Сирӗн мӗнле пурӑнас пулать!
«Сирӗн... Турра парӑнса мӗн тери таса [«сӑваплӑ», ҪХ] пурӑнас пулать!» (2 ПЕТР 3:11, 12.)
1, 2. Турӑ ырлатӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?
ҪЫНСЕНЕ нумайӑшне хӑйсем пирки ыттисем мӗн шутлани интереслентерет. Анчах пире, христиансем пулнӑ май, Турӑ пирӗн ҫинчен мӗн шутлани ытларах пӑшӑрхантармалла мар-и? Вӑл Ҫут тӗнчере Чи Асли вӗт, унра тата «чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ» (Пс. 35:10).
2 Иегова куҫӗ умӗнче пирӗн мӗнле ҫынсем пулмаллине палӑртса Петр апостол пире «Турра парӑнса... таса [«сӑваплӑ», ҪХ] пурӑнас пулать» тесе ӳкӗтлет. (2 Петр 3:11, 12 вуласа пар.) Турӑ пире ырлатӑр тесен пирӗн сӑваплӑ пурӑнмалла, урӑхла каласан, пирӗн шухӑшсем, ӗҫсем тата Турра пуҫҫапни таса пулмалла. Унсӑр пуҫне пирӗн ӗҫсенче Турра парӑнни, хисеплени тата чунтан юратни палӑрса тӑмалла. Ҫавӑнпа та Турӑ пире ырлатӑр тесен пирӗн хамӑра мӗнле тытни ҫинчен ҫеҫ мар, эпир шалтан мӗнле ҫынсем пулни ҫинчен те шухӑшламалла. Иегова чӗрене сӑнать, ҫавӑнпа та вӑл эпир сӑваплӑ тата ӑна ҫеҫ парӑнса пурӑннипе пурӑнманнине пӗлет (1 Ҫулс. 29:17).
3. Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ мӗнле ыйтусене пирӗн пӑхса тухмалла?
3 Сатана Шуйттан пире Турӑ ан ырлатӑр тет. Пире хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен шухӑшлама пӑрахтарас тесе вӑл вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвать. Сатана пире илӗртес тата хамӑр пуҫҫапакан Турӑран пӑрса ярас тесе пӗр вӗҫӗмсӗр суять тата улталать (Иоанн 8:44; 2 Кор. 11:13—15). Ҫавӑнпа та пирӗн ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: Сатана ҫынсене мӗнле улталать? Иеговӑпа хамӑн хушӑри хутшӑнусене хӳтӗлес тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?
САТАНА ҪЫНСЕНЕ МӖНЛЕ УЛТАЛАТЬ?
4. Турӑпа пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене аркатас тесе Сатана мӗн тума тӑрӑшать тата мӗншӗн?
4 «Кашниех хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнипе, илӗртнипе улталанать,— ҫырнӑ Иаков вӗренекен.— Ҫылӑхлӑ кӑмӑл, пӗтӗленсе, ҫылӑх ҫуратать. Тунӑ ҫылӑх вара вилӗм ҫуратать» (Иак. 1:14, 15, ҪХ). Турӑпа пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене аркатас тесе Сатана пирӗн чӗрене — шухӑш-туйӑм, кӑмӑл туртӑмӗ ӑҫтан тухса тӑрать, ҫавна — хӑй майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшать.
5, 6. а) Сатана пирӗн чӗре ҫине мӗнле витӗм кӳме тӑрӑшать? ӑ) Пирӗн чӗрери шухӑш-кӑмӑла ирсӗрлетсе ярас тесе Сатана мӗнле меслетсемпе усӑ курать тата ҫав енчен вӑл мӗн тери ӑста?
5 Сатана пирӗн чӗре ҫине мӗнле витӗм кӳме тӑрӑшать? Библире «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче» тӑрать тенӗ (1 Иоанн 5:19). Сатанан улталамалли меслечӗсем шутне «тӗнчере мӗн пурри» кӗрет. (1 Иоанн 2:15, 16 вуласа пар.) Шуйттан ҫынсене улталаса тӑрас тесе пин-пин ҫул хушши ҫак тӗнчене тӗплӗн йӗркеленӗ. Эпир вара ҫак тӗнчере пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн унӑн чее меслечӗсенчен сыхланмалла (Иоанн 17:15).
6 Сатана пирӗн чӗрери шухӑш-кӑмӑла ирсӗрлетсе ярас тесе ятарлӑ меслетсемпе усӑ курать. Иоанн апостол унӑн виҫӗ илӗртмӗшне асӑнать: 1) «ӳт кӗлени [«хистени», ҪХ]», 2) «куҫ кӗлени [«илӗртни», ҪХ] тата 3) «пуянлӑхпа мӑнаҫланни». Ҫаксемпе виҫҫӗшӗнпе те усӑ курса Сатана Иисуса пушхирте илӗртме хӑтланса пӑхнӑ. Нумай ҫул хушшинче Сатана ҫак меслетсемпе ӑста усӑ курма вӗренсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа та вӑл кашни ҫынна вӗсенчен хӑшӗ витӗм кӳме пултарнине питӗ лайӑх пӗлет. Хамӑра мӗнле хӳтӗлеме пултарнине сӳтсе явас умӗн Шуйттан ҫав меслетсемпе усӑ курса Евӑна мӗнле улталама пултарнине, анчах та мӗншӗн Иисуса улталама пултарайманнине пӑхса тухар.
«ӲТ ХИСТЕНИ»
7. Евӑна илӗртес тесе Сатана «ӳт хистенипе» мӗнле усӑ курнӑ?
7 Ҫынсем ҫимесӗр пурӑнма пултараймаҫҫӗ. Пире Пултаракан ҫӗре апат-ҫимӗҫ тулӑхлӑ парса тӑмалла тунӑ. Сатана пире Туррӑн ирӗкне тума пӑрахтарас тесе апат ҫиес килнипе усӑ курма пултарать. Ҫакна вӑл Евӑпа мӗнле тунине пӑхса тухар. (Пултарни 3:1—6 вуласа пар.) Сатана Евӑна «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ» ҫимӗҫне ҫисен те вилместӗн тенӗ. Ҫав ҫимӗҫе ҫинӗ кун эсӗ Турӑ пек пулатӑн тесе те каланӑ вӑл Евӑна (Пулт. 2:9). Ҫапла майпа вара Шуйттан Евӑна пурӑнас тесен Турра итлемелле мар тесе каланӑ. Мӗн тери сӗмсӗр суя! Сатанана пула Евӑн пуҫӗнче ҫавнашкал шухӑш ҫуралсан, унӑн икӗ май пулнӑ: ҫав шухӑша вӑл пуҫран кӑларса пӑрахма пултарнӑ е ун ҫинчен малалла шухӑшласа ҫав ҫимӗҫе ҫиесшӗн ҫунма пултарнӑ. Ева садри ытти йывӑҫсен ҫимӗҫне ҫиме пултарнӑ пулин те, Сатана сад варринчи йывӑҫ ҫинчен мӗн калани пирки шухӑшлас тенӗ, ҫавӑнпа вӑл «унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ». Ҫапла вара Сатана унӑн ӑшӗнче Пултаракан мӗне илме юрамасть тенӗ, ҫавна илес туйӑм вӑратнӑ.
8. Сатана «ӳт хистенипе» усӑ курса Иисуса мӗнле илӗртме хӑтланнӑ тата мӗншӗн ҫак илӗртмӗш ӑнӑҫлӑ пулман?
8 Сатана пушхирте Иисуса илӗртес тесе ҫав меслетпех усӑ курма тӑрӑшнӑ. Иисус 40 кун та 40 каҫ типӗ тытнӑ хыҫҫӑн Сатана унӑн ҫиес килнипе усӑ курса ӑна илӗртме хӑтланса пӑхнӑ. «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, — каланӑ Сатана,— ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш» (Лука 4:1—3). Иисусӑн икӗ май пулнӑ: ҫисе тӑранас тесе вӑл хӑйӗн тӗлӗнмелле вӑй-хӑвачӗпе усӑ курма пултарнӑ е ҫавна тумасан та пултарнӑ. Иисус ҫав вӑй-хӑватпа эгоистла тӗллевпе усӑ курма кирлӗ маррине пӗлнӗ. Выҫӑ пулнӑ пулин те, ӑна апатран ытларах хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварасси кирлӗ пулнӑ. Иисус ӑна хуравланӑ: «„Этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, Туррӑн пур тӗрлӗ сӑмахӗпе те пурӑнать“ тесе ҫырнӑ» (Лука 4:4).
«КУҪ ИЛӖРТНИ»
9. «Куҫ илӗртни» тени мӗн вӑл тата Сатана ҫак меслетпе Ева тӗлӗшӗнчен мӗнле усӑ курнӑ?
9 Сатана «куҫ илӗртнипе» те усӑ курать тесе палӑртнӑ Иоанн. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ тӑрӑх, ҫын мӗн ҫине те пулин пӑхсанах ҫавӑн патне ӑна кӑмӑлӗ туртма пултарать. Ева ҫине витӗм кӳрес тесе Сатана ҫавӑн пек кӑмӑл туртнипе усӑ курнӑ та каланӑ: «Сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ». Ева ҫиме юраман ҫимӗҫ ҫине мӗн чухлӗ нумайрах пӑхнӑ, ҫавӑн чухлӗ ытларах уншӑн ҫав ҫимӗҫ илӗртӳллӗ пулса тӑнӑ. Ева йывӑҫ «куҫпа пӑхма та хитре» пулнине курнӑ.
10. Иисуса илӗртес тесе Сатана «куҫ илӗртнипе» мӗнле усӑ курнӑ тата Иисус мӗнле хуравланӑ?
10 Иисуса илӗртес тесе Сатана «куҫ илӗртнипе» мӗнле усӑ курнӑ? «Пӗрре куҫ хупса иличчен... [Иисуса] тӗнчери мӗнпур патшалӑха кӑтартнӑ, шуйттан Ӑна каланӑ: ҫак патшалӑхсене пурне те, вӗсенӗн чап-мухтавне те Сана парӑп» (Лука 4:5, 6). Иисус пӗр самантрах пур патшалӑха та курма пултарайман, анчах та курӑнура кӑтартнӑ ҫав патшалӑхсен чап-мухтавӗ Иисуса илӗртме пултарать тесе шутланӑ пулас Сатана. Намӑса пӗлмесӗр Сатана Иисуса ҫапла сӗннӗ: «Мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакӑ пӗтӗмпе Санӑн пулӗ» (Лука 4:7). Иисус ним тусан та Сатанан кӑмӑлне каякан ҫын пуласшӑн пулман. Вӑл тӳрех хуравланӑ: «„Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн“ тесе ҫырнӑ» (Лука 4:8).
«ПУЯНЛӐХПА МӐНАҪЛАННИ»
11. Сатана Евӑна мӗнле улталанӑ?
11 «Тӗнчере мӗн пурри» пирки каланӑ май Иоанн «пуянлӑхпа мӑнаҫланни» ҫинчен те асӑннӑ. Ҫӗр ҫинче Адампа Евӑсӑр пуҫне урӑх нимле ҫын та пулман чухне вӗсем, паллах, ыттисем умӗнче «пуянлӑхӗпе мӑнаҫланма» пултарайман. Ҫапах та вӗсем мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. Сатана Евӑна илӗртнӗ чухне Турӑ унран темскер лайӑххине пытарса усрать тесе каланӑ. Шуйттан ӑна «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне» ҫисе пӑхнӑ кун «ырӑпа усала пӗлекен турӑсем [«Турӑ», ҪТ] пек» пулатӑн тесе каланӑ (Пулт. 2:17; 3:5). Сатана ҫакӑн пек каланипе Евӑна, вӑл Турӑсӑрах пурӑнма пултарать тесе шутлаттарасшӑн пулнӑ. Мӑнкӑмӑллӑха пула та Ева ҫак суяна ӗненнӗ пулас. Вилместӗп тесе шутласа Ева ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫинӗ. Анчах вӑл питӗ йӑнӑшнӑ!
12. Сатана Иисуса тата мӗнле майпа илӗртнӗ? ӑ) Иисус Сатанана мӗнле хурав панӑ?
12 Евӑпа танлаштарсан, Иисус хӑйне кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Сатана Иисуса ыттисене тӗлӗнтерме пултаракан, анчах та Турра сӑнама, тӗрӗслеме пултаракан ӗҫ тутарасшӑн пулнӑ. Ҫакна туни мӑнкӑмӑллӑх кӑтартни пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл уҫҫӑн та тӳррӗн хуравланӑ: «„Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна“ тесе каланӑ». (Лука 4:9—12 вуласа пар.)
ИЕГОВӐПА ХАМӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕНЕ ЭПИР МӖНЛЕ ХӲТӖЛЕМЕ ПУЛТАРАТПӐР?
13, 14. Сатана пире паян мӗнле улталама тӑрӑшать?
13 Сатана хальхи вӑхӑтра Евӑпа Иисус тӗлӗшӗнчен усӑ курнӑ илӗртмӗшсемпех усӑ курать. Вӑл ҫынсене аскӑнланса пурӑнтарас тата вӗсем ӗҫес, ҫиес енчен виҫине ан пӗлччӗр тесе «ӳт хистенипе» усӑ курать. Ҫынсене порнографи, уйрӑмах Интернетри порнографие, пӑхтарас тесе вӑл «куҫ илӗртнипе» усӑ курать. Нумайрах та нумайрах пурлӑх пухасси, влаҫпа чапшӑн ҫунасси мӑнкӑмӑллисемшӗн, ҫавӑн пекех хӑйсен пурлӑхӗпе мӑнаҫланакансемшӗн — чӑн-чӑн илӗртмӗш!
14 «Тӗнчере мӗн пурри» блёсна, урӑхла каласан, пулла улталаса тытмалла йӑлтӑркка япала, евӗрлӗ. Вӗсем пурте хитре курӑнаҫҫӗ, анчах вӗсен кашни вӗҫӗнче — вӑлта йӗппи. Ҫынсен Туррӑн саккунӗсене хирӗҫлекен ӗҫсене тӑвас кӑмӑл ҫуралтӑр тесе Сатана нимех те мар пек тата кирлӗ пек туйӑнакан япаласемпе усӑ курать. Анчах та ҫак чее илӗртмӗшсен тӗллевӗ — пирӗн кӑмӑл ҫине витӗм кӳресси тата пирӗн чӗрене ирсӗрлетесси. Тӗрӗссипе каласан, Сатана пире хамӑра мӗн кирли ҫинчен шухӑшлани тата канлӗ пурӑнас тесе тӑрӑшни Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа тӑрассинчен кирлӗрех тесе шутлаттарасшӑн. Ҫакӑн пек чеелӗх пирӗн ҫине витӗм кӳрӗ-ши?
15. Эпир Иисус пекех Сатанан илӗртмӗшӗсене мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратпӑр?
15 Ева Сатанан илӗртмӗшӗсене хирӗҫ тӑрайман пулин те, Иисус вӗсене ӑнӑҫлӑ сирсе янӑ. Кашнинче вӑл Ҫыру тӑрӑх хуравласа каланӑ: «Ҫырнӑ» е «Тесе каланӑ». Эпир Библие пикенсе вӗренетпӗр пулсан, ӑна лайӑх пӗлсе ҫитӗпӗр, вара илӗртӳсем сиксе тухсан эпир тӗрӗс шухӑшлама пулӑшакан сӑвӑ йӗркисене аса илме пултарӑпӑр (Пс. 1:1, 2). Библире каланӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсене аса илетпӗр пулсан, ҫакӑ пире вӗсем пекех Турра чунтан парӑнса пурӑнма пулӑшӗ (Рим 15:4). Иеговӑна чӗререн хисеплени, вӑл мӗн юратнине юратни, вӑл мӗн курайманнине курайманни пире хӳтӗлесе тӑрӗ (Пс. 96:10).
16, 17. Эпир мӗнле ҫын пулни ҫине хамӑр шухӑшсем мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?
16 Павел апостол пире ҫак тӗнче шухӑшланӑ пек мар, Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлакан ҫынсем пулма пулӑшас тесе «ӑспа ӗҫлесе пурӑнма» хавхалантарать (Рим 12:1, 2). Пирӗн хамӑр мӗн ҫинчен шухӑшланине хытӑ тӗрӗслесе тӑмаллине палӑртса Павел каланӑ: «Турра пӗлессине хирӗҫлекен кирек епле мӑнкӑмӑллӑха та аркататпӑр; кирек епле шухӑш-ӗмӗте те Христос ирӗкне пӑхӑнтармашкӑн тыткӑна илетпӗр» (2 Кор. 10:5, ҪХ). Эпир мӗнле ҫын пулни ҫине хамӑр шухӑшсем питӗ вӑйлӑ витӗм кӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та пирӗн яланах Турра юрӑхли ҫинчен шухӑшламалла (Флп. 4:8).
17 Тӗрӗс марри ҫинчен тата ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каясси ҫинчен шухӑшласа ҫӳренипе эпир сӑваплӑ пулаймастпӑр. Иеговӑна пирӗн «таса чӗререн» юратмалла (1 Тим. 1:5). Анчах та пирӗн чӗре ултавлӑ, ҫавна пула «тӗнчере мӗн пурри» пирӗн ҫине мӗн тери вӑйлӑ витӗм кӳнине эпир, тен, хӑш-пӗр чухне ӑнланмастпӑр та (Иер. 17:9). Ҫавӑнпа та хамӑр ӗненнипе ӗненменнине пӗлес тесе Библирен мӗн пӗлни тӑрӑх хамӑра хамӑр тӗрӗслер, сӑнаса пӑхар (2 Кор. 13:5).
18, 19. Иеговӑн кӑмӑлне каякан ҫынсем пулма пирӗн мӗншӗн ҫирӗп шут тытмалла?
18 «Тӗнчере мӗн пуррине» хирӗҫ тӑмашкӑн пире Турӑ пӗлтернипе каланӑ Иоанӑн сӑмахӗсем пулӑшаҫҫӗ: «Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:17). Сатанан тӗнчи ӗмӗрлӗхе пыракан пек, нихӑҫан арканас ҫук пек курӑнать. Анчах та пӗррехинче вӑл пӗтетех. Сатанан тӗнчи мӗн сӗнет, ҫавсем пурте вӑхӑтлӑха кӑна пулнине асра тытатпӑр пулсан, ҫакӑ пире Шуйттанӑн илӗртмӗшӗсене хирӗҫ тӑма пулӑшӗ.
19 Петр апостол пире, «Турӑ килес Куна кӗтсе ӗмӗтленсе» тӑнӑ май, Турра юрӑхлӑ ҫынсем пулма ӳкӗтлет, мӗншӗн тесен «ҫав Кун ялкӑшса ҫунакан тӳпе ишӗлсе анӗ, вут хыпнӑ тӗп пайӑрӑмсем шӑранса пӗтӗҫ» (2 Петр 3:11, 12). Кӗҫех ҫав кун ҫитӗ, вара Иегова Сатана тӗнчин кашни пайне тӗп тӑвӗ. Халӗ вара Сатана, Евӑпа Иисуса илӗртнӗ пекех, пире те илӗртес тесе «тӗнчере мӗн пуррипе» малалла та усӑ курса тӑрӗ. Пирӗн Ева пек хамӑр кӑмӑла ҫырлахтарасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшламалла мар. Ҫакӑ вӑл Сатанана хамӑр турӑ вырӑнне хунӑпа пӗрех пулнӑ пулӗччӗ. Пирӗн Иисус пек пулма тӑрӑшмалла та илӗртмӗшсене, вӗсем тем пек илемлӗ те илӗртӳллӗ пулсан та, хирӗҫ тӑмалла. Айтӑр Иеговӑн кӑмӑлне каякан ҫынсем пулма ҫирӗп шут тытар!