Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 9/15 21—25 с.
  • Юлашки тӑшман, вилӗм, пӗтӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Юлашки тӑшман, вилӗм, пӗтӗ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЮРАТСА ПАНӐ АСӐРХАТТАРУ
  • ВИЛӖМ ТӖНЧЕНЕ МӖНЛЕ КӖНӖ
  • ҪЫЛӐХПА ВИЛӖМ ТӖППИПЕХ ПӖТӖҪ
  • Турӑ арҫынпа хӗрарӑма тунӑ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Мӗншӗн эпир ватӑлатпӑр тата вилетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
  • Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлатех!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Эпир мӗншӗн вилетпӗр?
    Ҫын вилсен унпа мн пулать?
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 9/15 21—25 с.

Юлашки тӑшман, вилӗм, пӗтӗ

«Юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ» (1 КОР. 15:26).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова юратнӑран Адама мӗнле яваплӑ хушу панӑ?

  • Тӗнчене вилӗм мӗнле кӗнӗ?

  • Хӑҫан «юлашки тӑшман... вилӗм» пӗтӗ?

1, 2. Адампа Евӑн пурнӑҫӗ чи малтан мӗнлерех пулнӑ тата ҫав тӗлӗшрен мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

АДАМПА Евӑна тунӑ хыҫҫӑн вӗсен пӗр тӑшман та пулман. Вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем пулнӑ тата райра пурӑннӑ. Хӑйсене Пултараканӑн ывӑлӗпе хӗрӗ пулнӑран, вӗсем хӑйсемпе ун хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусем пуррипе савӑннӑ (Пулт. 2:7—9; Лука 3:38). Турӑ вӗсене шанса панӑ ӗҫ те вӗсен пуласлӑхӗ чаплӑ пулассине кӑтартса панӑ. (Пултарни 1:28 вуласа пар.) «Ҫӗре туллиех» тултарма тата «ӑна тытса тӑма», урӑхла каласан, ҫӗре ӗҫлесе лайӑхлатма пӗр вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Анчах та Адампа Евӑн «ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса» тӑмашкӑн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла пулнӑ. Вилӗм нихӑҫан та Адама ҫавӑн пек пуҫ пулса тӑма чарма пултарайман пулӗччӗ.

2 Мӗншӗн халӗ вара пачах урӑхла? Мӗншӗн-ха этемлӗхе телейлӗ пулма тем те, ҫав шутрах этемлӗхӗн чи хаяр тӑшманӗ — вилӗм те, чӑрмантарать? Лару-тӑрӑва майлаштарса ярас тесе Турӑ мӗн тӑвӗ? Ҫак тата ҫавнашкал ыйтусен хуравӗсене Библире тупма пулать. Айтӑр ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ Библири хӑш-пӗр кирлӗ сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухар.

ЮРАТСА ПАНӐ АСӐРХАТТАРУ

3, 4. а) Турӑ Адампа Евӑна мӗн тума хушнӑ? ӑ) Ҫав хушӑва тытса тӑни мӗн таран кирлӗ пулнӑ?

3 Адампа Ева ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарнӑ пулин те, вӗсем вилӗмсӗр пулман. Вилес мар тесен вӗсен сывламалла, ҫимелле, ӗҫмелле тата ҫывӑрмалла пулнӑ. Анчах та пуринчен ытла вӗсен пурнӑҫӗ Иеговӑпа, хӑйсене Пурнӑҫ Параканпа, хӑйсем хушшинчи хутшӑнусенчен килнӗ (Сак. аст. 8:3). Иегова мӗн тума хушнине тытса тӑнипе кӑна вӗсем малашне те савӑнса пурӑнма пултарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Иегова Евӑна пултаричченех Адама уҫӑмлӑ пӗлтернӗ. Мӗнле? «Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫапла вӗрентсе каланӑ: эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пулт. 2:16, 17).

4 «Ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ» мӗн ыррипе мӗн усаллине кӑтартса тӑма Туррӑн кӑна ирӗк пуррине палӑртса тӑнӑ. Адама Турӑ евӗрлӗ тунӑран тата унӑн совесть пулнӑран, вӑл, паллах ӗнтӗ, ыррипе усаллине уйӑрса илме пӗлнӗ. Адампа Евӑна мӗн тумаллине Иегова кӑтартса тӑни яланах кирлӗ пулнӑ, ҫав йывӑҫ вара вӗсене ҫавна аса илтерсе тӑнӑ. Ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗ пулсан, вӗсем Турра ҫапла каланӑ пулӗччӗҫ: «Эпир эсӗ мӗн тумаллине кӑтартса тӑнисӗрех пурӑнма пултаратпӑр». Ҫакӑ вара вӗсемшӗн те, вӗсен пулас ӑрӑвӗшӗн те питӗ начар вӗҫленнӗ пулӗччӗ. Туррӑн ҫак хушӑвӗ тата ӑна пӑснӑшӑн наказани пама палӑртса хуни Унӑн куҫӗ умӗнче ҫакӑ мӗн тери йывӑр ҫылӑх пулнине питӗ лайӑх кӑтартса панӑ.

ВИЛӖМ ТӖНЧЕНЕ МӖНЛЕ КӖНӖ

5. Мӗншӗн Адампа Ева Иеговӑна итлемен?

5 Турӑ мӗн тума хушнине Адам Евӑна каласа панӑ. Ева ҫавӑн ҫинчен питӗ лайӑх пӗлнӗ, мӗншӗн тесен вӑл каярахпа ҫӗленпе, асӑрхануллӑ чӗрчунпа, калаҫнӑ чухне ҫавна пӗр сӑмах сиктермесӗр каласа пама пултарнӑ (Пулт. 3:1—3). Тӗрӗссипе каласан, ҫав ҫӗлен урлӑ Сатана Шуйттан, влаҫа тытса тӑрас тата Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнас шухӑша хӑйӗн ӑшӗнче аталанма панӑ пӗр ангел, калаҫнӑ. (Иаков 1:14, 15 танлаштарӑр.) Хӑйӗн путсӗр тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе вӑл Турра суеҫӗ тесе айӑпланӑ. Вӑл Евӑна хӑв пӗлнӗ пек пурӑнсан вилместӗн, пачах урӑхла, Турӑ пек пулатӑн тесе каланӑ (Пулт. 3:4, 5). Ева ӑна ӗненнӗ, унтан вӑл ҫимӗҫе ҫинипе тата Адама та ҫавнах тума ӳкӗте кӗртнипе хӑй пӗлнӗ пек хӑтланнӑ (Пулт. 3:6, 17). Шуйттан Евӑна улталанӑ. (1 Тимофей 2:14 вуласа пар.) Ҫавна пӑхмасӑрах Адам пурпӗр арӑмӗн сӑмахне итленӗ. Ҫӗлен тус пек курӑнма пултарнӑ пулин те, ун урлӑ калаҫаканни хӗрхенме пӗлмен тӑшман пулнӑ. Вӑл хӑйне Ева итлесен, ҫакӑ Евӑшӑн мӗн тери япӑх вӗҫленме пултарнине лайӑх пӗлнӗ.

6, 7. Пӑлхавҫӑсемпе ҫыхӑннӑ суд ӗҫне Иегова мӗнле пӑхса тухнӑ?

6 Адампа Ева хӑйсене пурнӑҫ тата пур ырӑлӑха та Паракана хирӗҫ кайнӑ. Мӗн пулса иртнине Иегова, паллах ӗнтӗ, пӗлнӗ (1 Ҫулс. 28:9; Ытарӑшсем 15:3 вуласа пар). Анчах та Адама, Евӑна тата Сатанана вӑл хӑйӗн ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартма май панӑ. Ӑна, Ашшӗне, вӗсен ӗҫӗсем питӗ хытӑ хурлантарнӑ. (Пултарни 6:6 танлаштарӑр.) Унтан Адампа Евӑна итлеменшӗн мӗн кӗтни ҫинчен хӑй мӗн каласа хунине тепӗр хут пӗлтерес тата пурнӑҫа кӗртес тесе унӑн Судья пулма тивнӗ.

7 Турӑ Адама каланӑ: «[Ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫӑн] ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн». Адам ҫакӑ хӑйӗн хӗвел анса ларичченех вилме тивет тенине пӗлтерет тесе шутланӑ пулмалла. Анчах та каярахпа ҫав кунах Иегова Адампа тата Евӑпа калаҫнӑ (Пулт. 3:8). Вӑл ҫавӑн чухне суд ларӑвне ирттернӗ теме пулать. Унта вара Адампа Ева каласа панинчен мӗн пулса иртни пурте паллӑ пулса тӑнӑ (Пулт. 3:9—13). Унтан вӑл пӑлхавҫӑсем тӗлӗшӗнчен вилӗм приговорӗ йышӑннӑ (Пулт. 3:14—19). Вӑл ҫав приговора тӳрех пурнӑҫа кӗртнӗ пулсан, унӑн Адампа Ева тата вӗсен тӑхӑмӗ пирки палӑртса хунӑ тӗллевӗ пурнӑҫланман пулӗччӗ (Ис. 55:11). Иегова хӑйӗн приговорӗ пирки тепӗр хут аса илтернӗ те Адампа Ева ҫылӑх мӗнле витӗм кӳнине тӳрех туйма пуҫланӑ. Анчах Турӑ вӗсене ача-пӑчаллӑ пулма май панӑ, ҫапла вӗсен ачисем Вӑл малашне этемлӗх валли мӗн хатӗрлесе хунинчен усӑ илме пултарнӑ. Турӑ куҫӗ умӗнче Адампа Ева ҫылӑха кӗнӗ кунах вилнӗ. Турӑшӑн 1 000 ҫул пӗр кун пек пулнӑран, вӗсем, тӗрӗссипе каласан, пӗр «кун» та пурӑнайман (2 Петр 3:8).

8, 9. Адамӑн ҫылӑхӗ унӑн тӑхӑмӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

8 Адампа Ева мӗн туса хуни вӗсен ачисем ҫине витӗм кӳнӗ-и? Паллах, кӳнӗ. Рим 5:12-мӗшӗнче ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ». Вилнисенчен пӗрремӗшӗ шанчӑклӑ Авель пулнӑ (Пулт. 4:8). Унтан Адамӑн ытти ачисемпе мӑнукӗсем ватӑлса вилнӗ. Вӗсем ҫине вилӗмпе пӗрле ҫылӑх та куҫнӑ-и? Павел апостол хуравлать: «Пӗр ҫын итлеменнипе нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:19). Ҫапла вара Адамран куҫнӑ ҫылӑхпа вилӗм этемлӗхӗн чи хаяр тӑшманӗсем пулса тӑнӑ, вӗсенчен вара ҫитменлӗхсем пур ҫынсем хӑтӑлма пултараймаҫҫӗ. Адамӑн ачисем тата ытти тӑхӑмӗ ҫине ҫылӑхпа вилӗм мӗнле куҫнине тӗп-тӗрӗс пӗлместпӗр пулин те, ку чӑнах та ҫапла пулнине эпир хамӑр куҫпах куратпӑр.

9 Библире ҫылӑхпа вилӗме «пур халӑхсене витсе тӑракан» тата «мӗнпур ӑру ҫинче выртакан» вителӗкпе танлаштарни питӗ вырӑнлӑ (Ис. 25:7). Ҫак пӑчӑхтаракан вителӗк ҫынсене пурне те хупласа илнӗ, никам та вилӗмпе ҫылӑх тӑллинчен хӑтӑлма пултараймасть. Чӑнах та, «Адам урлӑ пурте вилнӗ [«вилеҫҫӗ», ҪТ]» (1 Кор. 15:22). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Павел ҫакӑн пек ыйту парать: «Ҫак вӗлерекен [«вилӗмлӗ», ҪХ] ӳтрен кам хӑтарӗ-ши мана?» (Рим 7:24.) Чӑнах та, ҫакна кам тума пултарӗ-ши?a

ҪЫЛӐХПА ВИЛӖМ ТӖППИПЕХ ПӖТӖҪ

10. а) Иегова вилӗме пӗтересси ҫинчен Библире хӑш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ? ӑ) Ҫав сӑвӑ йӗркисем Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен мӗн уҫса параҫҫӗ?

10 Павела Иегова ҫӑлма пултарнӑ. Исаия «вителӗк» ҫинчен асӑннӑ хыҫҫӑн ҫапла ҫырнӑ: «Вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтерӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ пурин куҫҫульне те шӑлса типӗтӗ» (Ис. 25:8). Хӑйӗн ачисене мӗн асап кӑтартса тӑнине пӗтерекен тата вӗсен куҫҫульне шӑлса илекен ашшӗ пекех, Иегова савӑнсах вилӗме пӗтерӗ! Ҫав тӗлӗшрен ӑна Иисус пулӑшса тӑрӗ. 1 Коринф 15:22-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ». Ҫитменнине тата Павел: «Кам хӑтарӗ-ши мана?» — тесе ыйтнӑ хыҫҫӑн хӑйех ҫапла хуравланӑ: «Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп» (Рим 7:25). Иеговӑна ҫынсене тума хавхалантарнӑ юрату Адампа Ева пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн та сивӗнмен иккен. Ҫавӑн пекех кам Иеговӑпа пӗрле пӗрремӗш ҫынсене тума хутшӑннӑ, ҫавӑ та ҫынсене хӗрӳллӗн юратма пӑрахман (Ытар. 8:30, 31). Анчах та этемлӗх ҫылӑхпа вилӗмрен мӗнле хӑтӑлӗ-ши?

11. Этемлӗхе пулӑшас тесе Иегова мӗн тунӑ?

11 Адам ҫылӑха кӗрсен, Иегова ун пирки вилӗм приговорӗ йышӑннӑ. Ҫавна пула пур ҫын ҫине те ҫитменлӗхпе вилӗм куҫнӑ (Рим 5:12, 16). Библире каланӑ: «Пӗрин ҫылӑхӗ пур ҫынна та айӑпа кӗртнӗ» (Рим 5:18). Иегова хӑйӗн нормисене пӑсмасӑрах этемлӗхе ҫав айӑпран хӑтарас тесе мӗн тума пултарнӑ? Хуравне эпир Иисусӑн сӑмахӗсенче тупатпӑр: «Этем Ывӑлӗ... нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне [«тӳлесе илмелли парне пек», ҪТ] пама килнӗ» (Матф. 20:28). Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ май Иисус «тӳлесе илме» пултарнӑ. Мӗнле майпа ҫакӑн пек тӳлесе илни тӗрӗслӗхпе пур енчен те килӗшсе тӑма пултарнӑ? (1 Тим. 2:5, 6, ҪХ.)

12. Тӳлесе илмелли мӗнле парне тӗрӗслӗхпе пур енчен те килӗшсе тӑнӑ?

12 Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑран ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарнӑ. Иегова шӑп ҫавӑн пек пурӑнтарасшӑн пулнӑ Адама. Иеговӑн тӗллевӗ тӑрӑх, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе Адамӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр ӑрӑвӗ пурӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус хӑйӗн Ашшӗне тата Адамӑн ӑрӑвне питӗ хытӑ юратнӑран хӑйӗн ҫын пулса пурӑннӑ пурнӑҫне парнене панӑ. Чӑнах та, Иисус хӑйӗн ҫын пулса пурӑннӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне парнене пани Адам ҫухатнӑ пурнӑҫпа пӗр тан пулнӑ. Каярахпа Иегова хӑйӗн Ывӑлне пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ (1 Петр 3:18). Адамӑн ӑрӑвне тӳлесе илес тата вӗсене Адам ҫухатнӑ пурнӑҫа тавӑрса парас тесе Иегова пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫыннӑн, Иисусӑн, парнине тӳлесе илмелли парне пек йышӑннӑ, мӗншӗн тесен ҫав парне унӑн тӗрӗслӗхӗпе пур енчен те килӗшсе тӑнӑ. Ҫапла вара Иисус Адам вырӑнне тӑнӑ теме пулать. Павел ҫакна ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: „Пӗрремӗш ҫын, Адам, чӗрӗ чун пулса тӑнӑ“. Юлашки Адам пурнӑҫ паракан сывлӑш пулса тӑнӑ» (1 Кор. 15:45, ҪТ).

13. «Юлашки Адам» вилнисемшӗн мӗн тӑвӗ?

13 «Юлашки Адам» кӗҫех Адамӑн ӑрӑвне ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ. Ҫавсем шутӗнче унччен вилнисенчен нумайӑшӗ пулӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинче каллех пурӑнма пултарччӑр тесе вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ (Иоанн 5:28, 29).

14. Адамран унӑн ӑрӑвӗ ҫине куҫнӑ ҫитменлӗхрен хӑтӑлма пулӑшас тесе Иегова мӗнпе усӑ курӗ?

14 Адамран куҫнӑ ҫитменлӗхрен этемлӗх мӗнле майпа хӑтӑлӗ-ши? Ҫакна тумашкӑн Иегова пӗлӗтре Патшалӑх йӗркеленӗ. Ҫав Патшалӑхри ертӳҫӗсем — Иисус тата ҫынсенчен суйласа илнӗ 144 000-шӗ. (Ӳлӗмхине 5:9, 10 вуласа пар.) Иисуспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларакансем хӑйсем те ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен подданнӑйӗсене ӑнланма пултарӗҫ. Ҫав правительство пин ҫул хушши ҫынсене хӑйсем ҫӗнтерме пултарайман ҫитменлӗхрен хӑтӑлма пулӑшса тӑрӗ (Ӳлӗм. 20:6).

15, 16. а) Мӗн вӑл «юлашки тӑшман... вилӗм» тата хӑҫан вӑл пӗтӗ? ӑ) 1 Коринф 15:28-мӗш тӑрӑх, Иисус мӗн тӑвӗ?

15 Патшалӑх пин ҫул хушши ертсе пырӗ, вара ҫав тапхӑр вӗҫӗнче Турра итлекен ҫынсем ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлӗҫ. Библире каланӑ: «Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ; пӗтӗмпе хӑй йӗркипе пырать: малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, унтан, Вӑл килнӗ чухне, Ӑна ӗненнисем [унпа пӗрле ертсе пыракансем] чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вара вӗҫӗ ҫитӗ; Вӑл ун чухне пур тӗрлӗ пуҫлӑха та, тӗрлӗ ирӗке те, хӑвата та пӗтерӗ те Патшалӑха Атте Турра парӗ. Хӑйӗн тӑшманӗсене пурне те ури айне тӑвичченех Вӑл патшара тӑмалла. Юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ» (1 Кор. 15:22—26). Ҫапла, Адамран куҫнӑ вилӗм юлашкинчен пӗтӗ. Пӗтӗм этемлӗхе хупласа тӑракан «вителӗке» ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗҫ (Ис. 25:7, 8).

16 Павел апостол ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Пурне те Христоса пӑхӑнтарса пӗтерсессӗн, Ывӑлӗ Хӑй те вара пурне те Хӑйне Пӑхӑнтараканнине пӑхӑнӗ; вара мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те Турӑ пулӗ» (1 Кор. 15:28). Ҫапла вара Ывӑлӗ патшара ларнин тӗллевӗ пурнӑҫланӗ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн влаҫне Иеговӑна савӑнсах каялла тавӑрса парӗ те пӗр ҫитменлӗхсӗр этемлӗхе ун умне илсе пырӗ.

17. Сатанапа юлашкинчен мӗн пулӗ?

17 Сатанапа, этемлӗх тӳсекен пӗтӗм хӗн-асапшӑн айӑплӑскерпе, мӗн пулӗ вара? Хуравне эпир Ӳлӗмхине 20:7—15-мӗшӗсенче тупма пултаратпӑр. Юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Сатана пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсене пурне те улталаса пӑхма хӑтланӗ. Унтан Шуйттана тата ун хыҫҫӑн каякансене пурне те яланлӑхах тӗп тӑвӗҫ. Ҫакна «иккӗмӗш вилӗм» теҫҫӗ (Ӳлӗм. 21:8). Ҫак вилӗм нихӑҫан та пӗтмӗ, мӗншӗн тесен «иккӗмӗш вилӗмпе» вилнисем нихӑҫан та урӑх пурӑнмӗҫ. Эпир Иеговӑна шанчӑклӑ пулсан, «иккӗмӗш вилӗм» сиен тума пултарни пирки пирӗн пӑшӑрханма кирлӗ пулмӗ.

18. Турӑ Адама панӑ ӗҫе мӗнле туса пӗтерӗҫ?

18 Ҫавӑн чухне вара этемлӗх пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ те Иегова куҫӗ умӗнче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма пӗтӗмпех тивӗҫлӗ пулса тӑрӗ, вара ҫынсен пӗр тӑшман та тӑрса юлмӗ. Адама тума хушнӑ ӗҫе унсӑрах туса пӗтерӗҫ. Ҫӗр ҫинче унӑн ӑрӑвӗ пурӑнма пуҫлӗ, вӗсем вара хаваспах ҫӗре тата чӗрчунсене пӑхса пурӑнӗҫ. Иегова кӗҫех юлашки тӑшмана, вилӗме, пӗтересси пире чӑнах та телей парать!

a Ученӑйсем ҫынсем мӗншӗн ватӑлнипе вилнине ӑнлантарса парас тесе вӑй хуни ҫинчен «Понимание Писания» кӗнекере ҫапла каланӑ: «Ҫынсен пӗрремӗш мӑшӑрӗ пирки Пултаракан хӑй вилӗм приговорне йышӑннине тата ҫав приговора ҫынсемшӗн ӑнланмалла мар майпа пурнӑҫа кӗртме пуҫланине вӗсем шута илмеҫҫӗ» («Жизнь» статья, «Старение и смерть» подзаголовок).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр