Мӗншӗн эсир чӑнлӑх хӑвӑрта тесе ӗненетӗр?
«Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пы[рӑр]» (РИМ 12:2).
1. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче католиксемпе протестантсен тӗн пуҫлӑхӗсем мӗн тунӑ?
ЧӐН христиансем вӑрҫа кайса ытти халӑх ҫыннисене вӗлернине Турӑ ирӗкӗ теме пулать-и? Юлашки 100 ҫул хушшинче хӑйсене христиансем теекенсем шӑп ҫапла тунӑ та. Католиксем католиксене вӗлернӗ, протестантсем — протестантсене. Ҫитеменнине тата католиксемпе протестантсен священникӗсем вӑрҫа каякан салтаксене тата хӗҫ-пӑшала пилленӗ. Ҫавна пула вӑрҫӑра халӑх юнӗ нумай тӑкӑннӑ, ҫакна Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи питӗ лайӑх ҫирӗплетсе парать.
2, 3. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче тата каярахпа Иегова Свидетелӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ тата мӗншӗн?
2 Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Иегова Свидетелӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ? Вӗсем нейтралитет тытса тӑнӑ, ҫавӑнпа та халӑхсем хушшинчи нимле вӑрҫа та, нимле хирӗҫӗве те хутшӑнман. Вӗсене хӑйсене ҫавӑн пек тытма мӗн хавхалантарнӑ? Пуринчен ытла Иисусӑн тӗслӗхӗпе вӗрентӗвӗсем. Вӑл каланӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35). Ҫавӑн пекех Свидетельсем Павел Коринфри христиансем патне янӑ ҫырури принципсене асра тытнӑ та вӗсене хӑйсен лару-тӑрӑвӗнче тытса тӑнӑ. (2 Коринф 10:3, 4 вуласа пар.)
3 Ҫавӑнпа та хӑйсен совеҫне Библи тӑрӑх вӗрентнӗ чӑн христиансем вӑрҫӑ вӑрҫма вӗренмеҫҫӗ, вӑрҫӑсене те хутшӑнмаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем чӑн христиансем пек пурӑнма тӑрӑшнӑран, вӗсенчен пинӗ-пинӗшне — ваттисемпе ҫамрӑккисене, арҫынсемпе хӗрарӑмсене — хӗсӗрленӗ. Нумайӑшӗ ӗҫ лагерӗсенче тата тӗрмесенче хӗн курнӑ. Германире нацистсем влаҫра тӑнӑ чухне хӑшӗ-пӗрисене вӗлернӗ те. Европӑра Свидетельсен хӑйсене хаяррӑн хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ пулин те, вӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе яланах асра тытнӑ. Вӗсем Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара тӗрмере те, концлагерьте те, ссылкӑра та пӗлтерсе тӑнӑa. Каярахпа, 1994-мӗш ҫулта Руандӑра нумай ҫынна вӗлернӗ ҫӗре Свидетельсем хутшӑнман. Югослави пайланса кайнӑ чухне Балканра пынӑ вӑрҫӑра та пирӗн тӑвансем нейтралитет тытса тӑнӑ.
4. Ҫынсем Иегова Свидетелӗсем нейтралитет тытса тӑнине курсан час-часах мӗн тесе калаҫҫӗ?
4 Иегова Свидетелӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче нейтралитет тытса тӑнине курса пӗтӗм тӗнчипе ҫынсем пинӗ-пинӗпе Свидетельсем Турра, ҫывӑх ҫынсене чӑннипех юратаҫҫӗ тата вӗсем чӑн христиансем тесе калаҫҫӗ. Анчах та эпир пуҫҫапнинче ытти уйрӑмлӑхсем те пур, вӗсем те нумайӑшне Иегова Свидетелӗсем чӑн христиансем пулнине ӗненме пулӑшаҫҫӗ.
ИСТОРИРИ ЧИ АСЛӐ ВӖРЕНТӲ ӖҪӖ
5. Христосӑн малтанхи вӗренекенӗсем вӑхӑтӗнче мӗнле улшӑну пулса иртнӗ?
5 Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне пуҫласанах Турӑ Патшалӗхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарасси ҫӗр ҫинчи чи кирлӗ ӗҫ тесе палӑртнӑ. Вӑл ҫав ӗҫе пуҫлама, каярахпа ӑна пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе туса тӑма пулӑшчӑр тесе 12 вӗренекен суйласа илнӗ. Унтан вӑл тата 70 вӗренекене вӗрентнӗ (Лука 6:13; 10:1). Вӗсен ырӑ хыпара чи малтан иудейсене каласа памалла пулнӑ. Анчах та каярахпа пачах кӗтмен япала сиксе тухнӑ: Иисусӑн вӗренекенӗсен ҫавна ӳтне кастарман халӑх ҫыннисене пӗлтермелле пулнӑ. Ҫакӑ хастарлӑ еврей христианӗсемшӗн тӗлӗнмелле пысӑк улшӑнусем тумаллине пӗлтернӗ! (Ап. ӗҫ. 1:8.)
6. Иеговӑшӑн пур ҫын та пӗрех пулнине ӑнланса илме Петра мӗн пулӑшнӑ?
6 Еврей халӑхӗнчен тухман, ӳтне кастарман ҫынсенчен пулса тӑнӑ пӗрремӗш христианин Корнилий пулнӑ. Иегова Петр апостола ырӑ хыпар калама Корнилий патне ун килне янӑ. Ҫавӑн чухне Петр Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех пулнине ӑнланса илнӗ. Ытти халӑх ҫыннисен чӑнлӑха илтмелле тата йышӑнмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ Иеговӑн ирӗкӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Петр Корнилийпе унӑн ҫемйине шыва кӗме хушнӑ (Ап. ӗҫ. 10:9—48). Ҫав кунран пуҫласа Петр та, Иисусӑн ытти вӗренекенӗсем те пур халӑх ҫыннине те ырӑ хыпар пӗлтерме тытӑннӑ.
7, 8. Ҫынсене ырӑ хыпара илтме пулӑшас тесе Иегова Свидетелӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?
7 Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн организацийӗнче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсем пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас, вӗрентес ӗҫе хастарлӑ хутшӑнаҫҫӗ тата йӗркелесе тӑраҫҫӗ. Паянхи кун сакӑр миллиона яхӑн хастарлӑ Свидетель Христосӑн хыпарне 600 ытла чӗлхепе сарас тесе пӗтӗм вӑйне хурать. Ҫав чӗлхесен шучӗ вара ӳссех пырать! Вӗсем ырӑ хыпара килрен киле, урамра пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем ырӑ хыпара сарас тесе сӗтел е пӗчӗк урапа ҫине литература сарса хураҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсене ҫынсем тӳрех палласа илеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӑна ырӑ хыпар сарма ҫак майсемпе усӑ кураҫҫӗ.
8 Библие тата Библие ӑнлантарса паракан литературӑна куҫарас тесе 2 900 ытла куҫаракана Иеговӑн организацийӗ ятарлӑ пӗлӳ илме пулӑшнӑ. Вӗсем литературӑна анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесем ҫине кӑна мар куҫараҫҫӗ. Пирӗн публикацисем нумайӑшӗ пӗлсех кайман, анчах та миллион-миллион ҫын калаҫакан ҫӗршер чӗлхепе тухса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, Испанире пурӑнакан миллион-миллион ҫыншӑн кулленхи калаҫура усӑ куракан тӑван чӗлхе — каталон чӗлхи. Нумаях пулмасть каталон чӗлхи тата ҫав чӗлхен тӗсӗсем Андоррӑра, Аликантӑра, Валенсире тата Балеар утравӗсенче ҫӗнӗрен вӑй илме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра Иегова Свидетелӗсем каталон чӗлхипе — каталонецсен чун-чӗрине ӑшӑтакан чӗлхепе — Библие ӑнлантарса паракан литературӑна кӑлараҫҫӗ тата тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
9, 10. Иеговӑн организацийӗ пур ҫынна та чӑнлӑха пӗлме пулӑшасшӑн пулни ӑҫтан курӑнса тӑрать?
9 Куҫарас тата вӗрентес ӗҫре ытти ҫӗршывсенче те ҫавнашкал майпах усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахран, Мексикӑра чылайӑшӗ испан чӗлхипе калаҫать. Анчах та унта урӑх чӗлхепе калаҫакан йышлӑ халӑхсем те пурӑнаҫҫӗ. Ҫав халӑхсенчен пӗри — майя ятлӑ индеецсем. Майя чӗлхи ҫине куҫаракан ушкӑн кунсерен ҫав чӗлхепе калаҫма тата ӑна илтме пултартӑр тесе Мексикӑри филиал ҫав ушкӑна ҫӗршыври ҫав чӗлхепе калаҫакан вырӑна ӗҫлесе пурӑнма куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех непал чӗлхине илер. Ҫак чӗлхе вӑл — Непалра, 29 миллион ытла ҫын пурӑнакан ҫӗршывра, калаҫакан 120 чӗлхерен пӗри. Непал чӗлхипе 10 миллион ытла ҫын калаҫать, анчах та ҫав ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн чылайӑшӗшӗн ҫакӑ иккӗмӗш чӗлхе. Библие ӑнлантарса паракан пирӗн литература ҫак чӗлхепе те тухса тӑрать.
10 Пӗтӗм тӗнчипе куҫаракансен нумай ушкӑнӗ ӗҫлесе тӑни Иеговӑн организацийӗ Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарасси ҫине питӗ тимлӗ пӑхнине ҫирӗплетсе парать. Пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион буклет, брошюра тата журнал тӳлевсӗр салатаҫҫӗ. Тӑкаксене Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ирӗкӗпе паракан укҫа-тенкӗпе саплаштараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Иисус хушнӑ пек тӑваҫҫӗ: «Тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр» (Матф. 10:8).
11, 12. Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарни тата вӗрентсе ҫӳрени ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
11 Иегова Свидетелӗсем чӑнлӑха тупрӑмӑр тесе ҫирӗп шанса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ырӑ хыпара тӗрлӗ халӑх ҫыннисене каласа парас тесе хӑйсене шеллемесӗр нумай вӑй хураҫҫӗ. Христиансен ҫак кирлӗ ӗҫне хутшӑнас тесе нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне ансатлатнӑ, ют чӗлхе вӗреннӗ тата ҫӗнӗ культурӑра пурӑнма хӑнӑхнӑ. Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарнине тата вӗрентсе ҫӳренине кура та ҫынсем нумайӑшӗ вӗсем Христос Иисусӑн чӑн вӗренекенӗсем тесе калаҫҫӗ.
12 Чӑнлӑха тупрӑмӑр тесе ӗненнӗрен Свидетельсем ҫаксене пурне те туса тӑраҫҫӗ. Анчах та пирӗн миллион-миллион тӑвана чӑнлӑх Иегова Свидетелӗсенче пулнине ӗненме тата мӗн пулӑшнӑ? (Рим 14:17, 18 вуласа пар.)
ВӖСЕНЕ МӖН ӖНЕНТЕРЕТ?
13. Свидетельсем хӑйсен организацине таса упрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?
13 Турра чунтан парӑнса пурӑнакан хальхи христиансем чӑнлӑх хӑйсенче пулнине мӗншӗн ӗненни ҫинчен каласа панине пӑхса тухни пире усӑ панӑ пулӗччӗ. Иеговӑшӑн нумай вӑхӑт ӗҫлесе тӑракан пӗр арҫын тӑван хӑйӗн туйӑмӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Иеговӑн организацийӗ таса пултӑр, ан ирсӗрлентӗр тесе мӗн кирлине пурне те тӑваҫҫӗ. Ҫын кирек кам пулсан та, кирлӗ чухне ӑна канаш параҫҫӗ тата тӳрлетеҫҫӗ». Мӗне пула ҫав нравственность нормисене ҫӳллӗ шайра тытса тӑраҫҫӗ? Пухура кашни Библире каланӑ нормӑсене тытса тӑнине пула тата Иисуспа унӑн вӗренекенӗсенчен тӗслӗх илнине пула. Ҫавӑнпа ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра Иегова Свидетелӗсенчен сахалӑшӗ кӑна Туррӑн йӗркисене тытса тӑрасшӑн пулман, ҫавӑншӑн вӗсене пухуран кӑларса янӑ. Анчах та Иегова Свидетелӗсенчен чылайӑшӗ — ҫав шутрах унччен Турра юрӑхсӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн тӳрленнӗскерсем те — таса пурнӑҫпа тата ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартса пурӑнаҫҫӗ. (1 Коринф 6:9—11 вуласа пар.)
14. Пухуран кӑларса янисенчен нумайӑшӗ мӗнле улшӑнусем тунӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ?
14 Кама Библире мӗн каланине шута илсе пухуран кӑларса янӑ, ҫавсем пирки мӗн калама пулать? Пинӗ-пинӗшӗ хӑйсем тунӑ ӗҫӗсемшӗн ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа вӗсене каялла пухӑва хапӑл тусах йышӑннӑ. (2 Коринф 2:6—8 вуласа пар.) Свидетельсем яланах Библи тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшнӑран пуху таса тӑрса юлать. Ҫакӑ вӗсене хӑйсен организацийӗ Турӑ ырлакан пӗртен-пӗр организаци тесе шантарать. Чиркӳсенче нумайӑшӗнче унта ҫӳрекенсене мӗн тӑвас килнине тума ирӗк параҫҫӗ, анчах та Свидетельсем Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ ҫынсене нумайӑшне чӑнлӑх Иегова Свидетелӗсенче пулнине ӗнентерет.
15. Мӗншӗн пӗр арҫын тӑван чӑнлӑха тупрӑм тесе ӗненет?
15 Ытти опытлӑ Свидетельсем мӗншӗн чӑнлӑха тупрӑмӑр тесе ӗненеҫҫӗ? Пӗр арҫын тӑван, 50 ҫултан иртнӗскер, мӗн ҫамрӑкранах Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн ӗненӗвӗ виҫӗ тӗрек е принцип ҫинче никӗсленсе тӑрать: 1) Турӑ пур, 2) Библи Турӑран тата 3) хальхи вӑхӑтра ҫӗр ҫинче Иегова Свидетелӗсем кӑна Туррӑн ирӗкне туса тӑраҫҫӗ. Вӑл калать: «Эпӗ нумай ҫул хушши ӗнтӗ Библи вӗренетӗп, ҫав тӗрексем ҫирӗп никӗс ҫинче тӑнипе тӑманнине яланах тӗрӗслесе тӑратӑп. Ҫав тӗрексем ҫирӗп пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене эпӗ ҫулсерен нумайрах та нумайрах тупса тӑтӑм, ҫакӑ вара манӑн ӗненӗве ҫирӗплетсе пычӗ тата чӑнлӑх пирӗнте пулнине тарӑнрах ӑнланма пулӑшрӗ».
16. Мӗншӗн пӗр хӗрарӑм тӑван чӑнлӑха тупрӑм тесе шутлать?
16 Пӗр качча кайнӑ хӗрарӑм тӑван, Нью-Йоркра пӗтӗм тӗнчери тӗп управленинче ӗҫлекенскер, Туррӑн организацийӗ кӑна Иеговӑн ятне, Библире 7 000 яхӑн тӗл пулакан ята, пӗлтерсе тӑрать тенӗ. Ӑна 2 Ҫулсеренхи 16:9-мӗшӗнче ҫырса хунӑ сӑмахсем те хавхалантараҫҫӗ. Унта вара ҫапла каланӑ: «Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн [«ырӑ тумашкӑн хӑйӗн вӑйне кӑтартас тесе», ҪТ] Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать». Ҫав хӗрарӑм тӑван калать: «Иегова мана ырӑ тӑвас тесе хӑйӗн вӑйне пӗр чӑрмавсӑр кӑтартма пултартӑр тесе чӑнлӑх мана Иеговӑна пӗтӗм чун-чӗререн мӗнле парӑнса пурӑнмаллине кӑтартса пачӗ. Маншӑн чи хакли вӑл — Иеговӑпа хамӑн хушӑри хутшӑнусем. Турӑ ҫинчен калакан тарӑн пӗлӗве уҫса парас тӗлӗшрен Иисус мӗн тунине те эпӗ питӗ хаклатӑп, мӗншӗн тесен ҫав пӗлӳ мана вӑй парса тӑрать».
17. Унччен атеист пулнӑ пӗр ҫын мӗне ӗненме пуҫланӑ тата мӗншӗн?
17 Пӗр арҫын тӑван, унччен атеист пулнӑскер, ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫынсене савӑнса пурӑнтарасшӑн пулнине ӗненме мана вӑл тунӑ япаласем пулӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӗн-асапа ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пулма памӗ. Ҫак тӗнче йӗркесӗрлӗх ӑшне путсах пырать, Иегова халӑхӗ вара ытларах та ытларах ӗненӳ, хастарлӑх тата юрату кӑтартса тӑрать. Ҫакӑ — хальхи вӑхӑтри тӗлӗнтермӗш, ун пекки Иеговӑн сывлӑшне пула кӑна пулма пултарать». (1 Петр 4:1—4 вуласа пар.)
18. Мӗншӗн икӗ арҫын тӑван чӑнлӑха тупрӑмӑр тесе ӗненеҫҫӗ? Ҫавӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр?
18 Нумай вӑхӑт хушши Турӑшӑн ӗҫлекен тепӗр Свидетель хӑй мӗншӗн чӑнлӑха тупрӑм тесе шутлани ҫинчен ҫапла каласа панӑ: «Библие нумай ҫул хушши вӗренни мана Свидетельсем пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен йӗрки патне таврӑнас тесе нумай вӑй хунине ӗненме пулӑшрӗ. Эпӗ тӗнче тӑрӑх ҫул ҫӳренӗ чухне пур ҫӗрте те Иегова Свидетелӗсем хушшинчи пӗрлӗхе хам куҫпа куртӑм. Библири чӑнлӑх мана телей кӳчӗ, кӑмӑла ҫырлахтарчӗ». 60-тан иртнӗ пӗр тӑванран мӗншӗн эсӗ чӑнлӑха тупрӑм тесе ӗненетӗн тесе ыйтсан, вӑл Иисус Христос мӗн туни ҫинчен палӑртса ҫапла каланӑ: «Эпир Иисусӑн пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫне тӗплӗн тӗпчерӗмӗр те унӑн тӗслӗхне хаклама пуҫларӑмӑр. Христос Иисус урлӑ Турӑпа ҫывӑхланас тесе эпир хамӑр пурнӑҫра улшӑнусем турӑмӑр. Христосӑн каҫарттаракан парнийӗ ҫӑлӑнӑҫ никӗсӗ пулнине эпир ӑнланса илтӗмӗр. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине эпир пӗлетпӗр. Ҫавна хӑйсен куҫӗпе курнӑ, шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫынсем каласа панисем те пур пирӗн». (1 Коринф 15:3—8 вуласа пар.)
ЧӐНЛӐХА ЫТТИСЕНЕ КАЛАСА ПАРӐР
19, 20. а) Павел Рим пухӑвӗ патне янӑ ҫырӑвӗнче мӗнле тивӗҫ пирки асӑннӑ? ӑ) Иеговӑн ӗҫлекенӗсен пурин те мӗнле чыс пур?
19 Христиансем пулнӑ май эпир хамӑрӑн ҫывӑх ҫынсене юрататпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн вӗсене хамӑр пӗлнӗ чӑнлӑха каласа памалла. Павел Римри пухӑва Иисусӑн чӑн вӗренекенӗсен ырӑ хыпара сарас тивӗҫ пуррине палӑртса ҫапла ҫырнӑ: «Эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа ҫирӗппӗн Иисуса Ҫӳлхуҫа теетӗн пулсассӑн, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине чӗрӳпе ӗненетӗн пулсассӑн — ҫӑлӑнӑн: пӗтӗм чӗререн ӗненни тӳрре кӑларать, ун ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни ҫӑлӑнӑҫ кӳрет» (Рим 10:9, 10).
20 Эпир, хамӑра Иеговӑна халалланӑ Свидетельсем, чӑнлӑх пирӗнте тесе ӗненетпӗр. Ҫавӑн пекех эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара ыттисене вӗрентсе ҫӳрени пысӑк чыс пулнине пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та ырӑ хыпар каланӑ чухне ыттисене эпир каласа паракан Библири хыпар кӑна мар, ҫавна эпир мӗнле ӗнентерӳллӗ туни те витӗм кӳрсе тӑтӑр.