Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 9/15 21—26 с.
  • Пурнӑҫра тӗрӗс йышӑнусем тӑвӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пурнӑҫра тӗрӗс йышӑнусем тӑвӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ӐСТӐН ПУЛТАРУЛӐХНЕ АТАЛАНТАРӐР
  • ХӐВӐРӐН ТУЙӐМ-СИСӖМЕ ХӐНӐХТАРӐР
  • ТӖРӖССИНЕ ТӐВАС КӐМӐЛ ҪИРӖП ПУЛТӐР ТЕСЕ ТӐРӐШӐР
  • ТӖРӖС ЙЫШӐНУСЕМ ТӐВӐР ТА ПИЛЛӖХСЕМ ИЛӖР
  • Ӗненӳ кӑтартса ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тӑвӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тӑвӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
  • Эсир йышӑнусем мӗнле тӑватӑр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Лайӑх йышӑну тума мӗн пулӑшать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 9/15 21—26 с.

Пурнӑҫра тӗрӗс йышӑнусем тӑвӑр

«Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан» (ЫТАР. 3:5).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Йышӑнусем тунӑ чухне Иегова шухӑшлӑнӑ пек шухӑшлама вӗренмелле тенине мӗнле ӑнланмалла?

  • Тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле вӗренме пулать?

  • Хамӑр йышӑнусене пурнӑҫа кӗртме пире мӗн пулӑшӗ?

1, 2. Йышӑнусем тума сире килӗшет-и тата эсир хӑвӑр тунӑ йышӑнусемпе пуринпе те кӑмӑллӑ-и?

ЙЫШӐНУСЕМ! Йышӑнусем! Пирӗн кашни кун нумай ыйтӑва татса памалла. Йышӑнусем тума сире килӗшет-и? Хӑш-пӗр ҫынсем пур тӗлӗшрен те хӑйсемшӗн хӑйсем йышӑну тӑвасшӑн. Вӗсем хӑйсемшӗн урӑх никамӑн та йышӑну тума ирӗк ҫук тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ыттисем ҫавна тума пултараҫҫӗ тенине вӗсен илтес те килмест. Анчах та кирлӗ йышӑнусем тума хӑракансем те пур. Теприсем справочниксене пӑхаҫҫӗ е консультантсенчен ыйтаҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑйсен шучӗпе кирлӗ канаш илес тесе, тен, сахал мар укҫа тӑкаклаҫҫӗ.

2 Пирӗнтен нумайӑшӗ йышӑнусем тӑвас тӗлӗшрен ытлашши пӑшӑрханмасть. Хӑш-пӗр йышӑнусене тума пирӗн ирӗк ҫуккине эпир ӑнланатпӑр, ҫавӑнпа та вӗсене татса пама пултараймастпӑр; анчах та пурнӑҫра пирӗн хамӑра килӗшекен йышӑнусем тума нумай май пур (Гал. 6:5). Ҫав-ҫавах эпир хамӑр тунӑ йышӑнусем пурте тӗрӗс те усӑллӑ тесе калама пултараймастпӑр.

3. Йышӑнусем тума пире мӗнле хушусем пулӑшаҫҫӗ, анчах та ҫавна тума мӗншӗн яланах ҫӑмӑл мар?

3 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май пурнӑҫри нумай кирлӗ ыйту тӗлӗшӗнчен Турӑ пире мӗн тумаллине уҫҫӑн кӑтартса тӑнӑшӑн эпир савӑнатпӑр. Ҫавӑн пек кӑтартса тӑни тӑрӑх пурӑннипе эпир Иеговӑна юрӑхлӑ тата хамӑра усӑ паракан йышӑнусем тума пултаратпӑр. Анчах та хӑш-пӗр чухне эпир тӗл пулакан ыйтусемпе лару-тӑру ҫинчен Турӑ Сӑмахӗнче тӳррӗн нимӗн те каламан. Ҫавӑн пек чухне йышӑнусем мӗнле тумалла? Сӑмахран, вӑрлама юраманнине эпир пӗлетпӗр (Эф. 4:28). Анчах та мӗскер вӑл вӑрлани? Ҫакӑ вӑл вӑрланӑ япалан хакӗнчен, вӑрӑ ҫавна мӗн шухӑшпа тунинчен е тата мӗнрен те пулин урӑххинчен килет-и? Пӗр-пӗр ӗҫе мӗнле тумалли ҫинчен тӳррӗн нимӗн те каламан чухне эпир йышӑну мӗнле тӑватпӑр? Ҫав тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшӗ?

ӐСТӐН ПУЛТАРУЛӐХНЕ АТАЛАНТАРӐР

4. Йышӑну тӑвас тенӗ чухне пире мӗнле канаш пама пултараҫҫӗ?

4 Кирлӗ йышӑну тӑвас тенӗ чухне пухури тӑвансенчен кам та пулин пире васкама кирлӗ мар, пурне те тӗплӗн шухӑшласа тумалла тесе калама пултарӗ. Библи те пире васкавлӑ йышӑнусем тӑвассинчен асӑрхаттарать: «Хӗвӗшекен [е хыпаланчӑк] ҫын вара ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнать» (Ытар. 21:5). Анчах та вӑхӑт уйӑрни, пурне те тӗплӗн шухӑшласа хуни, ӑслӑ-тӑнлӑ пулни тата йышӑну тӑвас умӗн йӑлтах ӑнланма тӑрӑшни ҫителӗклӗ-и? Ҫаксем пурте пире лайӑх йышӑну тума пулӑшаҫҫӗ, анчах та кусемсӗр пуҫне тата темскер кирлӗ.

5. Мӗншӗн пирӗнтен никам та яланах тӗрӗс шухӑшлас пултарулӑхпа ҫуралмасть?

5 Ҫакна палӑртмалла: пирӗнтен никам та яланах тӗрӗс шухӑшлас пултарулӑхпа ҫуралмасть. Эпир мӗн ҫуралнӑранпах ҫылӑхлӑ тата ҫитменлӗхлӗ, ҫавӑнпа та пирӗн ӑстӑнра та, ӳт-пӳре те кӑлтӑксем ҫителӗклех (Пс. 50:7; Рим 3:23). Унсӑр пуҫне пирӗнтен нумайӑшӗ унччен Сатана камӑн ӑсне «туйми тунӑ», ҫавсем хушшинче пулнӑ; эпир Иеговӑна та, унӑн тӳрӗлӗх нормисене те пӗлмен (2 Кор. 4:4; Тит 3:3). Ҫавӑнпа та эпир мӗне тӗрӗс, вырӑнлӑ тесе шутлатпӑр, ҫавӑн тӑрӑх кӑна йышӑнусем тӑватпӑр пулсан, йышӑнусем тӑвас умӗн темӗн чухлӗ шухӑшласан та эпир пурпӗр хамӑра улталанӑ пулӑттӑмӑр (Ытар. 14:12).

6. Ӑстӑн пултарулӑхне аталантарма мӗн пулӑшма пултарать?

6 Пирӗн ӑстӑнра та, кӗлеткере те ҫитменлӗхсем сахал мар пулин те, пирӗн ҫӳлти Аттемӗрӗн, Иеговӑн, пӗр ҫитменлӗх те ҫук (Сак. аст. 32:4). Вӑл пире хамӑр ӑстӑна улӑштарма тата ӑстӑн пултарулӑхне аталантарма мӗн кирлине панӑ. (Эфес 4:23 вуласа пар.) Христиансем пулнӑ май эпир ӑстӑнпа шухӑшласшӑн, сӳтсе явасшӑн, ӗҫе те ӑспах тӑвасшӑн. Пирӗн хамӑр шухӑшсене, туйӑмсене тытса чарма пӗлмелле, ҫавӑн пекех Иегова пек шухӑшлама, туйма тата тума тӑрӑшмалла.

7, 8. Ыттисем хӗснине тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах тӗрӗс йышӑну тума пултарнине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

7 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Хӑш-пӗр иммигрантсем хушшинче хӑйсен тин ҫуралнӑ ачисене, вӗсем укҫа ӗҫлесе илме ан чӑрмантарччӑр тесе, каялла киле хурӑнташсем патне ӑсатас йӑла пурa. Ют ҫӗршывра пурӑнакан хӗрарӑмсенчен пӗрин ывӑл ача ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлнеллех вӑл Библи вӗренме пуҫланӑ та мӗн вӗренни тӑрӑх пурӑнма тытӑннӑ. Ачана аслашшӗпе асламӑшӗ патне яччӑр тесе тусӗсемпе хурӑнташӗсем ҫав хӗрарӑмпа унӑн упӑшкине хӗсме пуҫланӑ. Анчах та Библие малалла вӗреннӗ май ашшӗпе амӑшӗн Турӑ умӗнче ачана пӑхса ӳстерес явап пуррине арӑмӗ ытларах ӑнланса илнӗ (Пс. 126:3; Эф. 6:4). Унӑн хӑйне мӗнле тытмалла пулнӑ-ши: ыттисене тӗрӗс пек туйӑнакан йӑла тӑрӑх-и е Библирен мӗн вӗренни тӑрӑх-и? Библи тӑрӑх тусан, укҫа-тенкӗ ҫитсех кайманни те, ыттисем ятласси-сивлесси те пулма пултарать. Эсир ҫав хӗрарӑм вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑр?

8 Ыттисем хӗснине пула ҫав ҫамрӑк хӗрарӑма питӗ йывӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй мӗн туйнине Иеговӑна кӗлӗре каласа панӑ тата мӗн тумаллине кӑтартсам тесе йӑлӑннӑ. Хӑйӗнпе Библи вӗренекен хӗрарӑм тӑванпа, пухура ыттисемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Иегова ҫак ыйту ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма пуҫланӑ. Ҫитӗнсе пынӑ чухне ачана ашшӗ-амӑшӗнчен уйӑрни ачан чунне амантма пултарни ҫинчен те вӑл шухӑшлама тытӑннӑ. Хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен Библи мӗн калани ҫинчен тӗплӗн шухӑшланӑ хыҫҫӑн вӑл ывӑлне ӑсатас мар тенӗ. Унӑн упӑшки хӑйӗнпе арӑмӗшӗн пухури тӑвансем мӗнле тӑрӑшнине, ывӑлӗ мӗнле телейлӗ те сывлӑхлӑ пулнине курнӑ. Упӑшки Библи вӗренме пуҫланӑ та арӑмӗпе пӗрле пухӑва ҫӳреме тытӑннӑ.

9, 10. Иегова шухӑшлӑнӑ пек шухӑшлама вӗренмелле тенине мӗнле ӑнланмалла тата ҫавна мӗнле тума пулать?

9 Ҫакӑ пӗр тӗслӗх кӑна-ха, анчах та вӑл кӑтартса панӑ тӑрӑх, йышӑну тӑвасси вӑл хамӑра е ыттисене тӗрӗс пек, майлӑ пек туйӑнни тӑрӑх йышӑну тӑвасси мар. Пирӗн ҫитменлӗхлӗ ӑстӑнпа чӗре кая юлакан е васкакан сехет пек пулма пултараҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑх пурӑнсан инкеке лекме пулать (Иер. 17:9). Пирӗн хамӑр ӑстӑнпа чӗрене Туррӑн шанчӑклӑ нормисем тӑрӑх тӗрӗслесе тӑмалла. (Исаия 55:8, 9 вуласа пар.)

10 Ахальтен мар ӗнтӗ пире Библи ҫапла ӳкӗтлет: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ» (Ытар. 3:5, 6). Кунта мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Хӑвӑн ӑстӑнна ан шан». Унтан вара «Ӑна [Иеговӑна] пӗлме тӑрӑш» тенӗ. Иегова кӑна чӑннипех ӑслӑ-тӑнлӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн йышӑну тумалла пулсан, Туррӑн шухӑшне пӗлес тесе Библие пӑхмалла. Ҫавӑн тӑрӑх вара йышӑну тумалла. Ҫапла вара эпир Иегова шухӑшлӑнӑ пек шухӑшлама вӗренӗпӗр.

ХӐВӐРӐН ТУЙӐМ-СИСӖМЕ ХӐНӐХТАРӐР

11. Тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле вӗренме пулать?

11 Тӗрӗс йышӑнусем тума, унтан вара вӗсене пурнӑҫа кӗртме ҫӑмӑлах мар. Ҫакӑ нумаях пулмасть шыва кӗнисемшӗн е чӑнлӑхра тин кӑна ҫитӗнӳсем тума пуҫланисемшӗн уйрӑмах йывӑр пулма пултарать. Ҫапах та вӗсем чӑн-чӑн ҫитӗнӳсем тума пултараҫҫӗ. Библи вӗсем пирки ачасем тет, мӗншӗн тесен вӗсем утма вӗренекен пӗчӗк ача евӗрлӗ. Ача ӳкмесӗр утма вӗренес тесе ҫине-ҫине пӗчӗк утӑмсем тӑвать. Тӗрӗс йышӑнусем тума вӗренекенсем пирки те ҫавнах калама пулать. Павел апостол ҫитӗннисем пирки вӗсен «чӗри [«туйӑм-сисӗмӗ», ҪТ] ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ» тесе каланине аса илер-ха. «Хӑнӑхса ҫитнӗ» тени чылай вӑхӑт хушши ҫине-ҫинех вӑй хумалла тенине пӗлтерет. Чӑнлӑхра ҫӗннисене шӑп ҫакӑ кирлӗ те. (Еврейсем 5:13, 14 вуласа пар.)

12. Тӗрӗс йышӑнусем тума эпир мӗнле вӗренме пултаратпӑр?

12 Пирӗн кашни кун сахал мар йышӑну — пӗчӗккисене те, пысӑккисене те — тума тивет тесе ҫӳлерех каланӑччӗ ӗнтӗ. Пӗр тӗпчев ӗҫӗ тӑрӑх, эпир хамӑр ӗҫсен 40 процентне тӗплӗн шухӑшласа мар, мӗнле тума хӑнӑхнӑ пек тӑватпӑр. Сӑмахран, кашни ир эсир, тен, мӗн тӑхӑнас тесе шутлатӑр. Тен, ҫакӑ сире кирлех мар ӗҫ пек туйӑнать тата ҫакӑн ҫинчен эсир, уйрӑмах васканӑ чухне, ытлашши шутласах та каймастӑр пуль. Анчах та сирӗн тумтир Иеговӑн ӗҫлекенӗсен тӑхӑнмалли тумтирӗ пулнипе пулманни ҫинчен шухӑшлани питӗ кирлӗ (2 Кор. 6:3, 4). Тумтир туяннӑ чухне эсир, тен, стильпе модӑна шута илетӗр, анчах та тумтир сӑпайлӑ пулнипе пулманни ҫинчен тата ӑна туянма укҫа ҫитнипе ҫитменни ҫинчен шухӑшлатӑр-и? Ҫакӑн пек пӗчӗк ыйтусенче тӗрӗс йышӑну тунипе эпир хамӑр туйӑм-сисӗме хӑнӑхтарса пыратпӑр, ҫакӑ вара пире пысӑкрах ӗҫсенче тӗрӗссине суйласа илме пулӑшӗ (Лука 16:10; 1 Кор. 10:31).

ТӖРӖССИНЕ ТӐВАС КӐМӐЛ ҪИРӖП ПУЛТӐР ТЕСЕ ТӐРӐШӐР

13. Хамӑр йышӑнусене пурнӑҫа кӗртме мӗн кирлӗ?

13 Тӗрӗс йышӑну тусан та ҫав йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме яланах ҫӑмӑл мар. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем чӗлӗм туртма пӑрахасшӑн, анчах та вӗсен туртма пӑрахас кӑмӑл ҫителӗклӗ ҫирӗп пулманран вӗсем ҫавна тӑваймаҫҫӗ. Йышӑнӑва тытса тӑрас тесен кӑмӑл ҫирӗп пулмалла. Хӑш-пӗрисем кӑмӑла мышцӑна ҫирӗплетнӗ пекех ҫирӗплетме пулать тесе шутлаҫҫӗ. Мышцӑна мӗн чухлӗ нумайрах ӗҫлеттеретпӗр е хӑнӑхтаратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӑл ҫирӗпленсе пырать. Ӑна сайра-хутра кӑна ӗҫлеттеретпӗр пулсан, вӑл вӑйсӑрланать е типсе пырать. Апла пулсан, хамӑр палӑртса хунӑ йышӑнусене пурнӑҫа кӗртес кӑмӑла ҫирӗплетме пире мӗн пулӑшма пултарать? Иеговӑран пулӑшу ыйтни. (Филиппӑ 2:13 вуласа пар.)

14. Павел хӑйӗн мӗн тумаллине пӗлнӗ, ҫавна тума вара ӑна мӗн пулӑшнӑ?

14 Ҫакна Павел хӑйӗн пурнӑҫӗнчех курнӑ. Пӗррехинче вӑл кулянса каланӑ: «Манра ырӑ тӑвас килни пур, анчах та эпӗ ырӑ тӑваймастӑп» (ҪХ). Вӑл хӑй мӗн тӑвас килнине е хӑйӗн мӗн тумаллине пӗлнӗ, анчах та хӑш-пӗр чухне ӑна темскер чӑрмантарнӑ. Вӑл хӑйӗн пирки ҫакна уҫҫӑн каланӑ: «Эпӗ ӑсӑм-тӑнӑмпа Турӑ саккунӗшӗн савӑнса тӑратӑп, ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл манӑн ӑсӑм-тӑнӑм йӗркине хирӗҫ пырать, мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать». Унӑн нимле шанчӑк та пулман-и? Ҫук паллах. Вӑл каланӑ: «Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп» (Рим 7:18, 22—25). Тепӗр ҫӗрте вӑл ҫавна Турӑ панӑ «ытла та пысӑк хӑватпа» тума пултаратӑп тесе ҫырнӑ (2 Кор. 4:7).

15. Мӗншӗн тӗрӗссине тума пирӗн ҫирӗп шухӑшлӑ пулмалла?

15 Турра юрас тесен тӗрӗссине тума йышӑнмалла та ҫавна пурнӑҫа кӗртес тесе ҫирӗп шухӑшлӑ пулмалла. Илия Кармил тӑвӗ ҫумӗнче Ваала пуҫҫапакансене тата Турӑран пӑрӑнса кайнӑ израильсене каланӑ сӑмахсене аса илӗр-ха: «Эсир хӑҫанччен икӗ урапа та уксахласа ҫӳрӗр-ши? Эхер те Ҫӳлхуҫа чӑн Турӑ пулсассӑн, Ун ҫулӗпе ҫӳрӗр; эхер те Ваал пулсассӑн, ун ҫулӗпе ҫӳрӗр» (3 Патш. 18:21). Израиль ывӑлӗсем мӗн тумаллине пӗлнӗ, анчах та вӗсем «уксахласа ҫӳренӗ», урӑхла каласан, вӗсем Иеговӑна та, Ваала та пуҫҫапма тӑрӑшнӑ. Анчах вӗсемпе танлаштарсан, Иисус Навин хӑйне пачах урӑхла тытнӑ. Нумай ҫул маларах вӑл израильсене каланӑ: «Сирӗн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнас килмест пулсассӑн, кама пӑхӑнассине халӗ суйласа хурӑр... эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр» (Иис. Н. 24:15). Вӑл ҫакӑн пек ҫирӗп шухӑшлӑ пулни мӗн панӑ? Иегова Иисус Навина та, ун майлӑ тӑракансене те «пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре», кӗме ирӗк панипе пилленӗ (Иис. Н. 5:6).

ТӖРӖС ЙЫШӐНУСЕМ ТӐВӐР ТА ПИЛЛӖХСЕМ ИЛӖР

16, 17. Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ йышӑнусем туни мӗнле усӑ панине тӗслӗхпе кӑтартса парӑр.

16 Хальхи вӑхӑтра пулса иртнӗ тӗслӗхе пӑхса тухар. Нумай пулмасть шыва кӗнӗ арҫын тӑванпа унӑн арӑмӗн виҫӗ пӗчӗк ача пулнӑ. Пӗррехинче арҫын тӑвана пӗрле ӗҫлекен тепӗр компанине куҫма сӗннӗ, мӗншӗн тесен унта укҫа нумайрах тӳленӗ тата социаллӑ пулӑшу ытларах парса тӑнӑ. Ҫак сӗнӳ пирки арҫын тӑван шухӑшланӑ та Иеговӑна кӗлтунӑ. Халь ӗҫлекен ӗҫе вырнаҫнӑ чухне вӑл ӗҫ укҫи пысӑках мар пулнине пӗлнӗ, анчах та канмалли кунсенче унӑн ӗҫе каймалла пулман, ҫавӑнпа та вӑл ҫемйипе пӗрле пухӑва ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма пултарнӑ. Вӑл ҫакна та ӑнланнӑ: ҫӗнӗ ӗҫе куҫсан, унӑн ҫавӑн пек майсем, сахалтан та пӗр вӑхӑт хушши, пулмасан та пултараҫҫӗ. Ун вырӑнӗнче эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

17 Ҫав йышӑну Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн вӑл нумайрах тӳлекен ӗҫе вырнаҫас мар тенӗ. Ҫавӑн пек йышӑну тунӑшӑн кулянса ӳкӗннӗ-ши вӑл? Ҫук. Хӑйӗншӗн те, хӑйӗн ҫемйишӗн те нумайрах укҫа ӗҫлесе иличчен ытларах Иеговӑпа ҫывӑхланма май пурри чылай кирлӗрех тесе шутланӑ вӑл. Вӗсен вунӑ ҫулхи аслӑ хӗрӗ аттепе аннене, пухури тӑвансене юрататӑп тата Иеговӑна питӗ хытӑ юрататӑп тесе калани вӗсене питӗ савӑнтарнӑ. Хӗрӗ хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллас тата шыва кӗрес килет тесе каланӑ. Паллах ӗнтӗ, ашшӗ Иеговӑна пуҫҫапассине хӑйӗн пурнӑҫӗнче мала хунипе тӗслӗх кӑтартни хӗрӗ ҫине самаях витӗм кӳнӗ.

18. Мӗншӗн кашни кун тӗрӗс йышӑнусем туни питӗ кирлӗ?

18 Аслӑ Моисей, Иисус Христос, Иеговӑн чӑн ӗҫлекенӗсене Сатана тӗнчин пушхирӗ урлӑ вун-вун ҫул хушши ертсе пырать. Аслӑ Иисус Навин пулнӑ май Иисус ҫак йӗркесӗр тӗнчене кӗҫех тӗп тӑвӗ те хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчене илсе кӗрӗ, унта вара тӳрӗлӗх пулӗ (2 Петр 3:13). Ҫавӑнпа та халӗ малтанхи пек шухӑшлама пуҫламалли, унчченхи йӑласене, йӗркесене тата тӗллевсене тытса тӑма тытӑнмалли вӑхӑт мар. Халӗ Иеговӑн пирӗн тӗлӗшпе мӗнле ирӗк пулнине тата ытларах пӗлсе пымалли вӑхӑт (Рим 12:2; 2 Кор. 13:5). Сирӗн кашни кун тӑвакан йышӑнусем эсир Иеговӑн ӗмӗрлӗх пиллӗхӗсене илме тивӗҫлӗ пулнине кӑтартса тӑччӑр. (Еврейсем 10:38, 39 вуласа пар.)

a Ҫакна аслашшӗсемпе асламӑшсем, кукашшӗсемпе кукамӑшӗсем хӑйсен тусӗсем тата тӑван-хурӑнташ умӗнче мӑнукӗсемпе мухтанма пултарччӑр тесе те тӑваҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр