивӗҫсенчен хӑтарнӑ чухне вӑл хӑйне мӗнле туйма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Ӑса кӗртнӗ чухне сиксе тухакан япӑх туйӑмсене ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшма пултарать?

15 Хӑш-пӗр чухне пире ӑса кӗртеҫҫӗ. Анчах та хутран-ситрен пире тӗрӗс мар ӗҫсем тунӑшӑн хыттӑн тӑна кӗртме тивет. Ҫавӑн шутне организацире шанса панӑ тивӗҫсенчен хӑтарни кӗрет. Дэннисӑнa, старейшина пулнӑскерӗн, тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче асӑрхануллӑ пулманран япӑх ӗҫ тунӑ, ҫавӑнпа ӑна хыттӑн сивленӗ. Дэннис хӑйӗн пирки пухура тек старейшина мар тесе пӗлтернӗ каҫ хӑйне мӗнле туйнӑ? «Хама эпӗ ниме юрӑхсӑр ҫын пек туйма пуҫларӑм,— калать вӑл.— Юлашки 30 ҫул хушшинче манӑн нумай чыслӑ тивӗҫ пулнӑ. Эпӗ тулли пионер пулса ӗҫленӗ, унтан Вефильте ӗҫленӗ, мана пулӑшакан ӗҫчен пулма, кайран вара старейшина пулма суйласа лартрӗҫ. Ҫак ӗҫсем пуҫланиччен кӑшт маларах эпӗ область конгресӗнче хамӑн пӗрремӗш доклада турӑм. Кӗтмен ҫӗртен манпа ҫакӑн пекки пулса тухать. Мана питӗ намӑсчӗ, эпӗ ним тума пӗлмесӗр аптраса ӳкрӗм, организацире мана валли урӑх нихӑҫан та вырӑн пулмӗ тесе шутларӑм».

16 Дэннисӑн улшӑнмалла тата тӗрӗс мар ҫулран пӑрӑнмалла пулнӑ. Анчах та ӑна япӑх туйӑмсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Библи вӗренес, сӑваплӑ ӗҫе яланах тӑвас тата тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ҫӳрес тесе тӑрӑшнӑ. Вӑл пухури тӑвансем пулӑшса тӑнӑшӑн тата пирӗн публикацисенче хавхалантаракан шухӑшсемшӗн пархатарлӑ пулнӑ. Вӑл каланӑ: «2009 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти «Можешь ли ты снова предоставить себя для особого служения?» статьяна эпӗ хам пата янӑ ҫыру пекех, манӑн кӗлӗсем ҫине хурав панӑ пекех йышӑнтӑм». Дэннис ҫак статьяран хӑйӗн вӑхӑчӗпе Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе усӑ курма кирлине ӑнланса илнӗ. Ҫакӑн пек ӑса вӗрентни Дэннис ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Темиҫе ҫул иртсен вӑл калать: «Иегова мана пулӑшакан ӗҫчен тивӗҫне шанса панипе каллех пиллерӗ».

17. Пухуран кӑларса яни ҫылӑха кӗрекене мӗнле пулӑшма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

17 Иеговӑн ӑса кӗртмелли тепӗр майӗ вӑл — пухуран кӑларса ярасси. Ҫакӑ пухӑва ҫылӑх тӑвакан япӑх витӗм кӳрессинчен сыхлать тата ӑна ӳкӗнме пулӑшма пултарать (1 Кор. 5:6, 7, 11). Роберта 16 ҫула яхӑн каялла пухуран кӑларса янӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче унӑн ашшӗпе амӑшӗ, пиччӗш-шӑллӗсем Турӑ Сӑмахӗнче ҫавӑн пек ҫынсемпе хутшӑнма та, вӗсене саламлама та юрамасть текен канаша ҫирӗп тытса тӑнӑ. Роберта пухӑва каялла йышӑннӑранпа темиҫе ҫул иртнӗ ӗнтӗ, чӑнлӑхра вара вӑл ҫитӗнӳсем туса пырать. Ҫавӑн чухлӗ ҫул хыҫҫӑн Иегова патне тата Унӑн халӑхӗ патне таврӑнма ӑна мӗн хавхалантарчӗ тесе ыйтсан, вӑл хӑйӗн ҫемйи хӑйӗнпе хутшӑнманни витӗм кӳчӗ тесе хуравланӑ. «Манӑн ҫемье манпа кӑштах та пулин хутшӑннӑ пулсан, калӑпӑр, ӗҫсем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсан, мана ҫакӑ ҫителӗклӗ пулнӑ пулӗччӗ, вӗсемпе калаҫас килни вара мана Турӑ патне таврӑнма хавхалантаракан сӑлтавсенчен пӗри пулман пулӗччӗ».

18. Аслӑ Чӳлмекҫӗ аллинче пирӗн мӗнле тӑм пулмалла?

18 Пире ҫавӑн пек ӑса кӗртме кирлӗ те пулмӗ тен, анчах та эпир Аслӑ Чӳлмекҫӗ аллинче мӗнле тӑм пулӑпӑр-ши? Вӑл тӳрлетнӗ чухне эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр-ши? Давид пек, канаш панине йышӑнӑпӑр-и е, Саул пек, ӑна сирсе ярӑпӑр-ши? Аслӑ Чӳлмекҫӗ — пирӗн Атте. «Иегова кама юратать, ҫавна вӑл ашшӗ юратнӑ ывӑлне тӳрлетнӗ пек тӳрлетнине» нихӑҫан та манса ан кайӑр. Ҫавӑнпа та Иегова ӑса вӗрентнине ан хирӗҫлӗр, вӑл тӳрлетнине йывӑра ан илӗр (Ытар. 3:11, 12, ҪТ).

a Ятсене улӑштарнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр