Иегова пирӗнпе мӗнле ҫывӑхланать
«Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (ИАК. 4:8).
1. Ҫынсене мӗн кирлӗ тата ҫавна мӗнле тивӗҫтерме пулать?
ҪЫНСЕНЕ пӗр-пӗринпе ҫывӑх хутшӑнни питӗ кирлӗ. Эпир кампа тачӑ ҫыхӑну тытатпӑр, кампа туслӑ, кама юрататпӑр тата кама лайӑх пӗлетпӗр, ҫавсене ҫывӑх ҫынсем тетпӗр. Туссемпе тӑван-хурӑнташсем пире юратни, хаклани тата ӑнланни пире чӑннипех телейлӗ тӑвать. Анчах та кампа пирӗн чи ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла, ҫавӑ вӑл — Иегова, пире Пултаракан (Еккл. 12:1).
2. Иегова пире мӗн тесе сӑмах парать тата мӗншӗн нумайӑшне ҫакна ӗненме йывӑр?
2 Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче пире хӑйӗнпе туслашма чӗнет. Эпир унпа ҫывӑхланатпӑр пулсан, вӑл та пирӗнпе ҫывӑхланма сӑмах парать (Иак. 4:8). Ҫакна пӗлни пире телей кӳрет! Анчах та нумайӑшне хӑйсемпе Турӑ ҫывӑхланасшӑн пулнине ӗненме йывӑр. Вӗсем хӑйсене унпа ҫывӑхланма тивӗҫлӗ мар тесе е вӑл хӑйсенчен питӗ аякра тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иеговӑпа ҫывӑхланма пулать-ши?
3. Иегова пирки пирӗн мӗн шанса тӑмалла?
3 Тӗрӗссипе каласан, Иегова хӑйне тупас текенсенчен «кашнинчен инҫех те мар» (ҪХ). Эппин, Иеговӑна лайӑхрах пӗлме пулать. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:26, 27; Псалом 144:18 вуласа пар.) Пирӗн ҫитменлӗхсем пур пулин те, Иегова пире хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем тӑвасшӑн, вӑл ҫавна тума та хатӗр (Ис. 41:8; 55:6). Псалом юрлакан хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗн курма тивнине палӑртса Иегова ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Эсӗ кӗлтунине илтетӗн; пур чӗрӗ чун Сан патна ӑнтӑлать. [Хӑв] суйласа илнӗ, Хӑв патна ҫывӑхартнӑ ҫын телейлӗ» (Пс. 64:3, 5). Ҫынсем Турӑпа ҫывӑхланас тесе мӗн тума пултарни ҫинчен тата Турӑ ҫакӑн пек вӑй хуни ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен пӗлес тесе Библире Аса патша ҫинчен мӗн каласа панине пӑхса тухарa.
ӖЛӖК-АВАЛХИ ТӖСЛӖХ
4. Аса патша Иуда халӑхне мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?
4 Аса патша тӗрӗс пуҫҫапасси майлӑ питӗ хастарлӑ тӑнӑ. Вӑл патшана ларнӑ тӗлнелле храмра аскӑн ӗҫ тӑвасси тата йӗрӗхсене пуҫҫапасси питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, анчах та вӑл Турра итленӗ те ҫав япӑх ӗҫсене пӗтернӗ (3 Патш. 15:9—13). Аса хӑй Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑ тата унӑн саккунӗсене итлесе пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл халӑха «Ҫӳлхуҫа Турра шыраса» тупӑр тата «Унӑн саккунӗпе Вӑл хушса хӑварнӑ йӗркесене пурӑнӑҫласа» тӑрӑр теме пултарнӑ. Иегова ҫавӑншӑн Аса малтанхи вунӑ ҫул патшара ларнине пилленӗ: унӑн патшалӑхӗнче лӑпкӑ самана тӑнӑ. Ҫавӑн пек лӑпкӑ самана камран килнине Аса мӗнле ӑнлантарса панӑ? Вӑл халӑха каланӑ: «Ҫӗрӗмӗр халлӗхе пирӗн-ха, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шыраса тупрӑмӑр: эпир Ӑна шыраса тупрӑмӑр та, Вӑл пире пур енчен те тӑнӑҫлӑх пачӗ» (2 Ҫулс. 14:1—7). Каярахпа мӗн пулса тухнӑ?
5. Аса Иеговӑна мӗн таран шаннине мӗнле лару-тӑру кӑтартса панӑ тата ҫавӑ мӗнпе вӗҫленнӗ?
5 Калӑпӑр, эсир Аса патша вырӑнӗнче. Эфиоп ҫынни Зарай миллионлӑ ҫарпа тата виҫҫӗр ҫар урапипе Иудӑна хирӗҫ тухнӑ (2 Ҫулс. 14:8—10). Ҫак пысӑк ҫар сирӗн патшалӑхӑн чиккисем патне ҫывхарса пынине кура, сирӗн ҫарта вара 580 000 салтак кӑна пулнине кура эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Сирӗн ҫартан икӗ хут йышлӑрах ҫара мӗншӗн Турӑ сире хирӗҫ тухма ирӗк панӑ тесе аптраса тӑнӑ пулӑттӑрччӗ-ши эсир? Хӑрушлӑха сирсе ярас тесе эсир хӑвӑр ӑслӑлӑхна шаннӑ пулӑттӑрччӗ-ши? Аса хӑйне мӗнле тытнинче Иеговӑпа унӑн ҫывӑх хутшӑнусем пулни тата вӑл ӑна пӗтӗмпех шанса тӑни курӑнса тӑнӑ. Вӑл тархасласа ыйтнӑ: «Пулӑшсамччӗ пире, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: эпир Сана шанса тӑратпӑр, Санӑн ятушӑн ҫак пысӑк йыша хирӗҫ тухрӑмӑр. Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ пирӗн Турӑ: Сана этем ан ҫӗнтерейтӗр». Ҫавӑн пек йӑлӑнса ыйтни ҫине Иегова мӗнле хуравланӑ? Иегова «эфиопсене... ҫапса хуҫнӑ». Ҫав ҫапӑҫура тӑшмансенчен пӗри те чӗрӗ юлман (2 Ҫулс. 14:11—13).
6. Хӑш енчен пирӗн Аса пек пулма тӑрӑшмалла?
6 Мӗншӗн Аса хӑйне Турӑ ертсе пырасса тата хӳтӗлесе тӑрасса пӗтӗмпех шанса тӑнӑ? Библире Аса «Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ» тата «Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ» тенӗ (3 Патш. 15:11, 14). Пирӗн те Турӑшӑн пӗтӗм чӗререн ӗҫлесе тӑмалла. Эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем халӗ те, малашне те ҫирӗп пулччӑр тетпӗр пулсан, пирӗн те ҫавнах тумалла. Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхлантарас тесе пӗрремӗш утӑм тунӑшӑн, ҫавӑн пекех хӑйӗнпе пирӗн хушӑри туслӑха аталантарма тата упраса хӑварма пулӑшса тӑнӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ! Халӗ вара Иегова ҫавна мӗнле икӗ майпа тунине пӑхса тухар.
ИЕГОВА ПИРЕ ХӐЙӖНПЕ ТӲЛЕСЕ ИЛНИ УРЛӐ ҪЫВӐХЛАНТАРАТЬ
7. а) Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхлантарас тесе мӗн тунӑ? ӑ) Мӗнле чаплӑран та чаплӑ майпа Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхлантарать?
7 Иегова пӗтӗм этемлӗхе юратнине ӑна илемлӗ кил — ҫӗр — туса панипе кӑтартнӑ. Пире куллен мӗн кирлине парса тӑни урлӑ пирӗн пурнӑҫа тытса тӑнипе вӑл халӗ те хӑйӗн юратӑвне кӑтартса тӑрать (Ап. ӗҫ. 17:28; Ӳлӗм. 4:11). Ҫитменнине тата Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма мӗн кирлине парса тӑрать (Лука 12:42). Вӑл пирӗн кӗлӗсене хам итлетӗп тесе те шантарать (1 Иоанн 5:14). Иегова хӑйӗн юратӑвне кӑтартнӑ чаплӑран та чаплӑ май — тӳлесе илме панӑ парне. Ҫав парнене пула вӑл пире хӑйӗнпе ҫывӑхлантарать, эпир те унпа ҫывӑхланатпӑр. (1 Иоанн 4:9, 10, 19 вуласа пар.) Иегова пире ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑлас тесе хӑйӗн «пӗртен-пӗр Ывӑлне» ҫӗр ҫине янӑ (Иоанн 3:16).
8, 9. Иеговӑн тӗллевӗнче Иисус мӗнле вырӑн йышӑнса тӑрать?
8 Христосччен пурӑннӑ ҫынсем те тӳлесе илнинчен усӑ илме пултарччӑр тесе тӑрӑшнӑ Иегова. Этемлӗхӗн пулас Ҫӑлаканӗ ҫинчен Иегова пророкла каланӑ хыҫҫӑн тӳлесе илмелли парне Уншӑн тӳлесе хунӑ пекех пулнӑ, мӗншӗн тесен Туррӑн тӗллевне пурнӑҫа кӗртме нимӗн те чӑрмантарма пултарайман (Пулт. 3:15). Ҫавӑнтанпа темиҫе ӗмӗр иртсен Павел апостол «Христос Иисус асапланса вилсе [«тӳлесе илсе», ҪХ]... ҫылӑхран» хӑтарнӑшӑн Турра тав тунӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Турӑ «Хӑй вӑрах тӳссе тӑнӑ вӑхӑтра ҫынсен унччен тунӑ ҫылӑхӗсене те каҫарнӑ» тенӗ (Рим 3:21—26). Ҫавӑнпа та Иисуссӑр эпир Турӑпа ҫывӑхланма пултараймастпӑр.
9 Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем Иисус урлӑ кӑна Иеговӑпа паллашма тата туслашма пултараҫҫӗ. Сӑваплӑ Ҫыру ҫак чӑнлӑха мӗнле уҫса парать? Павел ҫырнӑ: «Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ» (Рим 5:6—8). Иисусӑн каҫарттаракан парнине эпир тивӗҫлӗ пулнӑран мар, Иеговӑпа Иисус пире питӗ хытӑ юратнӑран панӑ. «Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ»,— тенӗ Иисус. Тепрехинче вӑл ҫапла каланӑ: «Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 6:44; 14:6). Хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса Иегова ҫынсене хӑйӗнпе Иисус урлӑ ҫывӑхлантарать тата вӗсене хӑйӗнпе туслӑ пулма пулӑшать, ҫавна пула вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ. (Иуда 20, 21 вуласа пар.) Халӗ вара Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшакан тепӗр мая пӑхса тухар.
ИЕГОВА ПИРЕ ХӐЙӖНПЕ БИБЛИ УРЛӐ ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛӐШАТЬ
10. Библи пире Турӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшать?
10 Ҫак статьяра эпир ку таранччен Библири 14 кӗнекерен илнӗ сӑвӑ йӗркисене тӗл пулма пултартӑмӑр. Пирӗн Библи пулман пулсан, хамӑра Пултараканпа ҫывӑхланма пултарнине эпир ӑҫтан пӗлнӗ пулӑттӑмӑр? Тӳлесе илни ҫинчен тата Иисус пире Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшни ҫинчен Библисӗр пӗлнӗ пулӑттӑмӑрччӗ-ши? Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса Библи ҫырма хавхалантарнӑ, ун урлӑ вара эпир унӑн ытарайми лайӑх енӗсене тата вӑл этемлӗх валли мӗн тума палӑртса хунине пӗлсе пыратпӑр. Сӑмахран, Тухни 34:6, 7-мӗшӗнче Иегова хӑйӗн пирки «этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, [тӳрӗлӗхе] упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен [кӑтартса тӑракан], айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан... Турӑ» тенӗ. Ҫавӑн пек Турӑ патне кӑмӑл туртмасть мар-и вара? Иегова ҫакна пӗлет: эпир Библирен ун ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратпӑр, вӑл пирӗншӗн ҫавӑн чухлӗ чӗрӗрех пулса пырать тата ҫавӑн чухлӗ ытларах унпа ҫывӑхланнине туйма пуҫлӑпӑр.
11. Мӗншӗн Туррӑн лайӑх енӗсемпе ҫулӗсене пирӗн тӗплӗн тӗпчемелле?
11 Турӑпа мӗнле ҫывӑхланмалли ҫинчен калакан кӗнекен умсӑмахӗнче ҫапла палӑртнӑ: «Кирек мӗнле туслӑхра та хутшӑнусем ҫынна пӗлсе пынӑ май, унӑн кӑмӑла каякан лайӑх енӗсене хакланӑ май аталанса пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Библире Туррӑн лайӑх енӗсемпе ҫулӗсем ҫинчен мӗн каланине тӗплӗн тӗпчемелле». Библие ҫынсене ӑнланмалла ҫырса панӑшӑн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ!
12. Мӗншӗн Библие ҫырма Иегова ҫынсене хушнӑ?
12 Библие ҫырма Иегова ангелсене те хушма пултарнӑ. Вӗсем пирӗнпе тата пирӗн ӗҫсем мӗнле пынипе питӗ интересленеҫҫӗ-ҫке (1 Петр 1:12). Турӑ этемлӗхе панӑ хыпара ангелсем, паллах ӗнтӗ, ҫырса панӑ пулӗччӗҫ. Анчах та вӗсем япаласем ҫине ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхма пултарӗччӗҫ-ши? Пире мӗн кирлине, пирӗн ҫитменлӗхсемпе туйӑмсене вӗсем ӑнланма пултарӗччӗҫ-ши? Вӗсем ҫавна тума пултарайманнине Иегова пӗлнӗ. Библи пирӗншӗн ҫывӑхрах та ӑнланмалла пултӑр тесе Иегова ӑна ҫырма ҫынсене хушнӑ. Библие ҫыракансен тата Сӑваплӑ Ҫырура асӑннӑ ҫынсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене эпир ӑнланма пултаратпӑр. Вӗсен ӗмӗчӗ татӑлни, иккӗленӗвӗсем, йӑнӑшӗсем тата вӗсем мӗнрен хӑрани ҫинчен вуланӑ чухне эпир вӗсемпе пӗрле хуйхӑратпӑр. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен савӑнӑҫӗпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен вуланӑ чухне вӗсемпе пӗрле савӑнатпӑр. Илия пророк пекех, Библие ҫыракансем пурте пирӗн пек ҫынсемех пулнӑ (Иак. 5:17).
13. Мӗншӗн Ионӑн кӗлли пирӗн чӗрене пырса тивет?
13 Сӑмахран, Иона хӑйне Турӑ шанса панӑ ӗҫе тӑвас мар тесе тарнӑ. Ангела ҫакӑн ҫинчен ҫырма хушнӑ пулсан, вӑл Ионӑн туйӑмӗсене пӗтӗмпех сӑнласа пама пултарайманччӗ. Ионӑпа мӗн пулса иртни ҫинчен, ҫав шутрах вӑл тинӗс тӗпӗнчен чунтан кӗлтуни ҫинчен, Иегова ӑна хӑйнех ҫырма хавхалантарни мӗн тери паха! Ҫав кӗлӗре Иона каланӑ: «Ӑшӑмра чунӑм халтан кайса ҫитсессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫана аса илтӗм» (Иона 1:3, 10; 2:2—10).
14. Мӗншӗн эпир Исаия хӑй пирки мӗн ҫырнине ӑнланма пултаратпӑр?
14 Иегова хавхалантарнипе Исаия хӑйӗн ҫинчен мӗн ҫырнине те пӑхса тухар. Курӑнура Туррӑн мухтавне курнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй мӗн тери ҫылӑхлӑ пулнине туйса илнӗ те ҫапла каланӑ: «Хуйхӑ ҫитрӗ мана! пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн эпӗ таса мар чӗлхе-ҫӑварлӑ этем, пурӑнасса та эпӗ халӑх хушшинче таса мар чӗлхе-ҫӑварпа пурӑнатӑп,— куҫӑм вара Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, курчӗ» (Ис. 6:5). Ангел ҫакӑн пек сӑмахсем калама пултарнӑччӗ-ши? Анчах Исаия мӗн ҫырни пире питӗ ӑнланмалла, мӗншӗн тесен эпир те Исаия пекех ҫитменлӗхсем пур ҫынсем.
15, 16. а) Мӗншӗн эпир ытти ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма пултаратпӑр? Тӗслӗхсем илсе парӑр. ӑ) Иеговӑпа ҫывӑхланма пире мӗн пулӑшӗ?
15 Ангелсенчен хӑшӗ те пулин Иаков пек «эпӗ тивӗҫлӗ... мар» теме е Петр пек «эпӗ — ҫылӑхлӑ» теме пултарнӑ пулӗччӗ-ши? (Пулт. 32:10; Лука 5:8.) Иисусӑн вӗренекенӗсем пек, ангелсем «хӑраса ӳкнӗ» пулӗччӗҫ-ши? Ҫынсем хирӗҫ тӑнӑ чухне Павела тата ыттисене ырӑ хыпар сарма хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ пекех, тӳрӗ ангелсене те хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ-ши? (Иоанн 6:19; 1 Фес. 2:2.) Ҫук, мӗншӗн тесен ангелсен пӗр ҫитменлӗх те ҫук тата вӗсем ҫынсенчен чылай вӑйлӑрах. Анчах та ҫитменлӗхсем пур ҫынсем ҫавӑн пек туйӑмсем кӑтартнӑ чухне эпир вӗсене тӳрех ӑнланатпӑр, мӗншӗн тесен эпир те ахаль ҫынсемех. Чӑнах та, Турӑ Сӑмахне вуланӑ чухне эпир савӑнакансемпе савӑнатпӑр, йӗрекенсемпе йӗретпӗр (Рим 12:15).
16 Библие вуланӑ май эпир Иегова ӗлӗк хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир хамӑр Турӑ ҫинчен нумай тӗлӗнмелле япала пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех эпир вӑл, тӳсӗмлӗхпе юрату кӑтартса, ҫав ҫитменлӗхсем пур ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнусем мӗнле аталантарнине курӑпӑр. Ҫапла эпир Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пырӑпӑр та ӑна пӗтӗм чӗререн юратма пуҫлӑпӑр. Ҫакӑ вара пире унпа ҫывӑхланма пулӑшӗ. (Ытарӑшсем 3:32 вуласа пар.)
СИРӖНПЕ ТУРӐ ХУШШИНЧИ ТУСЛӐХ ҪИРӖПЛЕНСЕХ ПЫТӐР
17. а) Азария пророк Асана мӗнле канаш панӑ? ӑ) Аса мӗнле майпа Азариян канашне хирӗҫ кайнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?
17 Аса патша эфиопсен ҫарне ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн Туррӑн Азария ятлӑ пророкӗ ӑна та, унӑн халӑхне те ӑслӑ канаш панӑ. Азария ҫапла каланӑ: «Эсир Ҫӳлхуҫапа чухне — Вӑл сирӗнпе; Ӑна шыратӑр пулсассӑн, Вӑл тупӑнӗ сирӗншӗн; эхер те Ӑна пӑрахрӑр пулсассӑн, Вӑл сире пӑрахӗ» (2 Ҫулс. 15:1, 2). Анчах та каярахпа Аса ҫак лайӑх канаша итлемен. Израилӗн ҫурҫӗр патшалӑхӗ Иуда ҫине тапӑнма тӑрсан, Аса хӑраса ӳкнӗ. Вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтас вырӑнне Сири ҫыннисемпе, суя тӗнлӗ халӑхпа, килӗшӳ тунӑ. Ҫавӑнпа Асана ҫапла каланӑ: «Халӗ эсӗ ӑссӑрла турӑн. Ҫавӑнпа паянтан санӑн вӑрҫӑсем пулӗҫ». Аса патшара ларнӑ юлашки ҫулӗсенче ҫӗршывра вӑрҫӑсем чарӑна пӗлмен (2 Ҫулс. 16:1—9). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
18, 19. а) Эпир Иеговӑран ютшӑнма тытӑннине туя пуҫларӑмӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Иеговӑпа ҫывӑхрах пулма пире мӗн пулӑшӗ?
18 Пирӗн нихӑҫан та Иеговӑран пӑрӑнса каймалла мар. Анчах та эпир унран ютшӑнма тытӑннине туя пуҫларӑмӑр пулсан, пирӗн тӳрех Осия 12:6-мӗшӗнче каланӑ пек тумалла. Ҫав сӑвӑ йӗркинче ҫапла палӑртнӑ: «Эсӗ те хӑвӑн Турру енне ҫаврӑн; хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхлӗ пул, яланах хӑвӑн Турруна шанса тӑр». Ҫавӑнпа та пархатарлӑ пулса тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлар та Библие тӗплӗн тӗпчер, ҫапла вара Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланса пырар. (Саккуна астутарни 13:4 вуласа пар.)
19 Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!» (Пс. 72:28.) Айтӑр малалла та Иегова ҫинчен ҫӗннине пӗлсе пырар, ҫапла вара пирӗн ӑна юратма тата нумайрах сӑлтав пулӗ. Эпир Иеговӑпа ҫывӑхланса пырсан, вӑл вара пирӗнпе халӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ҫывӑхланса пырӗ!
a Аса патша ҫинчен ытларах пӗлес тесе 2012-мӗш ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти «Вам будет награда за ваши дела» статьяна вуласа тухма пултаратӑр.