Сӑваплӑ ӗҫре «ылтӑн правилӑна» тытса тӑрӑр
«Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр» (МАТФ. 7:12).
1. Эпир сӑваплӑ ӗҫре хамӑра ҫынсемпе мӗнле тытни чӑнах та питӗ кирлӗ-и? Тӗслӗх илсе парӑр.
ТЕМИҪЕ ҫул каялла Фиджире пӗр мӑшӑр ҫынсене Христос вилӗмне аса илмелли уява чӗннӗ. Вӗсем пӗр хӗрарӑмпа урамра калаҫса тӑнӑ чухне ҫумӑр ҫума пуҫланӑ. Арҫын тӑван ӑна хӑйӗн сунчӑкне панӑ, хӑй вара арӑмӗн сунчӑкӗ айне тӑнӑ. Каярахпа вӗсем ҫав хӗрарӑма Христос вилӗмне аса илмелли уявра курсан, питӗ савӑннӑ. Ҫав хӗрарӑм хӑйӗнпе Свидетельсем мӗн ҫинчен калаҫнине астумастӑп тесе каланӑ. Анчах та вӗсем хӑйсене мӗнле тытни унӑн кӑмӑлне ҫав тери хускатнӑран вӑл уява килмесӗр тӑма пултарайман. Мӗн ҫав хӗрарӑмӑн чунне пырса тивнӗ? Ҫав мӑшӑр ылтӑн правило теекен правилӑна тытса тӑни.
2. Мӗн вӑл «ылтӑн правило» тата эпир ӑна мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр?
2 Мӗн вӑл «ылтӑн правило»? Иисус панӑ ҫак канаш: «Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр» (Матф. 7:12). Ҫак правилӑна эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр? Тӗпрен илсен, икӗ утӑм тунипе. Чи малтан пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Эпӗ тепӗр ҫын вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, ыттисене хампа мӗнле тыттарасшӑн пулнӑ пулӑттӑм?» Унтан ҫынна мӗн килӗшнипе килӗшменнине май ҫитнӗ таран шута илсе хамӑра та ҫавнашкалах тытмалла (1 Кор. 10:24).
3, 4. а) Мӗншӗн пирӗн хамӑра пуринпе те «ылтӑн правилӑра» каланӑ пек тытмаллине ӑнлантарса парӑр. ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Эпир пурте хамӑра пухури тӑвансемпе «ылтӑн правилӑра» каланӑ пек тытма тӑрӑшатпӑр. Анчах та Иисус пирӗн хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене кӑна ҫавӑн пек хисеплемелле тесе каламан. Тӗрӗссипе каласан, вӑл пирӗн хамӑра пур ҫынпа та, ҫавӑн пекех хамӑр тӑшмансемпе те мӗнле тытмалли ҫинчен каланӑ чухне «ылтӑн правило» пирки асӑннӑ. (Лука 6:27, 28, 31, 35 вуласа пар.) Пирӗн хамӑра тӑшмансемпе те «ылтӑн правилӑра» каланӑ пек тытмалла пулсан, ҫынсене ырӑ хыпар каласа панӑ чухне ӑна тата ытларах тытса тӑмалла мар-и, вӗт вӗсенчен нумайӑшӗ ырӑ хыпара хапӑл туса йышӑнма тата «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме» пултарать-ҫке! (Ап. ӗҫ. 13:48.)
4 Халӗ эпир сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне асра тытма кирлӗ тӑватӑ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: «Кама эпӗ ырӑ хыпар калатӑп? Ӑҫта эпӗ ырӑ хыпара саратӑп? Ҫынсем патне калаҫма хӑҫан килни вырӑнлӑрах? Ҫынсемпе манӑн мӗнле калаҫмалла?» Ҫак ыйтусем пире эпир кама ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр, ҫавсен туйӑмӗсене шута илме тата кашни ҫынпа мӗнле калаҫмаллине пӗлме пулӑшӗҫ (1 Кор. 9:19—23).
КАМА ЭПИР ЫРӐ ХЫПАРА КАЛАСА ПАРАТПӐР?
5. Эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр?
5 Сӑваплӑ ӗҫре эпир кашни ҫынпа уйрӑммӑн калаҫма тӑрӑшатпӑр. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем, ҫавӑн пекех вӗсене кашнине тӗрлӗ ҫӗрте, тӗрлӗ майлӑ пӑхса ӳстернӗ (2 Ҫулс. 6:29). Ҫынна ырӑ хыпар каласа парас тенӗ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ ҫав ҫын вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хама ырӑ хыпар калакан ҫынна хампа мӗнле тыттарасшӑн пулнӑ пулӑттӑм? Вӑл ман ҫинчен ним пӗлмесӗрех япӑх шухӑшлани мана килӗшнӗ пулӗччӗ-и? Е вӑл мана ҫын вырӑнне хутӑр тетӗп-и?» Хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем паратпӑр пулсан, ҫакӑ пире сӑваплӑ ӗҫре кашни ҫынна ҫын вырӑнне хурса хисеплеме пулӑшӗ.
6, 7. Сӑваплӑ ӗҫре пирӗнпе кам та пулин тӳрккессӗн калаҫрӗ пулсан, пирӗн мӗн тумалла?
6 Никамӑн та хӑйӗн пирки япӑх шухӑшлаттарас килмест. Сӑмахран, христиансем пулнӑ май эпир Библири ҫак канаша тытса тӑрасшӑн: «Сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ... пултӑр» (Кол. 4:6, ҪХ). Хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пула эпир хӑш-пӗр чухне мӗн те пулин каласа хума, кайран вара мӗншӗн ҫавна каларӑм-ши тесе ӳкӗнме пултаратпӑр (Иак. 3:2). Эпир кама та пулин — тен, пирӗн йывӑр кун пулнӑран — тӳрккессӗн хуравларӑмӑр пулсан, пурпӗр пирӗн хамӑр пирки ыттисене кутӑн ҫын тесе калаттарас килмест. Эпир хамӑра ыттисем ӑнланасса шанатпӑр. Пирӗн те ыттисене ҫавӑн пек ӑнланмалла мар-и?
7 Сӑваплӑ ӗҫре сирӗнпе кам та пулин тӳрккессӗн калаҫрӗ пулсан, мӗншӗн вӑл хӑйне ҫавӑн пек тытнине эсир ӑнланма тӑрӑшатӑр-и? Тен, унӑн ӗҫре е вӗренӳре йывӑрлӑхсем пур. Е вӑл йывӑр чирпе чирлет. Малтан Свидетельсемпе япӑх тытнӑ ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсемпе Иеговӑн ӗҫлекенӗсем йӑвашшӑн та хисеплӗн тытнине пула каярахпа хапӑл тунӑ (Ытар. 15:1; 1 Петр 3:15).
8. Мӗншӗн пирӗн Патшалӑх хыпарне тӗрлӗ йышши ҫынна каламалла?
8 Сӑваплӑ ӗҫре эпир тӗрлӗ йышши ҫынна тӗл пулатпӑр. Сӑмахран, темиҫе ҫул хушши «Хурал башни» журналти «Библия меняет жизнь» статьясен ярӑмӗнче 60 ытла ҫыннӑн биографине ҫырса панӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем унччен вӑрӑсем, ӗҫке ернӗскерсем, вӑрӑ-хурах ушкӑнӗсенче тата наркомансем пулнӑ, теприсем вара — политиксем, священниксем тата хӑйсен карьеришӗн ҫунакансем. Вӗсем хушшинче аскӑн пурнӑҫпа пурӑнакансем те пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем ырӑ хыпара итленӗ, Библи вӗренме килӗшнӗ, хӑйсен пурнӑҫӗнче улшӑнусем тунӑ тата чӑнлӑхпа пурӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр ҫынсем Патшалӑх хыпарне нихӑҫан та итлемӗҫ тесе шутламалла мар пирӗн. (1 Коринф 6:9—11 вуласа пар.) Чӑнлӑха тӗрлӗ йышши ҫын йышӑнма пултарать (1 Кор. 9:22).
ӐҪТА ЭПИР ЫРӐ ХЫПАР КАЛАТПӐР?
9. Мӗншӗн пирӗн ыттисен кил-ҫуртне шута хунине кӑтартмалла?
9 Ытларах эпир ӑҫта ырӑ хыпара саратпӑр? Час-часах эпир ҫынсем патне килне пыратпӑр (Матф. 10:11—13). Ыттисем пирӗн кил-ҫурта тата харпӑрлӑха шута хуни пире килӗшет. Тепӗр тесен, кил вӑл пирӗншӗн питӗ кирлӗ вырӑн. Унта эпир хамӑра канлӗ те канӑҫлӑ туясшӑн. Пирӗн те хамӑр таврари ҫынсене ҫавнашкал хисепленине кӑтартмалла. Ҫавӑнпа та эпир ырӑ хыпара килрен киле каласа ҫӳренӗ чухне пирӗн вӗсен кил-ҫуртне шута хунипе хуманни ҫинчен шухӑшламалла (Ап. ӗҫ. 5:42).
10. Сӑваплӑ ӗҫре ыттисене ытлашши пӑшӑрхантарас мар тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
10 Хальхи вӑхӑтра преступлени тӑвасси питӗ анлӑ сарӑлнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсем нумайӑшӗ палламан ҫынсене шансах каймаҫҫӗ (2 Тим. 3:1—5). Ҫынсене ҫавӑн пек шанмасӑр тӑма эпир нимӗнле сӑлтав та парасшӑн мар. Сӑмахран, сӑваплӑ ӗҫре эпир алӑка шаккарӑмӑр, анчах нимле хурав та пулмарӗ. Ҫавӑн пек чухне пирӗн чӳречерен пӑхас килсе кайма пултарӗ е хуҫине тупас тесе кил тавралла ҫаврӑнса тухас килӗ. Эсир пурӑнакан вырӑнта хӑвӑра ҫапла тытни кил хуҫине пӑшӑрхантарса ӳкермӗ-и? Кӳршӗсем мӗн шутланӑ пулӗччӗҫ? Паллах ӗнтӗ, ырӑ хыпара пирӗн тӗплӗн пӗлтермелле (Ап. ӗҫ. 10:42). Эпир ырӑ хыпара сарасшӑн тата пирӗн усал тӑвас шухӑш ҫук (Рим 1:14, 15). Ҫав-ҫавах эпир ҫынсене ытлашши пӑшӑрхантарма пултаракан нимле ӗҫ те тӑвасшӑн мар. Павел апостол ҫырнӑ: «Ӗҫӗмӗре хурламалла ан пултӑр тесе, эпир никама та нихӑҫан та такӑнмалла тумастпӑр» (2 Кор. 6:3). Эпир ҫынсен кил-ҫурчӗпе харпӑрлӑхне шута хунине кӑтартатпӑр пулсан, вара хамӑра ҫапла тытни вӗсенчен хӑш-пӗрисене чӑнлӑха йышӑнма пулӑшӗ тен. (1 Петр 2:12 вуласа пар.)
ҪЫНСЕМ ПАТНЕ КАЛАҪМА ХӐҪАН КИЛНИ ВЫРӐНЛӐРАХ?
11. Ыттисем пирӗн вӑхӑта хаклани пире мӗншӗн килӗшет?
11 Пирӗн, христиансен, пушӑ вӑхӑт ҫукпа пӗрех. Хамӑр ӗҫсене тӑвас тесен пирӗн хӑшне малтан тумаллине тата мӗн-мӗн тумаллине малтанах палӑртса хумалла (Эф. 5:16; Флп. 1:10). Пирӗн плансене мӗн те пулин пӑсрӗ пулсан, ҫакӑ пире питӗ кулянтарма пултарать. Ҫавӑнпа та ыттисем пирӗн вӑхӑта хаклани тата эпир нумай вӑхӑт уйӑрма пултарайманнине вӗсем ӑнланни пире килӗшет. «Ылтӑн правило» пире ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсен вӑхӑтне хакланине кӑтартма мӗнле пулӑшма пултарӗ?
12. Хамӑр территоринчи ҫынсемпе хӑҫан калаҫма вырӑнлӑрах пулнине мӗнле пӗлме пулать?
12 Ҫынсем патне хӑҫан пырса калаҫма вырӑнлӑрах пулнине пирӗн пӗлмелле. Пирӗн территоринче ҫынсене хӑш вӑхӑтра килте тытма пулать? Хӑҫан вӗсен итлеме вӑхӑт та, кӑмӑл та пур? Сӑваплӑ ӗҫе каяс умӗн ҫаксене шута илни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ырӑ хыпара килрен киле кӑнтӑрла хыҫҫӑн е каҫпарахпа пӗлтерсе ҫӳрени лайӑхрах. Сирӗн патра та ҫавнашкалах пулсан, эсир хутран-ситрен те пулин ҫав сехетсенче килрен киле ырӑ хыпар сарма вӑхӑт уйӑрма пултараймӑр-ши? (1 Коринф 10:24 вуласа пар.) Эсир хӑвӑр участокра пурӑнакан ҫынсене вӗсемшӗн вырӑнлӑ вӑхӑтра ырӑ хыпар калас тесе вӑй хунине Иегова пиллетех.
13. Эпир ҫынна хисепленине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
13 Ҫынна хисепленине эпир тата мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Итлеме кӑмӑл тӑвакан ҫынна тӗл пултӑмӑр пулсан, пирӗн ӑна ырӑ хыпара тӗплӗн каласа памалла, анчах та унпа чылай вӑхӑт хушши калаҫмалла мар. Тен, ҫын ҫав вӑхӑтра хӑйӗн кирлӗ ӗҫӗсене тума шутласа хунӑ. Вӑл халӗ ерҫместӗп терӗ пулсан, эпир ӑна сирӗн вӑхӑта нумай йышӑнмӑпӑр теме пултаратпӑр. Унтан вара хамӑрӑн сӑмаха тытмалла (Матф. 5:37). Калаҫӑва вӗҫленӗ май эпир ҫынран сирӗн пата тепӗр хут хӑҫан килсен лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе ыйтма пултаратпӑр. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем ҫакна ҫакӑн пек тӑваҫҫӗ: «Манӑн сирӗн пата тепӗр хут килсе каяс кӑмӑл пур. Сирӗн пата пырас умӗн эпӗ телефонпа шӑнкӑравласа е СМС ҫырса ярса пӗлтерни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ-и?» Хамӑр территорийӗнчи ҫынсен лару-тӑрӑвне шута хуратпӑр пулсан, эпир Павелран тӗслӗх илетпӗр. Вӑл вара хӑйшӗн ырӑлӑх шыраман, «нумайӑшне усӑ парасчӗ, нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе» тӑрӑшнӑ (1 Кор. 10:33).
ҪЫНСЕМПЕ ПИРӖН МӖНЛЕ КАЛАҪМАЛЛА?
14—16. а) Мӗншӗн ҫынна хамӑр мӗнле тӗллевпе килни ҫинчен тӳррӗн каламалла? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Пӗр ҫулҫӳрекен надзиратель мӗнле меслетпе ӑнӑҫлӑ усӑ курать?
14 Калӑпӑр, пӗррехинче сирӗн пата палламан ҫын телефонпа шӑнкӑравлать те сире мӗнле апат-ҫимӗҫ килӗшет тесе ыйтать. Эпир ку кам пулнине, ӑна мӗн кирлине ниепле те ӑнкарса илейместпӗр. Ҫынна кӳрентерес мар тесе эпир унпа, тен, кӗскен калаҫӑпӑр та унтан вара калаҫӑва вӗҫлеме вӑхӑт ҫитрӗ теме пултарӑпӑр. Халӗ вара ҫав ҫынах малтан хӑй кам иккенне пӗлтерчӗ, ҫынсене усӑллӑ апат-ҫимӗҫ суйласа илме пулӑшатӑп тата манӑн сире валли питӗ кирлӗ информаци пур тесе каларӗ тейӗпӗр. Тен, ҫавӑн чухне сирӗн ӑна итлес кӑмӑл та ытларах пулӗ. Ҫынсем пирӗнпе тӳррӗн, ҫав вӑхӑтрах сӑпайлӑн калаҫни пире пурне те килӗшет вӗт. Сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсене ҫавӑн пек хисеп тӑвас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
15 Нумай вырӑнта кил хуҫине хамӑр мӗншӗн килнине тӳрех каламалла. Чӑннипе каласан, эпир ҫынсене питӗ кирлӗ информацие каласа парасшӑн, анчах та эпир хамӑр кам иккенне тата мӗнле тӗллевпе килнине пӗлтермесӗрех ҫынна ҫакӑн пек ыйту патӑмӑр тейӗпӗр: «Сирӗн май пулнӑ пулсан, эсир ҫынсен хӑш йывӑрлӑхне чи малтан татса панӑ пулӑттӑр?» Паллах ӗнтӗ, эпир ҫынна мӗн пӑшӑрхантарнине пӗлес тесе ыйтусем паратпӑр, унтан вара ӑна Библи мӗн каланине кӑтартатпӑр. Анчах та ҫынна, тен, пачах урӑх ыйту канӑҫ памасть: «Ҫак ҫын кам-ши вӑл тата мӗншӗн вӑл мана ҫавӑн пек ыйту парать? Мӗн тума кирлӗ-ши ку?» Эпир ҫынна аптратса ӳкересшӗн мар (Флп. 2:3, 4). Ҫавӑнпа та эпир мӗн тума пултаратпӑр?
16 Пӗр ҫулҫӳрекен надзиратель ҫакӑн пек меслетпе ӑнӑҫлӑ усӑ курать. Ҫынна сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн вӑл ӑна «Сирӗн чӑнлӑха пӗлес килет-и?» буклета парать те калать: «Ҫак буклета эпир паян хамӑр таврари ҫынсене пурне те сӗнетпӗр. Ҫак буклетра ҫынсем час-часах паракан ултӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ку сире валли». Арҫын тӑван каласа панӑ тӑрӑх, ҫынсем эпир мӗнле тӗллевпе килнине пӗлсенех хӑйсене лӑпкӑрах туяҫҫӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн калаҫӑва малалла тӑсма ҫӑмӑлтарах. Унтан ҫулҫӳрекен надзиратель ҫынна тепӗр ыйту парать: «Эсир ҫак ыйтусенчен пӗрин ҫинчен те пулин хӑҫан та пулин шухӑшласа пӑхнӑ-и?» Ҫын пӗр ыйту ҫине тӗллесе кӑтартрӗ пулсан, арҫын тӑван буклета уҫать те Библире ҫак ыйту пирки мӗн каланине сӳтсе явать. Енчен те ҫынна ҫав ыйтусенчен пӗрне те пулин суйласа илме йывӑр пулсан, ҫын аванмарланса ан кайтӑр тесе арҫын тӑван ыйтуне хӑй суйласа илет те калаҫӑва малалла тӑсать. Паллах ӗнтӗ калаҫӑва тӗрлӗ майсемпе пуҫлама пулать. Хӑш-хӑш вырӑнта ҫынна сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн хамӑр мӗншӗн килни пирки калас умӗн пирӗн хӑш-пӗр йӑласене тытса тӑмалла. Анчах чи кирли вӑл — калаҫӑва пуҫламалли малтанхи сӑмахсене ҫынсен мӗн итлес килнипе килӗшӳллӗ тӑвасси, ҫапла вара вӗсен эпир калакан хыпара итлес кӑмӑл пулӗ.
ХӐВӐР СӐВАПЛӐ ӖҪРЕ МАЛАШНЕ ТЕ «ЫЛТӐН ПРАВИЛӐНА» ТЫТСА ТӐРӐР
17. Ырӑ хыпар каланӑ чухне «ылтӑн правилӑна» тытса тӑма пире мӗн-мӗн пулӑшӗ?
17 Ырӑ хыпар каланӑ чухне «ылтӑн правилӑна» тытса тӑма пире мӗн пулӑшма пултарни пирки эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Пирӗн кашни ҫынпа тимлӗ пулмалла. Ҫавӑн пекех пирӗн ыттисен кил-ҫуртне, харпӑрлӑхне шута хумалла. Сӑваплӑ ӗҫе ҫынсем килте пулнӑ чухне тата вӗсен пире итлеме вӑхӑт та, кӑмӑл та пур чухне тума тӑрӑшмалла пирӗн. Ҫынсен эпир калакан хыпара итлес кӑмӑл пултӑр тесен, калаҫӑва пуҫламалли малтанхи сӑмахсене ҫынсен мӗн итлес килнипе пирӗн килӗшӳллӗ тумалла.
18. Эпир ыттисене хамӑрпа мӗнле тыттарасшӑн, хамӑра та пирӗн территорийӗнчи ҫынсемпе ҫавӑн пек тытни мӗнле усӑ парать?
18 Эпир ыттисене хамӑрпа мӗнле тыттарасшӑн, хамӑра та пирӗн территорийӗнчи ҫынсемпе ҫавӑн пек тытатпӑр пулсан, ҫакӑ нумай усӑ парать. Хамӑра кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ тытнипе эпир хамӑр ҫутта ҫутатма паратпӑр тата ҫӳлти Аттемӗре мухтава кӑларатпӑр (Матф. 5:16). Эпир ҫынсене хисепленине кӑтартатпӑр пулсан, нумайрах ҫын чӑнлӑха пӗлес тейӗ (1 Тим. 4:16). Ҫынсем Патшалӑх хыпарне йышӑнӗҫ-и е йышӑнмӗҫ-и, сӑваплӑ ӗҫре вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑватпӑр пулсан, ҫакӑ пирӗн кӑмӑла ҫырлахтарса тӑрӗ (2 Тим. 4:5). Айтӑр Павел апостол пек пулма тӑрӑшар, вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫакна эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн, унӑн ырӑлӑхне ыттисемпе пӗрле пайласчӗ тесе тӑватӑп» (1 Кор. 9:23, ҪХ). Ыттисемпе калаҫнӑ чухне айтӑр малашне те «ылтӑн правилӑна» тытса тӑрар.