Иеговӑн сассине яланах итлӗр
«Хӑвӑр хыҫӑрта: „акӑ ҫул...“ тенине илтетӗр» (ИС. 30:21).
1, 2. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем унӑн сассине мӗнле илтме пултараҫҫӗ?
ӖМӖРСЕМ тӑршшӗпе Иегова хӑйӗн халӑхне тӗрлӗ майлӑ ертсе пынӑ. Пӗрисемпе Турӑ ангелсем урлӑ калаҫнӑ, теприсене курӑнусемпе тӗлӗксем урлӑ малашне мӗн пулассине уҫса панӑ. Хӑш-пӗрисене Иегова ятарлӑ ӗҫсем шанса панӑ (Йыша шутл. 7:89; Иез. 1:1; Дан. 2:19). Теприсем мӗн тума кирлине Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗнче ӗҫлекен ҫынсем урлӑ пӗлсе тӑнӑ. Иеговӑн халӑхӗ Унӑн ирӗкне кирек мӗнле майпа пӗлсе пынӑ пулсан та, вӑл мӗн тума хушнине тытса тӑракансем пурте пиллӗхсем илнӗ.
2 Хальхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн халӑхне Библи, святой сывлӑш тата пуху урлӑ ертсе пырать (Ап. ӗҫ. 9:31; 15:28; 2 Тим. 3:16, 17). Мӗн тума кирлине Иегова питӗ уҫӑмлӑ кӑтартса тӑрать, ҫакӑ вара пирӗн хыҫра «акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» текен сасӑ илтӗнсе тӑнипе пӗрех (Ис. 30:21). Иисус та «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ пухӑва ертсе пынипе Иеговӑн сассине илтме пулӑшать (Матф. 24:45). Иегова паракан канашсемпе хушусене пирӗн тимлӗ итлемелле, мӗншӗн тесен ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнасси ҫавӑнтан килет (Евр. 5:9).
3. Иеговӑна пӗтӗмпех пӑхӑнса тӑма пире мӗн чӑрмантарма пултарать?
3 Иегова мӗн тума ыйтни тӑрӑх пурӑнни пирӗн пурнӑҫа сыхласа хӑварма пултарнине Сатана пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл пире вӗсене итлеттерес мар тесе тӑрӑшать. Ҫитменнине тата пирӗн ултавлӑ чӗре те Иеговӑна пӑхӑнасшӑнах мар (Иер. 17:9). Ҫавӑнпа та Туррӑн сассине илтме чаракан чӑрмавсене эпир мӗнле сирсе яма пултарнине пӑхса тухар. Ҫавӑн пекех, пирӗнпе кирек мӗн пулсан та, Иеговӑна итлесе тӑни тата унпа кӗлӗре калаҫни пире унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӗнле упраса хӑварма пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр.
САТАНАН ЧЕЕЛӖХӖНЧЕН СЫХЛАНӐР
4. Сатана ҫынсен шухӑшӗсем ҫине витӗм кӳрес тесе мӗн тӑвать?
4 Сатана ултав тата суя пропаганда урлӑ ҫынсен шухӑшӗсем ҫине витӗм кӳме тӑрӑшать. (1 Иоанн 5:19 вуласа пар.) Хальхи вӑхӑтра ҫынсем пур ҫӗрте те информацие хаҫат-журналсем, кӗнекесем, Интернет, радио тата телевидени урлӑ илсе тӑраҫҫӗ. Ҫав информаци парса тӑракан хатӗрсем урлӑ нумай интереслӗ те усӑллӑ япаласем ҫинчен пӗлме пулать пулин те, вӗсенче час-часах Иеговӑн нормисене хирӗҫ пыракан ӗҫсене ырлаҫҫӗ (Иер. 2:13). Сӑмахран, хыпар тата вӑйӑ-кулӑ кӑларӑмӗсенче арҫынпа арҫын е хӗрарӑмпа хӗрарӑм мӑшӑрланнинче ним япӑххи те ҫук тесе калаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫынсем нумайӑшӗ Библире гомосексуализм пирки ытла та хытарса каланӑ тесе шутлаҫҫӗ (1 Кор. 6:9, 10).
5. Сатанан пропагандине хамӑр ҫине витӗм кӳме парас мар тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
5 Иеговӑн тӳрӗлӗхне юратакансем Сатанан пропагандине хӑйсем ҫине витӗм кӳме парас мар тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? Мӗнле вӗсем ырӑпа усала уйӑрма вӗренсе ҫитме пултараҫҫӗ? Библи ҫапла хуравлать: «Хӑйне хӑй Санӑн сӑмахупа сыхласа» (Пс. 118:9). Туррӑн Сӑмахӗнче чӑнлӑха суя пропагандӑран уйӑрса илме пулӑшакан канашсем пур (Ытар. 23:23). Ҫыннӑн «Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа» пурӑнмалла тенӗ Иисус (Матф. 4:4). Библи принципӗсене пирӗн хамӑр пурнӑҫра тытса пыма вӗренмелле. Сӑмахран, Иегова Моисей урлӑ аскӑн ӗҫе сивлекен саккун париччен чылай маларах Иосиф урӑх ҫын арӑмӗпе ар ҫыхӑнӑвне кӗресси Турра хирӗҫ тунӑ ҫылӑх пулнине пӗлнӗ. Потифар арӑмӗ ӑна илӗртме хӑтланнӑ чухне Иеговӑна итлес марри пирки шухӑшласшӑн та пулман вӑл. (Пултарни 39:7—9 вуласа пар.) Потифар арӑмӗ ӑна темиҫе хут та илӗртсе пӑхнӑ пулин те, Иосиф ун сассине итлес вырӑнне Иеговӑн сассине итлес тенӗ. Ырӑпа усала уйӑрма вӗренсе ҫитес тесен пирӗн Иеговӑн сассине итлемелле те Сатанан пӗр вӗҫӗмсӗр янраса тӑракан пропагандине сирсе ямалла.
6, 7. Сатанан ирсӗр сӗнӗвӗсенчен сыхланас тесе пирӗн мӗн тумалла?
6 Пӗр-пӗрне хирӗҫлекен тӗн вӗрентӗвӗсем хальхи тӗнчере туп-туллиех, ҫавӑнпа та ҫынсем нумайӑшӗ чӑн тӗне тупма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та эпир Иеговӑна итлесшӗн пулсан, вӑл чӑнлӑха ӑнланмалла уҫса парать. Ҫавӑнпа та пирӗн кама итлемеллипе кама итлемелле маррине суйласа хумалла. Икӗ сасса пӗр харӑсах итлеме май ҫук пирки пирӗн Иисусӑн сассине пӗлмелле тата ӑна итлесе тӑмалла. Ӑна ҫеҫ Иегова хӑйӗн сурӑхсене пӑхса тӑма суйласа лартнӑ. (Иоанн 10:3—5 вуласа пар.)
7 «Мӗн илтнине астӑвӑр»,— тенӗ Иисус (Марк 4:24). Иегова пире тӗрӗс тата ӑнланмалла канашсем парать, анчах та вӗсене тимлӗ итлес тата пурнӑҫра тытса тӑрас тесен пирӗн хамӑр чӗрене хатӗрлемелле. Асӑрхануллӑ пулмасан эпир Турӑ юратса панӑ канашсене итлес вырӑнне Сатанан ирсӗр сӗнӗвӗсене итлӗпӗр. Ҫак тӗнчере нумайӑшне килӗшекен кӗвӗ-юрра, фильмсене, телешоусене, кӗнекесене, ҫавӑн пекех пӗлӗшсене, учительсене е эксперт теекенсене нихӑҫан та хӑвӑрӑн пурнӑҫупа хуҫаланма ан парӑр (Кол. 2:8).
8. а) Сатанан чеелӗхӗ умӗнче пире хамӑр чӗре мӗнле майпа хӳтлӗхсӗр хӑварма пултарать? ӑ) Хӑрушлӑх паллисене шута илмесен пирӗнпе мӗн пулса тухма пултарать?
8 Пирӗн ҫылӑх тӑвас кӑмӑл пуррине Сатана пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл пире ҫавӑн пек ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайма хӗтӗртсе тӑрать. Сатана пирӗн ҫине ҫавӑн пек тапӑннӑ чухне Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма питӗ йывӑр пулма пултарать (Иоанн 8:44—47). Ҫавна мӗнле ӑнӑҫлӑ ҫӗнтерме пулать? Сӑмахран, ҫын пӗр самантлӑха киленсе илес тесе нихӑҫан та тӑвас темен ҫылӑха турӗ тейӗпӗр (Рим 7:15). Мӗншӗн унпа ҫавӑн пекки пулса тухма пултарнӑ? Ҫын майӗпен Иеговӑн сассине итлеми пулса пынӑ пулмалла. Тен, вӑл хӑйӗн чӗринче хӑрушлӑх ҫинчен систерсе тӑракан паллӑсене асӑрхайман е вӗсене шута илесшӗн пулман. Сӑмахран, вӑл, тен, кӗлтума пӑрахнӑ, сӑваплӑ ӗҫе сахалрах хутшӑнма тытӑннӑ е пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктерме пуҫланӑ. Юлашкинчен вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайнӑ та пӗлсе тӑрсах тӗрӗс мар ӗҫ тунӑ. Эпир хӑрушлӑх паллисене асӑрханӑ хыҫҫӑнах кирлӗ улшӑнусем тӑватпӑр пулсан, ҫавӑн пек пысӑк та хӑрушӑ йӑнӑша тумӑпӑр. Эпир Иеговӑн сассине итлетпӗр пулсан, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисен вӗрентӗвӗсене нихӑшне те нихӑҫан та тимлемӗпӗр (Ытар. 11:9).
9. Мӗншӗн ҫылӑх тӑвас кӑмӑла тӳрех асӑрхама тӑрӑшмалла?
9 Чире тӳрех асӑрхани ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултарать. Ҫавӑн пекех эпир хамӑрта пӗр-пӗр ҫылӑх тӑвас кӑмӑл пуррине тӳрех асӑрхарӑмӑр пулсан, инкеке сирсе яма пултарӑпӑр. Ҫавӑнпа та хамӑрта ҫавнашкал кӑмӑл туртӑмне асӑрхасанах «шуйттан танатине» лекес мар тесе кирлӗ утӑмсем туни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (2 Тим. 2:25, 26). Пирӗн шухӑш-кӑмӑл Иегова мӗн тума ыйтнипе килӗшӳллӗ пулма пӑрахнине асӑрхарӑмӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла та тӳрех ун енне ҫаврӑнмалла, унӑн канашӗсене йышӑнмалла тата ӑна пӗтӗм чӗререн итлемелле (Ис. 44:22). Ӑссӑр йышӑну туни хамӑр ӑшра тарӑн сурансем хӑварма пултарнине, ҫакӑ вара пире ҫак усал тӗнче пӗтичченех асаплантарма пултарнине пирӗн ӑнланмалла. Ҫавӑнпа та тӗрӗс ҫулран пӑрӑнманни тата ҫавӑн пек пысӑк йӑнӑшсем тӑвассинчен сыхланса тӑни чылай лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ!
МӐНКӐМӐЛЛӐХПА ҪӐТКӐНЛӐХА ҪӖНТЕРӖР
10, 11. а) Мӑнкӑмӑллӑх мӗнле палӑрса тӑма пултарать? ӑ) Корейпа, Дафанпа тата Авиронпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
10 Хамӑр чӗре пире Иеговӑран пӑрса яма пултарнине пирӗн ӑнланмалла. Ӑшри ҫылӑх тӑвас кӑмӑл пирӗн ҫине питӗ хӑватлӑ витӗм кӳрсе тӑрать-ҫке! Сӑмахран, мӑнкӑмӑллӑхпа ҫӑткӑнлӑх пире Иеговӑн сассине итлеме мӗнле чӑрмантарма пултарнине тата хӑрушӑ ҫул ҫине мӗнле тӑратма пултарнине пӑхса тухар. Мӑнкӑмӑллӑ ҫын хӑйне ытла та пысӑка хурать. Вӑл хӑй мӗн тӑвас килнине тума пултаратӑп тата никамӑн та — старейшинӑсен те, пухури тӑвансен те, Туррӑн организацийӗн те — мана мӗн тумаллине калама ирӗк ҫук тесе шутлама пултарать. Ҫавӑн пек ҫын вара Иеговӑн сассине пачах илтми пулать.
11 Израильтянсем пушхирте пулнӑ чухне Моисейпе Аарон влаҫне хирӗҫ Корей, Дафан тата Авирон пӑлхав ҫӗкленӗ. Мӑнкӑмӑллӑха пула ҫав пӑлхавҫӑсем Иеговӑна хӑйсем пӗлнӗ пек пуҫҫапас тенӗ. Ҫакна курсан Иегова мӗн тунӑ? Вӑл вӗсене тӗп тунӑ (Йыша шутл. 26:8—10). Ҫак пулса иртнӗ ӗҫ пире чӑнах та ӑса вӗрентет! Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени инкек патне ҫеҫ илсе ҫитерет. «Вилӗм умӗн мӑнкӑмӑллӑх... пырать» тенине яланах асра тытар (Ытар. 16:18; Ис. 13:11).
12, 13. а) Ҫӑткӑнлӑх инкек патне мӗнле илсе ҫитерме пултарнине тӗслӗхпе ҫирӗплетсе парӑр. ӑ) Ҫӑткӑнлӑха тытса чармасан мӗнле вӑл хӑвӑрт аталанса кайнине ӑнлантарса парӑр.
12 Ҫӑткӑнлӑх пирки мӗн калама пулать? Ҫӑткӑн ҫын час-часах картран тухса кайса тума юраманнине тума пултарать. Сири ҫар пуҫӗ Нееман тилҫе чирӗнчен сывалсан Елисей пророка парнесем сӗннӗ, лешӗ вара вӗсене илме килӗшмен. Анчах та Елисей тарҫи, Гиезий, вӗсене питӗ илесшӗн пулнӑ. Гиезий хӑйне хӑй ҫапла каланӑ: «Турӑ пур! Ун хыҫҫӑн чуптарам та мӗн те пулин ыйтса илем». Елисее ним каламасӑрах вӑл Нееман хыҫҫӑн чуптарнӑ. Намӑса пӗлмесӗр суйса вӑл унран «пӗр талант кӗмӗл, улӑштарса тӑхӑнмалӑх икӗ тумтир» пама ыйтнӑ. Гиезий хӑйне ҫавнашкал тытни тата каярахпа Иеговӑн пророкне суйни мӗн патне илсе ҫитернӗ? Нееман тилҫи ҫӑткӑн Гиезий ҫумне ҫыпҫӑннӑ! (4 Патш. 5:20—27.)
13 Час-часах ҫӑткӑнлӑх пӗчӗккинчен пуҫланать, анчах та ӑна тытса чармасан, вӑл хӑвӑрт аталанса кайма, унтан вара ҫынна пӗтӗмпех ярса илме пултарать. Ҫӑткӑнлӑх мӗн тери хӑватлӑ пулнине Библире Ахан ҫинчен каласа пани питӗ лайӑх кӑтартса парать. Аханӑн ҫӑткӑнлӑхӗ мӗнле хӑвӑрт аталанса кайнине асӑрхӑр-ха. Вӑл каланӑ: «Туртса илнӗ япаласем хушшинче эпӗ питех те илемлӗ Сеннаар тумтирӗ, икҫӗр сикль кӗмӗл тата аллӑ сикль таякан ылтӑн катӑкӗ куртӑм; ӗнтӗ кӑмӑла кайрӗ те — илтӗм». Пуҫӗнчен тӗрӗс мар шухӑша кӑларса пӑрахас вырӑнне Ахан япаласене вӑрланӑ та вӗсене хӑйӗн чатӑрӗнче пытарса хунӑ. Ахан ҫылӑхӗ ҫинчен пурте пӗлсен, Иисус Навин ӑна Иегова сана инкек кӑтартӗ тенӗ. Аханпа унӑн ҫемйине ҫав кунах чулпа пере-пере вӗлернӗ (Иис.Н. 7:11, 21, 24, 25). Ҫӑткӑнлӑх хӑрушах мар тесе шутламалла мар, мӗншӗн тесен вӑл пире кирек хӑш вӑхӑтра та ярса илме пултарать. Ҫавӑнпа та «тӗрлӗ йышши ҫӑткӑнлӑхран» сыхланар (Лука 12:15, ҪТ). Хӑш-пӗр чухне пирӗн тӗрӗс мар е ирсӗр шухӑш ҫуралма пултарать пулин те, пуҫри шухӑшсене тытса чарма пӗлмелле тата ҫылӑх патне илсе пыма пултаракан шухӑш-туйӑма хамӑрпа хуҫаланма памалла мар. (Иаков 1:14, 15 вуласа пар.)
14. Хамӑрта мӑнкӑмӑлланас е ҫӑткӑнланас кӑмӑл пуррине асӑрхарӑмӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла?
14 Мӑнкӑмӑллӑх та, ҫӑткӑнлӑх та инкек кӳме пултарать. Эпир тӗрӗс мар ӗҫсене туни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑ пире Иеговӑн сассине итлесе тӑма пулӑшӗ (Сак. аст. 32:29). Библире чӑн Турӑ пире тӗрӗс ҫул кӑтартса тӑрать кӑна мар, ҫак ҫулпа пыни мӗнле усӑ панине те, тӗрӗс мар ҫулпа кайсан мӗн пулса тухма пултарнине те ӑнлантарса парать. Мӑнкӑмӑллӑхпа ҫӑткӑнлӑха пула пире хамӑр чӗре мӗн те пулин тума хӗтӗртсе тӑрать пулсан, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен яланах шухӑшлар! Тӗрӗс мар ӗҫсем пирӗн ҫине, хамӑр юратнӑ ҫынсем ҫине, уйрӑмах пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен те шухӑшламалла.
ИЕГОВӐПА ТАЧӐ ҪЫХӐНУ ТЫТӐР
15. Иисус Иеговӑпа калаҫнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
15 Иегова пире лайӑххине ҫеҫ сунать (Пс. 1:1—3). Вӑл пире кирлӗ вӑхӑтра мӗн тумаллине тӗпӗ-йӗрӗпех кӑтартса парать. (Еврейсем 4:16 вуласа пар.) Иисусӑн пӗр ҫитменлӗх те пулман, ҫав-ҫавах ӑна Иеговӑпа калаҫни кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл яланах кӗлтунӑ. Иегова тӗлӗнмелле майсемпе Иисуса пулӑшса, мӗн тумаллине кӑтартса тӑнӑ. Вӑл ангелсене уншӑн ӗҫлесе тӑма янӑ, ӑна святой сывлӑш панӑ тата 12 апостолне суйласа илме пулӑшнӑ. Тӳпӗрен темиҫе хут Иеговӑн сасси илтӗннӗ. Турӑ ҫапла Иисуса ырласа, пулӑшса тӑнине кӑтартнӑ (Матф. 3:17; 17:5; Марк 1:12, 13; Лука 6:12, 13; Иоанн 12:28). Иисус пекех, пирӗн те Турра яланах чӗререн кӗлтумалла (Пс. 61:8, 9; Евр. 5:7). Кӗлтунине пула эпир Иеговӑпа тачӑ ҫыхӑну тытма тата ӑна мухтава кӑларакан ҫулпа ӑнӑҫлӑ пыма пултарӑпӑр.
16. Иегова пире хӑйӗн сассине илтме мӗнле пулӑшать?
16 Иеговӑн канашӗсене пурте тупма пултараҫҫӗ, ҫав-ҫавах вӑл никама та вӗсене тытса тӑма вӑйпа хистемест. Пирӗн унран святой сывлӑш ыйтмалла, вӑл вара ӑна пире туллин парӗ. (Лука 11:10—13 вуласа пар.) Анчах та пирӗн хамӑр «епле итленине астуса» тӑмалла (Лука 8:18). Сӑмахран, эпир Иеговӑран ирсӗр шухӑшсенчен хӑтӑлма пулӑшсам тесе ыйтатпӑр пулсан, ҫав вӑхӑтрах порнографи е ирсӗр фильмсем пӑхатпӑр пулсан, ҫакӑнпа эпир унран пулӑшу илес килменнине ҫеҫ кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр. Ӑҫта Иеговӑн сывлӑшӗ витӗм кӳрсе тӑрать, пирӗн ҫавӑнта пулмалла. Унӑн сывлӑшӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пуррине эпир пӗлетпӗр. Тӗлпулусенче Иеговӑна итленӗ христиансем нумайӑшӗ инкекрен сыхланма пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен чӗринче тӗрӗс маррине тӑвас кӑмӑла асӑрханӑ та тӳрленнӗ (Пс. 72:12—17; 142:10).
ИЕГОВӐН САССИНЕ ЯЛАНАХ ТИМЛӖ ИТЛӖР
17. Хамӑра шанни мӗншӗн хӑрушӑ?
17 Давидӑн, авалхи Израиль патшин, тӗслӗхне пӑхса тухар. Ҫамрӑк чухне вӑл филистимсен улӑпне, Голиафа, ҫӗнтернӗ. Каярахпа Давид салтак, патша пулса тӑнӑ, кирлӗ йышӑнусем тунӑ тата халӑха хӳтӗленӗ. Анчах та Давид хӑйне шанма пуҫласан, чӗри ӑна улталанӑ: вӑл Вирсавипе пысӑк ҫылӑх тунӑ та унӑн упӑшкине, Урияна, вӗлермелле тунӑ. Давида питлесен, вӑл хӑйӗн йӑнӑшне йышӑннӑ та хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарнӑ (Пс. 50:6, 8, 12, 13).
18. Иеговӑн сассине яланах тимлӗ итлеме пире мӗн пулӑшӗ?
18 Айтӑр 1 Коринф 10:12-мӗшӗнче каланӑ асӑрхаттарӑва тимлер те хамӑр ҫине ытлашши шанар мар. Эпир хамӑра хамӑр ӑнӑҫлӑ ертсе пыма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа та эпир е Иеговӑн сассине, е Сатанан сассине итлӗпӗр (Иер. 10:23). Эппин, Иеговӑна кӗлтусах тӑрар, унӑн святой сывлӑшӗ кӑтартса пынӑ пек тӑвар тата унӑн сассине яланах тимлӗ итлер.